Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсемшӗн кӗтӳҫсем пулӑр
«Санӑн хӑвӑн сурӑхусене лайӑх пӗлмелле» (ЫТАР. 27:23, ҪТ).
1, 2. а) Авалхи Израильти кӗтӳҫсен мӗн-мӗн тумалла пулнӑ? ӑ) Хӑш енчен ашшӗ-амӑшӗсем кӗтӳҫсем евӗрлӗ?
АВАЛХИ Израильте кӗтӳҫӗн пурнӑҫӗ йывӑр пулнӑ. Кӗтӗвӗсене вӗсен шӑрӑхра та, сивӗре те пӑхмалла тата тискер чӗрчунсемпе вӑрӑсенчен хӳтӗлемелле пулнӑ. Кӗтӳҫсем сурӑхӗсене тӗрӗслесех тӑнӑ, вара суранланнисемпе чирлисене сипленӗ. Уйрӑмах вӗсем путексемпе тимлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен путексем ҫитӗнсе ҫитнӗ сурӑхсенчен вӑйсӑртарах пулнӑ (Пулт. 33:13).
2 Лайӑх кӗтӳҫсем кӑтартакан паха енсене христианла ашшӗ-амӑшӗсен те кӑтартмалла. Вӗсен хӑйсен ачисене «Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ ӳкӗтлесе, вӗрентсе пӑхса» ӳстерес яваплӑх пур (Эф. 6:4). Ҫавна тума ҫӑмӑл-и? Ҫук паллах! Ачасен пӗр вӗҫӗмсӗр Сатанан пропагандине илтме тивет, ҫитменнине вӗсем ҫине хӑйсен ҫылӑх тӑвас кӑмӑлӗ витӗм кӳрсе тӑрать (2 Тим. 2:22; 1 Иоанн 2:16). Эсир хӑвӑр ачӑрсене мӗнле пулӑшма пултаратӑр? Эсир вӗсемшӗн кӗтӳҫӗ пулас тесе мӗнле виҫӗ япала тума пултарнине пӑхса тухар. Ҫав виҫӗ япала шутне акӑ ҫаксем кӗреҫҫӗ: 1) вӗсене пӗлни, 2) тӑрантарни тата 3) ертсе пыни.
ХӐВӐР АЧӐРСЕНЕ ЛАЙӐХ ПӖЛӖР
3. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене лайӑх пӗлес тесе мӗн тума пултарать?
3 Лайӑх кӗтӳҫ кашни сурӑх сывӑ пулнипе пулманнине пӗлес тесе ӑна тӗплӗн тӗрӗслет. Сӑнарлӑ каласан, эсир хӑвӑр ачӑрсемпе те ҫавнах тума пултаратӑр. Библире каланӑ: «Санӑн хӑвӑн сурӑхусене лайӑх пӗлмелле» (Ытар. 27:23, ҪТ). Ҫакна тӑвас тесен сирӗн хӑвӑр ачӑрсен ӗҫӗсене асӑрхама тата вӗсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшмалла. Ҫавна мӗнле тума пулать? Чи лайӑх майсенчен пӗри вӑл — вӗсемпе час-часах калаҫни.
4, 5. а) Мӗнле канашсене тытса тӑни ачасене хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене ним пытармасӑр каласа пама пулӑшӗ? ӑ) Сирӗн ачӑрсене сирӗнпе калаҫма ҫӑмӑл пултӑр тесе эсир мӗн тӑватӑр?
4 Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачасем ҫитӗнсе пынӑ май вӗсемпе калаҫма йывӑрланса пырать тесе палӑртать. Ачисем, тен, хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ҫинчен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫасшӑнах мар. Сирӗн ачӑрсемпе те ҫавнашкалах пулсан, эсир мӗн тума пултаратӑр? Хӑвӑр ывӑлупа е хӗрӳпе чылай вӑхӑт хушши ҫивӗч ыйтусем ҫинчен калаҫма кирлӗ мар. Ун вырӑнне унпа шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма май сиксе тухсанах ҫавӑн пек самантпа усӑ курма тӑрӑшӑр (Сак. аст. 6:6, 7). Тен, унпа пӗрле мӗн те пулин тӑвас тесе ытларах вӑй хума тивӗ. Уҫӑлса ҫӳреме тухӑр е ӑҫта та пулин кайса килӗр, вӑйӑ выльӑр е килте мӗнле те пулин ӗҫ тӑвӑр. Ҫавӑн пек чухне сирӗн ача, тен, хӑйне ирӗклӗрех туйма пуҫлӗ, вара унӑн хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене уҫса парас кӑмӑл та ытларах пулӗ.
5 Ҫаксене тунӑ хыҫҫӑн та сирӗн ача сирӗнпе калаҫасшӑнах мар пулсан, мӗн тума пулать? Ун пек чухне тепӗр майлӑ туса пӑхӑр. Сӑмахран, хӗрӳпе калаҫнӑ чухне унӑн кунӗ мӗнле иртрӗ тесе ыйтас вырӑнне эсир хӑвӑрӑн кун мӗнле иртни ҫинчен каласа пама пултаратӑр. Тен, вӑл вара хӑйӗн ҫинчен каласа парӗ. Е эсир вӑл пӗр-пӗр япала пирки мӗн шухӑшланине пӗлес тетӗр пулсан, унран: «Эсӗ ҫавна тӑватӑн-и?» — тесе ыйтас вырӑнне: «Сан шутпа ҫынсем ҫавӑн пирки мӗн шутлаҫҫӗ?» — тесе ыйтӑр. Ҫавӑн пирки санӑн тусу мӗн шутлать тесе ыйтса пӑхӑр. Унтан вара вӑл хӑйӗн тусне мӗнле канаш панӑ пулӗччӗ тесе интересленсе пӑхма пулать.
6. Ашшӗ-амӑшӗпе калаҫма ҫӑмӑл пулнине тата вӗсен хӑйсен ачисем валли ялан вӑхӑт пуррине ачисем мӗнле туйма пултараҫҫӗ?
6 Сирӗн ачӑрсем эсир вӗсем валли яланах вӑхӑт тупма пултарнине кураҫҫӗ пулсан ҫеҫ тата сирӗнпе калаҫма ҫӑмӑл пулнине туяҫҫӗ пулсан ҫеҫ, вӗсем сирӗнпе ытларах калаҫасшӑн пулӗҫ. Анчах та ачисене хӑйсемпе калаҫма ашшӗ-амӑшӗн вӑхӑт ҫук пек туйӑнать пулсан, вӗсем хӑйсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен калаҫасшӑнах пулмӗҫ пуль. Ҫавӑн пекех ачасене сирӗнпе калаҫма ҫӑмӑл пулнипе пулманни ҫинчен те сирӗн шухӑшласа пӑхмалла. Ҫавӑнпа та «кирек хӑҫан та ман пата пырса калаҫма пултаратӑн» тенипе кӑна ҫырлахса тӑмалла мар. Сирӗн ҫитӗнсе пыракан ачӑрсем эсир вӗсен сӑмахӗсем ҫине ытлашши ҫилленсе тӑманнине тата вӗсен йывӑрлӑхӗсем пирки ниме тӑмаҫҫӗ тесе шутламаннине пӗлччӗр. Ҫак тӗлӗшрен нумай ашшӗ-амӑшӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартать. 19 ҫулхи Кейла каласа парать: «Эпӗ аттепе тем пирки те калаҫма пултаратӑп. Вӑл мана калаҫнӑ чухне пӳлмест, айӑпламасть. Вӑл итлет кӑна. Унтан вӑл мана питӗ лайӑх канаш парать».
7. а) Ашшӗ-амӑшӗ ачисемпе, калӑпӑр, хӗрпе каччӑ тӗл пулма пуҫлани ҫинчен виҫине пӗлсе калаҫас тесе мӗн тума пултарать? ӑ) Мӗнле майпа ашшӗ-амӑшӗ ачисене тарӑхтарас темен ҫӗртенех тарӑхтарма пултарать?
7 Хутран-ситрен сирӗн хӑвӑр ачӑрсемпе йывӑр ыйтусене сӳтсе явма тивет, калӑпӑр, хӗрпе каччӑ тӗл пулма пуҫлани ҫинчен калаҫма тивет. Ҫавӑн пек чухне мӗн тумалла марри ҫинчен ҫеҫ калаҫассинчен сыхланӑр. Ачасене ҫавӑн пек лару-тӑрура хӑйсене тӗрӗс тытма та вӗрентмелле. Сӑмахран, эсир ресторана килтӗр те меню пӑхатӑр, унта вара наркӑмӑшлӑ апат мӗнле сиен кӳни ҫинчен кӑна каланӑ тейӗпӗр. Ҫавӑн пек чухне эсир урӑх ресторана тухса утнӑ пулӑттӑр. Сирӗн ачӑрсем те сирӗн пата канаш ыйтма пырсан, сирӗн «менюра» хыттӑн асӑрхаттарса каланисем ҫеҫ пулнине курсан, хӑйсене ҫавнашкалах тытма пултарӗҫ. (Колоссӑ 3:21 вуласа пар.) Ҫавӑнпа виҫине пӗлме тӑрӑшӑр. 25 ҫулхи Эмили ҫапла палӑртать: «Аттепе анне манпа хӗрпе каччӑ тӗл пулма пуҫлани ҫинчен калаҫнӑ чухне ҫакӑ вӑл япӑх тесе тӑмаҫҫӗ. Вӗсем кампа та пулин тӗл пулма пуҫлани тата ӑна лайӑхрах пӗлесси савӑнӑҫ парать теҫҫӗ. Ҫавӑнпа мана вӗсемпе ҫавӑн пек темӑсем ҫинчен калаҫма ҫӑмӑл. Эпӗ кампа калаҫнине, кампа хутшӑннине вӗсем пӗлччӗр тетӗп. Вӗсенчен эпӗ нимӗн те пытарса тӑрасшӑн мар».
8, 9. а) Пӳлмесӗр итлени мӗнле усӑ парать? ӑ) Хӑвӑр ачӑрсене итлесе пӗтерни сире мӗнле пулӑшрӗ?
8 Хӑвӑр ачӑрсемпе тӳсӗмлӗ пулӑр та вӗсене тимлӗ итлӗр. Ҫакӑ сирӗнпе калаҫма ҫӑмӑл пулнине кӑтартса парӗ. (Иаков 1:19 вуласа пар.) Хӗрне пӗччен пӑхса ӳстерекен амӑшӗ, Катя ятлӑскер, калать: «Унччен мана хамӑн хӗрпе тӳсӗмлӗ пулма питех те йывӑрччӗ. Эпӗ ӑна каласа пӗтерме те памастӑмччӗ. Итлемешкӗн эпӗ е питӗ ывӑннӑ пулнӑ, е манӑн нимӗн ҫинчен те шухӑшлас килмен. Халӗ вара эпӗ хама урӑхла тытатӑп, манӑн хӗр те улшӑнчӗ. Вӑл хӑйӗн ҫинчен ытларах каласа пама пуҫларӗ».
9 Рональдӑн та хӑйӗн 16 ҫулхи хӗрӗпе ҫавнашкалрах пулса тухнӑ. «Вӑл мана шкулта пӗр арҫын ачана юратса пӑрахрӑм тесе каласан, чи малтан эпӗ питӗ тарӑхса кайрӑм,— калать вӑл.— Анчах Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе мӗн тери тӳсӗмлӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ пулни ҫинчен шухӑшланӑ хыҫҫӑн хамӑн хӗре канаш парас умӗн ӑна хӑйӗн туйӑмӗсене каласа пама май пани маншӑн лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ тесе шутларӑм. Эпӗ шӑп ҫапла турӑм, ҫавӑншӑн эпӗ питӗ хавас! Эпӗ тин кӑна хӗрӗн туйӑмӗсене ӑнланса илтӗм. Вӑл каласа пӗтерсен мана унпа ыррӑн калаҫма ҫӑмӑлрах пулчӗ. Тӗлӗнмелле те, вӑл манӑн канаша хапӑл тусах йышӑнчӗ те ӑна тытса тӑратӑпах терӗ». Хӑвӑр ачӑрпа час-часах калаҫни сире вӑл мӗн шухӑшланипе мӗн туйнине пӗлме пулӑшӗ. Ҫапла эсир вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче тӑвакан йышӑнусем ҫине самаях витӗм кӳме пултаратӑрa.
ХӐВӐР АЧӐРСЕНЕ ТӐРАНТАРӐР
10, 11. Эсир хӑвӑр ачӑрсене чӑнлӑх ҫулӗ ҫинче тӑрса юлма мӗнле пулӑшма пултаратӑр?
10 Ырӑ кӗтӳҫ кирек хӑш сурӑх та кӗтӳрен тӑрса юлма пултарнине пӗлет. Тен, сурӑх малтан курӑка ҫывӑхра ҫисе ҫӳрӗ, каярахпа вара кӑшт аяккарах кайӗ. Ҫапла вӑл майӗпен кӗтӳрен тӑрса юлса пырӗ. Ҫавӑн пекех ачана япӑх ҫынсемпе хутшӑнасси тата сиенлӗ вӑйӑ-кулӑ илӗртме пуҫласан вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн чӑнлӑх ҫулӗнчен пӑрӑнса кайма пултарӗ (Ытар. 13:21). Ун пеккине пулма парас мар тесе мӗн тума пулать?
11 Хӑвӑр ачӑрсене вӗрентнӗ чухне ҫивӗчленсе пыракан йывӑрлӑха асӑрхарӑр пулсан, тӳрех пулӑшу парӑр. Ҫавӑн пекех вӗсен аталансах ҫитмен лайӑх енӗсене ҫирӗплетме пулӑшӑр (2 Петр 1:5—8). Ҫавна тумалли чаплӑ май вӑл — ҫемьепе пӗрле пуҫҫапассине пӗр сиктермесӗр ирттересси. Ҫав тӗлӗшрен 2008-мӗш ҫулхи октябрьте тухнӑ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» кӑларӑмӗнче ҫапла палӑртнӑ: «Библие ҫемьепе пӗрле вӗренессине яланах ирттерес тата усӑллӑ тӑвас тӗлӗшрен ҫемье пуҫӗ Иегова умӗнче яваплӑ». Хӑвӑр ачӑрсемшӗн кӗтӳҫ пулас тесе эсир ҫак чаплӑ майпа туллин усӑ куратӑр-и? Ҫакна шанса тӑрӑр: эсир хӑвӑр ачӑрсене ҫавӑн пек пулӑшас тесе вӑй хунине вӗсем чӑннипех хаклаҫҫӗ (Матф. 5:6; 6:33).
12. а) Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни ҫамрӑксене мӗнле усӑ парать? (Ҫавӑн пекех «Вӗсем ҫавна питӗ хаклаҫҫӗ» рамкӑна пӑхӑр.) ӑ) Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни сире хӑвӑра мӗнле усӑ парать?
12 Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни хӑйӗн ҫемйине мӗнле усӑ пани ҫинчен 19 ҫулхи Карисса ҫапла каласа парать: «Эпир пӗрле пухӑнса ларса калаҫни мана питӗ килӗшет. Ҫапла эпир пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса пыратпӑр тата каярахпа пирӗн мӗн аса илмелли те пулать. Ман атте ҫемьепе пӗрле пуҫҫапассине тӑтӑшах ирттерет. Вӑл ҫакӑн ҫине ҫӑмӑлттайла пӑхманнине курма питӗ паха, ҫакӑ вара мана ҫемьепе пӗрле пуҫҫапасси ҫине ҫавӑн пекех пӑхма хавхалантарать. Ҫемьене Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшас тӗлӗшрен вӑл хӑйӗн тивӗҫне, ашшӗн тата ҫемье пуҫӗн тивӗҫне, питӗ лайӑх туса тӑрать, ҫавӑншӑн эпӗ ӑна тата ытларах хисеплетӗп». Бриттни ятлӑ 23 ҫулхи христианка калать: «Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапни мана атте-аннепе тата ытларах ҫывӑхланма пулӑшать. Ҫакӑнтан эпӗ вӗсем манӑн йывӑрлӑхсене чӑннипех пӗлесшӗн пулнине тата маншӑн тӑрӑшнине куратӑп. Ҫакӑ пирӗн ҫемьене тата хытӑрах пӗрлештерет». Ашшӗ-амӑшӗсен тӗп тӗллевӗ вӑл — хӑйсен ачисене Иеговӑна юратма вӗрентесси. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапасси вара ҫавна тумалли чи лайӑх майсенчен пӗриb.
ХӐВӐР АЧӐРСЕНЕ ЕРТСЕ ПЫРӐР
13. Ачана Иеговӑшӑн ӗҫлеме мӗн хавхалантарма пултарать?
13 Кӗтӗве ертсе пырас тата хӳтӗлес тесе лайӑх кӗтӳҫсем туяпа усӑ кураҫҫӗ. Вӗсен тӗп тӗллевӗ — сурӑхсене «паха курӑклӑ ҫӗре» ертсе каясси (Иез. 34:13, 14). Ашшӗ-амӑшӗсем, сирӗн те ҫавнашкал тӗллев пулмалла мар-и? Эсир хӑвӑр ачӑрсене ертсе пырасса та вӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлеме пулӑшас тесе ертсе пырасшӑн. Сирӗн ачӑрсен туйӑмӗсем псалом юрлаканӑнни пекех пулччӑр тетӗр эсир. Вӑл хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Эй Туррӑм, эпӗ Санӑн ирӗкне туса тӑрасшӑн, Санӑн саккуну — чӗрем варринчех» (Пс. 39:9). Ҫамрӑксем ҫавӑн пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшаҫҫӗ пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллас, унтан вара шыва кӗрес тейӗҫ. Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пек утӑм тумашкӑн вӗсен ҫавна мӗншӗн тунине лайӑх ӑнланмалла тата Иеговӑшӑн чӑннипех ӗҫлес килмелле.
14, 15. а) Ашшӗ-амӑшӗсен мӗнле тӗллев пулмалла? ӑ) Мӗншӗн ҫамрӑксем чӑнлӑх пирки иккӗленме пултараҫҫӗ?
14 Сире хӑвӑр ачӑрсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленсе пымаҫҫӗ пек туйӑнма пултарать. Вӗсем Иегова Свидетелӗсен ӗненӗвӗсем чӑнлӑх пулнӑ пирки иккӗленме те пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне эсир мӗн тума пултаратӑр? Вӗсем Иеговӑна юратма тата вӑл мӗн тунишӗн пуриншӗн те пархатарлӑ пулма вӗренччӗр тесе пӗтӗм вӑя хурӑр (Ӳлӗм. 4:11). Хатӗр пулса ҫитсен вӗсем Турӑшӑн ӗҫлессипе ӗҫлес маррине хӑйсем тӗллӗн шутласа хурӗҫ.
15 Сирӗн ачӑрсем чӑнлӑх пирки иккӗленеҫҫӗ пулсан, тӳсӗмлӗ пулӑр та вӗсене мӗн тумаллине кӑтартса тӑма тӑрӑшӑр. Иеговӑшӑн ӗҫлесси чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ пулнине тата иксӗлми телей кӳрсе тӑнине курма пулӑшӑр вӗсене. Ҫавӑн пекех вӗсем мӗншӗн иккӗленнине те ӑнланма тӑрӑшӑр. Сӑмахран, сирӗн ывӑл Библи вӗрентӗвӗсемпе чӑнах та килӗшмест-и е вӑл ҫав вӗрентӳсене хӑйӗн тантӑшӗсене каласа пама хӑрать кӑна-и? Сирӗн хӗр чӑнах та Туррӑн заповечӗсем ӑслӑлӑх пама пултараймаҫҫӗ тесе шутлать-и е вӑл хӑйне пӗччен пек тата никама та кирлӗ мар пек туять кӑна-и?
16, 17. Ачисен хӑйсен Иеговӑпа хӑйсем хушшинче хутшӑнусем пулччӑр тесе ашшӗ-амӑшӗ вӗсене мӗнле пулӑшма пултарать?
16 Хӑвӑр ачӑрсене чӑнлӑх пирки иккӗленме пӑрахма пулӑшас тесе эсир мӗн тума пултаратӑр? Ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшне ҫав тӗлӗшрен ачисене ҫакӑн пек ыйтусем пани пулӑшнӑ: «Сана христианин пулма килӗшет-и? Ҫакӑ сана хӑвна мӗнле усӑ парать? Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне мӗнле йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ? Эсӗ мӗнле шутлатӑн, хальхи тата пуласлӑхра илес пиллӗхсемшӗн ҫав йывӑрлӑхсене чӑтма кирлех-ши? Мӗншӗн эсӗ ҫапла шутлатӑн?» Паллах ӗнтӗ, сирӗн ҫав ыйтусене допрос тунӑ пек мар, хӑвӑр сӑмахусемпе, ыррӑн тата чӗререн интересленсе памалла. Вӗсемпе калаҫнӑ май эсир, тен, Марк 10:29, 30-мӗш сӑвӑ йӗркисене сӳтсе явас тейӗр. Хӑш-пӗр ҫамрӑксем хӑйсен шухӑшӗсене икӗ колонкӑна ҫырса хума пултараҫҫӗ: пӗрне — христианин пулни мӗнле усӑ панине, теприне — мӗнле тӑкак-ҫухатусем тӳсме тивнине. Ҫакӑ ҫамрӑксене хӑйсен йывӑрлӑхӗсене курма тата вӗсене мӗнле татса памаллине ӑнланма пулӑшӗ. Эпир интересленекен ҫынсемпе тӗп пособие тата «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекене вӗренетпӗр пулсан, вӗсене хамӑр ачасемпе вӗренни тата ытларах кирлӗ мар-и? Эсир ҫавна тӑватӑр-и?
17 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн сирӗн ачасен камшӑн ӗҫлессине хӑйсен суйласа илмелле пулӗ. Вӗсем хӑйне хӑех эсир ӗненнӗ пек ӗненме пуҫлӗҫ тесе ан шутлӑр. Сирӗн ачасен хӑйсен Иеговӑпа хӑйсем хушшинче хутшӑнусем пулмалла (Ытар. 3:1, 2). Сирӗн ачуна ҫавна тума ҫӑмӑлах мар пулсан, мӗн тума пулать? Ӑна хӑй мӗне ӗненнине тӗрӗслесе пӑхма пулӑшӑр. Ҫавна тумашкӑн вӑл ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхтӑр: «Турӑ пуррине эпӗ ӑҫтан пӗлетӗп? Иегова маншӑн чӑннипех тӑрӑшнине мана мӗн ӗнентерет? Иеговӑн заповечӗсене итлесе пурӑнни мана усӑ панине эпӗ чӑнах та ӗненетӗп-и?» Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑр ачӑрсемшӗн лайӑх кӗтӳҫсем пулӑр та вӗсене тӳсӗмлӗ ертсе пырӑр. Ҫавӑн пекех вӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлесси чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ пулнине ӑнланса илме пулӑшӑрc (Рим 12:2).
18. Ашшӗ-амӑшӗсем Иегова пек, Аслӑ Кӗтӳҫ пек, пулас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?
18 Чӑн христиансем пурте Аслӑ Кӗтӳҫ пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ (Эф. 5:1; 1 Петр 2:25). Уйрӑмах ашшӗ-амӑшӗсен хӑйсен кӗтӗвне — хӑйсен хаклӑ ачисене — пӗлмелле тата Иегова вӗсем валли хатӗрлесе хунӑ пиллӗхсем патне вӗсене ертсе каяс тесе мӗн тума пултарнине пурне те тумалла. Хӑвӑр ачӑрсемшӗн кӗтӳҫӗ пулас тесе тата вӗсене Иеговӑна юратма вӗрентес тесе пӗтӗм вӑя хурӑр!
a Усӑллӑ канашсем ытларах тупас тесе «Ҫемье телейӗ» кӗнекери 6-мӗш сыпӑка пӑхӑр, 64—75 страницӑсем.
b Ҫакӑн ҫинчен ытларах 2009-мӗш ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналти «Семейное поклонение необходимо, чтобы спастись» статьяра каланӑ, 29—31 страницӑсем.
c Ҫавна мӗнле тумалли ҫинчен 2012 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналтан тӗплӗнрех пӗлме пулать, 18—21 страницӑсем.