Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 12/15 10—16 с.
  • Эсир патшалӑхшӑн парнесем кӳрсе тӑрӑр-ши?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир патшалӑхшӑн парнесем кӳрсе тӑрӑр-ши?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • АВАЛХИ ИЗРИЛЬТЕ КӲНӖ ПАРНЕСЕМ
  • ХАЛЬХИ ВӐХӐТРИ ПАРНЕСЕМ
  • ЭПИР ПАМА ПУЛТАРАКАН ПАРНЕСЕМ
  • ПИРӖН ПАРНЕСЕМ ПИТӖ ХАКЛӐ
  • Чӑнлӑхӑн никӗсӗ пире мӗне вӗрентет
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
  • Иеговӑна чунтан-вартан парнесем кӳрсе тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
  • Туррӑн веҫех пур пулсан, ӑна мӗн те пулин памалла-и?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Левит кӗнекинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 12/15 10—16 с.

Эсир патшалӑхшӑн парнесем кӳрсе тӑрӑр-ши?

«Турӑ савӑнса паракана юратать» (2 КОР. 9:7, ҪХ).

ШУХӐШЛАМА ПУЛӐШАКАН БИБЛИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕМ

Ҫак илсе панӑ кашни сӑвӑ йӗрки эсир Турӑ Патшалӑхӗшӗн кӳрекен парнесен пахалӑхне пӗлме сире мӗнле пулӑшать?

  • 1 Ҫулсеренхи 29:9

  • 1 Коринф 16:1, 2

  • 2 Коринф 8:12

1. Нумайӑшӗ мӗн тума, мӗн пама хатӗр тата мӗншӗн?

ҪЫНСЕМ хӑйсене мӗн кирлишӗн тем тума та, тем пама та хатӗр. Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсем ачисемшӗн вӑхӑтне, укҫи-тенкине тата вӑйне шеллемеҫҫӗ. Ҫамрӑк спортсменсем те Олимпиадӑна хутшӑнас тесе, хӑйсен тантӑшӗсем вылянӑ тата савӑннӑ вӑхӑтра, кашни кун темиҫе сехет хушши тренировкӑсенче нумай вӑй хураҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Иисус хӑйӗншӗн мӗн пӗлтерӗшлӗ пулнӑ, ҫавӑншӑн хӑйне шеллемесӗр тӑрӑшнӑ. Вӑл пуясшӑн ҫунман тата унӑн ача-пӑча пулман. Ун вырӑнне вӑл Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑма пӗтӗм вӑйне хума шут тытнӑ (Матф. 4:17; Лука 9:58). Ун хыҫҫӑн пыракансем те Турӑ Патшалӑхӗшӗн тӑрӑшас тесе нумайӑшне хӑварнӑ. Патшалӑх ӗҫӗ вӗсемшӗн чи кирли пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫав ӗҫе туллин хутшӑнас тесе вӗсем май ҫитнӗ таран пурне те тума тӑрӑшнӑ (Матф. 4:18—22; 19:27). Эпир те хамӑртан ыйтма пултаратпӑр: «Пурнӑҫра маншӑн мӗн чи кирли?»

2. а) Хӑш парнесене чӑн христиансен парса тӑмалла? ӑ) Хӑш-пӗр христиансем мӗнле хушма парнесем кӳреҫҫӗ, урӑхла каласан, кирлинчен те ытларах мӗн парса тӑраҫҫӗ?

2 Чӑн христиансен хӑш-пӗр парнесене парса тӑмалла. Вӗсемсӗр Иеговӑпа лайӑх хутшӑнусем пулма пултараймаҫҫӗ. Ҫавӑн пек парнесем шутне кӗлтума, Библи вулама, ҫемьепе пӗрле пуҫҫапма, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тата ырӑ хыпар сарма вӑхӑт уйӑрни тата вӑй хуни кӗретa (Иис. Н. 1:8; Матф. 28:19, 20; Евр. 10:24, 25). Эпир тӑрӑшнине тата Иегова пилленине пула ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫ сарӑлса пырать, нумай ҫын Турра пуҫҫапма «Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн тӑвӗ» ҫине пуҫтарӑнать (Ис. 2:2). Нумайӑшӗ Вефильте ӗҫлес, Патшалӑх залӗсемпе Конгресс залӗсене тӑвас, конгрессене йӗркелес е ҫутҫанталӑк инкекӗсенче хӗн курнисене пулӑшас тесе хӑйсене шеллемеҫҫӗ, ҫапла вӗсем Патшалӑх ӗҫне тума пулӑшаҫҫӗ. Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесе ҫак хушма ӗҫсене тумасан та пулать, анчах та вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн интересӗсемшӗн питӗ кирлӗ.

3. а) Турӑ Патшалӑхӗшӗн парнесем кӳни пире мӗнле усӑ парать? ӑ) Мӗнле ыйтусене пирӗн сӳтсе явмалла?

3 Уйрӑмах халӗ Турӑ Патшалӑх ӗҫӗшӗн нихӑҫанхинчен те ытларах тӑрӑшмалла. Нумайӑшӗ Иеговӑна кӑмӑлтан парнесем кӳнине курма питӗ хавас! (Псалом 53:8 вуласа пар.) Ҫавӑн пек кӑмӑлтан пани пире, Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтнӗ май, нумай савӑнӑҫ парса тӑрать (Сак. аст. 16:15; Ап. ӗҫ. 20:35). Анчах та пирӗн пурин те хамӑра тимлӗн тӗрӗслесе пӑхмалла. Мӗнле майпа эпир Турӑ Патшалӑхӗшӗн ытларах тӑрӑшма пултаратпӑр? Хамӑр вӑхӑтпа, укҫа-тенкӗпе, вӑйпа тата пултарулӑхпа эпир мӗнле усӑ куратпӑр? Ҫав вӑхӑтрах пирӗн мӗне асра тытмалла? Айтӑр ирӗккӗн паракан парнесен хӑш-пӗр тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. Ҫакӑ пире ытларах савӑнӑҫ илме пулӑшӗ.

АВАЛХИ ИЗРИЛЬТЕ КӲНӖ ПАРНЕСЕМ

4. Мӗншӗн израильсен парнесем кӳрсе тӑмалла пулнӑ?

4 Авалхи Израильте ҫынсем хӑйсен ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесе парнесем кӳнӗ. Иегова ырлатӑр тесен парнесем памалла пулнӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрне кӳмеллех пулнӑ, теприсене хӑйсен ирӗкӗпе панӑ (Лев. 23:37, 38). Иеговӑна ирӗккӗн паракан парне парас тесе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене пама пултарнӑ. Парнесем кӳрес тӗлӗшрен кӑтартнӑ пӗр чаплӑ тӗслӗх вӑл — Соломон вӑхӑтӗнче храма халалланӑ чухне панӑ парнесем (2 Ҫулс. 7:4—6).

5. Чухӑн ҫынсем парне кӳме пултарччӑр тесе Иегова мӗн тунӑ?

5 Иегова хӑйне пурте пӗр пек парнесем кӳме пултарайманнине ӑнланнӑ. Вӑл израильсенчен вӗсем пама пултарнине кӑна кӳме ыйтнӑ. Иегова саккунӗ парнене кӳрекен выльӑх-чӗрлӗхӗн юнне юхтарма хушнӑ, ҫак парнесем вара унӑн Ывӑлӗ, Иисус, урлӑ килекен «пулас ырӑлӑхсенӗн чӑн сӑнарӗ» пулнӑ (Евр. 10:1—4). Анчах та парне кӳнӗ чухне пӗр йышши чӗрчунсене кӑна памалла тесе каламан Иегова. Сӑмахран, ҫыннӑн кӗтӳри выльӑха кӳме укҫа ҫитмен пулсан, улатӑ панине Турӑ йышӑннӑ. Ҫавӑнпа та чухӑн ҫынсем те Иеговӑна савӑнсах парне кӳме пултарнӑ (Лев. 1:3, 10, 14; 5:7). Парне кӳме тӗрлӗ йышши чӗрчунсем юрӑхлӑ пулнӑ пулин те, ирӗккӗн паракан парнесене кӳрекенсен пурин те икӗ япалана шута илмелле пулнӑ.

6. Парне кӳрекенсенчен кашнин мӗнле икӗ япалана тумалла пулнӑ тата ҫак хушусене тытса тӑни мӗн тери кирлӗ пулнӑ?

6 Пӗрремӗшӗнчен, ҫыннӑн хӑйӗн мӗн пурринчен чи лайӑххине памалла пулнӑ. Ҫынна ырлаччӑр тесен унӑн нихӑш парнин те пӗр кӑлтӑк та пулмалла мар тесе каланӑ Иегова халӑха (Лев. 22:18—20). Чӗрчунӑн кӑлтӑк пулнӑ пулсан, Иегова ӑна парне кӳме юрӑхсӑр тесе шутланӑ. Иккӗмӗшӗнчен, парне кӳрекен ҫыннӑн таса та айӑпсӑр пулмалла пулнӑ. Ҫын таса мар пулнӑ пулсан, ирӗккӗн паракан парне кӳрес умӗн унӑн ҫылӑх парнине е ӳкӗнӗҫ парнине парса хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене майлаштармалла пулнӑ (Лев. 5:5, 6, 15). Ҫакӑн ҫине ҫӑмӑлттайлӑн пӑхмалла пулман. Иегова панӑ хушу тӑрӑх, кам та пулин таса мар пулнӑ ҫӗртенех канӑҫлӑх парнине, ун шутне ирӗккӗн паракан парнесем те кӗнӗ, ҫинӗ пулсан, ӑна вара Турӑ халӑхӗ хушшинчен пӗтермелле пулнӑ (Лев. 7:20, 21). Анчах та ҫын таса тата унӑн парни кӑлтӑксӑр пулнӑ пулсан, унӑн совеҫӗ таса пулӗччӗ тата вӑл савӑнӗччӗ. (1 Ҫулсеренхи 29:9 вуласа пар.)

ХАЛЬХИ ВӐХӐТРИ ПАРНЕСЕМ

7, 8. а) Турӑ Патшалӑхӗшӗн парнесем кӳни пире мӗнле савӑнӑҫ парать? ӑ) Иеговӑна парне кӳме пирӗн мӗн-мӗн пур?

7 Хальхи вӑхӑтра та нумайӑшӗ Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче вӑй хурса ӗҫлесшӗн, ҫакӑ вара Иеговӑна килӗшет. Тӑвансене ырӑлӑх кӳрес тесе тӑрӑшни савӑнӑҫ парать. Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе хутшӑнакан тата ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен хӗн-хур курнисене пулӑшакан пӗр арҫын тӑван сӑваплӑ ӗҫе ҫакӑн пек майсемпе туни манӑн кӑмӑла чӑннипех ҫырлахтарать тесе палӑртать. Вӑл калать: «Вырӑнти тӑвансем ҫӗнӗ Патшалӑх залне кӗнӗ е ҫутҫанталӑк инкекӗ хыҫҫӑн пулӑшу илнӗ чухне вӗсем савӑннипе пархатарлӑ пулнине курса эпӗ хамӑн ӗҫ питӗ кирлӗ пулнине тата ытларах ӑнланатӑп».

8 Иегова организацийӗ Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума пулӑшас тесе яланах майсем шыранӑ. 1904-мӗш ҫулта Ч. Т. Расселл тӑван пирӗнтен кашнин хӑйӗн вӑхӑчӗпе, витӗмлӗхӗпе, укҫи-тенкипе тата ыттипе те Иеговӑна мухтава кӑларас тесе май ҫитнӗ таран лайӑхрах усӑ курмалла тесе палӑртнӑ. Иеговӑна парне кӳрес тесе пирӗн мӗн те пулин памалла пулсан та, вӗсем нумай пиллӗх кӳреҫҫӗ (2 Патш. 24:21—24). Хамӑрӑн мӗн пуррипе эпир лайӑхрах усӑ курма пултараймӑпӑр-ши?

9. Вӑхӑтпа мӗнле усӑ курмалли ҫинчен эпир Лука 10:2—4-мӗш сӑвӑ йӗркисенчен мӗн пӗлме пултаратпӑр?

9 Пирӗн вӑхӑт. Хамӑр литературӑна куҫарма тата пичетлесе кӑларма, Иеговӑна пуҫҫапмалли ҫуртсене тума, конгрессене йӗркелеме, ҫутҫанталӑк инкекӗсенче хӗн курнисене пулӑшма тата ытти кирлӗ ӗҫсене тума нумай вӑхӑт кирлӗ тата чылай вӑй хумалла. Анчах та талӑкра 24 сехет кӑна-ҫке. Иисус пире хамӑр вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курма пулӑшакан принцип илсе панӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма янӑ чухне Иисус вӗсене каланӑ: «Ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр [«никама та ыталаса ан саламлӑр», ҪТ]» (Лука 10:2—4). Мӗншӗн Иисус ҫакна тума хушнӑ? Пӗр библеист палӑртнӑ: «Хӗвелтухӑҫ енче пурӑнакан ҫынсем пӗр-пӗрне саламланӑ чухне пирӗн патри пек пуҫ тайнипе е ал панипе ҫырлахса тӑман, ҫакӑн пек саламлани шутне чылайччен ыталанни, пуҫ тайни, ҫитменнине тата ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртни те кӗнӗ. Ҫакна тума нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ». Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене тӳрккессӗн тытма хушман. Вӑл вӗсене вӑхӑт сахал пулнине курма пулӑшнӑ, ҫавӑнпа та вӗсен ҫав вӑхӑтпа тӗрӗс усӑ курса чи кирлине тумалла пулнӑ (Эф. 5:16). Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ валли ытларах вӑхӑт пултӑр тесе эпир ҫак принциппа усӑ курма пултараймӑпӑр-ши?

10, 11. а) Пӗтӗм тӗнчипе тӑвакан Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ валли кӑмӑлтан паракан укҫа-тенкӗпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ? ӑ) 1 Коринф 16:1, 2-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи мӗнле принцип пире пулӑшма пултарать?

10 Пирӗн укҫа-тенкӗ. Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑма нумай укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кашни ҫулах район надзиратӗлӗсен, ятарлӑ пионерсен тата миссионерсен ӗҫне тума вуншар миллион доллар уйӑрса параҫҫӗ. 1999-мӗш ҫултанпа укҫа-тенкӗ ҫитсех кайман ҫӗршывсенче 24 500 ытла Патшалӑх залне туса лартнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах тата 6 400 яхӑн Патшалӑх залӗ кирлӗ. Кашни уйӑхра «Хурал башни» тата «Пробудитесь!» журналсене 100 миллиона яхӑн пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Ҫаксене пурне те эсир хӑвӑр ирӗкӳпе паракан укҫа-тенкӗпе туса тӑраҫҫӗ.

11 Хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парас тенӗ чухне эпир Павел апостол Иегова пӗлтернипе ҫырса хунӑ принциппа усӑ курма пултаратпӑр. (1 Коринф 16:1, 2 вуласа пар.) Вӑл Коринфри тӑвансене эрне вӗҫӗнче тӑрса юлнӑ укҫаран пӗр пайне парас вырӑнне эрне пуҫламӑшӗнче мӗн чухлӗ пама пултарнӑ таран уйӑрса хума хавхалантарнӑ. Пӗрремӗш ӗмӗрти пекех, хальхи вӑхӑтра та пухури тӑвансем хӑйсен ирӗкӗпе мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ пама пултарассине малтанах палӑртса хураҫҫӗ (Лука 21:1—4; Ап. ӗҫ. 4:32—35). Иегова ҫакӑн пек кӑмӑлтан панине питӗ хаклать.

12, 13. Мӗншӗн хӑшӗ-пӗрисем Иеговӑна хӑйсен вӑйӗпе пултарулӑхне ытларах пама пултараймастпӑр тесе шутлама пултараҫҫӗ, анчах та Иегова вӗсене мӗнле пулӑшӗ?

12 Пирӗн вӑй тата пултарулӑх. Хамӑр вӑйпа пултарулӑха Турӑ Патшалӑхӗшӗн усӑ курнӑ чухне Иегова пире пулӑшса тӑрать. Эпир ывӑнсан, вӑл пире пулӑшма сӑмах парать (Ис. 40:29—31). Тен, пире хамӑра шанса панӑ ӗҫе тума пултарулӑх ҫитсех каймасть пек туйӑнма пултарать. Ҫакна теприсем лайӑхрах тума пултарнӑ пулӗччӗҫ тесе шутламастпӑр⁠-и эпир? Ҫакна асра тытӑр: Иегова кашни ҫыннӑн пултарулӑхне аталантарма пултарать, вӑл Веселеилпа тата Аголиавпа шӑп ҫапла тунӑ та (Тух. 31:1—6).

13 Иегова пире хамӑрӑн мӗн пурринчен чи лайӑххине пама хавхалантарать, ҫавна тумасӑр ан тӑрӑр тет вӑл (Ытар. 3:27). Храма ҫӗнӗрен туса лартнӑ чухне Иегова Иерусалимри иудейсене ҫак ҫурта тӑвас ӗҫ ҫине хӑйсем мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшласа пӑхма хушнӑ (Аггей 1:2—5). Вӗсем тем те пӗршӗн чӑрманса ҫӳреме пуҫланӑ тата Иеговӑн ӗҫне хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хума пӑрахнӑ. Пирӗн хамӑртан ыйтмалла: «Иеговӑн ирӗкне тӑвасси пирӗншӗн чи кирли⁠-и? Ҫак юлашки кунсенче Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне ытларах хутшӑнас тесе хамӑр мӗнле пурӑнни тата хамӑр тӗллевсем ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла мар⁠-и пирӗн?»

ЭПИР ПАМА ПУЛТАРАКАН ПАРНЕСЕМ

14, 15. а) Чухӑн пурӑнакан тӑвансен тӗслӗхӗ пире мӗнле хавхалантарать? ӑ) Пирӗн мӗн тӑвас кӑмӑл пулмалла?

14 Нумайӑшӗ пурӑнакан вырӑнта чухӑнлӑх анлӑ сарӑлнӑ, пурӑнма та йывӑр. Пирӗн организаци ҫавӑн пек ҫӗршывсенче пурӑнакан тӑвансен «ҫитменнине ҫитерме» тӑрӑшать (2 Кор. 8:14). Анчах та христиансем, хӑйсене укҫа-тенкӗ ҫитсех каймасан та, пама май пуррине хаклаҫҫӗ. Чухӑн пурӑнакансем мӗн пама пултарнине савӑнса панине курма Иеговӑна питӗ кӑмӑллӑ (2 Кор. 9:7, ҪХ).

15 Африкӑра пӗр питӗ чухӑн ҫӗршывра хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсен анкартинчи пӗр пӗчӗк лаптӑкӗнче сутма ҫимӗҫ туса илеҫҫӗ, сутса тунӑ укҫана вара Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума параҫҫӗ. Ҫав ҫӗршыврах тӑвансене Патшалӑх залӗ питӗ кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна тума шутласа хунӑ. Ҫав вырӑнти тӑвансен ҫак ӗҫе хутшӑнас килнӗ. Анчах та зала шӑп ака вӑхӑтӗнче тумалла пулнӑ. Ҫапах та ҫак ӗҫе пурпӗр хутшӑнас тесе тӑвансем зала кӑнтӑрла тунӑ, каҫхине вара уйра вӑрлӑх акнӑ. Вӗсен чӑннипех парса тӑрас кӑмӑл пулнӑ! Вӗсен тӗслӗхӗ пире авалхи Македонире пурӑннӑ тӑвансене аса илтерет. Вӗсем «ытла та чухӑн» пулнӑ пулин те, ҫав вӑхӑтрах апостолсене пире тӑвансене пулӑшма ирӗк парсамӑр тесе йӑлӑннӑ (2 Кор. 8:1—4). Иегова пире панӑ пиллӗхсемшӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартас тесе, айтӑр, эпир те мӗн пама пултарнине парса тӑрар. (Саккуна астутарни 16:17 вуласа пар.)

16. Хамӑр кӳрекен парнесене Иеговӑна юрӑхлӑ пулнипе пулманнине эпир мӗнле пӗлме пултаратпӑр?

16 Анчах та пирӗн пӗр япалана шута илмелле. Авалхи израильсем пекех, эпир хамӑр ирӗкпе паракан парнесем Турра юрӑхлӑ пулнипе пулманнине пирӗн пӗлме тӑрӑшмалла. Вӗсене мӗн юрӑхсӑр тума пултарать? Ҫемьепе тата Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ хамӑрӑн тӗп тивӗҫсене туса тӑрас тесен пирӗн виҫине пӗлмелле. Эпир, тен, Патшалӑх залӗсене тӑвас ӗҫе, ҫутҫанталӑк инкекӗсем хыҫҫӑн ыттисене пулӑшма е Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне ытти майсемпе туса тӑма пултаратпӑр. Анчах та ҫак ӗҫсем — эпир килтисене Иеговӑпа ҫывӑхланма пулӑшмастпӑр е вӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑмастпӑр пулсан — Иеговӑна «кӑмӑллӑ» пулмӗҫ. Ҫапла тунипе эпир, тӗрӗссипе каласан, хамӑрӑн мӗн ҫуккине панӑ пулӑттӑмӑр. (2 Коринф 8:12 вуласа пар.) Ҫитменнине тата Иеговӑна юрӑхсӑр пулас марччӗ тесе пирӗн унпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетсех тӑмалла (1 Кор. 9:26, 27). Ҫирӗп шанса тӑрӑр: Библин нормисем тӑрӑх пурӑнатпӑр пулсан, эпир кӳрекен парнесем Иеговӑна «кӑмӑллӑ» пулӗҫ тата вӗсем пире нумай савӑнӑҫ парӗҫ.

ПИРӖН ПАРНЕСЕМ ПИТӖ ХАКЛӐ

17, 18. Кам Турӑ Патшалӑхӗшӗн хӑйне шеллемест, ҫавсем ҫине эпир мӗнле пӑхатпӑр тата пирӗн кашнин мӗн ҫинчен шухӑшламалла?

17 Пирӗн тӑвансенчен нумайӑшӗ Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑрас тесе хӑйсен вӑхӑтне, вӑйне тата укҫи-тенкине шеллемест (Флп. 2:17). Ҫавӑн пек кӑмӑлтан паракансене эпир чӗререн хаклатпӑр. Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗнче ертсе пырассине хӑйсем ҫине илекен арҫын тӑвансен арӑмӗсемпе ачисене кӑмӑлтан парса тӑнӑшӑн тата хӑйсене шеллеменшӗн мухтаса илмелле.

18 Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне туса тӑма нумай вӑй хумалла. Ҫав ӗҫе май килнӗ таран ытларах хутшӑнас тесе айтӑр кӗлтуса шухӑшлар. Ҫакна тӑватпӑр пулсан, эпир халӗ те, «ҫитес ӗмӗрте» те нумай пиллӗх илӗпӗр (Марк 10:28—30).

a 2012 ҫулти январӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ вӗренмелли кӑларӑмри «Иеговӑна чунтан-вартан парнесем кӳрсе тӑрӑр» текен статьяна пӑхӑр, 21—26-мӗш страницӑсем.

[10-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр