«Каллӗ-маллӗ шухӑшлама ан васкӑр»!
«Эй тӑвансем... сире ҫапла калатпӑр... эсир ӑсӑр-тӑнӑра ан ҫухатӑр [«каллӗ-маллӗ шухӑшлама ан васкӑр», ҪТ]» (2 ФЕС. 2:1, 2).
1, 2. Мӗншӗн ултав паян питӗ анлӑ сарӑлнӑ тата эпир мӗнле йышши суяна куратпӑр?
УЛТАВПА суя хальхи тӗнчере питӗ анлӑ сарӑлнӑ. Ҫакӑ пире тӗлӗнтермелле мар. Библире Сатана Шуйттан сӗмсӗр ултавҫӑ тата вӑл ҫак тӗнчене хӑй аллинче тытса тӑрать тесе тӳррӗн каланӑ (1 Тим. 2:14; 1 Иоанн 5:19). Ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтесси ҫывхарса пынӑҫемӗн Сатана ҫилли тулсах пырать, мӗншӗн тесен вӑл «хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине» пӗлет (Ӳлӗм. 12:12). Ҫавӑнпа та Шуйттан витӗм кӳрсе тӑракан ҫынсенчен тата ытларах суйса-улталаса пурӑнасса кӗтме пулать. Вӗсем уйрӑмах Иеговӑшӑн ӗҫлекенсене улталама хӑтланӗҫ.
2 Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хӑш-пӗр чухне Иеговӑн ӗҫлекенӗсемпе вӗсен ӗненӗвӗсем ҫинчен тӗрӗссине пӗтӗмпех каламаҫҫӗ е сӗмсӗр суя сараҫҫӗ. Хаҫатри статьясемпе, телефильмсемпе тата Интернетри веб-страницӑсемпе час-часах суя информацие сарас тесе усӑ кураҫҫӗ. Ҫак суяна ҫӑмӑллӑнах ӗненнипе хӑш-пӗр ҫынсем пӑлханма е тарӑхма пуҫлаҫҫӗ.
3. Мӗн пире улталанма памӗ?
3 Телее, Турӑ Сӑмахӗ пире Сатанан ултавӗнчен сыхланма пулӑшать, мӗншӗн тесен Библи «тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма... усӑллӑ» (2 Тим. 3:16, 17, ҪХ). Павел апостол ҫырнисенчен эпир пӗрремӗш ӗмӗрте Фессалоникӑра пурӑннӑ хӑш-пӗр христиансем суяна ӗненнипе улталаннине пӗлетпӗр. Вӑл вӗсене «ӑсӑр-тӑнӑра ан ҫухатӑр [«каллӗ-маллӗ шухӑшлама ан васкӑр», ҪТ]» тесе ӳкӗтленӗ (2 Фес. 2:1, 2). Павел юратса асӑрхаттарнинчен эпир мӗне вӗренме тата ҫавна хамӑр пурнӑҫра мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр?
ВӐХӐТЛӐ АСӐРХАТТАРУСЕМ
4. Фессалоникӑри христиансене «Ҫӳлхуҫа килес кун» ҫинчен мӗнле асӑрхаттарнӑ тата ҫакӑн ҫинчен паян пире мӗнле асӑрхаттараҫҫӗ?
4 Фессалоникӑри пуху патне янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗнче Павел «Ҫӳлхуҫа килес кун» ҫинчен асӑрхаттарнӑ. Вӑл ҫав тӑвансем сӗмлӗхре ан пулччӑр тата ҫак куна хатӗр мар ан пулччӑр тенӗ. Вӑл вӗсене, «ҫутӑ ывӑлӗсене», «сыхӑ, урӑ пуҫлӑ» тӑма хавхалантарнӑ. (1 Фессалоника 5:1—6 вуласа пар.) Аслӑ Вавилона, суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империне, тӗп тӑвассине кӗтетпӗр эпир паян. Ҫакӑнпа Иеговӑн аслӑ кунӗ пуҫланӗ. Иеговӑн тӗллевӗ мӗнле пурнӑҫланса пынине лайӑхрах ӑнланма пуҫлани пире чӑннипех савӑнтарать. Пуху урлӑ пире вӑхӑтлӑ асӑрхаттарусем парса тӑраҫҫӗ, вӗсем вара пире сыхӑ тӑма пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫине-ҫинех асӑрхаттарса тӑнисене тимленипе эпир «Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас» шухӑша тата ҫирӗпрех тӑвӑпӑр (Рим 12:1).
5, 6. а) Фессалоникӑри христиансем патне янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнче Павел мӗн ҫинчен ҫырнӑ? ӑ) Иисус урлӑ Турӑ кӗҫех мӗн тӑвӗ тата пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?
5 Фессалоникӑри христиансем патне пӗрремӗш ҫырӑвне янӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсенех Павел вӗсем патне иккӗмӗш ҫырӑвне ҫырнӑ. Унта вӑл ҫывхарса килекен инкек ҫинчен ҫырнӑ, Ҫӳлхуҫа Иисус ун чухне «Турра йышӑнманнисене... Ырӑ Хыпара пӑхӑнманнисене» хирӗҫ Туррӑн судне пурнӑҫа кӗртӗ (2 Фес. 1:6—8). Ҫак ҫырӑвӑн 2-мӗш сыпӑкӗнчен эпир ҫав пухура хӑш-пӗрисем Иеговӑн кунӗ пирки, вӑл кӗҫ-вӗҫ пуҫланать тесе шутланӑран, «хӑрама [«пӑлханма», ҪТ]» пуҫланине пӗлетпӗр. (2 Фессалоника 2:1, 2 вуласа пар.) Ҫав малтанхи христиансем Иеговӑн тӗллевӗ мӗнле пурнӑҫланассине пӗтӗмпех ӑнланман. Каярахпа ҫакна палӑртса Павел пророкла сӑмахсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Эпир кӑшт анчах пӗлетпӗр, пророкла та кӑшт анчах калаҫатпӑр; пур тӗлӗшпе те тулли пахалӑх килсе ҫитсессӗн, кӑштаххи чарӑнса ларӗ» (1 Кор. 13:9, 10). Анчах та христиансем Павел, Петр апостол тата вӑл вӑхӑтра пурӑннӑ ытти шанчӑклӑ тӑвансем, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑскерсем, Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ асӑрхаттарусене итленипе шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнӑ.
6 Вӗсен шухӑшӗсене тӳрлетес тесе Павел, Турӑ хавхалантарнипе, Иегова кунӗ пуҫланиччен чӑнлӑхран питӗ хытӑ пӑрӑнса каясси тата «ҫылӑх ҫынни» пуласси ҫинчен ӑнлантарнӑa. Унтан, Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтра, Ҫӳлхуҫа Иисус хӑйсене улталанма панисене пурне те «пӗтерсе пӑрахӗ». Апостол палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене «чӑнлӑха юратманран» ҫавӑн пек суд тӑвӗҫ (2 Фес. 2:3, 8—10). Хамӑртан ҫакӑн пек ыйтни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Чӑнлӑха эпӗ мӗн таран юрататӑп? Ку е вӑл ыйтӑва халӗ эпир мӗнле ӑнланнине, Турӑ халӑхӗн пӗтӗм тӗнчери пухӑвне парса тӑракан ҫак журналта тата Библи тӑрӑх хатӗрленӗ ытти публикацисенче ҫавна мӗнле ӑнлантарса панине эпӗ пӗлетӗп-и?»
КАМПА ХУТШӐНМАЛЛИНЕ ТӖРӖС СУЙЛӐР
7, 8. а) Малтанхи христиансен мӗнле хӑрушлӑхсемпе тӗл пулма тивнӗ? ӑ) Паянхи христиансене уйрӑмах мӗн хӑрушлӑх кӳрсе тӑрать?
7 Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнисемпе вӗсен вӗрентӗвӗсемсӗр пуҫне христиансен ытти хӑрушлӑхсемпе те тӗл пулма тивнӗ. Павел Тимофей патне «мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни» тесе ҫырнӑ. Апостол палӑртнӑ тӑрӑх, «ҫавӑн [ҫав юрату] хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ» (1 Тим. 6:10). «Ӳт ӗҫӗсем» те яланах хӑрушлӑх кӳрсе тӑнӑ (Гал. 5:19—21).
8 Павел хӑйӗн тепӗр ҫырӑвӗнче «суя апостолсем» тесе каланӑ ҫынсенчен тухса тӑракан пысӑк хӑрушлӑх ҫинчен Фессалоникӑри христиансене мӗншӗн ҫине тӑрсах асӑрхаттарса тӑнине ӑнланма пулать. Вӗсем хушшинче «вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем» пулнӑ (2 Кор. 11:4, 13; Ап. ӗҫ. 20:30). Каярахпа Иисус Эфесри пухӑва «пӑсӑк ҫынсене» тӳссе тӑманшӑн мухтаса илнӗ. Эфесри христиансем ҫав ҫынсене тӗрӗсленӗ те вӗсем чӑннипе суя апостолсем, суеҫӗсем пулнине ӑнланса илнӗ (Ӳлӗм. 2:2). Ҫакна та палӑртмалла: Павел Фессалоникӑри пуху патне ҫырнӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнче ҫапла чӗнсе каланӑ: «Эй тӑвансем, эпир сире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе хистесех калатпӑр... эпир вӗрентнӗ пек пурӑнман [«йӗркене пӑсса пурӑнакан», ҪТ] тӑвансенчен аякра тӑрӑр». Унтан вӑл ӗҫлеме юратманнисем ҫинчен уйрӑммӑн асӑннӑ (2 Фес. 3:6, 10). Эппин, вӗсен кахаллисенчен пӑрӑнмалла пулнӑ пулсан, хӑйсене чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ пек тытакансенчен ҫакна тата ытларах тумалла пулнӑ! Вӑл вӑхӑтра ҫавӑн пек ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнни уйрӑмах хӑрушӑ пулнӑран, вӗсенчен аякра тӑмалла пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра та ҫавнах тумалла (Ытар. 13:21).
9. Кам та пулин пире Библире ӑнлантарса паман япаласем ҫинчен хӑй мӗн шутланине хӑйӗнпе сӳтсе явма чӗнме е Иеговӑн организацине ятлама-тиркеме пуҫларӗ пулсан, мӗншӗн пирӗн питӗ асӑрхануллӑ пулмалла?
9 Эпир хӑрушла асап вӑхӑчӗ тата ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтес вӑхӑт патне ҫывхарсах пыратпӑр, ҫавӑнпа та пӗрремӗш ӗмӗрте Турӑ пӗлтернипе панӑ асӑрхаттарусем паян тата пӗлтерӗшлӗрех пулса тӑраҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ эпир хамӑршӑн «Турӑ тивлетне илни... усӑсӑр ан пултӑр» тетпӗр. Вӗт ҫавӑн пекки пулса тухсан, эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнмалли шанчӑка ҫухатнӑ пулӑттӑмӑр (2 Кор. 6:1). Пирӗн пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳрекенсенчен кам та пулин пире Библире ӑнлантарса паман япаласем ҫинчен хӑй мӗн шутланине хӑйӗнпе сӳтсе явма чӗнет е старейшинӑсемпе Туррӑн ытти ӗҫлекенӗсене ятлама-тиркеме хистет пулсан, пирӗн питӗ асӑрхануллӑ пулмалла (2 Фес. 3:13—15).
«ВӖРЕНТНИНЕ ҪИРӖП ТЫТСА ТӐРӐР»
10. Павел Фессалоникӑри христиансене мӗнле вӗрентӳсене тытса тӑма хавхалантарнӑ?
10 Павел Фессалоникӑри тӑвансене чӑнлӑхра тӗреклӗ тӑма тата мӗн вӗрентнине ҫирӗп тытса тӑма хавхалантарнӑ. (2 Фессалоника 2:15 вуласа пар.) Павел мӗнле вӗрентӳсем ҫинчен каланӑ? Суя тӗн тытса тӑракан тата саракан вӗрентӳсем ҫинчен мар паллах. Кунта Павел хӑй тата ытти христиансем Иисусран илнӗ, ҫавӑн пекех Турӑ апостола христиансене пӗлтерме хавхалантарнӑ вӗрентӳсем пирки каланӑ пулас. Ҫав вӗрентӳсенчен нумайӑшӗ вара Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Ҫырӑвӑн пайӗ пулса тӑнӑ. Павел Коринф пухӑвӗнчи тӑвансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире мухтатӑп: эпӗ мӗн тунине, мӗн вӗрентнине эсир пурне те астуса тӑратӑр, эпӗ мӗн хушса хӑварнине уяса пурӑнатӑр» (1 Кор. 11:2). Ҫавӑн пек вӗрентӳсем Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗнчен тухса тӑнӑ, ҫавӑнпа вӗсем шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнӑ.
11. Хӑш-пӗрисем ҫине ултав мӗнле витӗм кӳме пултарать?
11 Павел еврейсем патне янӑ ҫырӑвӗнче христианин мӗнле майпа ӗненме пӑрахма тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑма пӑрахма пултарни ҫинчен каланӑ. (Еврейсем 2:1; 3:12 вуласа пар.) Вӑл ҫын аяккалла пӑрӑнма тата чӗрӗ Турӑран уйрӑлса кайма пултарать тенӗ. Пӗр енчен илес пулсан, кимме шыв юхӑмӗ ҫыранран аяккалла юхтарса кайма пуҫланӑ чухне ҫакна чи малтан асӑрхамасан та пулать. Анчах та ҫыранпа кимӗ хушши майӗпен ӳссе пырать. Тепӗр енчен илес пулсан, киммине хӑй тӗксе яракан ҫын хӑй кӑмӑлӗпе ҫыранран аяккалла пӑрӑнса каять. Ҫак икӗ тӗслӗх ҫын хӑйне улталама тата чӑнлӑха хытӑ ӗненме пӑрахма ирӗк парсан мӗн пулса тухма пултарнине лайӑх кӑтартса парать.
12. Иеговӑпа пирӗн хушӑмӑрти туслӑха мӗн пӑсма пултарать?
12 Фессалоникӑра хӑш-пӗрисемпе шӑп ҫапла пулса тухнӑ курӑнать. Хальхи вӑхӑт пирки мӗн калама пулать? Халӗ пирӗн вӑхӑта туртса илекен нумай ӗҫ пур. Социаллӑ сетьсенче хутшӑнма, электронлӑ пӗлтерӳсене вуласа вӗсем ҫине хуравлама, хобби валли е спорт хыпарӗсене пӑхса-итлесе ларма мӗн чухлӗ вӑхӑт кайни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Ҫак ӗҫсенчен кирек хӑшӗ те христианина пӑрса яма тата унӑн хастарлӑхне сивӗтме пултарнӑ пулӗччӗ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарать? Вӑл чӗререн кӗлтума пӑрахма, ҫавӑн пекех Библи вӗренме, пухусем валли тата ырӑ хыпар сарма сахалрах вӑхӑт уйӑрма пултарнӑ пулӗччӗ. Пире каллӗ-маллӗ шухӑшлама васкасран сыхланма мӗн пулӗшӗ?
КАЛЛӖ-МАЛЛӖ ШУХӐШЛАСРАН СЫХЛАНМА МӖН ПУЛӐШӖ
13. Библире малтанах каласа хунӑ пек, нумайӑшӗн шухӑш-кӑмӑлӗ мӗнле пулӗ тата хамӑр ӗненӗве хӳтӗлеме пире мӗн пулӑшӗ?
13 Паллах ӗнтӗ, Сатанан тӗнчи пӗтесси ҫывӑх пулнине тата халӗ эпир «юлашки кунсенче» пурӑннине йышӑнман ҫынсемпе хутшӑнни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине пирӗн асра тытмалла. Петр апостол ҫак тапхӑр пирки ҫапла ҫырнӑ: «Хӑйсен ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн ҫӳрекен намӑссӑр мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ те ҫапла калӗҫ: „Вӑл килме пулнӑччӗ — ӑҫта Вӑл? Тӗнче пуҫланнӑранпах, аттемӗрсем виле пуҫланӑранпах, пӗтӗмпе ҫаплипех тӑрать“ тейӗҫ» (2 Петр 3:3, 4). Турӑ Сӑмахне кашни кун вулани тата ӑна яланах тӗпчени пире эпир «юлашки кунсенче» пурӑннине асра тытма пулӑшӗ. Чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси — Библире ун ҫинчен малтанах каласа хунӑ — тахҫанах пуҫланнӑ, вӑл халӗ те пур. «Ҫылӑх ҫынни» унчченхи пекех Туррӑн ӗҫлекенӗсене хирӗҫ тӑрать. Ҫавӑнпа та Иеговӑн кунӗ ҫывӑх пулнине пирӗн манса каймалла мар (Соф. 1:7).
14. Турӑшӑн яланах ӗҫлесе тӑни пире мӗншӗн хӳтӗлет?
14 Сыхӑ тӑма тата каллӗ-маллӗ шухӑшлама васкасран сыхланма пуринчен ытла Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар тӑтӑшах каласа ҫӳрени пулӑшнине пурнӑҫ хӑех кӑтартса парать. Ҫавӑнпа та Христос Иисус, пуху Пуҫӗ, хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене пур халӑхран та вӗренекенсем хатӗрлеме, хӑй мӗн хушнине пурне те тытса тӑма вӗрентме хушнӑ чухне, тӗрӗссипе каласан, хӳтлӗх паракан канаш панӑ (Матф. 28:19, 20). Вӑл мӗн хушнине тӑвас тесен ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑ пулмалла. Фессалоникӑри тӑвансем ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫе ячӗшӗн ҫеҫ, тума кирлӗ пулнӑран ҫеҫ тунӑ тетӗр-и эсир? Павел вӗсене каланӑ сӑмахсене аса илӗр-ха: «Сывлӑшӑр хӑватне ан сӳнтерӗр. Пророк хастарне ан хурлӑр» (1 Фес. 5:19, 20). Ҫитменнине тата эпир вӗренекен, ыттисене каласа паракан пророкла сӑмахсем кӑмӑла ҫӗклемеллипех ҫӗклеҫҫӗ!
15. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне мӗн сӳтсе явни усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ?
15 Паллах ӗнтӗ, эпир хамӑр ҫемьери ҫынсене ырӑ хыпар сарас ӗҫре пултарулӑхне аталантарма пулӑшасшӑн. Ҫакна тӑвас тесе пухури тӑвансем нумайӑшӗ ҫемьепе пӗрле пуҫҫапмалли вӑхӑтӑн пӗр пайне сӑваплӑ ӗҫе хатӗрленме уйӑраҫҫӗ. Ҫынсем патне тепӗр хут кайса вӗсен интересне мӗнле аталантарма пултарнине килтисемпе сӳтсе явни усӑллӑ пулма пултарать. Вӗсем ҫынсем патне тепӗр хут пырсан мӗн ҫинчен калаҫас тейӗҫ? Мӗнле темӑсем интереса атанлантарма пулӑшӗҫ? Ҫынсем патне хӑш вӑхӑтра кайни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ? Ҫавӑн пекех нумайӑшӗ ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма уйӑрнӑ вӑхӑтӑн пӗр пайне пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене хатӗрленме уйӑраҫҫӗ. Вӗсенче хутшӑнас тесе эсир ытларах хатӗрленме пултараймӑр-ши? Тӗлпулусене хутшӑнни сирӗн ӗненӗве ҫирӗплетӗ, ҫапла вара сире каллӗ-маллӗ шухӑшлама васкасран сыхланма пулӑшӗ (Пс. 34:18). Ҫапла вара ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни пире Библире ӑнлантарса паман япаласем ҫинчен пӗтӗмлетӳсене чуххӑм тӑвассинчен тата иккӗленӳсенчен сыхлӗ.
16. Мӗнле шанчӑк святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене малалла та ҫирӗп шухӑшлӑ пулма хавхалантарать?
16 Иегова хӑйӗн халӑхне Библире пророкла каланисене лайӑхрах ӑнланма пулӑшнипе пилленӗ, ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ май эпир хамӑр умра мӗнле чаплӑ награда выртнине пӗлсе пыратпӑр. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем Христоспа пӗрле пӗлӗтре пулӗҫ. Ҫак шанчӑк вӗсене малалла та ҫирӗп шухӑшлӑ пулма хавхалантарать паллах! Павел Фессалоникӑри христиансем патне ҫырнӑ сӑмахсене святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе ҫыхӑнтарма пултаратпӑр: «Хуҫа Турӑ савакан тӑванӑмӑрсем! Пирӗн сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тумалла. Мӗншӗн тесен Турӑ сире Святой Сывлӑшпа сӑваплатса, чӑнлӑха ӗнентерсе... суйласа илнӗ» (2 Фес. 2:13, ҪХ).
17. 2 Фессалоника 3:1—5-мӗш сӑвӑ йӗркисенче мӗнле хавхалану пур?
17 Ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас текенсен те каллӗ-маллӗ шухӑшлама васкамалла мар. Сирӗн ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк пур пулсан, Павел Фессалоникӑри святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патне ҫырнӑ хавхалантаракан сӑмахсене чӗре ӑшне илӗр. (2 Фессалоника 3:1—5 вуласа пар.) Ҫак юратса каланӑ сӑмахсемшӗн пирӗн пурин те пархатарлӑ пулмалла. Фессалоникӑри христиансем патне янӑ ҫырусенче Библире ӑнлантарса паман япаласем ҫинчен чуххӑмӑн шухӑшлассинчен тата иккӗленӳллӗ шухӑшсенчен асӑрхаттарса каланисем пур. Пӗтес вӑхӑт питӗ ҫывӑх пулнӑран ҫак асӑрхаттарусем христиансемшӗн халӗ те питӗ хаклӑ.
a Апостолсен ӗҫӗсем 20:29, 30-мӗш сӑвӑ йӗркисенче эпир Павел христиансен пухӑвӗсенче «вӗренекенсене хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясшӑн урӑх майлӑ калаҫакан ҫынсем» пулӗҫ тесе калани ҫинчен вулатпӑр. Истори ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, вӑхӑт иртнӗҫемӗн христиансем хушшинче духовенствӑпа чиркӗве ҫӳрекенсем ҫине пайланасси пуҫланнӑ. Пирӗн эрӑри III ӗмӗр тӗлнелле «ҫылӑх ҫынни» вӑл христиан тӗнчинчи духовенство пулни курӑнма тытӑннӑ. (Акӑлчан чӗлхипе 1989-мӗш тата 1990-мӗш ҫулсенче тухнӑ «Хурал башни» журналти вӗренмелли статьясене пӑх, 29—32-мӗш страницӑсем.)