Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 3/15 13—17 с.
  • Ватӑ ҫынна хисепле

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Ватӑ ҫынна хисепле
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • «ТӖРТСЕ АН ЯРСАМ МАНА»
  • ҪЕМЬЕ ЯВАПЛӐХӖ
  • ПУХӐВӐН ЯВАПЛӐХӖ
  • ЫРӐ СӐМАХПА ВАТТИСЕНЕ ТӖРЕКЛЕНТЕРӖР
  • Ваттисене мӗнле пӑхса пурӑнмалла
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Ватӑлнӑ аҫу-аннӳне хисеплӗр
    Ҫемье телейӗн вӑрттӑнлӑхӗ
  • Ватӑ атте-аннене пӑхасси пирки Библире мӗн каланӑ?
    Библи: ыйтусем тата хуравсем
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 3/15 13—17 с.

Ватӑ ҫынна хисепле

«Ватӑ ҫынна хисепле» (ЛЕВ. 19:32).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ватӑ ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхать?

  • Ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисен ашшӗ-амӑшӗ умӗнче мӗнле яваплӑх пур?

  • Пухусем ватӑ тӑвансене хисепленине мӗнле кӑтартма пултараҫҫӗ?

1. Этемлӗх мӗнле начар лару-тӑрӑва лекнӗ?

ИЕГОВА нихӑҫан та ҫынсене ватлӑхпа, вӑй-хал пӗтнипе асаплантарасшӑн пулман. Ун вырӑнне вӑл вӗсем ҫирӗп сывлӑхлӑ пулччӑр тата Райра пурӑнччӑр тенӗ. Анчах халӗ «Турӑ пултарнийӗ пурте» йынӑшать, асапланать (Рим 8:22). Сирӗн шутпа ҫынсене ҫылӑх мӗнле сиен тунине кура Иегова хӑйне епле туять? Унсӑр пуҫне ватӑ ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсене пулӑшу питӗ кирлӗ чухне хӑйсене ним вырӑнне хуманнине кураҫҫӗ (Пс. 38:6; 2 Тим. 3:3).

2. Мӗншӗн христиансем ваттисене уйрӑмах хисеплеҫҫӗ?

2 Пухусенче ватӑ ҫынсем пурришӗн Иегова халӑхӗ савӑнать. Вӗсен ӑслӑлӑхӗнчен эпир усӑ илетпӗр тата вӗсен ӗненӗвӗ пире хавхалантарать. Пирӗнтен нумайӑшӗн ҫавӑн пек ватӑ хурӑнташсем пур. Пухури ватӑ тӑвансемпе эпир хурӑнташлӑ-и, хурӑнташлӑ мар-и пурпӗр вӗсемшӗн тӑрӑшатпӑр (Гал. 6:10; 1 Петр 1:22). Турӑ ватӑ ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнине сӳтсе явни пире пурне те усӑллӑ пулӗ. Эпир килтисен те, ҫавӑн пекех пухӑвӑн та ваттисен умӗнче мӗнле яваплӑх пуррине пӑхса тухӑпӑр.

«ТӖРТСЕ АН ЯРСАМ МАНА»

3, 4. а) Иеговӑран 70-мӗш Псалома ҫыракан мӗн ыйтнӑ? ӑ) Пухури ватӑ тӑвансем Турӑран мӗн ыйтма пултараҫҫӗ?

3 «Ватлӑхӑм кунӗсенче тӗртсе ан ярсам мана; вӑй-халӑм чакса пынӑ чухне ан пӑрахсам мана»,— ҫӳлтен хавхалантарнипе 70-мӗш Псалома ҫыракан ак ҫапла йӑлӑннӑ Турра (Пс. 70:9). Ҫак Псалом 69-мӗш Псаломӑн малалли пулнӑ пулас, унӑн пӗрремӗш сӑвӑ йӗркинче «Давид псаломӗ» тенӗ. Ҫавӑнпа та Псалом 70:9-мӗшӗнче Давид йӑлӑнса ыйтнине ҫырса хунӑ пулас. Вӑл Турӑшӑн мӗн ҫамрӑкран пуҫласа ватӑлса ҫитичченех ӗҫленӗ тата Иегова унпа усӑ курса нумай хӑватлӑ ӗҫ тунӑ (1 Патш. 17:33—37, 50; 3 Патш. 2:1—3, 10). Ҫав-ҫавах Давид Иеговӑран малалла та мана кӑмӑл тусам тесе ыйтма кирлине туйнӑ. (Псалом 70:17—19 вуласа пар.)

4 Хальхи вӑхӑтра Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ Давид пекех. Вӗсем ватлӑха тата «йывӑр кунсене» пӑхмасӑрах Турра пӗтӗм вӑйӗпе мухтаса тӑраҫҫӗ (Еккл. 12:1—7). Вӗсенчен нумайӑшӗ халӗ хӑйсен пурнӑҫӗнче, сӑваплӑ ӗҫӗнче те, унччен мӗн тума пултарнине пурне те тума пултараймаҫҫӗ. Вӗсем те Иеговӑна хӑйсене пиллетӗр, пулӑштӑр тесе йӑлӑнма пултараҫҫӗ. Ҫав шанчӑклӑ ватӑ христиансем хӑйсен кӗллисем ҫине Турӑ хуравласса шанма пултараҫҫӗ. Вӗт вӗсен кӗллисенче Турӑ пӗлтернипе каланӑ Давидӑн вырӑнлӑ пӑшӑрханӑвӗсем янраҫҫӗ.

5. Иегова хӑйӗн ватӑ шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем ҫине мӗнле пӑхать?

5 Иегова хӑйӗн шанчӑклӑ ватӑ Свидетелӗсене питӗ хакланине тата хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен ҫавӑн пек ҫынсене хисеплессе кӗтнине Ҫырура лайӑх кӑтартса панӑ (Пс. 21:25—27; Ытар. 16:31; 20:29). «Ҫӳҫӗ шуралнӑ ҫын умӗнче ура ҫине тӑр, ватӑ ҫынна хисепле, [Ҫӳлхуҫаран] хӑвӑн Туррунтан хӑраса тӑр. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [сирӗн Туррӑр]»,— каланӑ Левит 19:32-мӗшӗнче. Ҫак сӑмахсене ҫырса хунӑ вӑхӑтра пухури ватӑ ҫынсене хисеплемелле пулнӑ, халӗ те ҫавнах тумалла. Анчах та вӗсене пӑхса пурӑнас тесен мӗн тумалла? Ҫакӑ камӑн тивӗҫӗ?

ҪЕМЬЕ ЯВАПЛӐХӖ

6. Ашшӗ-амӑшне пӑхас тӗлӗшрен Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

6 Турӑ Сӑмахӗ пире ҫапла хушать: «Аҫупа аннӳне хисепле» (Тух. 20:12; Эф. 6:2, 3). Хӑйсен ашшӗ-амӑшне пӑхасшӑн пулман фарисейсемпе кӗнекеҫӗсене айӑпланӑ чухне Иисус ҫак заповедь ҫине тимлеттернӗ (Марк 7:5, 10—13). Ҫав тӗлӗшрен Иисус хӑй лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Сӑмахран, юпа ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ чухне вилес умӗн вӑл хӑйӗн амӑшне пӑхма (ҫав вӑхӑтра вӑл тӑлӑх арӑм пулнӑ пулас) юратнӑ вӗренекенне, Иоана, хушса хӑварнӑ (Иоанн 19:26, 27).

7. а) Ашшӗ-амӑшне пӑхас тӗлӗшрен Павел апостол мӗнле принцип илсе панӑ? ӑ) Павел тата мӗн сӳтсе явнӑ?

7 Павел апостол Турӑ пӗлтернипе ӗненекенсен хӑйсен кил-йышӗшӗн тӑрӑшмалла тесе ҫырнӑ. (1 Тимофей 5:4, 8, 16 вуласа пар.) Павел Тимофей патне ҫырнин контекстне пӑхса тухар. Павел пухуран кам укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илме пултарнипе пултарманни ҫинчен каланӑ. Вӑл ватӑ тӑлӑх арӑмсемшӗн пуринчен малтан вӗсен ӗненекен ачисен, мӑнукӗсен тата ытти хурӑнташӗсен тӑрӑшмалла тесе палӑртнӑ. Ҫапла вара пухӑвӑн ытлашши укҫа-тенкӗ тӑкаклама тивмӗ. Хальхи вӑхӑтра та христиансен «Турӑ умӗнчи тивӗҫне» тумалли, урӑхла каласан, «Турра чунтан парӑнса пурӑннине» (ҪТ) кӑтартмалли, пӗр май вӑл — ҫитменнипе аптӑракан хурӑнташӗсене мӗн кирлипе тивӗҫтересси.

8. Библире ватӑлнӑ ашшӗ-амӑшне апла е капла пӑхмалла тесе тӳррӗн каламанни пирки мӗншӗн тӗрӗс теме пулать?

8 Ҫитӗнсе ҫитнӗ христиансен хӑйсен ашшӗ-амӑшне кирлӗ таран укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес яваплӑх пур. Павел ӗненекен хурӑнташсем ҫинчен каланӑ пулин те, христиансен пухӑвӗн ҫыннисем пулман ашшӗ-амӑшне хисеп тума пӑрахмалла мар. Ачисем ашшӗ-амӑшне мӗнле пӑхасси тӗрлӗрен пулма пултарать. Икӗ пӗрпек лару-тӑру ҫук. Пӗр ҫемьери ҫынсенех характерӗ те, сывлӑхӗ те, вӗсене мӗн кирли те уйрӑлса тӑрать. Хӑш-пӗр ваттисен нумай ача, теприсен — пӗрре кӑна. Хӑш-пӗрисем патшалӑх пулӑшасса шанма пултараҫҫӗ, теприсем — ҫук. Кама пулӑшу кирлӗ, ҫавсенчен пӗрне кун пекки килӗшет, теприне — ун пекки. Ҫавӑнпа та кам та пулин хӑйӗн ватӑ хурӑнташӗсене мӗнле пӑхса усрани пирки тиркесе калаҫни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакӑ юрату ҫитсех кайманнине кӑтартнӑччӗ. Вӗт Библи тӑрӑх тунӑ йышӑнусене кирек хӑшне те, вӗсем усӑ парса тӑччӑр тесе Иегова пиллеме пултарать. Вӑл ҫавна Моисей вӑхӑтӗнченех туса тӑрать (Йыша шутл. 11:23).

9—11. а) Хӑш-пӗр христиансем мӗнле йывӑр лару-тӑрупа тӗл пулма пултараҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн ҫитӗнсе ҫитнӗ ачисен сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума пӑрахма васкамалла мар? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Аякра пурӑнакан ачисене ватӑ ашшӗ-амӑшне кирлӗ таран пулӑшса тӑма йывӑр пулма пултарать. Амӑшӗн е ашшӗн сывлӑхӗ кӗтмен ҫӗртен, сӑмахран, ӳкнӗрен, шӑмми хуҫӑлнӑран е ытти инкеке пула, начарланма пуҫларӗ пулсан, вӗсем патне тӳрех каймалла пулӗ. Тен, вӗсене кӗске е чылай вӑхӑтлӑха пӑхса пурӑнма тивӗa.

10 Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа килӗнчен аякра туса тӑракансен хӑш-пӗр чухне йывӑр йышӑнусем тума тивет. Вефилецсем, миссионерсем тата ҫул ҫӳрекен надзирательсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе питӗ хаклаҫҫӗ, ӑна Иегова панӑ пиллӗх тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем, ашшӗ-амӑшӗ чирлесе ӳксен, чи малтан ҫапла шухӑшлама пултараҫҫӗ: «Хамӑра шанса панӑ ӗҫе хӑвармалла та атте-аннене пӑхма киле таврӑнмалла». Анчах та ашшӗ-амӑшне чӑннипех мӗн кирли ҫинчен тата вӗсен мӗн тӑвас килни ҫинчен кӗлтуса шухӑшласа пӑхни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ. Никамӑн та хӑйӗн хаклӑ сӑваплӑ ӗҫне хӑварма васкамалла мар, ҫитменнине тата ҫакна туни пур чухне те кирлӗ мар. Тен, сывлӑх вӑхӑт иртнӗҫемӗн самайланмӗ-ши? Е ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнчи пӗр-пӗр тӑван вӗсене савӑнсах пулӑшас темӗ-ши? (Ытар. 21:5.)

11 Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Пиччӗшӗпе шӑллӗ сӑваплӑ ӗҫе килӗнчен аякра туса пурӑннӑ: кӗҫӗнни Кӑнтӑр Америкӑра миссионер пулса ӗҫленӗ, асли — Бруклинра (Нью-Йорк) тӗп управленинче. Вӗсен ватӑ ашшӗ-амӑшне пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ывӑлӗсем хӑйсен арӑмӗсемпе пӗрле мӗн тума кирлине тата мӗнле тумаллине пӗлес тесе Японире пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ патне таврӑннӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Кӑнтӑр Америкӑра ӗҫлекен мӑшӑр хӑйсене шанса панӑ ӗҫе хӑварса киле таврӑнасси ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Унтан вӗсем патне ашшӗн-амӑшӗн пухӑвӗнчи старейшинӑсен совечӗн координаторӗ телефонпа шӑнкравланӑ. Ҫав старейшинӑсем лару-тӑрӑва пӑхса тухнӑ та миссионерсем хӑйсен сӑваплӑ ӗҫӗнче нумайлӑха тӑрса юлччӑр тенӗ. Старейшинӑсем ҫак мӑшӑрӑн сӑваплӑ ӗҫне хакланӑ, ҫавӑнпа вӗсен ашшӗ-амӑшне пӑхма пулӑшас тесе хӑйсем мӗн тума пултарнине пурне те тума шут тытнӑ. Ҫавӑн пек юрату кӑтартнишӗн ҫав ҫемьери ҫынсем пурте питӗ пархатарлӑ пулнӑ!

12. Ашшӗ-амӑшне пӑхас тӗлӗшрен йышӑнусем тунӑ чухне христианла ҫемьен мӗне шута илмелле?

12 Христианла ҫемье ватӑ ашшӗ-амӑшне пӑхса пурӑнас тӗлӗшрен кирек мӗнле йышӑну тусан та, ҫак ӗҫе хутшӑнакансем пурте хӑйсен ӗҫӗсемпе Туррӑн ятне ярас мар тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Эпир нихӑҫан та Иисус пурӑннӑ чухнехи тӗн пуҫлӑхӗсем пек пуласшӑн мар (Матф. 15:3—6). Эпир хамӑр тӑвакан йышӑнусемпе Турра та, пухӑва та мухтава кӑларасшӑн (2 Кор. 6:3).

ПУХӐВӐН ЯВАПЛӐХӖ

13, 14. Пухусен ватӑ тӑвансене пулӑшса тӑма кирлине Библи мӗнле кӑтартса парать?

13 Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакансене пурте маларах асӑннӑ пек пулӑшу пама пултараймаҫҫӗ. Ҫав-ҫавах пӗрремӗш ӗмӗрте пулса иртнӗ пӗр ӗҫрен лайӑх тӗслӗх кӑтартакан ватӑ тӑвансене пухусем мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑни лайӑх курӑнать. Библире Иерусалимри пуху ҫинчен унта «ҫитменнипе аптӑракан никам та пулман» тенӗ. Ҫакӑ вӑл пурте вӗсем пуян пулнине пӗлтермест. Хӑш-пӗрисене укҫа ҫитсех кайман курӑнать, анчах та «кирек кама та мӗн кирлине парса тӑнӑ» (Ап. ӗҫ. 4:34, 35). Каярахпа унта ҫакӑн пекки пулса тухнӑ. Пӗлтернӗ тӑрӑх, кулленхи апата «валеҫнӗ чухне... [хӑш-пӗр] тӑлӑх арӑмсене хисепе» хуман. Ҫавӑнпа та апостолсем тӑлӑх арӑмсене мӗн кирлипе тӗрӗс те ҫителӗклӗ тивӗҫтерес тесе ҫавна тума юрӑхлӑ арҫынсене суйласа лартнӑ (Ап. ӗҫ. 6:1—5). Паллах ӗнтӗ, кунсерен апат парса тӑрасси вӑхӑтлӑха кӑна пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫакна пирӗн эрӑри 33-мӗш ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче кам христианин пулса тӑнӑ тата хӑйсен ӗненӗвне ҫирӗплетес тесе Иерусалима тӑрса юлнӑ, ҫавсене пулӑшма йӗркеленӗ пулнӑ. Ҫав-ҫавах апостолсем тунӑ ӗҫсем пуху ҫитменнипе аптӑракан тӑвансене пулӑшма пултарнине кӑтартса параҫҫӗ.

14 Тӑлӑх арӑм, христианка, укҫа-тенкӗ пулӑшӑвне пухуран хӑҫан илме пултарнипе пултарайманни ҫинчен Павел Тимофее ӑнлантарса панӑ тесе палӑртнӑччӗ ӗнтӗ (1 Тим. 5:3—16). Турӑ пӗлтернипе Иаков вӗренекен христиансен тӑлӑх ачасене, тӑлӑх арӑмсене тата инкеке лекнисене е пулӑшу кирлисене пулӑшса тӑрас яваплӑх пур тесе ҫырнӑ (Иак. 1:27; 2:15—17). Иоанн апостол та ҫакна палӑртнӑ: «Ҫак тӗнчере ҫителӗклӗ пурӑнакан ҫын тертленсе пурӑнакан тӑванне курсассӑн хӑйӗн чӗрине питӗрсе лартать пулсассӑн, ҫав ҫынра мӗнле Турӑ юратӑвӗ пулма пултарать?» (1 Иоанн 3:17.) Уйрӑм христианинӑн ҫитменнипе аптӑракансем умӗнче ҫавӑн пек яваплӑх пур пулсан, пухусем пирки те ҫавнах каламалла мар-и вара?

15. Ватӑ тӑвансене пулӑшнӑ чухне мӗне-мӗне шута илме пулать?

15 Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче патшалӑх пенси, социаллӑ пулӑшу парса тӑрать тата ваттисене пулӑшма социаллӑ хӳтлӗх ӗҫченӗсене уйӑрса парать (Рим 13:6). Тепӗр ҫӗршывсенче ун пек пулӑшу ҫук. Ҫавӑнпа та хурӑнташӗсен тата пухӑвӑн ватӑ тӑвансене мӗн кирлипе мӗн таран тивӗҫтересси — тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗрен. Ӗненекен ачисем ашшӗ-амӑшӗнчен аякра пурӑнаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ ачисем мӗн таран пулӑшма пултарни ҫине витӗм кӳме пултарать. Ҫемьере мӗн пулса пынине пурте ӑнланччӑр тесе ачисемшӗн хӑйсен ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗнчи старейшинӑсемпе тачӑ ҫыхӑну тытни лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Сӑмахран, старейшинӑсем вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсем пурӑнакан вырӑнта мӗнле патшалӑх программисем е социаллӑ программӑсем пурри ҫинчен, вӗсемпе мӗнле усӑ курма май пурри ҫинчен каласа кӑтартнипе пулӑшма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем ашшӗ-амӑшӗсем хӑш-пӗр счетсене тӳлеменнине е эмелсемпе тӗрӗс мар усӑ курнине асӑрханӑ хыҫҫӑн ҫавӑн ҫинчен ачисене пӗлтерме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пек ырӑ сунса пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑну тытни лару-тӑрӑва япӑхланса кайма памӗ тата усӑллӑ йышӑнусем тума пулӑшӗ. Ашшӗ-амӑшӗсене пулӑшу тата канаш паракансем, тӗрӗссипе каласан, ачисен «куҫӗсем» пулса тӑраҫҫӗ, ҫапла вара вӗсем ҫемьене ытлашши пӑшӑрханассинчен хӑтарма пултараҫҫӗ.

16. Хӑш-пӗр христиансем пухури ватӑ тӑвансене мӗнле пулӑшса тӑраҫҫӗ?

16 Хаклӑ ватӑ тӑвансене юратнӑран пухури хӑш-пӗр христиансем вӗсене мӗн кирлипе вӑй ҫитнӗ таран тивӗҫтерес тесе вӑхӑтне те, вӑйне те шеллемеҫҫӗ. Вӗсем пухури ваттисемпе тимлӗ пулас тесе самаях вӑй хураҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем пухури ытти тӑвансемпе пӗрле ваттисене пӑхаҫҫӗ — тен, ҫавна вӗсем черетпе тӑваҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен лару-тӑрӑвӗ сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума май паманнине ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫав ватӑ христиансен ачисем хӑйсене шанса панӑ сӑваплӑ ӗҫӗнче нумайлӑха тӑрса юлма пултарччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак тӑвансем кӑтартакан кӑмӑл мӗн тери чаплӑ! Паллах ӗнтӗ, вӗсем уҫӑ кӑмӑлпа парса тӑни ачисен ашшӗ-амӑшне вӑй ҫитнӗ таран пулӑшса тӑмалла мар тенине пӗлтермест.

ЫРӐ СӐМАХПА ВАТТИСЕНЕ ТӖРЕКЛЕНТЕРӖР

17, 18. Ваттисене пӑхассинче ҫын мӗнле кӑмӑллӑ пулни мӗн таран кирлӗ?

17 Ваттисене те, вӗсене пӑхакансене те ҫӑмӑлрах пултӑр тесен пурин те ырри ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшмалла. Эсир те ҫавӑн пек пулӑшу парса тӑратӑр пулсан, хӑвӑр тавра ӑшӑлӑхпа ырӑлӑх пултӑр тесе вӑй хурӑр. Ватлӑх ҫынна хуйха ӳкерме, депрессипе те чирлеттерме пултарать. Ҫавӑнпа та сирӗн, тен, ватӑ тӑвансене хисеп тунине кӑтартас тесе тата кӑмӑла ҫӗклекен калаҫусемпе вӗсене хавхалантарас тесе ятарласа вӑй хума тивӗ. Кам Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлет, ҫавсем мухтава тивӗҫлӗ. Иегова хӑйӗншӗн вӗсем сӑваплӑ ӗҫре мӗн тунине манмасть, христиансен те ҫакна манмалла мар. (Малахия 3:16; Еврейсем 6:10 вуласа пар.)

18 Унсӑр пуҫне ваттисем те, вӗсене пӑхакансем те кирлӗ чухне кулма пӗлеҫҫӗ пулсан, кунсерен пӑхса тӑрас ӗҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӗсене ҫӑмӑлрах пулӗ (Еккл. 3:1, 4). Ваттисем нумайӑшӗ ытлашши тиркевлӗ пулас мар тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума шут тытнӑ. Вӗсем хӑйсемшӗн ыттисем мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрасси тата хӑйсем патне ҫынсем тӑтӑшах пырса ҫӳресси хӑйсем мӗнле кӑмӑллӑ пулнинчен килнине ӑнланаҫҫӗ. Ватти патне кӗрсе ҫӳрекен ҫынсем час-часах ҫапла калаҫҫӗ: «Эпӗ хамӑн туса хавхалантарас тесе килтӗм, анчах та хам хавхалантӑм» (Ытар. 15:13; 17:22).

19. Ҫамрӑккисене те, ваттисене те йывӑр вӑхӑтра мӗн хуйха ӳкме памӗ?

19 Хӗн-асап тата ҫитменлӗх кӳнӗ пур сиен те пӗтес вӑхӑта эпир питӗ кӗтетпӗр. Анчах та халӗ вара Туррӑн ӗҫлекенӗсен мӗн ӗмӗрлӗхе пырать, ҫавна шанса тӑмалла. Турӑ сӑмах панине ӗненни пире йывӑр вӑхӑтра ҫирӗп пулма пулӑшать. Ӗненнине пула «эпир хуйхӑрмастпӑр; пирӗн ӳт пӗтсе пырать пулсассӑн та, чун [«шалти ҫын», ҪТ] куллен-кун ҫӗнелсе пырать» (2 Кор. 4:16—18; Евр. 6:18, 19). Турӑ сӑмах панине хытӑ ӗненнисӗр пуҫне ваттисене пӑхас яваплӑха туса тӑма сире мӗн пулӑшӗ? Тепӗр статьяра хӑш-пӗр усӑллӑ сӗнӳсене пӑхса тухнӑ.

a Тепӗр статьяра ватӑ ашшӗ-амӑшне мӗнле пӑхмалли майсенчен хӑш-пӗрисене сӳтсе явнӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр