Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 12/15 17—23 с.
  • Ҫак кун сирӗншӗн асӑнмалӑх кун пултӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ҫак кун сирӗншӗн асӑнмалӑх кун пултӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ЕВРЕЙСЕМ ПАСХӐНА ПАЛЛӐ ТУНӐ?
  • ҪӲЛХУҪАН КАҪХИ АПАЧӖ ХӐШ КУНРА ПУЛНӐ?
  • АСӐНМАЛӐХ КУНРАН ЭСИР МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТӐР
  • ПИРӖН МӖНЕ АСРА ТЫТМАЛЛА
  • Пасха тата Каҫхи апат уявӗ: уйрӑмлӑхсемпе пӗрпеклӗхсем
    «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗ — 2018
  • Иисус Пасхӑна юлашки хут паллӑ тӑвас вӑхӑт ҫывхарать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ — Турра чыс кӳрекен уяв
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 12/15 17—23 с.
[17-мӗш страницӑри ҫырса хуни]

Ҫак кун сирӗншӗн асӑнмалӑх кун пултӑр

«Ҫакӑ кун сирӗншӗн асӑнмалӑх кун пултӑр, [пур] сыпӑкӑрта та ҫав кун Ҫӳлхуҫашӑн уяв тӑвӑр» (ТУХ. 12:14).

ЭСИР ӐНЛАНТАРСА ПАМА ПУЛТАРАТӐР-И?

  • Израильсен Египетра пӗрремӗш Пасхӑна мӗнле хатӗрленмелле пулнӑ тата ӑна мӗнле уявламалла пулнӑ?

  • Иисуспа унӑн апостолӗсем юлашки Пасха апатне хӑҫан ҫинӗ тата каярахпа ҫав кунах мӗн пулса иртнӗ?

  • Пасха ҫинчен тата Тухни кӗнекере ҫырса панинчен эпир мӗн усӑллине вӗренме пултаратпӑр?

1, 2. Пур христианина та ҫулсерен паллӑ тӑвакан мӗнле уяв уйрӑмах интереслентермелле тата мӗншӗн?

ҪУЛТАЛӐКРА пӗрре паллӑ тӑвакан уявсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эсир чи малтан вӗсенчен хӑшне аса илетӗр? «Туй кунӗ»,— тейӗ, тен, авланнӑ е качча кайнӑ ҫын. Теприсемшӗн ҫав кун истори датипе, калӑпӑр, ҫӗршыв ирӗклӗ пулса тӑнӑ ятпа уявлакан кунпа ҫыхӑннӑ. Анчах та 3 500 ҫул хушши ытла паллӑ тӑвакан пӗр наци уявӗ ҫинчен пӗлетӗр⁠-и эсир?

2 Сӑмах кунта Пасха ҫинчен пырать. Вӑл — авалхи Израиль ҫыннисем Египет чуралӑхӗнчен ирӗке тухнӑ ятпа паллӑ тӑвакан уяв. Пасха ҫинчен сирӗн те пӗлмелле, ӑна асра тытмалла, мӗншӗн тесен вӑл сирӗн пурнӑҫпа та ятарлӑ майпа ҫыхӑннӑ. Эсир ҫакӑн пек шухӑшлама пултаратӑр: «Еврейсем хӑйсен Пасхине паллӑ тӑваҫҫӗ, эпӗ вара иудаизм тӗнне тытса тӑмастӑп. Мӗншӗн манӑн ҫав уявпа интересленмелле?» Хуравне ҫак питӗ пӗлтерӗшлӗ сӑмахсенче тупатпӑр: «Пирӗн Пасхӑна, Христоса, пирӗншӗн парнене кӳнӗ» (1 Кор. 5:7). Ҫак чӑнлӑхӑн пӗлтерӗшне ӑнланас тесен пирӗн еврейсен Пасхи ҫинчен пӗлмелле те ҫав уява пур христианина та панӑ заповедь тӑрӑх пӑхса тухмалла.

МӖНШӖН ЕВРЕЙСЕМ ПАСХӐНА ПАЛЛӐ ТУНӐ?

3, 4. Пӗрремӗш Пасха уявӗччен мӗнле ӗҫсем пулса иртнӗ?

3 Пӗтӗм тӗнчере ҫӗршер миллион ҫын, еврейсем мар пулин те, пӗрремӗш Пасха уявӗччен пулса иртнӗ событи ҫинчен кӑшт та пулин пӗлеҫҫӗ. Вӗсем, тен, ун пирки Библири Тухни ятлӑ кӗнекере вуланӑ, ыттисем каласа панине илтнӗ е ҫавӑн тӑрӑх ӳкернӗ фильм курнӑ.

4 Иегова Моисейпа Аарона хӑйӗн халӑхне ирӗке кӑларма ыйтмашкӑн фараон патне янӑ вӑхӑтра израильсем нумай ҫул хушши Египетра чуралӑхра пурӑннӑ ӗнтӗ. Анчах та фараон мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ, израильсене ярасшӑн пулман. Ҫавӑнпа та Иегова вунӑ хӑрушӑ асап ярса Египета наказани панӑ. Вуннӑмӗш асап вӑхӑтӗнче Египет ҫыннисен малтан ҫуралнӑ ывӑл ачисем вилнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара фараон израильсене яма килӗшнӗ (Тух. 1:11; 3:9, 10; 5:1, 2; 11:1, 5).

5. Израильсен ирӗке тухас умӗн мӗн тумалла пулнӑ?

5 Анчах та ирӗке тухиччен израильсен мӗн тумалла пулнӑ? Ҫав событисем пирӗн эрӑчченхи 1513-мӗш ҫулта ҫуркунне, кунпа ҫӗр танлашнӑ вӑхӑтра, еврейсен авив уйӑхӗнче, каярахпа нисан тесе ят панӑ уйӑхра, пулса иртнӗa. Турӑ израильсене ҫак уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнчен пуҫласа нисанӑн 14-мӗш тӗлне хатӗрленӳ ӗҫӗсем тумалла тенӗ. Ҫак кун хӗвел ансан пуҫланнӑ, мӗншӗн тесен еврейсен кун хӗвел аннипе пуҫланнӑ та хӗвел аннипе вӗҫленнӗ. Нисанӑн 14-мӗшӗнче кашни кил-йышӑн пӗр сурӑх путеккине (е качака путеккине) пусса унӑн юнне ҫуртӑн алӑк урлавӗпе янахӗ ҫине сирпӗтмелле пулнӑ (Тух. 12:3—7, 22, 23). Ҫемьен каҫхи апат вӑхӑтӗнче вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ путеке тутлӑлла ҫӑкӑрпа тата курӑксемпе ҫисе ямалла пулнӑ. Туррӑн ангелӗ пӗтӗм ҫӗршыв урлӑ кайса Египет ҫыннисен малтан ҫуралнӑ ывӑлӗсене вӗлерсе тухнӑ, анчах та Турра итленӗ израильсем Унӑн хӳтлӗхӗнче пулнӑ. Ун хыҫҫӑн вӗсем Египетран ирӗккӗн тухса кайма пултарнӑ (Тух. 12:8—13, 29—32).

6. Мӗншӗн Турӑ халӑхӗн кашни ҫул Пасхӑна уявламалла пулнӑ?

6 Израильсен хӑйсене ирӗке кӑларнине кайранхи ҫулсенче те асра тытмалла пулнӑ. Турӑ вӗсене каланӑ: «Ҫакӑ кун сирӗншӗн асӑнмалӑх кун пултӑр, [пур] сыпӑкӑрта та ҫав кун Ҫӳлхуҫашӑн уяв тӑвӑр; ку — ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке, ӑна ҫапла уявласа тӑрӑр». Нисанӑн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫичӗ куна тӑсӑлакан Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ тытӑннӑ. Нисанӑн 14-мӗшӗ Пасха кунӗ пулнӑ пулин те, уявӑн сакӑр кунне те Пасха теме пултарнӑ (Тух. 12:14—17; Лука 22:1; Иоанн 18:28; 19:14). Пасха израильсене кашни ҫул уявлама хушнӑ праҫниксенчен пӗри пулнӑ (2 Ҫулс. 8:13).

7. Юлашки Пасха уявне паллӑ тунӑ чухне Иисус мӗнле уяв пуҫарса янӑ?

7 Моисей саккунне тытса тӑракан еврейсем пулнӑ май Иисуспа унӑн апостолӗсем кашни ҫул Пасхӑна уявланӑ (Матф. 26:17—19). Пасхӑна юлашки хут пӗрле паллӑ тунӑ чухне Иисус ҫӗнӗ уяв — Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ, ӑна вара ун хыҫҫӑн пыракансен кашни ҫул паллӑ тумалла пулнӑ. Анчах та вӗсен ҫакна хӑш кун уявламалла пулнӑ?

ҪӲЛХУҪАН КАҪХИ АПАЧӖ ХӐШ КУНРА ПУЛНӐ?

8. Пасха тата Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ тӗлӗшӗнчен мӗнле ыйту сиксе тухать?

8 Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе Пасхӑна уявланӑ хыҫҫӑнах Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне Пасхӑнаb паллӑ тунӑ кунрах ирттернӗ. Анчах та эсир паянхи календарьсенче еврейсен Пасхине паллӑ тумалли кун Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне уявламалли кунпа пӗр килменнине асӑрханӑ пулӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек уйрӑмлӑх пур? Ҫак ыйту ҫине Турӑ израильсене панӑ ӳкӗт хурав пама пулӑшать. Моисей «Израилӗн пӗтӗм халӑхӗ» сурӑх путеккине пусмалла тесе каланӑ хыҫҫӑн ҫакна вӗсен нисанӑн 14-мӗшӗнче хӑҫан тумаллине те палӑртнӑ. (Тухни 12:5, 6 вуласа пар.)

9. Тухни 12:6-мӗш сӑвӑ йӗрки тӑрӑх, Пасха путеккине хӑҫан пусмалла пулнӑ? («Кунӑн хӑш пайӗнче?» рамкӑна пӑхӑр.)

9 «Пилӗк кӗнеке тата гафтарот» ятлӑ кӗнекере палӑртнӑ тӑрӑх, Тухни 12:6-мӗшӗнчипе килӗшӳллӗ сурӑх путеккине «каҫпалла, [«икӗ каҫ хушшинче», ҪТ]» пусмалла пулнӑ. Библин хӑш-пӗр куҫарӑвӗсенче шӑп ҫавӑн пек сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе усӑ курнӑ, теприсенче вара, сӑмахран, еврейсен «Танах» ятлӑ Библинче те, ҫак сӑмаха «тӗттӗмленеспе» тесе куҫарнӑ. Тата теприсенче «тӗттӗмленме пуҫласан» (Современный русский перевод), «тӗттӗмленме пуҫласа каҫчен» (перевод И. Ш. Шифмана) е «тӗттӗмленеспе» (Смысловой перевод) тенӗ. Апла пулсан, сурӑх путеккине хӗвел ансан, тӗттӗмленсе лариччен, нисанӑн 14-мӗшӗн пуҫламӑшӗнче пусмалла пулнӑ.

10. Хӑш-пӗрисен шухӑшӗ тӑрӑх, Пасха путеккине хӑҫан пуснӑ, анчах та мӗнле ыйту сиксе тухать?

10 Каярахпа пусмалли путексене храма илсе килнӗ, вӗсене пурне те пусма вара нумай вӑхӑт кирлӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та, ӗмӗрсем иртсен, хӑш-пӗр иудейсем Тухни 12:6-мӗш сӑвӑ йӗркинче нисанӑн 14-мӗшӗн вӗҫӗ — хӗвел кӑнтӑрла хыҫҫӑн анма пуҫласа каҫхине анса лариччен тӑсӑлакан вӑхӑт — ҫинчен каланӑ тесе шутланӑ. Апла пулсан, Пасха апатне хӑҫан ҫинӗ? Джонатан Клаванс профессор, авалхи иудаизм енӗпе ӗҫлекен специалист, палӑртнӑ: «Иудейсен йӑли тӑрӑх, ҫӗнӗ кун хӗвел ансан пуҫланать, ҫавӑнпа та парнене 14-мӗшӗнче кӳреҫҫӗ, Пасха тата апат ҫиессин пуҫламӑшӗ вара, тӗрӗссипе каласан, 15-мӗш тӗлне лекет, анчах та датӑсен йӗрки ҫакӑн пек пулмалли ҫинчен Тухнинче ятарласа нимӗн те асӑнман». Тата вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Раввинсен литературинче... Седера [Пасха апатне] мӗнле тумалли ҫинчен Храма пирӗн эрӑри 70-мӗш ҫулта аркатиччен нимӗн те каламан» (курсивӗ пирӗн.— Ред.).

11. а) Пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Пасха кунӗнче Иисуспа мӗн пулса иртнӗ? ӑ) Мӗншӗн пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 15-мӗшне «аслӑ» шӑматкун тенӗ? (Сноскӑна пӑхӑр.)

11 Ҫавӑнпа та ыйту сиксе тухать: пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулта Пасха уявне хӑҫан паллӑ тунӑ? «Пасха путекӗ пусмалла пулнӑ» кун ҫывхарса килнӗҫемӗн, нисанӑн 13-мӗшӗ вӗҫнелле, Христос Петрпа Иоана каланӑ: «Кайӑр та хамӑр валли пасха хатӗрлесе хурӑр» (Лука 22:7, 8). Хӗвел анса ларнӑ хыҫҫӑн нисанӑн 14-мӗшӗ ҫитсен, урӑхла каласан, кӗҫнерникун каҫхине, Пасха апачӗ валли «вӑхӑт ҫит[нӗ]». Иисус Пасха апатне хӑйӗн апостолӗсемпе ҫинӗ, унтан Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне пуҫарса янӑ (Лука 22:14, 15). Ҫав каҫ Иисуса арестленӗ те суд тунӑ. Иисуса нисанӑн 14-мӗшӗнче кӑнтӑрла тӗлнелле пӑталанӑ, кӑнтӑрла иртсен вӑл вилнӗ (Иоанн 19:14). Апла пулсан, Пасха путеккине пуснӑ кунах «пирӗн Пасхӑна, Христоса... парнене кӳнӗ» (1 Кор. 5:7; 11:23; Матф. 26:2). Иисуса, еврейсен календарӗ тӑрӑх, ҫав кун вӗҫӗнче, нисанӑн 15-мӗшӗ пуҫланиччен пытарнӑc (Лев. 23:5—7; Лука 23:54).

АСӐНМАЛӐХ КУНРАН ЭСИР МӖНЕ ВӖРЕНМЕ ПУЛТАРАТӐР

12, 13. Израильсен ачисем Пасха уявне мӗнле хутшӑннӑ?

12 Айтӑр Египетра паллӑ тунӑ пӗрремӗш Пасха уявне тепӗр хут аса илер. Турӑ халӑхӗн малашне те Пасха уявне паллӑ тумалла тенӗ Моисей, ҫакӑ вара «ӗмӗрлӗх саккун» пулнӑ. Кашни ҫул Пасха кунӗнче ачисем ашшӗ-амӑшӗсенчен ҫав уявӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен ыйтнӑ. (Тухни 12:24—27 вуласа пар; Сак. аст. 6:20—23.) Ҫапла майпа Пасха ачасемшӗн те «асӑнмалӑх кун» пулса тӑнӑ (Тух. 12:14).

13 Пасхӑран мӗне вӗренме пултарни ҫинчен ашшӗ ывӑлне йӑхран йӑха каласа парса тӑнӑ. Мӗне вӗренме пултарнисенчен пӗри вӑл — Иегова хӑйне пуҫҫапакансене хӳтӗлеме пултарни. Ҫапла вара ачасем Иегова чӑннипех пуррине, вӑл хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшакан тата вӗсене ҫӑлакан чӗрӗ Турӑ пулнине пӗлсе пынӑ. Ҫакна вӑл Египетра вуннӑмӗш асап вӑхӑтӗнче израильсен малтанхи ывӑлӗсене чӗрӗ хӑварнипе ҫирӗплетсе панӑ.

14. Христианла ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Пасха ҫинчен каласа панипе мӗне вӗрентме пултараҫҫӗ?

14 Христианла ашшӗ-амӑшӗсене кашни ҫулах ывӑлӗсемпе хӗрӗсене ҫав Пасхӑн пӗлтерӗшӗ ҫинчен каласа памалла темен. Анчах та эсир хӑвӑр ачӑрсене ҫав шухӑшах — Турӑ хӑйӗн халӑхне хӳтӗлет тенине — вӗрентме тӑрӑшатӑр⁠-и? Турӑ пире паян та хӳтӗлесе тӑнине эсир чӑннипех ӗненнине сирӗн ачасем курса тӑраҫҫӗ-и? (Пс. 26:11; Ис. 12:2.) Ҫакна эсир лекцие сӳрӗккӗн вуласа панӑ пек мар, вӗсемпе кӑмӑллӑн калаҫса туса пама тӑрӑшатӑр-и? Ҫакӑн пек вӗрентни сирӗн ҫемьене Иеговӑна тата хытӑрах шанма пулӑшӗ.

15, 16. Тухни 12—15-мӗш сыпӑксенчен Иегова пирки эпир мӗн пӗлсе пыратпӑр?

15 Пасха уявӗнче пулса иртнӗ событисенчен эпир Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлеме кӑна мар, тӑшмансенчен ҫӑлма пултарнине те пӗлсе пыратпӑр. Вӑл израильсене Египетран кӑларнине аса илер-ха. Вӗсене пӗлӗт юпа тата вут юпа ертсе пынӑ. Вӗсем тинӗс тӗпӗпе утнӑ, сылтӑм енче те, сулахай енче те Хӗрлӗ тинӗс шывӗ хӳме пек тӑнӑ. Ҫыран ҫине тухсан вӗсем ҫав шывсем Египет ҫарӗ ҫине йӑтӑнса аннине курнӑ. Ҫавӑн пек ҫӑлӑннӑ хыҫҫӑн израильсем юрласа янӑ: «Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп... унӑн утне те, юланутҫине те тинӗсе путарчӗ. Ҫӳлхуҫамӑм — манӑн тӗрекӗм, манӑн чапӑм, Вӑл мана ҫӑлса хӑварчӗ» (Тух. 13:14, 21, 22; 15:1, 2; Пс. 135:11—15).

16 Сирӗн ачасем пур пулсан, эсир вӗсене Иегова ҫине хӑйӗн халӑхне хӳтӗлекен хӑватлӑ Турӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пулӑшатӑр-и? Сирӗн йышӑнусемпе калаҫусенчен эсир Иегова хӑтарма пултарнине шаннине вӗсем кураҫҫӗ-и? Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне Тухни кӗнекери 12—15-мӗш сыпӑксене вуласа тухнӑ хыҫҫӑн унта Иегова хӑйӗн халӑхне мӗнле хӑтарни ҫинчен мӗн каланине сӳтсе явни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Тепрехинче эсир ҫав темӑна Апостолсен ӗҫӗсем 7:30—36 е Даниил 3:16—18, 93—98 пӑхса тухнипе малалла сӳтсе явма пултарнӑ пулӑттӑр. Пирӗн пурин те — ҫамрӑккисен те, ваттисен те — Иегова хӑйӗн халӑхне авалхи вӑхӑтра хӑтарнӑ пекех, пуласлӑхра та пире хӑтарасса ҫирӗп шанса тӑмалла. (1 Фессалоника 1:9, 10 вуласа пар.)

ПИРӖН МӖНЕ АСРА ТЫТМАЛЛА

17, 18. Мӗншӗн Иисусӑн юнӗ Пасха путеккин юнӗнчен чылай хаклӑрах?

17 Чӑн христиансем еврейсен Пасхине паллӑ тумаҫҫӗ. Ҫав уяв Моисей саккунӗн пайӗ пулнӑ, эпир вара ҫав Саккуна тытса тӑмастпӑр (Рим 10:4; Кол. 2:13—16). Ун вырӑнне, эпир кашни ҫул урӑх уява — Турӑ Ывӑлӗн вилӗмне — паллӑ тӑватпӑр. Ҫав-ҫавах Египетра паллӑ тума пуҫланӑ Пасха уявӗнчен эпир нумайӑшне пӗлме пултаратпӑр.

18 Алӑк янахӗпе урлавӗсене сапса тухнӑ путек юнӗ пурнӑҫа ҫӑлса хӑварнӑ. Эпир паян Турра парнене выльӑхсем кӳместпӗр — Пасхӑра та, ытти кунсенче те. Анчах та пурнӑҫа яланлӑхах ҫӑлакан чылай пахарах парне пур. Павел апостол «тӳпере ҫырӑннӑ малтан ҫуралнисенӗн ушкӑнӗ» ҫинчен ҫырнӑ. «Юхтарнӑ Юн», Иисусӑн юнӗ, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене пӗлӗтре ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май уҫса парать (Евр. 12:23, 24). Ҫав юнах ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма шанакан христиансене те ҫӑлать. Вӗсен хӑйсене ҫакӑн пек шантарса каланине яланах аса илтерсе тӑмалла: «Ывӑлӗ пире Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илни, Унӑн [Туррӑн] ырӑлӑхӗ тулли пулни пирӗн ҫылӑхсене каҫармалла турӗ» (Эф. 1:7, ҪХ).

19. Иисуса мӗнле вӗлерни пире Библири пророкла каланисене ытларах шанма епле пулӑшать?

19 Пасха апачӗ валли путеке пуснӑ чухне израильсен унӑн пӗр шӑммине те ватмалла пулман (Тух. 12:46; Йыша шутл. 9:11, 12). Хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илмелли парне пек панӑ «Турӑ Путекки» пирки мӗн калама пулать? (Иоанн 1:29.) Ӑна асап юпи ҫине икӗ преступник хушшине пӑталаса хунӑ. Ҫав арҫынсем хӑвӑртрах вилччӗр тата вӗсен кӗлеткисем нисанӑн 15-мӗшчен ан ҫакӑнса тӑччӑр тесе иудейсем Пилатран вӗсен шӑммисене ватма ыйтнӑ. Салтаксем икӗ преступникӑн урисене ҫапса ватнӑ, «Иисус патне пырсан, Вӑл вилнине курса, Унӑн ури тунисене ватман» (Иоанн 19:31—34). Иисусӑн шӑммисене Пасха путеккин шӑммисем пекех ватман. Ҫакӑ Пасха путеккипе мӗн тунине аса илтерет тата ҫав путек, хӑш-пӗр енчен, пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи нисанӑн 14-мӗшӗнче пулса иртмелли ӗҫсен «ӗмӗлки» пулнӑ (Евр. 10:1). Ҫапла Псалом 33:21-мӗш сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем пурнӑҫланнӑ. Ҫакӑ пире Библири пророкла каланисене тата ытларах шанма пулӑшать.

20. Пасхӑпа Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ хушшинче мӗнле пӗр уйрӑмлӑх пур?

20 Еврейсем Пасхӑна мӗнле уявланипе Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне мӗнле паллӑ тума калани хушшинче уйрӑмлӑхсем пур. Сӑмахран, израильсем путекӗн ашне ҫинӗ, анчах та юнне ӗҫмен. Ҫакӑ Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тума каланинчен уйрӑлса тӑрать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кам «Турӑ Патшалӑхӗнче» ертсе пыракан пулать, ҫавсен унӑн кӗлеткипе унӑн юнне символласа паракан ҫӑкӑра ҫимелле тата эрехе ӗҫмелле пулнӑ. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗ ҫинчен ытларах эпир тепӗр статьяран пӗлӗпӗр (Марк 14:22—25).

21. Мӗншӗн пирӗн Пасха ҫинчен пӗлмелле?

21 Паллах ӗнтӗ, Пасха Турӑпа Израиль хушшинчи хутшӑнусемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнӑ тата пирӗнтен кашни ҫав уявран нумайӑшне вӗренме пултарать. Пасха уявӗ христиансемшӗн мар, еврейсемшӗн «асӑнмалӑх кун» пулнӑ пулин те, пирӗн ун ҫинчен пӗлмелле те унран усӑллине вӗренмелле, мӗншӗн тесен «Турӑ Ҫырӑвне пӗтӗмпех Турӑ Сывлӑшӗ пӗлтернипе ҫырнӑ» (2 Тим. 3:16).

a Авив уйӑхне Вавилон тыткӑнӗнчен килнӗ хыҫҫӑн кӑна нисан теме пуҫланӑ пулин те, ҫак статьяра эпир ҫав уйӑха нисан тейӗпӗр.

b Кунта, ҫавӑн пекех тепӗр вӗренмелли статьяри 3-мӗш абзацра иудаизмра тата хальхи вӑхӑтра хӑйсене христиансем текенсем уявлакан Пасха уявӗ ҫинчен мар, авалхи Израильте паллӑ тунӑ уяв пирки сӑмах пырать.

c Пасха хыҫҫӑнхи кун — нисанӑн 15-мӗшӗ, Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн пӗрремӗш кунӗ — яланах шӑматкун шутланнӑ. 33-мӗш ҫулта нисанӑн 15-мӗшӗ те, кашни эрнере пулакан шӑматкун та пӗр кунра пулнӑ. Ҫав ҫул икӗ шӑматкун пӗр кунра пуҫланнӑран, ҫав куна «аслӑ» шӑматкун тенӗ. (Иоанн 19:31, 42 вуласа пар.)

КУНӐН ХӐШ ПАЙӖНЧЕ?

Еврей ученӑйӗ Маркус Калиш (1828—1885) ҫырнӑ: «Ҫав шухӑшах Ибн Эзра [Испанири паллӑ раввин (1092—1167)] тата уҫӑмлӑрах палӑртнӑ: „Пирӗн икӗ каҫ пур; пӗрремӗшӗ — хӗвӗл анса ларни... тата иккӗмӗшӗ — пӗлӗтсенчен ӳкекен ҫутӑ сӳнсе пыни; ҫав хушӑра пӗр сехет те ҫирӗм минута яхӑн вӑхӑт иртет“, ҫакӑн пек ӑнлантарса пани тӗрӗс пек туйӑнать, ҫавӑн пекех караимсемпе самаритянсем те ҫавнашкалах ӑнлантарса панӑ тата нумайӑшӗ ҫакна йышӑннӑ». Ҫак шухӑш Саккуна астутарни 16:6-мӗш сӑвӑ йӗркинче израильсене тума хушнӑ ӳкӗтпе килӗшсе тӑрать: «Ӑна [Пасха путеккине]... каҫпала, хӗвел аннӑ чухне, шӑпах хӑв Египетран тапранса тухнӑ вӑхӑтра, пус» (Тух. 30:8; Йыша шутл. 9:3—5, 11).

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр