Иеговӑн кӗтӳҫӗсене итлӗр
«Хӑвӑра вӗрентекенсене [«сирӗн хушӑрта ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене», ҪТ] итлӗр, вӗсене пӑхӑнса тӑрӑр: вӗсем сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ» (ЕВР. 13:17).
1, 2. Мӗншӗн Иегова хӑйне кӗтӳҫпе танлаштарать?
ИЕГОВА хӑйне кӗтӳҫпе танлаштарать (Иез. 34:11—14). Ҫакӑн пек танлаштарни ӑна лайӑхрах пӗлме пулӑшать. Тӑрӑшакан кӗтӳҫ хай пӑхакан сурӑхсене лайӑх пултӑр, нимӗн те сиен ан кӳтӗр тесе пӗтӗм яваплӑха хӑй ҫине илет. Вӑл вӗсене тулӑх улӑхсенче ҫӳретет, шыв патне ертсе каять (Пс. 22:1, 2), вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн хураллать (Лука 2:8), тискер чӗрчунсенчен хӳтӗлет (1 Патш. 17:34, 35), тин кӑна пӑранланӑ путексемшӗн тӑрӑшать (Ис. 40:11), ҫӗтсе кайнисене шырать тата суранланнисене сиплет (Иез. 34:16).
2 Ӗлӗк Турӑ халӑхӗ, тӗпрен илсен, кӗтӳҫ тата ялхуҫалӑх ӗҫӗсене туса пурӑннӑ, ҫавӑнпа Иегова Турӑ хӑйне мӗншӗн юратакан кӗтӳҫпе танлаштарнине ӑнланма вӗсене йывӑр пулман. Сурӑхсемшӗн тӑрӑшма тата вӗсемпе тимлӗ пулма кирлине вӗсем пӗлнӗ. Ҫавӑн пекех ҫынсене те хӑйсемшӗн Иегова тӑрӑшни тата вӑл мӗн тумаллине кӑтартса тӑни кирлӗ (Марк 6:34). Иеговӑн пулӑшӑвӗсӗр тата вӑл вӗрентсе-кӑтартса тӑнисӗр ҫынсем хӗн кураҫҫӗ. Вӗсем — «кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек» — пӗр хӳтлӗхсӗр тӑрса юлаҫҫӗ тата мӗн тӗрӗс, мӗн тӗрӗс маррине пӗлмеҫҫӗ (3 Патш. 22:17). Анчах та Иегова хӑйӗн халӑхне юратса мӗн кирлипе пуринпе те тивӗҫтерсе тӑрать.
3. Ҫак статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?
3 Иеговӑна тӑрӑшакан кӗтӳҫ пек сӑнласа пани паянхи кун та пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Иегова халӗ те хӑйӗн халӑхне мӗн кирлине парса тӑрать. Вӑл хальхи вӑхӑтра хӑйӗн сурӑхӗсене мӗнле ертсе пынине тата мӗн кирлипе епле тивӗҫтерсе тӑнине пӑхса тухар. Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑн пулӑшӑвӗнчен тата вӗрентсе-кӑтартса тӑнинчен усӑ илес тесен пирӗн мӗн тума кирлине сӳтсе явӑпӑр.
ЫРӐ КӖТӲҪ ХӐЙНЕ ПУЛӐШАКАНСЕНЕ СУЙЛАСА ЛАРТАТЬ
4. Иеговӑн сурӑхӗсемшӗн Иисус мӗнле тӑрӑшать?
4 Иегова христиансен пухӑвӗн Пуҫӗ пулма Иисуса суйласа лартнӑ (Эф. 1:22, 23). Иисус, «ырӑ кӗтӳҫӗ», хӑйӗн Ашшӗ пекех. Вӑл сурӑхӗсене юратать, вӗсемшӗн тӑрӑшать. Иисус «сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне» те панӑ (Иоанн 10:11, 15). Иисусӑн ҫылӑхсене каҫарттаракан парни этемлӗхшӗн мӗн тери чаплӑ пиллӗх! (Матф. 20:28.) Иегова «Ӑна [Иисуса] ӗненекенсем пӗри те ан пӗтчӗр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр» тет (Иоанн 3:16).
5, 6. а) Хӑйӗн сурӑхӗсене пӑхса тӑма Иисус камсене суйласа лартнӑ тата Иисусӑн пулӑшӑвӗнчен усӑ илес тесен сурӑхӗсен мӗн тумалла? ӑ) Пире мӗнле тӗп сӑлтав пухури старейшинӑсене итлеме хавхалантармалла?
5 Сурӑхсем Иисус Христос хӑйсен Кӗтӳҫи пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ? «Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ,— тенӗ Иисус,— Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ» (Иоанн 10:27). Ырӑ Кӗтӳҫӗн сассине илтеҫҫӗ тени вӑл Иисус мӗн тума хушнине яланах пӑхӑнса тӑнине пӗлтерет. Ҫавна тӑвас тесен вӑл кӗтӗве пӑхса тӑмашкӑн хӑйне пулӑшма кама суйласа лартнӑ, ҫавсене итлесе тӑмалла. Иисус хӑй пуҫланӑ ӗҫе апостолӗсемпе вӗренекенӗсен малалла тумалла тесе палӑртнӑ. Вӗсен Иисусӑн путекӗсене вӗрентмелле тата «кӗтмелле, [«тӑрантармалла», ҪТ]» пулнӑ (Матф. 28:20; Иоанн 21:15—17 вуласа пар). Ырӑ хыпар сарас ӗҫ сарӑлса пынӑҫемӗн вӗренекенсен шучӗ ӳссе пынӑ, ҫавӑнпа та Иисус христиансен пухӑвӗнче чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан кӗтӳҫсем яланах пулччӑр тесе тӑрӑшнӑ (Эф. 4:11, 12).
6 Пӗрремӗш ӗмӗрти Эфес пухӑвӗнчи надзирательсемпе калаҫнӑ чухне Павел апостол «Туррӑн ӗненекен ушкӑнне [пухӑва]... кӗтме Таса [святой] Сывлӑш сире пӑхса тӑракансем [надзирательсем] тунӑ» тесе палӑртнӑ (Ап. ӗҫ. 20:28). Христиансен хальхи надзирателӗсем пирки те ҫавнах калама пулать, мӗншӗн тесен вӗсене те Турӑ Сӑмахӗнче святой сывлӑш хавхалантарнипе ҫырса хунӑ требованисем тӑрӑх суйласа лартнӑ. Ҫавӑнпа та христиансен надзирателӗсене итлесе тӑнипе эпир Иеговӑпа Иисуса, икӗ чи аслӑ Кӗтӳҫе, хисепленине кӑтартатпӑр (Лука 10:16). Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ пире старейшинӑсене пӑхӑнса тӑма хавхалантаракан тӗп сӑлтав пулмалла. Анчах та старейшинӑсене итлесе тӑма кирлине кӑтартакан ытти сӑлтавсем те пур.
7. Иеговӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем ҫирӗп пулччӑр тесе старейшинӑсем сире мӗнле пулӑшса тӑраҫҫӗ?
7 Старейшинӑсем пухури тӑвансене хавхалантарнӑ тата канаш панӑ чухне ҫавна яланах Библире мӗн калани тӑрӑх тӑваҫҫӗ. Ҫавна вӗсем пухури тӑвансене хӑйсене кирлӗ пек пурӑнтарас тесе тумаҫҫӗ (2 Кор. 1:24). Ун вырӑнне вӗсем пухури тӑвансене Библи принципӗсем тӑрӑх йышӑнусем тума пулӑшасшӑн. Ҫакна тунипе старейшинӑсем пухура пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма тата пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ (1 Кор. 14:33, 40). Библире старейшинӑсем «сирӗн чунӑршӑн пӗр чарӑнмасӑр тӑрӑшаҫҫӗ» тенӗ, ҫакӑ вара вӗсем пухура кашнине Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшасшӑн тенине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та вӗсем пухури тӑван япӑх йышӑну тӑвасси патнех ҫитнине е тӗрӗс мар утӑм тунине асӑрхасанах ӑна пулӑшу сӗнме тӑрӑшаҫҫӗ (Гал. 6:1, 2; Иуда 22). Чӑнах та, хамӑра «вӗрентекенсене [«хамӑр хушӑра ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене», ҪТ]» итлеме пирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. (Еврейсем 13:17 вуласа пар.)
8. Старейшинӑсем пухӑва мӗнле хӳтӗлеҫҫӗ?
8 Павел апостол, тӑрӑшакан кӗтӳҫ, Колоссӑри тӑвансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар» (Кол. 2:8). Ҫакӑн пек асӑрхаттарнинче старейшинӑсем Сӑваплӑ Ҫыру тӑрӑх панӑ канашсене пирӗн мӗншӗн тимлеме кирлине кӑтартакан тепӗр витӗмлӗ сӑлтав курӑнса тӑрать. Вӗсем пухури тӑвансене Иеговӑран пӑрса ярас текенсенчен хӳтӗлеҫҫӗ. Петр апостол «суя пророксем» тата «суя вӗрентекенсем» пулӗҫ, вӗсем «тӗреклӗленсе ҫитеймен чунсене» ҫылӑха кӗртес тесе илӗртсе улталама тӑрӑшӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ (2 Петр 2:1, 14). Хальхи вӑхӑтра та старейшинӑсем, кирлӗ чухне, ҫавнашкалах асӑрхаттарусем параҫҫӗ. Ҫак чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансем пуян опыт пухнӑ. Унсӑр пуҫне вӗсене старейшина пулма суйласа лартичченех вӗсем Сӑваплӑ ҫырӑва лайӑх ӑнланнине, ҫавӑн пекех Библири чӑнлӑхсене вӗрентме пултарнине кӑтартнӑ (1 Тим. 3:2; Тит 1:9). Чӑнлӑхра ҫирӗп тӑнине, ӗҫе виҫине пӗлсе тунине тата Библирен илнӗ ӑслӑлӑхне пула вӗсем кӗтӗве лайӑх ертсе пыраҫҫӗ.
ЫРӐ КӖТӲҪӖ СУРӐХӖСЕНЕ ТӐРАНТАРАТЬ ТАТА ХӲТӖЛЕТ
9. Хальхи вӑхӑтра Иисус пухӑва мӗнле майпа тӑрантарса тӑрать тата ертсе пырать?
9 Иегова хӑйӗн организацийӗпе усӑ курса пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑха вӗрентсе, ертсе пырать. Библири канашсене нумайӑшне эпир хамӑр публикацисем урлӑ илсе тӑратпӑр. Вӑхӑтран вӑхӑта организаци старейшинӑсене хӑйсене мӗн тумаллине ҫырусем урлӑ е ҫулҫӳрекен надзирательсем парса тӑракан хушусем урлӑ кӑтартса тӑрать. Ҫак майсем урлӑ Иисус сурӑхсене ертсе пырать тата тӑрантарса тӑрать.
10. Кам та пулин кӗтӳрен ҫухалса юлнӑ пулсан, пухури кӗтӳҫсен мӗн тумалла?
10 Старейшинӑсем пухури тӑвансене хӳтӗлес тата пӑхса тӑрас яваплӑх пур, уйрӑмах вӗсем камӑн ӗненӗвӗ хавшама пуҫланӑ е кам пысӑк йӑнӑш тунӑ, ҫавсемпе тимлӗ пулма тӑрӑшаҫҫӗ. (Иаков 5:14, 15 вуласа пар.) Ҫав христиансенчен хӑш-пӗрисем, тен, кӗтӳрен ҫухалса юлнӑ та Турӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ. Ҫавӑн пек чухне тӑрӑшакан старейшина ҫухалса ҫӳрекен кашни сурӑха шыраса тупса каялла кӗтӗве, урӑхла каласан, пухӑва таврӑнма хавхалантарас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тумӗ-ши? Паллах ӗнтӗ, тӑвӗ! «Сирӗн Ҫӳлти Аҫӑрӑн ирӗкӗ те ҫавнашкал: Вӑл ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те ҫухатасшӑн мар»,— ӑнлантарнӑ Иисус (Матф. 18:12—14).
СТАРЕЙШИНӐСЕН ҪИТМЕНЛӖХӖСЕМ ҪИНЕ ПИРӖН МӖНЛЕ ПӐХМАЛЛА?
11. Мӗншӗн хӑш-пӗрисене старейшинӑсене пӑхӑнса тӑма йывӑр пулма пултарать?
11 Иеговӑпа Иисус — пӗр ҫитменлӗхсӗр Кӗтӳҫсем. Анчах та вӗсем пухусене пӑхса тӑма шанса панӑ ҫынсем-кӗтӳҫсем пирки ун пек калама май ҫук. Ҫакна пула хӑш-пӗрисене старейшинӑсене пӑхӑнса тӑма йывӑр пулма пултарать. Вӗсем ҫакӑн пек шухӑшлама пултараҫҫӗ: «Старейшинӑсем ман пекех ҫитменлӗхлӗ ҫынсем. Ҫавӑнпа та мӗншӗн манӑн вӗсене итлемелле?» Чӑнах та, старейшинӑсем — ҫитменлӗхлӗ ҫынсем. Анчах та пирӗн вӗсен кӑлтӑкӗсемпе йӑнӑшӗсем ҫине тӗрӗс пӑхма пӗлмелле.
12, 13. а) Иегова кама яваплӑ тивӗҫсем шанса панӑ, ҫавсен йӑнӑшӗсем ҫинчен мӗн калама пулать? ӑ) Мӗншӗн суйласа лартнӑ арҫынсен йӑнӑшӗсем ҫинчен Библире ҫырса хунӑ?
12 Иегова ӗлӗк хӑйӗн халӑхне ертсе пыма усӑ курнӑ арҫынсен йӑнӑшӑсем пирки Сӑваплӑ Ҫырура ним пытармасӑр каласа панӑ. Сӑмахран, Давида Израиль патши тата ҫулпуҫӗ пулма суйласа лартнӑ пулнӑ, ҫав-ҫавах вӑл каярахпа Турра хирӗҫ ҫылӑх тунӑ. Вӑл качча кайнӑ хӗрарӑмпа аскӑн ӗҫ тунӑ та унтан унӑн упӑшкине вӗлернӗ (2 Патш. 12:7—9). Петр апостол пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен пухӑвӗнче питӗ яваплӑ вырӑн йышӑнса тӑнӑ пулин те, вӑл пысӑк йӑнӑшсем тунӑ (Матф. 16:18, 19; Иоанн 13:38; 18:27; Гал. 2:11—14). Адампа Евӑран пуҫласа ҫӗр ҫинче пӗр ҫын та Иисуссӑр пуҫне пӗр ҫитменлӗхсӗр пулман.
13 Иегова кама яваплӑ тивӗҫсем шанса панӑ, ҫавсен ҫитменлӗхӗсем ҫинчен мӗншӗн Библире ҫырса хума хушнӑ? Сахалтан та вӑл ҫавна хӑйӗн халӑхне ҫитменлӗхлӗ ҫынсемпе усӑ курса ертсе пыма пултарнине кӑтартас тесе тунӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл яланах ҫавӑн пек тунӑ та. Ҫавӑнпа та старейшинӑсен ҫитменлӗхӗсем ҫине кӑтартса вӗсене хирӗҫ ӳпкелешнине тата вӗсене пӑхӑнасшӑн пулманнине тӳрре кӑларас тесе тӑрӑшмалла мар пирӗн. Иегова пирӗнтен эпир ҫав арҫын тӑвансене хисеплессе, итлессе кӗтет. (Тухни 16:2, 8 вуласа пар.)
14, 15. Ӗлӗк Иегова хӑйӗн халӑхӗпе мӗнле хутшӑннинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
14 Старейшинӑсене итлесе тӑни пире питӗ кирлӗ. Ӗлӗк Иегова хӑйӗн халӑхӗпе йывӑр вӑхӑтсенче мӗнле хутшӑнни ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Израиль халӑхӗ Египетран тухнӑ чухне Турӑ вӗсене мӗн тумаллине Моисейпа Аарон урлӑ каласа тӑнӑ. Вуннӑмӗш асапа пурӑнса ирттерес тесен израильсен Турӑ мӗн хушнине туса тӑмалла пулнӑ: ятарлӑ каҫхи апат хатӗрлемелле тата пуснӑ путекӗн юнне хӑйсен килӗсенчи алӑк урлавӗпе янахӗ ҫине сӗрсе тухмалла пулнӑ. Вӗсене мӗн-мӗн тумаллине пӗлӗтрен сасӑ пӗлтерсе тӑман. Вӗсен Израильти старейшинӑсем мӗн каланине итлемелле пулнӑ, старейшинисене вара мӗн тумаллине Моисей каласа тӑнӑ (Тух. 12:1—7, 21—23, 29). Ҫав лару-тӑрура Иеговӑн хушӑвӗсене халӑха Моисейпа старейшинӑсем пӗлтерсе тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра та Иегова ҫавна тӑвас тесе христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсемпе усӑ курать.
15 Тен, эсир Иегова хӑйӗн халӑхне хушусем парас тесе ҫынсемпе е ангелсемпе усӑ курни ҫинчен Библире калакан ытти нумай тӗслӗхе те аса илме пултаратӑр. Ҫавсенче кашнинче Иегова ыттисене власть шанса пани вырӑнлӑ тесе шутланӑ. Хыпарҫӑсем ун ячӗпе каласа тӑнӑ тата унӑн ӗҫлекенӗсене хӑрушӑ вӑхӑта пурӑнса ирттермешкӗн мӗн тума кирлине пӗлтерсе тӑнӑ. Иегова Армагеддонра та ҫавнах тӑвасса шанма пултаратпӑр. Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн е унӑн организацийӗн ячӗпе каламалли тивӗҫе илнӗ старейшинӑсен паян хӑйсене шанса панӑ влаҫпа тивӗҫсӗр усӑ курассинчен сыхланас тесе питӗ тимлӗ пулмалла.
«ПӖР КӖТӲ, ПӖР КӖТӲҪӖ»
16. Мӗнле «сасса» пирӗн тимлӗ итлемелле?
16 Иеговӑн халӑхӗ вӑл — «пӗр кӗтӳ», ҫав кӗтӗвӗн «пӗр Кӗтӳҫӗ», Иисус Христос (Иоанн 10:16). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене «тӗнче пӗтичченех куллен сирӗнпе пӗрле пулӑп» тесе каланӑ (Матф. 28:20). Пӗлӗтри Патша пулнӑ май вӑл Сатана тӗнчине пӗтесси патне илсе ҫитерекен событисене пурне те пӗтӗмпех йӗркелесе тӑрать. Туррӑн организацийӗнче пӗрлӗхе упраса хӑварас тата хӳтлӗх тупас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Библи ҫапла хуравлать: «Эсир... хӑвӑр хыҫӑрта: «акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр» тенине [«текен сасса», ҪТ] илтетӗр». Ҫак «сасса» итлес тесен Туррӑн святой сывлӑшӗ Библи урлӑ тата Иеговӑпа Иисус хӑйсем суйласа лартнӑ кӗтӳҫсем урлӑ мӗн каланине итлемелле. (Исаия 30:21; Ӳлӗмхине 3:22 вуласа пар.)
17, 18. а) Турӑ халӑхӗн мӗнле хӑрушлӑх пур, анчах та эпир мӗне шанма пултаратпӑр? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
17 Библире Сатана пирки «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет» тенӗ (1 Петр 5:8). Хаяр та выҫӑ тискер чӗрчун пек, вӑл асӑрхануллӑ пулма пӑрахнисем е кӗтӳрен тӑрса юлнисем ҫине тапӑнмалли мая кӗтсе кӗтӳ тавралла ҫӳрет. Ҫакӑ пирӗн мӗншӗн пухупа тата «Кӗтӳҫӗ[пе]... чунӑра Сыхлаканӗ[пе]» тачӑ ҫыхӑну тытмаллине кӑтартакан тепӗр витӗмлӗ сӑлтав (1 Петр 2:25). Хӑрушла асап вӑхӑтне пурӑнса ирттерекенсем пирки Ӳлӗмхине 7:17-мӗшӗнче ҫапла каланӑ: «Вӗсене... Путек [Иисус] кӗтсе ҫӳрӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗ юхакан ҫӑлкуҫӗ патне илсе кайӗ; Турӑ вӗсен куҫӗнчи куҫҫульне шӑлса типӗтӗ». Ҫакӑн пек сӑмах панинчен лайӑхраххи урӑх мӗн пулма пултарӗ?
18 Христианла старейшинӑсен пухӑва пӑхса тӑнин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине пӑхса тухнӑ май кашни старейшина хӑйне ҫакӑн пек ыйту пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Эпӗ хама Иисусӑн сурӑхӗсемпе тӗрӗс тытатӑп-и?» Ҫак ыйтӑвӑн хуравне тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.