Кӗтӳҫсем, Чи Аслӑ Кӗтӳҫсем пек пулма тӑрӑшӑр
«Христос та пирӗншӗн асап курнӑ, пире Хӑй йӗрӗпе пыртарасшӑн епле пурӑнмаллине кӑтартса хӑварнӑ» (1 ПЕТР 2:21).
1, 2. а) Сурӑхсене лайӑх пӑхни мӗнле усӑ парать? ӑ) Мӗншӗн Иисус вӑхӑтӗнчи нумай ҫын кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек пулнӑ?
СУРӐХСЕНЕ лайӑх пултӑр тесен кӗтӳҫӗн кӗтӳшӗн питӗ тӑрӑшмалла. Сурӑх ӗрчетесси ҫинчен калакан пӗр кӗнекере ҫапла ҫырнӑ: «Ҫын кӗтӗве улӑха кӑна илсе каять пулсан, сурӑхсем ҫинчен шутласах каймасть тата вӗсемшӗн урӑх нимӗн те тумасть пулсан, темиҫе ҫултан унӑн кӗтӗвӗнче чирлӗ сурӑхсен шучӗ нумайланса кайӗ те ҫакӑ вара ӑна нимле тупӑш та памӗ». Анчах та сурӑхсене лайӑх пӑхнӑ чухне вӗсем ҫирӗп те сывлӑхлӑ.
2 Кӗтӳҫсем хӑйсене шанса панӑ Туррӑн кӗтӗвӗнчи кашни сурӑхпа тимлӗ те тӑрӑшуллӑ пулни пӗтӗм пухӑва усӑ парса тӑрать. Тен, эсир Иисус халӑх ушкӑнне хӗрхеннине астӑватӑр, мӗншӗн тесен ҫав «ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ» (Матф. 9:36). Мӗншӗн Иисус вӑхӑтӗнчи ҫынсем кӗтӳҫсӗр сурӑхсем пек пулнӑ? Мӗншӗн тесен халӑха камӑн Турӑ Саккунне вӗрентмелле пулнӑ, ҫавсем тӳрккес, икӗпитлӗ ҫынсем пулнӑ тата вӗсене юрама шутсӑр йывӑр пулнӑ. Хӑйсен кӗтӗвӗнчи ҫынсене пулӑшса, тӑрантарса тӑрас вырӑнне израильсен тӗн пуҫлӑхӗсем вӗсен хулпуҫҫийӗ ҫине «чӑтма ҫук йывӑр, йӑтма та кансӗр ҫӗклем» хунӑ (Матф. 23:4).
3. Старейшинӑсен, сурӑхсене пӑхса тӑрас тивӗҫе тунӑ чухне, мӗне асра тытмалла?
3 Эппин, хальхи христиансен кӗтӳҫӗсем — суйласа лартнӑ старейшинӑсем — ҫине пысӑк яваплӑх хунӑ. Вӗсем пӑхса тӑракан кӗтӳри сурӑхсем — Иеговӑпа Иисусӑн. Ҫав сурӑхсем Иисусшӑн, «ырӑ кӗтӳҫшӗн», питӗ хаклӑ пулнӑран вӑл вӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне те панӑ (Иоанн 10:11). Ҫак сурӑхсене «пысӑк хак парса илнӗ» — Иисус вӗсемшӗн хӑйӗн «хаклӑ Юнне» тӳленӗ (1 Кор. 6:20; 1 Петр 1:18, 19). Старейшинӑсен Туррӑн юратакан Ывӑлӗ, Иисус Христос, «сурӑхсенӗн аслӑ Кӗтӳҫӗ», умӗнче явап тытма кирлине яланах асра тытмалла (Евр. 13:20).
4. Ҫак статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?
4 Апла пулсан, пухури кӗтӳҫсен хӑйсене Иеговӑн сурӑхӗсемпе мӗнле тытмалла? Библире пухура кашнине ҫапла чӗнсе каланӑ: «Хӑвӑра вӗрентекенсене [«сирӗн хушӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене», ҪТ] итлӗр». Ҫав вӑхӑтрах старейшинӑсене «Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр [«вӗсемпе ан хуҫаланӑр», ҪХ]» тесе асӑрхаттарнӑ (Евр. 13:17; 1 Петр 5:2, 3 вуласа пар). Мӗнле майпа старейшинӑсем кӗтӳпе хуҫаланмасӑр ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илме пултараҫҫӗ? Урӑхла каласан, мӗнле майпа старейшинӑсем, хӑйсене Турӑ шанса панӑ влаҫпа виҫерен тухса каймасӑр усӑ курса, сурӑхсене мӗн кирлипе тивӗҫтерме пултараҫҫӗ?
ВӐЛ ВӖСЕНЕ «КӐКӐРӖ УМӖНЧЕ ҪӖКЛЕСЕ ҪӲРӖ»
5. Исаия 40:11-мӗшӗнчи сӑмахсем Иегова ҫинчен мӗн калаҫҫӗ?
5 Исаия пророк Иегова пирки ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн кӗтӗвне Вӑл кӗтӳҫӗ пекех сыхлӗ; путеккисене алли ҫине илӗ те кӑкӑрӗ умӗнче ҫӗклесе ҫӳрӗ, сӑваканнисене ҫавӑтса пырӗ» (Ис. 40:11). Ҫак сӑмахсем Иегова пухура вӑйсӑррисене е кама хӳтлӗх кирлӗ, ҫавсене мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑнине кӑтартса параҫҫӗ. Хӑйӗн кӗтӗвӗнче кашни сурӑха мӗн кирлине пӗлекен кӗтӳҫ пекех, Иегова пухура кашнине мӗн кирлине пӗлет тата вӗсене савӑнсах ҫавна парса тӑрать. Кӗтӳҫ кирлӗ чухне тин пӑранланӑ путеке хӗвӗнче йӑтса ҫӳренӗ пекех, Иегова та — «хӗрхенекен Атте» — пире йывӑр вӑхӑтра «ҫӗклесе» ҫӳреме хатӗр. Эпир йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ е пире ятарлӑ пулӑшу кирлӗ чухне вӑл пире лӑплантарать, йӑпатать (2 Кор. 1:3, 4).
6. Мӗнле майпа старейшина Иеговӑран тӗслӗх илме пултарать?
6 Пухури старейшинӑсене пирӗн ҫӳлти Аттемӗр калама ҫук чаплӑ тӗслӗх кӑтартать! Иегова пекех, вӗсенчен кашнин сурӑхсене мӗн кирлине асӑрхасах тӑмалла. Старейшина вӗсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине тата вӗсене халӗ мӗн кирлине пӗлет пулсан, вӑл вӗсене кирлӗ хавхаланупа пулӑшу пама пултарать (Ытар. 27:23). Апла пулсан, старейшинӑн пухури тӑвансемпе калаҫма, вӗсене итлеме вӑхӑт тупмалла. Вӑл вӗсен кашнин харпӑр хӑй пурнӑҫӗпе пурӑнма ирӗк пуррине хисеплет, ҫав вӑхӑтрах пухура мӗн курнипе, мӗн илтнипе интересленет тата юратса «халсӑррисене пулӑшса» тӑма хатӗр (Ап. ӗҫ. 20:35; 1 Фес. 4:11).
7. а) Иезекиильпе Иеремия пурӑннӑ вӑхӑтра Туррӑн сурӑхӗсемпе мӗн тунӑ? ӑ) Иегова ҫав шанчӑксӑр кӗтӳҫсене сирсе янинчен старейшинӑсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?
7 Иезекиильпе Иеремия пурӑннӑ вӑхӑтри кӗтӳҫсен шухӑш-кӑмӑлӗ ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Иегова ҫав кӗтӳҫсене сирсе янӑ, мӗншӗн тесен вӗсен унӑн сурӑхӗсене пӑхмалла пулнӑ, анчах та вӗсем ҫавна туман. Пӑхмасӑр хӑварнӑ пирки сурӑхсем тискер чӗрчунсен тупӑшӗ пулса тӑнӑ тата саланса кайнӑ. Сурӑхсене кӗтес вырӑнне ҫав кӗтӳҫсем вӗсене пусмӑрланӑ тата «хӑйсене хӑйсем» кӗтнӗ (Иез. 34:7—10; Иер. 23:1). Туррӑн ҫав кӗтӳҫсене айӑпласа каланӑ сӑмахӗсене христиан тӗнчинчи пуҫлӑхсемпе те ҫыхӑнтарма пулать. Иегова ҫав шанчӑксӑр кӗтӳҫсене сирсе янинчен старейшинӑсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ? Вӗсен Иеговӑн кӗтӗвне юратмалла, унпа тимлӗ пулмалла.
«ЭПӖ СИРЕ ТӖСЛӖХ КӐТАРТРӐМ»
8. Тӗрӗс мар шухӑшсене тӳрлетес тӗлӗшрен Иисус мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?
8 Ҫынсем ҫитменлӗхлӗ пулнӑран хӑш-пӗр сурӑхсем хӑйсенчен Иегова мӗн кӗтнине тӳрех ӑнланса илеймеҫҫӗ. Тен, вӗсем йышӑнусем тӑвасса та Библи принципӗсем тӑрӑх тумаҫҫӗ е вӗсен ӗҫӗсенче вӗсем халӗ те чӑнлӑхра ҫирӗп тӑманни палӑрса тӑма пултарать. Ҫакӑн ҫине старейшинӑсен мӗнле пӑхмалла? Вӗсен, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тӳсӗмлӗ пулнӑ пекех, тӳсӗмлӗ пулмалла. Вӗренекенӗсем хӑшӗ вӗсенчен Патшалӑхра асли пулмалли пирки ялан тавлашнӑ, анчах та Иисус нихӑҫан та вӗсем ҫине ҫилленмен. Вӑл вӗсене малалла вӗрентнӗ тата кӗҫӗне хуни питӗ кирлӗ пулнӑ пирки юратса канаш панӑ (Лука 9:46—48; 22:24—27). Кӗҫӗне хуни мӗн иккенне кӑтартас тесе вӑл вӗсен урисене те ҫуса янӑ. Хальхи старейшинӑсен те хӑйсене кӗҫӗне хумалла. (Иоанн 13:12—15 вуласа пар; 1 Петр 2:21.)
9. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулма вӗрентнӗ?
9 Иаковпа Иоанн кӗтӳҫ пуласси ҫине ыттисемпе хуҫаланма май паракан тивӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Ҫак икӗ апостол Патшалӑхра пысӑк вырӑн йышӑнасшӑн пулнӑ. Анчах та Иисус вӗсен шухӑшӗсене тӳрлетсе ҫапла каланӑ: «Халӑхсен патшисем халӑхпа хуҫаланнине, пуҫлӑхсем те халӑха пӑхӑнтарнине эсир пӗлетӗр. Сирӗн хушшӑрта вара апла пулмалла мар: хӑвӑр хушшӑрта асли пулас текенӗн ыттисемшӗн тарҫӑ пулмалла» (Матф. 20:25, 26, ҪХ). Апостолсен хӑйсен тӑванӗсемпе хуҫаланас килнипе кӗрешмелле пулнӑ.
10. Старейшинӑсенчен Иисус вӗсем хӑйсене кӗтӳпе мӗнле тытасса кӗтет тата ҫав тӗлӗшрен Павел мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?
10 Иисус хӑйне кӗтӳпе мӗнле тытать, старейшинӑсенчен те вӑл ҫавнах кӗтет. Вӗсен пухури тӑвансемпе хуҫаланас вырӑнне вӗсемшӗн ӗҫлеме хатӗр пулмалла. Иисус пекех Павел апостол хӑйне кӗҫӗне хурса ыттисемшӗн ӗҫленӗ. Вӑл Эфес пухӑвӗнчи старейшинӑсене ҫапла каланӑ: «Асийӑна килнӗ кунранпа эпӗ сирӗн патӑрта мӗнле пурӑннине эсир пӗлетӗр: эпӗ Ҫӳлхуҫашӑн пур тӗлӗшрен те йӑвашшӑн... ӗҫлесе тӑтӑм». Апостол ҫав старейшинӑсем ыттисемшӗн хӑйсене кӗҫӗне хурса, тӑрӑшса ӗҫлеччӗр тенӗ. Вӑл каланӑ: «Ҫапла тӑрӑшса эпӗ халсӑррисене пулӑшса тӑмаллине... сире пур ӗҫпе те кӑтартса патӑм» (Ап. ӗҫ. 20:18, 19, 35). Коринф ҫыннисене Павел сирӗн ӗненӗвӗрпе пуҫ пуласшӑн мар тесе каланӑ. Ун вырӑнне вӑл, вӗсем пекех, хӑйне кӗҫӗне хуракан, Туррӑн ӗҫлекенӗ пулнӑ тата вӗсене Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлеме пулӑшасшӑн пулнӑ (2 Кор. 1:24, ҪХ). Кӗҫӗне хурас тата тӑрӑшса ӗҫлес тӗлӗшрен хальхи старейшинӑсене Павел чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ.
«ЧӐН СӐМАХА ҪИРӖП ТЫТСА ПУРӐНМАЛЛА»
11, 12. Старейшина пухури тӑвана йышӑну тума мӗнле пулӑшма пултарать?
11 Ыттисене вӗрентнӗ чухне пухури старейшинӑн «чӑн сӑмаха ҫирӗп тытса пурӑнмалла» (Тит 1:9, ҪХ). Анчах та унӑн ҫавна «йӑвашшӑн» тумалла (Гал. 6:1). Пухури тӑвансене кун пек е ун пек тума хистес вырӑнне лайӑх кӗтӳҫ вӗсен чӗрине хускатма тӑрӑшать. Арҫын тӑванӑн кирлӗ йышӑну тумалла пулсан, старейшина ӑна шута илмелли Библи принципӗсем ҫине тимлеттерме тата ҫав тӗлӗшрен пирӗн публикацисенче мӗн каланине унпа пӗрле сӳтсе явма пултарать. Ҫавӑн пекех вӑл арҫын тӑвана кун пек е ун пек туни Иеговӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантарӗ. Старейшина ӑна йышӑну тӑвас умӗн кӗлӗре Турӑран мӗн тумаллине ыйтни питӗ кирлӗ тесе палӑртма пултарать (Ытар. 3:5, 6). Ҫаксене пурне те сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн старейшина ҫав арҫын тӑвана хӑй тӗллӗн йышӑну тума май парӗ (Рим 14:1—4).
12 Старейшинӑсен пур канаша та Библи тӑрӑх кӑна памалла. Ҫавӑнпа та вӗсен Ҫырупа питӗ лайӑх усӑ курма пӗлмелле тата унта мӗн ҫырни тӑрӑх пурӑнмалла. Ҫакӑ старейшинӑсене влаҫпа тивӗҫсӗр усӑ курассинчен сыхланма пулӑшӗ. Тӗрӗссипе каласан, сурӑхсем вӗсенӗн мар вӗт, ҫитменнине тата пухура кашни хӑй тунӑ йышӑнусемшӗн Иеговӑпа Иисус умӗнче явап тытӗ (Гал. 6:5, 7, 8).
«ВӖСЕМШӖН ТӖСЛӖХ ПУЛӐР»
13, 14. Старейшинӑн кӗтӗве мӗнле майсемпе тӗслӗх кӑтартмалла?
13 Пӑхма шанса панисемпе ан хуҫаланӑр тесе каланӑ хыҫҫӑн Петр апостол старейшинӑсене кӗтӳшӗн «тӗслӗх пулӑр» тесе ӳкӗтленӗ (1 Петр 5:3, ҪХ). Старейшина ҫакна мӗнле тума пултарать? Арҫын тӑванӑн, старейшина пулса ӗҫлес текенӗн, мӗнле икӗ лайӑх ен пулмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Пӗрремӗшӗнчен, унӑн «ҫирӗп ӑслӑ-тӑнлӑ» пулмалла. Ҫакӑ вӑл Библири принципсене лайӑх ӑнланнине тата вӗсемпе хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗнле тытса тӑмаллине пӗлнине пӗлтерет. Вӑл йывӑр лару-тӑрура та хӑйне лӑпкӑ тытать тата йышӑнусем тӑвас умӗн тӗплӗ шухӑшлать. Иккӗмӗшӗнчен, унӑн «хӑй кил-ҫуртне [кил-йышне] лайӑх тытса тӑракан» пулмалла. Ҫакӑ вӑл старейшинӑн ҫемье пур пулсан, унӑн лайӑх тӗслӗх кӑтартакан ҫемье пуҫӗ пулмалла тенине пӗлтерет, мӗншӗн тесен «хӑй кил-ҫуртне [кил-йышне] пӑхса тӑма пӗлмен ҫын ӗненекен ушкӑншӑн... тӑрӑшӗ-и?» (1 Тим. 3:1, 2, 4, 5.) Пухури тӑвансем старейшинӑсенче ҫакӑн пек лайӑх енсене кураҫҫӗ пулсан, вӗсем старейшинӑсене шанма пултараҫҫӗ.
14 Старейшинӑсем, Иисус пекех, ырӑ хыпар сарас ӗҫре ертсе пырассине хӑйсем ҫине илнипе те лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сарасси Иисусӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине вӗрентнӗ (Марк 1:38; Лука 8:1). Хальхи вӑхӑтра хыпарҫӑсене ырӑ хыпар сарас ӗҫе старейшинӑсемпе ҫума-ҫумӑн тума, вӗсем ҫак пурнӑҫа ҫӑлакан ӗҫе хастарлӑ хутшӑннине курма тата вӗсенчен ҫынсене мӗнле вӗрентмеллине вӗренме май пурри питӗ савӑнтарать. Ерҫӳллӗ маррине пӑхмасӑрах старейшинӑсем ырӑ хыпара хастарлӑ сарас тесе вӑй хуни тата вӑхӑт уйӑрни пӗтӗм пухӑва ҫавӑн пек хастарлӑх кӑтартма хавхалантарать. Унсӑр пуҫне старейшинӑсем пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленнипе тата комментарисем панипе, ҫавӑн пекех ытти ӗҫсене хутшӑннипе, сӑмахран, Патшалӑх залне тирпейлесе-тасатса тата юсаса тӑнипе тӑвансене лайӑх тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ (Эф. 5:15, 16; Еврейсем 13:7 вуласа пар).
«ВӐЙСӐРРИСЕНЕ ПУЛӐШӐР»
15. Мӗнле тӗллевпе старейшинӑсем пухури тӑвансем патне кайса ҫӳреҫҫӗ?
15 Кӗтӳри сурӑх аманчӗ е чирлерӗ пулсан, лайӑх кӗтӳҫ тӳрех пулӑшу парать. Старейшинӑсен те хӗн куракансене е кама канаш, хавхалану кирлӗ, ҫавсене хӑвӑрт пулӑшу памалла. Ваттисене тата чирлисене кулленхи ӗҫӗсенче, тен, пулӑшу кирлӗ пулӗ, анчах та вӗсене Ҫырура паракан хавхаланупа йӑпату уйрӑмах кирлӗ (1 Фес. 5:14). Пухура ҫамрӑккисен хӑйсен йывӑрлӑхсем пулма пултараҫҫӗ, сӑмахран, вӗсен «ҫамрӑк кӑмӑл хыҫҫӑн каяссипе» кӗрешме тивет (2 Тим. 2:22). Ҫавӑнпа та кӗтӳҫ пулса ӗҫлесси вӑл пухури тӑвансен лару-тӑрӑвне ӑнланас тата вӗсене Ҫырури вырӑнлӑ шухӑшсемпе хавхалантарас тесе вӗсем патне кайса ҫӳремелле тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пек пулӑшӑва вӑхӑтра парса тӑрсан, нумай пысӑк йывӑрлӑхран сыхланма пулать.
16. Пухури пӗр-пӗр тӑванӑн пысӑк йывӑрлӑх пур пулсан, старейшина ӑна мӗнле пулӑшма пултарать?
16 Пухури пӗр-пӗр тӑванӑн пысӑк йывӑрлӑх пур пулсан ҫакӑ вара Иеговӑпа ун хушшинчи хутшӑнусем аркатма пултарать пулсан, мӗн тумалла? «Сирӗнтен кам та пулин чирлӗ пулсан, Чиркӳ пресвитерӗсене [«пухури старейшинӑсене», ҪТ] чӗнсе килтертӗр,— ҫырнӑ Иаков,— ӑна Ҫӳлхуҫа ячӗпе ҫу сӗрсе, уншӑн кӗлтуччӑр. Ӗненсе кӗлтуни чирлӗ ҫынна чӗртӗ, Ҫӳлхуҫа ӑна сыватса тӑратӗ; вӑл ҫылӑха кӗнӗ пулсан, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнӗҫ» (Иак. 5:14, 15). Хӑш-пӗр чухне «чирлӗ» тӑван старейшинӑсене чӗнмесен те пултарать, анчах унӑн йывӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлсен старейшинӑсен тӳрех ӑна пулӑшу пама васкамалла. Йывӑр вӑхӑтра старейшинӑсем пухури тӑвансемпе пӗрле вӗсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен кӗлтӑваҫҫӗ тата вӗсене пулӑшаҫҫӗ пулсан, старейшинӑсем хӑйсен тӑванӗсене Турӑшӑн малалла савӑнса ӗҫлеме хавхалантаракан лайӑх кӗтӳҫсем пулнине кӑтартаҫҫӗ. (Исаия 32:1, 2 вуласа пар.)
17. Старейшинӑсем «аслӑ Кӗтӳҫ» пек пулма тӑрӑшни пухӑва мӗнле усӑ парать?
17 Иеговӑн организацийӗнчи кӗтӳҫсем пур енчен те «аслӑ Кӗтӳҫ», Иисус Христос, пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак яваплӑ арҫынсем пулӑшса тӑнине пула кӗтӳри сурӑхсем тӗреклӗленсе пыраҫҫӗ тата Турӑшӑн малалла та шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. Старейшинӑсем тӑвакан ӗҫсемшӗн пархатарлӑ пулни пире хамӑрӑн нимпе танлаштарайми Кӗтӳҫе, Иеговӑна, тав тума тата мухтама хавхалантарать!