Ваттисене мӗнле пӑхса пурӑнмалла
«Эй ачамсем! сӑмахпа е чӗлхепе анчах юратас мар, ӗҫпе, чӑнлӑхпа юратар» (1 ИОАНН 3:18).
1, 2. а) Нумай ҫемье мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать тата ҫакӑ мӗнле ыйтусем кӑларса тӑратать? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем улшӑнса пыракан лару-тӑрӑва мӗнле хатӗрленме пултараҫҫӗ?
АТТЕ-АННЕ, унччен ҫирӗп те хӑйсем тӗллӗн пурӑннӑскерсем, халӗ хӑйсене пӑхма пултарайманнине курма питӗ хӗн. Сирӗн аҫу е аннӳ ӳксе урине хуҫма, астуми пулса ҫитнӗрен ҫӗтсе кайма е йывӑр чирпе чирлесе ӳкме пултарать. Ваттисене илес пулсан, вӗсене хӑйсен сывлӑхӗ е лару-тӑрӑвӗ улшӑнса пынине пула хӑйсем тӗллӗн пурӑнма пултарайманнине йышӑнма питӗ йывӑр пулма пултарать (Иов 14:1). Эпир вӗсене мӗнле пулӑшма пултаратпӑр? Вӗсене мӗнле пӑхмалла?
2 Ваттисене мӗнле пӑхмалли ҫинчен калакан пӗр статьяра ҫапла палӑртнӑ: «Аттепе анне ватӑлса пынипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явма йывӑр пулин те, тӗрлӗ майсем пӑхса тухнӑ тата малашне мӗн тумаллине палӑртса хунӑ ҫемьене кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме ҫӑмӑлрах пулӗ». Ватлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пурпӗр пулаҫҫӗ. Эпир ҫакна ӑнланатпӑр пулсан, ҫавӑн пек ыйтусене сӳтсе явма кирлине ытларах хаклама пуҫлӑпӑр. Ҫав-ҫавах эпир малтанах хатӗрленсе хума тата йышӑнусем тума пултаратпӑр. Айтӑр халӗ ҫемьери ҫынсем ҫавна мӗнле тума пултарнине пӑхса тухар.
«ЙЫВӐР КУНСЕНЕ» ХАТӖРЛЕНӖР
3. Ватӑ ашшӗ-амӑшне ытларах пулӑшмалла чухне ҫемьен мӗн тума тивӗ?
3 Хӑҫан та пулин ватӑ ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсене пӑхайми пулӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене хӑш-пӗр енчен пулӑшу кирлӗ пулӗ. (Екклесиаст 12:1—7 вуласа пар.) Ватӑ ашшӗ-амӑшӗ килти ӗҫсене тӑвайми пулсан, вӗсен хӑйсен ачисемпе пӗрле мӗнле пулӑшу чи лайӑх пулӑшу пулнине тата ыйтӑва татса памалли меслетсем валли мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ кирлине палӑртса хумалла. Ҫемьери ҫынсемшӗн пӗрле пухӑнса мӗнле пулӑшу кирлине, ҫав пулӑшӑва мӗнле парса тӑмаллине тата пӗри теприне мӗнле пулӑшма пултарнине сӳтсе явни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Вӗсен пурин те, уйрӑмах ашшӗ-амӑшӗн, хӑйсен туйӑмӗсене ним пытармасӑр каласа памалла тата пурнӑҫ ҫине тӗрӗс пӑхмалла. Хушма пулӑшу парса тӑрсан ашшӗ-амӑшӗ хӑйсем тӗллӗн пурӑнма пултарнипе пултарайманнине сӳтсе явмаллаa. Е ашшӗ-амӑшне кирлӗ таран пӑхса тӑрас тесе кашни мӗн тума пултарни ҫинчен калаҫса пӑхмалла вӗсен (Ытар. 24:6). Сӑмахран, пӗри кулленхи ӗҫсене кашни кун тунипе пулӑшма пултарать, тепри — укҫа-тенкӗпе. Кашнин хӑйӗн ӗҫне пӗлмелле, анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав ӗҫсем улшӑнма пултараҫҫӗ тата тивӗҫсене ҫӗнӗрен валеҫсе тухма тивӗ.
4. Ҫемьери ҫынсем ӑҫта пулӑшу илме пултараҫҫӗ?
4 Аҫуна е аннӳне пӑхма пуҫласан, унӑн сывлӑхӗ мӗнлерех пулнине нумайрах пӗлме тӑрӑшӑр. Унӑн чирӗ аталанса пырать пулсан, ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен ыйтса пӗлӗр (Ытар. 1:5). Ваттисене пулӑшу парса тӑракан патшалӑх учрежденийӗсене кайса килӗр. Аҫу-аннӳне чи лайӑх пулӑшу илме май паракан тата сире вӗсене пӑхас ӗҫе ҫӑмӑллатма пулӑшакан программӑсем ҫинчен пӗлме тӑрӑшӑр. Ҫемьери пулас улшӑнусем хумхантаракан туйӑмсем ҫуратма пултараҫҫӗ, калӑпӑр, кулянтарма, аптратса е пӑтратса яма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарни пирки шанчӑклӑ тусупа калаҫса пӑхӑр. Пуринчен ытла хӑвӑр чӗрӳнте мӗн пуррине Иеговӑна уҫса парӑр. Вӑл сире чун канӑҫлӑхне пама пултарать, ҫакӑ вара кирек мӗнле лару-тӑрура та алла усма памӗ (Пс. 54:23; Ытар. 24:10; Флп. 4:6, 7).
5. Ваттисене мӗнле пӑхмаллине мӗншӗн малтанах палӑртса хумалла?
5 Хӑш-пӗр ваттисем тата вӗсен ҫемйинчи ҫынсем малашне мӗн тумалли ҫинчен шухӑшланӑ май тӗрлӗ майсене палӑртса хураҫҫӗ: ашшӗ-амӑшӗн ывӑлӗ е хӗрӗ патӗнче пурӑнмалла-и е ҫук, ваттисен ҫуртне куҫса каймалла-и е ҫук, вырӑнти ытти майсемпе усӑ курмалла-и е ҫук. Вӗсем пулма пултаракан инкексене курма тӑрӑшаҫҫӗ те вӗсене хатӗрленеҫҫӗ (Пс. 89:10). Шел пулин те, нумай ҫемье малашне мӗн тумаллине палӑртса хумасть, вара инкек сиксе тухсан, вӗсен кӑткӑс йышӑнусене васкавлӑн тума тивет. Ҫакӑ вара, пӗр эксперт палӑртнӑ тӑрӑх, «ялан тенӗ пекех йышӑну тума чи япӑх вӑхӑт». Йышӑнусене васкавлӑ тумалла чухне ҫемьери лару-тӑру хӗрсе кайма тата хирӗҫесси те пулма пултарать. Анчах та мӗн тумаллине малтанах палӑртса хурсан, улшӑнусене чӑтса ирттерме ҫӑмӑлрах пулӗ (Ытар. 20:18).
6. Мӗншӗн ашшӗ-амӑшӗн ӑҫта пурӑнмаллине сӳтсе явни ашшӗ-амӑшне те, ачисене те усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ?
6 Сире, тен, аҫу-аннӳпе вӗсен ӑҫта пурӑнмалли пирки е мӗн те пулин улӑштармалли пирки калаҫма аван мар пек туйӑнать. Анчах та нумайӑшӗ ҫав ыйтусене сӳтсе явни каярахпа питӗ пулӑшрӗ тет. Мӗншӗн? Хӑйсем хушшинче юратупа хисеплени пулни вӗсене мӗн тумаллине палӑртса хума май панӑ. Ҫемьери ҫынсем пӗр-пӗринпе ыррӑн калаҫнӑран, пӗр-пӗрне ӑнланма тӑрӑшнӑран пӗр-пӗрин шухӑшӗсене пӗлсе ҫитме пултарнӑ, ҫакна пула вӗсене йышӑнусем тума ҫӑмӑлрах пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ май ҫитнӗ таран нумайрах хӑйсем тӗллӗн, хӑйсене хӑйсем пӑхса пурӑнасшӑн пулсан та, кирлӗ чухне мӗнле пулӑшу илес килни пирки ачисемпе сӳтсе явни вӗсене усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ.
7, 8. Ҫемьен мӗнле ыйтусене сӳтсе явмалла тата мӗншӗн?
7 Ашшӗ-амӑшӗсем, ҫавӑн пек ыйтусене сӳтсе явнӑ чухне хӑвӑр ҫемьери ҫынсене хӑвӑра мӗн килӗшнине, хӑвӑр мӗн тӑвас килнине тата мӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ тӑкаклама пултарнине каласа парӑр. Ҫакӑ вӗсене, эсир йышӑнусем тӑвайми пулса ҫитнӗ чухне, сире килӗшекен йышӑнусем тума май парӗ. Вӗсем май ҫитнӗ таран сире мӗн килӗшнине шута илме тӑрӑшӗҫ тата сире хӑвӑр тӗллӗн пурӑнма чӑрмантарас мар тейӗҫ (Эф. 6:2—4). Сӑмахран, эсир ачусенчен хӑшӗ те пулин сире хӑйӗн патне пурӑнма чӗнессе кӗтетӗр-и? Е эсир урӑххине тутарасшӑн-и? Ытлашшине ан кӗтӗр, ҫавӑн пекех ыттисен шухӑшӗсем сирӗннинчен урӑхларах пулма пултарнине тата ашшӗ-амӑшне те, ачисене те хӑйсен шухӑшӗсене улӑштарма вӑхӑт кирлине асра тытӑр.
8 Пурин те ҫакна ӑнланмалла: мӗн тумаллине малтанах палӑртса хунипе тата сӳтсе явнипе нумай йывӑрлӑхран сыхланма пулать (Ытар. 15:22). Сӳтсе явмалли ыйтусем шутӗнче сипленмелли меслетсем ҫинчен калаҫни те пулмалла. Паллах ӗнтӗ, Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан медицина докуменчӗнчи ыйтусем ҫинчен те калаҫса татӑлмалла. Кашни ҫыннӑн мӗнле сипленмелли меслетсем пуррине пӗлме, вӗсене йышӑнма е сирсе яма ирӗк пур. Ҫын хӑйӗн ирӗкне медицина докуменчӗ ҫине малтанах ҫырса хума пултарать. Эсир сипленмелли меслетсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса пама пулӑшма хӑвӑр валли представителе суйласа хунипе (ҫакна тума саккун ирӗк парать пулсан) хӑвӑр шанакан ҫынна кирлӗ чухне хӑвӑрӑн ирӗкӳпе килӗшӳллӗ йышӑнусем тума май паратӑр. Ватӑ ҫынсен те, вӗсене пӑхакансен те, представителӗсен те кирлӗ вӑхӑтра ҫав ӗҫпе ҫыхӑннӑ документсен копийӗсем пулмалла. Хӑш-пӗр ватӑ ҫынсем ҫавӑн пек документсене пил хучӗпе (завещанипе) тата страховани, финанс, патшалӑх учрежденийӗсемпе ҫыхӑну мӗнле тытмалли ҫинчен калакан тата ҫавӑн йышши ытти документсемпе пӗрле тытаҫҫӗ.
ЛАРУ-ТӐРУ УЛШӐНСАН
9, 10. Хӑҫан ашшӗ-амӑшне ачисенчен ытларах пулӑшу кирлӗ пулӗ?
9 Чылай чухне ашшӗ-амӑшӗпе ачисем ваттисем май ҫитнӗ таран хӑйсем тӗллӗн пурӑнччӑр теҫҫӗ. Тен, вӗсем хӑйсемех апат пӗҫерме, килне тасатса тӑма, вӑхӑтра эмел ӗҫме, ҫавӑн пекех хӑйсен шухӑшӗсене ӑнланмалла каласа кӑтартма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ ачисене ашшӗ-амӑшне яланах пӑхма кирлӗ маррине кӑтартса парать. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн ашшӗ-амӑшне тухса ҫӳреме, калӑпӑр, лавккана кайса килме, йывӑртарах та йывӑртарах пулса пырать пулсан е вӗсем астуми пулса пыраҫҫӗ пулсан, ачисен ҫакӑн пек улшӑнусем ҫине ал сулмалла мар.
10 Ватлӑха пула депрессипе чирлесе ӳкме пулать, ӑстӑн пӑтранма, куҫ курма, хӑлха илтме пӑрахма тата туалета кайса ҫӳреме йывӑр пулма пултарать. Анчах та ҫакӑн пек йывӑрлӑхсемпе ӑнӑҫлӑ кӗрешме пулать. Ҫак чирсем палӑрма пуҫласанах тухтӑр патне кайӑр. Ҫак тӗлӗшрен, тен, ачисен пуҫаруллӑ пулмалла. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен, тен, унччен ашшӗ-амӑшӗ кӑна тунӑ ӗҫсене тума тивӗ. Ашшӗ-амӑшне май ҫитнӗ таран лайӑхрах пӑхас тесе ачисен вӗсен адвокачӗсем, секретарӗсем, водителӗсем пулмалла тата ҫавнашкал ытти ӗҫсене тумалла пулӗ (Ытар. 3:27).
11. Аҫу-аннӳне улшӑнусене хӑнӑхма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе мӗн тума пулать?
11 Аҫу-аннӳн йывӑрлӑхӗсене татса пама май ҫук пулсан, сирӗн, тен, вӗсене урӑхларах пӑхма пуҫламалла тата вӗсен килӗнче улшӑнусем тумалла пулӗ. Улшӑнусем мӗн чухлӗ сахалрах пулӗҫ, ҫавӑн чухлӗ вӗсене хӑнӑхма ҫӑмӑлрах пулӗ. Эсир аҫупа аннӳрен аякра пурӑнатӑр пулсан, пӗр-пӗр Свидетель е кӳршӗ вӗсем патне яланах кӗрсе тухса ҫӳрени тата вӗсен ӗҫӗсем мӗнле пыни ҫинчен ачисене хӑшне те пулин пӗлтерсе тӑни ҫителӗклӗ пулӗ-ши? Вӗсене апат пӗҫерме, килне тасатса тӑма кӑна пулӑшу кирлӗ-ши? Вӗсен килӗнче пурнӑҫа ҫӑмӑллатакан, калӑпӑр, утса ҫӳреме, ҫӑвӑнма тата ҫавнашкал ытти ӗҫсене тума пулӑшакан хатӗрсем тума пулать-и? Тен, аҫу-аннӳне хӑйсем тӗллӗн пурӑнма паракан май вӑл — социаллӑ хӳтлӗх ӗҫченӗ вӗсене килӗнче пулӑшса тӑни. Анчах та вӗсене хӑйсем тӗллӗн пурӑнма йывӑртарах та йывӑртарах пулса пырать пулсан, вӗсене яланах пулӑшса тӑма тивӗ. Кирек мӗнле пулсан та, вӗсем пурӑнакан вырӑнта мӗнле пулӑшу парса тӑнине пӗлме тӑрӑшӑрb. (Ытарӑшсем 4:26 вуласа пар.)
ХӐШ-ПӖРИСЕМ ЙЫВӐРЛӐХСЕМПЕ МӖНЛЕ КӖРЕШЕҪҪӖ
12, 13. Аякра пурӑнакан ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисем ашшӗ-амӑшне мӗнле хисеплеҫҫӗ тата пӑхаҫҫӗ?
12 Юратакан ачисем ашшӗ-амӑшӗн пурте лайӑх пултӑр теҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшне пӑхса тӑнине пӗлни ачисене канӑҫлӑх парать. Анчах та хӑш-пӗр сӑлтавсене пула ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисем нумайӑшӗ ашшӗ-амӑшӗнчен аякра пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне хӑш-пӗрисем отпуск вӑхӑтӗнче ашшӗ-амӑшӗ патне килеҫҫӗ те вӗсем мӗн тума пултарайманнине тума пулӑшаҫҫӗ. Ачисем телефонпа час-часах, май пулсан кашни кунах, шӑнкӑравланипе, ҫыру ҫырнипе е электронлӑ почтӑпа ҫыру янипе ашшӗ-амӑшне юрататпӑр тесе шантараҫҫӗ (Ытар. 23:24, 25).
13 Лару-тӑру кирек мӗнле пулсан та, аҫу-аннӳне кунсерен мӗнле пулӑшу парса тӑмаллине сирӗн шутласа хумалла. Вӗсем Свидетельсем пулсан тата эсир вӗсенчен аякра пурӑнатӑр пулсан, вӗсен пухӑвӗнчи старейшинӑсемпе калаҫса пӑхса вӗсенчен канаш ыйтма пулать. Пуринчен ытла аҫу-аннӳ пирки Иеговӑна кӗлтӑвӑр. (Ытарӑшсем 11:14 вуласа пар.) Сирӗн аҫу-аннӳ Свидетельсем мар пулсан та, пурпӗр «аҫупа аннӳне хисеплемелле» (Тух. 20:12; Ытар. 23:22). Паллах ӗнтӗ, пур ҫемье те пӗр пек йышӑну тумӗ. Хӑш-пӗрисем ватӑ ашшӗ-амӑшне хӑйсем патне пурӑнма е ҫывӑхарах куҫарса килес тейӗҫ. Анчах та ҫакна яланах тума май ҫук. Пӗрисем хӑйсем ачисем патӗнче вӗсен ҫемйипе пӗрле пурӑнасшӑн мар, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем тӗллӗн пурӑнасшӑн тата никама та чӑрмантарасшӑн мар. Теприсем, тен, хӑйсене килӗнче пӑхса тӑнишӗн укҫа тӳлеме пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫак мая суйласа илеҫҫӗ (Еккл. 7:12).
14. Ашшӗ-амӑшне пуринчен ытла пӑхаканӑн мӗнле йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ?
14 Нумай ҫемьере ашшӗ-амӑшне ҫывӑхра пурӑнакан ывӑлӗ е хӗрӗ пуринчен ытла пӑхать теме пулать. Анчах та ашшӗ-амӑшне пуринчен ытларах пӑхакан ачисен виҫине пӗлмелле тата хӑйсен ҫемйи пирки те манмалла мар. Вӗт никамӑн та вӑхӑчӗпе вӑйӗ виҫесӗр мар. Пӑхаканнин лару-тӑрӑвӗ улшӑнчӗ пулсан, ҫемьен камӑн мӗн тумаллине тепӗр хут пӑхса тухма тивӗ. Тен, ҫемьере пӗрин шутсӑр нумай ӗҫ. Ытти ачисем ытларах тума пултараймӗҫ-и, калӑпӑр, ашшӗ-амӑшне черетпе пӑхаймӗҫ-и?
15. Ашшӗ-амӑшне пӗрмаях пӑхаканӑн халран каясран мӗнле сыхланма пулать?
15 Ватӑ ашшӗ-амӑшне яланах пулӑшу парса тӑмалла чухне вӗсене пӗрмаях пӑхаканнин пӗтӗмпех халран каяс хӑрушлӑх пур (Еккл. 4:6). Юратакан ачисем ашшӗ-амӑшӗ валли мӗн тума пултарнине пурне те тӑвасшӑн, анчах пӗр вӗҫӗмсӗр вӑй хуни вӗсене хавшатса яма пултарать. Ҫавӑн пек чухне ачисен япаласем ҫине тӗрӗс пӑхма пӗлмелле те кирлӗ пулсан пулӑшу ыйтмалла. Тен, ыттисем пулӑшса тӑни ашшӗ-амӑшне ваттисен ҫуртне ямасӑр малалла пӑхма май парӗ.
16, 17. Ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхакан ачисем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ тата ҫавсене ҫӗнтерме вӗсене мӗн пулӑшӗ? (Ҫавӑн пекех «Пархатарлӑ пулса пӑхни» рамкӑна пӑхӑр.)
16 Юратнӑ атте-анне ватӑлса пынине курма питӗ хӗн. Ваттисене пӑхакансем хӑш-пӗр чухне кулянаҫҫӗ, пӑшӑрханаҫҫӗ, шанчӑка ҫухатаҫҫӗ, ҫилленеҫҫӗ, хӑйсене айӑплаҫҫӗ, ҫитменнине тарӑхаҫҫӗ те. Хутран-ситрен ватӑ ашшӗ-амӑшӗ кӑмӑла хуҫакан сӑмахсем калама е пархатарсӑр пулма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне кӳренме ан васкӑр. Пӗр психолог калать: «Кирек мӗнле туйӑма та, уйрӑмах чи япӑххине, ҫӗнтермелли чи лайӑх май вӑл — сирӗн ун пек туйӑм пуррине йышӑнасси. Манӑн ун пек туйӑмсем ҫук тесе ан калӑр тата ҫавӑншӑн хӑвӑра хытӑ ан айӑплӑр». Хӑвӑра мӗн пӑшӑрхантарни пирки мӑшӑрупа, ҫемьери ытти ҫынпа е хӑвӑр шанакан тусупа калаҫса пӑхӑр. Ҫавӑн пек калаҫусем сире хӑвӑрӑн туйӑмусене ӑнланма пулӑшӗҫ тата виҫерен тухса кайма памӗҫ.
17 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫемьерисен ҫывӑх ҫыннине килте пӑхса пурӑнма укҫа-тенкӗ те, ӑсталӑх та ҫитми пулса ҫитӗ. Вара ӑна, тен, медицина пулӑшӑвне парса тӑракан ваттисен ҫуртне яма тивӗ. Пӗр хӗрарӑм тӑван ҫавӑн пек ҫуртра пурӑнакан амӑшӗ патне кашни кун кайса ҫӳренӗ. Вӑл калать: «Эпир аннене кунӗн-ҫӗрӗн кирлӗ таран пӑхса тӑма вӑй ҫитерейми пултӑмӑр. Аннен ваттисен ҫуртне куҫса кайма кирлине йышӑнма ҫӑмӑл пулмарӗ. Чуна питӗ, питӗ йывӑр пулчӗ. Анчах та уншӑн юлашки уйӑхӗсене унта пурӑнса ирттересси ытти майсенчен чи лайӑххи пулчӗ, ҫавӑнпа та вӑл куҫса кайма килӗшрӗ».
18. Ашшӗ-амӑшне пӑхакансем мӗне шанма пултараҫҫӗ?
18 Ватӑ атте-аннене пӑхса пурӑнасси питӗ йывӑр пулма тата шутсӑр кулянтарма пултарать. Ҫав тӗлӗшрен малтанах хатӗрлесе хунӑ тӗрӗс йышӑнусем ҫук. Ҫав-ҫавах мӗн тумаллине малтанах тӗплӗн палӑртса хунипе, пӗр-пӗрне пулӑшса тӑнипе, пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫнипе, пуринчен ытла чун-чӗререн кӗлтунипе эсир ҫывӑх ҫынсене хисеплес тивӗҫе пурнӑҫлама пултаратӑр. Ҫаксене туни сирӗн кӑмӑла ҫырлахтарӗ, мӗншӗн тесен эсир вӗсене кирлӗ пулӑшупа тимлӗх парса тӑратӑр. (1 Коринф 13:4—8 вуласа пар.) Пуринчен ытла сирӗн чунра канӑҫлӑх пулӗ тата Иегова сире пиллесе тӑрӗ (Флп. 4:7).
a Ашшӗ-амӑшӗпе ачисем мӗн суйласа илесси вырӑнти культурӑран килме пултарать. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче ялан тенӗ пекех темиҫе ӑру пӗрле пурӑнать тата ҫывӑх хутшӑнать, ҫакна вара вырӑнлӑ тесе шутлаҫҫӗ.
b Сирӗн аҫу-аннӳ унчченхи пекех килте пурӑнать пулсан, вӗсене пӑхма пулӑшакан шанчӑклӑ ҫын, кӗтмен ҫӗртен мӗн те пулин сиксе тухсан, вӗсем патне кӗме пултартӑр тесе унӑн кил уҫҫи пултӑр тесе тӑрӑшӑр.