Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 11/15 9—14 с.
  • Пирӗн мӗншӗн сӑваплӑ пулмалла?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пирӗн мӗншӗн сӑваплӑ пулмалла?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • СӐВАПЛӐ ПУЛМАЛЛА
  • СӐВАПЛӐ ПУЛНИНЕ ИТЛЕНИПЕ КӐТАРТӐР
  • ТУРӐ ЮН ПИРКИ ПАНӐ САККУНА ИТЛЕНИПЕ СӐВАПЛӐ ПУЛӐР
  • МӖНШӖН ИЕГОВА ЭПИР СӐВАПЛӐ ПУЛАССА КӖТЕТ?
  • Турӑ панӑ пурнӑҫа хаклӑр
    Библи пире мӗне вӗрентет?
  • Пурнӑҫ ҫине Турӑ пек пӑхни
    Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 11/15 9—14 с.

Пирӗн мӗншӗн сӑваплӑ пулмалла?

«Сӑваплӑ пулӑр» (ЛЕВ. 11:45).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫӑвӑнса тасални Иеговӑн ӗҫлекенӗсене мӗншӗн интереслентермелле?

  • Итлени сӑваплӑ пулассипе мӗнле ҫыхӑнса тӑрать?

  • Иегова юн пирки панӑ саккун ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

1. Левит кӗнеке пире мӗнле усӑ пама пултарать?

БИБЛИРИ ытти кӗнекесемпе танлаштарсан, Левит кӗнекере сӑваплӑх, е тасалӑх, ҫинчен ытларах каланӑ. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен пурин те ҫак паха ене кӑтартмалла. Левит кӗнекере каланине ӑнланни тата хаклани пире сӑваплӑ пулма пулӑшӗ.

2. Левит кӗнекен хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа парӑр.

2 Моисей пророк ҫырнӑ Левит кӗнеке — вӗренме пулӑшакан «Турӑ Ҫырӑвӗн» пайӗ (2 Тим. 3:16). Ҫак кӗнекере кашни сыпӑкрах Иеговӑн ячӗ вӑтамран вунӑ хут тӗл пулать. Левит кӗнекере мӗн ҫырнине ӑнланни пире Туррӑн ятне чыссӑрлатма пултаракан ӗҫсенчен пуринчен те пӑрӑнма ҫирӗп шут тытма пулӑшӗ (Лев. 22:32). Ҫак кӗнекере час-часах «Эпӗ Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ]» тенине курма пулать, ҫакӑ пире Турра итлемелли ҫинчен аса илтермелле. Ку тата хыҫҫӑнхи статьясенче эпир Левит кӗнекери паха чӑнлӑхсене тӗпчӗпӗр, Турӑ парнеленӗ ҫак кӗнеке пире ӑна тасалӑхпа пуҫҫапма пулӑшӗ.

СӐВАПЛӐ ПУЛМАЛЛА

3, 4. Ааронпа унӑн ывӑлӗсем ҫӑвӑнса тасални мӗне сӑнарласа парать?

3 Левит 8:5, 6 вуласа пар. Иегова Аарона Израилӗн аслӑ священникӗ пулма суйласа илнӗ, унӑн ывӑлӗсен вара халӑхӑн священникӗсем пулса ӗҫлемелле пулнӑ. Аарон Иисус Христоса сӑнарласа парать, Аарон ывӑлӗсем вара — Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене. Аарон шывпа ҫӑвӑнса тасални Иисус тасалнине сӑнарласа парать-и? Ҫук, мӗншӗн тесен Иисус ҫылӑхсӑр тата пӗр айӑпсӑр пулнӑран унӑн тасалмалла пулман (Евр. 7:26; 9:14). Ааронӑн ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑнхи тасалӑхӗ Иисусӑн тасалӑхне тата тӳрӗлӗхне пӗлтерет. Ааронӑн ывӑлӗсем ҫӑвӑнса тасални вара мӗне пӗлтерет?

4 Ааронӑн ывӑлӗсем ҫӑвӑнса тасални пӗлӗтре священниксем пулма суйласа илнисем тасалассине сӑнарланӑ. Ааронӑн ывӑлӗсем ҫӑвӑнса тасални святой сывлӑшпа суйласа лартнисем шыва кӗнипе ҫыхӑннӑ-и? Ҫук, шыва кӗни ҫылӑхсенчен тасатмасть. Ҫакӑ ҫын хӑйне Иегова Турра халалланине пӗлтерет. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем «сӑмахпа» тасалаҫҫӗ. Ҫакна тумашкӑн вӗсен Христос мӗне вӗрентнине пӗтӗм чӗререн тытса пурӑнмалла (Эф. 5:25—27, ҪХ). Ҫапла вӗсем сӑваплӑ тата таса пулса тӑнӑ. «Урӑх сурӑхсем» пирки вара мӗн калама пулать? (Иоанн 10:16.)

5. Мӗншӗн урӑх сурӑхсем ҫинчен Турӑ Сӑмахӗпе тасалнӑ теме пулать?

5 Ааронӑн ывӑлӗсем Иисусӑн урӑх сурӑхӗсене, е «имсӗр-сумсӑр ҫынна», сӑнарласа памаҫҫӗ (Ӳлӗм. 7:9). Шыва кӗнӗ ҫак христиансем ҫинчен сӑваплӑ тата Турӑ Сӑмахӗпе тасалнӑ теме пулать-и вара? Ҫапла, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пуррисем Иисус юн тӑкни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулни ҫинчен тата ҫакӑ мӗнле усӑ пани ҫинчен Библире мӗн каланине ӗненеҫҫӗ тата «кунӗн-ҫӗрӗн... Турра ӗҫлесе тӑраҫҫӗ» (Ӳлӗм. 7:13—15). Святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе урӑх сурӑхсем тасалса пыни вӗсем хӑйсене питӗ лайӑх тытнинчен курӑнать (1 Петр 2:12). Ҫак икӗ ушкӑнӑн тасалӑхне тата пӗрлӗхне курса Иегова мӗн тери савӑнать, вӗсем хӑйсен Кӗтӳҫне, Иисуса, итлеҫҫӗ тата ун хыҫҫӑн шанчӑклӑн пыраҫҫӗ!

6. Хамӑра мӗнле тӗрӗслени усӑллӑ?

6 Израильти священниксен ӳт-пӗвне таса тытмалла пулни паян Иегова халӑхӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Библи вӗренекен ҫынсем пирӗн Турра пуҫҫапмалли вырӑнсем тап-таса пулнине тата эпир типтерлӗ, килӗшӳллӗ тумланнине час-часах асӑрхаҫҫӗ. Анчах та, священниксен тасалӑхӗ Иеговӑна пуҫҫапмалли ҫӳллӗ ту ҫине улӑхакан ҫынсен «таса чӗреллӗ» пулмаллине ӑнланма пулӑшать. (Псалом 23:3, 4 вуласа пар; Ис. 2:2, 3.) Турӑшӑн ӗҫленӗ чухне пирӗн шухӑшсем, чӗре тата ӳт-пӳ таса пулмалла. Пирӗн хамӑра пӗрмаях тӗрӗслемелле, тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, тен, камӑн та пулин таса пулас тесен пысӑк улшӑнусем тумалла (2 Кор. 13:5). Сӑмахран, шыва кӗнӗ христианин порнографи пӑхать пулсан, унӑн хӑйӗнчен ыйтмалла: «Эпӗ таса тӑрса юлатӑп-и?» Унтан ҫак ирсӗр йӑлана ҫӗнтерес тесе унӑн пулӑшу ыйтмалла (Иак. 5:14).

СӐВАПЛӐ ПУЛНИНЕ ИТЛЕНИПЕ КӐТАРТӐР

7. Левит 8:22—24-мӗшӗсенче каланипе килӗшӳллӗн, Иисус мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

7 Израильте священниксен ӗҫне йӗркелесе янӑ чухне Ааронпа унӑн ывӑлӗсен сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине така юнне сӗрнӗ. (Левит 8:22—24 вуласа пар.) Юнпа ҫавнашкал усӑ курни священниксем хӑйсен тивӗҫӗсене пурнӑҫламашкӑн мӗн тума пултарнине пурне те хатӗр пулсах тӑвассине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех Аслӑ священник, Иисус, святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе урӑх сурӑхсене чи лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн хӑлхи Турӑ хушнисене итлеме хатӗр пулнӑ. Иисусӑн алли Иеговӑн ирӗкне пурнӑҫлас тесе ӗҫленӗ, ури вара сӑваплӑ ҫултан нихӑҫан та пӑрӑнман (Иоанн 4:31—34).

8. Иеговӑн пур ӗҫлекенӗн те мӗн тумалла?

8 Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен те, Иисусӑн урӑх сурӑхӗсен те хӑйсен Аслӑ священникӗнчен тӗслӗх илсе айӑпсӑрлӑха упрамалла. Иеговӑн пур ӗҫлекенӗн те унӑн сывлӑшне хурлантарас мар тесе Турӑ Сӑмахӗнче ҫырнӑ хушусене итлемелле (Эф. 4:30). Вӗсен хӑйсен урисем валли «тӳрӗ ҫул» хывмалла (Евр. 12:13).

9. Ертсе пыракан советӑн членӗсемпе пӗрле тачӑ ӗҫленӗ виҫӗ арҫын тӑван мӗн каланӑ тата вӗсен сӑмахӗсем сире малалла та сӑваплӑ пулма мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?

9 Темиҫе теҫетке ҫул хушши Ертсе пыракан советра ӗҫлекенсемпе пӗрле тачӑ ӗҫленӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан виҫӗ арҫын тӑван мӗн каланине айтӑр пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗ каланӑ: «Ҫав тӑвансемпе пӗрле ӗҫлени — пысӑк чыс. Анчах вӗсене святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пулин те, вӗсемпе ҫывӑх хутшӑннӑ май хушӑран вӗсем те ҫитменлӗхлине куратӑн. Апла пулин те, ҫав ҫулсенче ман тӗллевсенчен пӗри ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене итлесси пулнӑ». Иккӗмӗш тӑван каланӑ: «Христоса итлемелли ҫинчен калакан сӑвӑ йӗркисем, сӑмахран 2 Коринф 10:5-мӗшӗ, мана ертсе пырас ӗҫе хӑй ҫине илекенсене итлеме тата вӗсемпе пӗрле ӗҫлеме пулӑшрӗҫ. Ҫакӑ чӗререн итлени пулать те». Виҫҫӗмӗш тӑван каланӑ: «Иегова мӗне юратнине юратни тата вӑл мӗне курайманнине курайманни, ҫавӑн пекех яланах вӑл вӗрентни-кӑтартнине шырани, ӑна килӗшекеннине туни унӑн организацине тата ҫӗр тӗлӗшӗпе вӑл мӗн тума шухӑшласа хунине пурнӑҫламашкӑн усӑ куракан тӑвансене итлесе тӑнине пӗлтерет». Ҫав тӑван хӑшӗ-пӗрисем 1925 ҫулхи «Хурал башнинчи» «Халӑх ҫурални» ятлӑ статьяри шухӑшсем тӗрӗсси пирки иккӗленнине пӑхмасӑр Нейтан Норр (каярахпа Ертсе пыракан советра ӗҫленӗскер) ҫав статьяри шухӑшсене хатӗр пулсах йышӑнни ҫинчен пӗлет. Норр ҫавнашкал итлени ҫав тӑван чӗрине хускатнӑ. Ҫак виҫӗ тӑван сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшлани сире сӑваплӑ пулма, итлесе пурӑнма пулӑшӗ.

ТУРӐ ЮН ПИРКИ ПАНӐ САККУНА ИТЛЕНИПЕ СӐВАПЛӐ ПУЛӐР

10. Турӑ юн пирки панӑ саккуна тытса тӑни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

10 Левит 17:10 вуласа пар. Иегова израильтянсене нимӗнле юна та ҫиме хушман. Христиансен те ҫынсен тата чӗрчунсен юнӗпе усӑ курассинчен пӑрӑнмалла (Ап. ӗҫ. 15:28, 29). Турӑ хӑйӗн сӑнне пире хирӗҫ ҫавӑрма тата пире хӑйӗн пухӑвӗнчен кӑларса яма пултарасси ҫинчен шутласанах эпир шарт сикетпӗр. Эпир Турра юрататпӑр тата итлесе пурӑнасшӑн. Пирӗн пурнӑҫ хӑрушлӑхра пулсан та, эпир Иеговӑна пӗлмен тата ӑна итлемен ҫынсем ӳкӗтленине е хушнисене хӑлхана чикместпӗр. Юнпа усӑ курманшӑн ыттисем тӑрӑхласа кулассине эпир пӗлетпӗр, анчах та эпир Турра итлеме ҫирӗп шут тытнӑ (Иуда 17, 18). Юн ҫимелле маррине тата юн ямалла маррине «ҫирӗп астуса» тӑма сире мӗн пулӑшӗ? (Сак. аст. 12:23.)

11. Тасалмалли куна ҫулсерен уявлани мӗншӗн ниме пӗлтермен йӑла пулнӑ теме ҫук?

11 Турӑ юн ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланас тесе ӗлӗк-авал Израильти священниксем Тасалмалли кун чӗрчунсен юнӗпе мӗнле усӑ курнине пӑхса тухар. Юнпа пӗр ятарлӑ тӗллевпе ҫеҫ усӑ курнӑ. Иегова каҫарнине шыракансем ҫав юн пулӑшнипе ҫылӑхӗсенчен тасалнӑ. Пӑрупа качака юнне саккун арчийӗн хупӑлчи умӗнче сирпӗтмелле пулнӑ (Лев. 16:14, 15, 19). Ҫакна пула Иегова израильтянсен ҫылӑхӗсене каҫарма пултарнӑ. Унсӑр пуҫне, кам та пулин чӗрчуна апат-ҫимӗҫ валли вӗлерчӗ пулсан, унӑн юнне юхтарса кӑларса ҫӗрпе хупламалла тенӗ Иегова, «мӗншӗн тесессӗн кирек мӗнле ӳтӗн те чунӗ — унӑн юнӗ» (Лев. 17:11—14). Ҫакӑ ниме пӗлтермен йӑла ҫеҫ пулнӑ-ши? Ҫук. Тасалмалли кун юнпа усӑ курни, ҫавӑн пекех юна ҫӗре тӑкма хушни Иегова унчченех Нойпа унӑн тӑхӑмӗсене юн пирки панӑ хушупа килӗшсе тӑрать (Пулт. 9:3—6). Иегова пурнӑҫа тӑсмашкӑн юнпа усӑ курма хушман. Ҫакӑ христиансене мӗнле пырса тивет?

12. Юн тата каҫару пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑнине Еврейсем патне янӑ ҫырура мӗнле кӑтартнӑ?

12 Павел апостол еврей халӑхӗнчи христиансем патне юнӑн тасатакан вӑйӗ ҫинчен ҫырнӑ чухне ҫапла ӑнлантарнӑ: «Саккун тӑрӑх пурте тенӗ пекех юнпа тасалать, юн тӑкмасӑр каҫару пулмасть» (Евр. 9:22). Ҫавӑн пекех чӗрчунсене парнене пани хӑш-пӗр енчен усӑллӑ пулнӑ пулин те, ҫакӑ израильтянсене вӗсем ҫылӑхлине тата ҫылӑхсенчен тасалса пӗтмешкӗн темӗн пысӑкраххи кирлине ҫеҫ аса илтерсе тӑнине палӑртнӑ Павел. Ҫапла, саккун «пулас ырӑлӑхсенӗн чӑн сӑнарӗ мар, вӗсенӗн ӗмӗлки анчах» (Евр. 10:1—4). Ҫылӑхсем мӗнле майпа каҫарӑнма пултарнӑ-ши?

13. Иисус Иеговӑна хӑйӗн юнӗпе этемлӗхе тӳлесе илме пани сирӗнте мӗнле туйӑмсем вӑратать?

13 Эфес 1:7 вуласа пар. Иисус Христос хатӗр пулсах хӑйне пире тӳлесе илме пани ӑна тата унӑн Ашшӗне юратакансемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ (Гал. 2:20). Анчах та Иисус хӑй вилнӗ тата чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн мӗн туни ҫеҫ пире хамӑрӑн ҫылӑхсене чӑннипех каҫарттарма тата вӗсенчен хӑтӑлма май панӑ. Иисус Моисей саккунӗнче Тасалмалли кун мӗне сӑнарласа панине пурнӑҫланӑ. Ҫав кун аслӑ священник парне кӳнӗ чӗрчунсен юнне чатӑрти (кайран Соломон храмӗнчи) Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗме илсе кӗнӗ те Турӑ умне тӑнӑ (Лев. 16:11—15). Ҫавӑн пекех Иисус тӳпенех кӗнӗ, вӑл хӑйӗн пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне сӑнарлакан юнӗпе этемлӗхе тӳлесе илме Иеговӑна ирӗк панӑ (Евр. 9:6, 7, 11—14, 24—28). Иисусӑн юнне ӗненнине пула пирӗн ҫылӑхсем каҫарӑннӑ тата совесть те таса!

14, 15. Иегова юн пирки панӑ саккуна мӗншӗн пирӗн ӑнланмалла тата пӑхӑнса пурӑнмалла?

14 Мӗншӗн Иегова пире нимӗнле юна та ҫиме хушманнине халӗ эсир лайӑхрах ӑнланса илтӗр-и? (Лев. 17:10.) Мӗншӗн Турӑ юн сӑваплӑ тесе шутланине эсир ӑнланатӑр-и? Тӗрӗссипе каласан, Турӑшӑн юн пурнӑҫпа пӗр тан (Пулт. 9:4). Юн ҫине Турӑ пӑхнӑ пек пӑхмалла тата юнпа усӑ курассинчен пӑрӑнмалла, эсир ҫакӑнпа килӗшетӗр-и? Иисус пире тӳлесе илме панӑ парнене ӗненсен тата Пултараканшӑн юн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине ӑнлансан ҫеҫ пирӗнтен кашни Турӑпа килӗштерме пултарать (Кол. 1:19, 20).

15 Юн ярассипе ҫыхӑннӑ ыйту кирек камӑн пурнӑҫӗнче те кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултарать. Кунашкалли пирӗн ҫемьерисемпе е ҫывӑх туспа пулса тухма пултарать. Ҫак йывӑр лару-тӑрура юн фракцийӗсемпе тата сипленмелли мелсемпе усӑ курасси пирки те йышӑну тумалла. Ҫавӑнпа ҫак ыйтӑва тӗплӗн тӗпчемелле, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухма пултаракан лару-тӑру тӗлне хатӗр пулмалла. Ҫаксене туни, ҫавӑн пекех кӗлтуни пире ҫирӗп пулма тата хамӑр мӗне ӗненнипе килӗшӳллӗ ӗҫсем тума пулӑшӗ. Эпир, паллах ӗнтӗ, Иеговӑн Сӑмахӗ сивлекен ӗҫсене туса ӑна кулянтарасшӑн мар! Медицинӑра ӗҫлекенсенчен нумайӑшӗ тата юн ярасси майлӑ тӑракансем ыттисен пурнӑҫне ҫӑлас тесе ҫынсене юн пама чӗнеҫҫӗ. Анчах Иеговӑн сӑваплӑ халӑхӗ юнпа мӗнле усӑ курмаллине палӑртмалли право Пултараканӑн ҫеҫ пуррипе килӗшет. Уншӑн кирек мӗнле юн та сӑваплӑ. Пирӗн юн пирки панӑ саккуна пӑхӑнма ҫирӗп шут тытмалла. Таса пурнӑҫпа пурӑннипе эпир Иисус юнӗн ҫӑлакан вӑйне пысӑка хурса хакланине кӑтартатпӑр. Ҫак юна пула ҫеҫ ҫылӑхсем каҫарӑнма пултараҫҫӗ тата ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май пур (Иоанн 3:16).

МӖНШӖН ИЕГОВА ЭПИР СӐВАПЛӐ ПУЛАССА КӖТЕТ?

16. Иеговӑн халӑхӗн мӗншӗн сӑваплӑ пулмалла?

16 Израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ чухне Турӑ вӗсене каланӑ: «Эпӗ — Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ], сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. Ҫапла ӗнтӗ сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сӑваплӑ» (Лев. 11:45). Иегова сӑваплӑ, ҫавӑнпа вӑл Израиль халӑхӗ те сӑваплӑ пуласса кӗтнӗ. Иеговӑн Свидетелӗсем пулнӑ май, пирӗн те сӑваплӑ пулмалла. Левит кӗнеке ҫакна уҫҫӑн кӑтартать.

17. Левит кӗнеке пирки эсир халӗ мӗн шутлатӑр?

17 Левит кӗнекери хӑш-пӗр вырӑнсене пӑхса тухни пирӗншӗн питӗ усӑллӑ пулчӗ. Эсир Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ ҫак кӗнекене ытларах хаклама пуҫларӑр пулӗ. Левит кӗнекери хаклӑ чӑнлӑхсем ҫинчен шухӑшлани пире, паллах ӗнтӗ, мӗншӗн сӑваплӑ пулмаллине лайӑхрах ӑнланма пулӑшрӗ. Анчах та Турӑ Сӑмахӗн ҫак пайӗнче эпир тата мӗнле паха мулсем тупма пултаратпӑр? Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне сӑваплӑ пулмалли ҫинчен ҫак кӗнекерен тата мӗн пӗлме пулать-ха? Ҫак ыйтусен хуравӗсене эпир тепӗр статьяра сӳтсе явӑпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр