Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 11/15 15—20 с.
  • Пирӗн пур ӗҫре те сӑваплӑ пулмалла

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Пирӗн пур ӗҫре те сӑваплӑ пулмалла
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ХӐВӐР МӖНЕ ӖНЕННИНЧЕН АН ЧАКӐР
  • ИЕГОВӐН АСЛӐ ВЛАҪӖ МАЙЛӐ ТӐРӐР
  • ИЕГОВӐНА ЧИ ЛАЙӐХХИНЕ ПАРӐР
  • БИБЛИЕ ТӐРӐШСА ВӖРЕННИ ТАТА МУХТАВ ПАРНИ
  • «Сӑваплӑ пулӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Хамӑра ыттисемпе мӗнле тытмалли ҫинчен эпир Левит кӗнекерен мӗне вӗренетпӗр?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2021
  • Пирӗн мӗншӗн сӑваплӑ пулмалла?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Иеговӑна чунтан-вартан парнесем кӳрсе тӑрӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 11/15 15—20 с.

Пирӗн пур ӗҫре те сӑваплӑ пулмалла

«Пур ӗҫре те таса пулӑр» (1 ПЕТР 1:15).

ЭСИР МӖНЛЕ ХУРАВЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Чӑн христиансен хӑйсем мӗне ӗненнинчен мӗншӗн чакмалла мар?

  • Христианла нейтралитет Иеговӑн аслӑ влаҫӗпе мӗнле ҫыхӑнса тӑрать?

  • Еврейсем 5:7, 11—14-мӗшӗсене шута илсен, Турӑ Сӑмахне вӗренесси ҫине мӗнле пӑхмалла?

1, 2. а) Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсенчен мӗн кӗтет? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗнле ыйтусен хуравӗсене сӳтсе явӑпӑр?

ЛЕВИТ кӗнекере уйрӑмах тимлеттернӗ сӑваплӑх пирӗн, христиансен, сӑваплӑ пулмаллипе ҫыхӑннӑ, Иегова Петр апостола вӗсем мӗнле ҫыхӑнса тӑни ҫинчен ҫырма хавхалантарнӑ. (1 Петр 1:14—16 вуласа пар.) Сӑваплӑ Турӑ, Иегова, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе «урӑх сурӑхсенчен» хӑш-пӗр ӗҫсенче ҫеҫ мар, пур ӗҫре те таса, е сӑваплӑ, пулас тесе пурне те тӑвасса кӗтет (Иоанн 10:16).

2 Левит кӗнекери хаклӑ чӑнлӑхсене малалла тӗпчени пире нумай усӑ парӗ, мӗн вӗреннипе усӑ курни пире пур ӗҫре те таса пулма пулӑшӗ. Эпир ҫак ыйтусене пӑхса тухӑпӑр: хамӑр мӗне ӗненнинчен мӗншӗн чакмалла мар? Иеговӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑмалли пирки эпир Левит кӗнекерен мӗне вӗренетпӗр? Парнесем кӳнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

ХӐВӐР МӖНЕ ӖНЕННИНЧЕН АН ЧАКӐР

3, 4. а) Мӗншӗн христиансен Библири саккунсемпе принципсене пӑсса совеҫе хирӗҫле ӗҫсем тумалла мар? ӑ) Пирӗн мӗншӗн ыттисене усалпа тавӑрмалла мар е хаяр сунмалла мар?

3 Иеговӑна юрас тата сӑваплӑ пулас тетпӗр пулсан, пирӗн унӑн саккунӗсемпе принципӗсене ҫирӗп тытса тӑмалла, совеҫе хирӗҫле ӗҫ тӑвасси шухӑшра та пулмалла мар. Пирӗн Моисей саккунне тытса тӑмалла мар пулин те, вӑл ыйтни-хушни Турӑшӑн мӗн юрӑхлине, мӗн юрӑхсӑррине кӑтартса парать. Сӑмахран, Израиль халӑхне ҫапла хушнӑ пулнӑ: «Хӑвӑн халӑхун ывӑлӗсене усалпа ан тавӑр, вӗсене хаяр ан сун, хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат. Эпӗ Ҫӳлхуҫа [«Иегова», ҪТ]» (Лев. 19:18).

4 Иегова пире ыттисене усалпа ан тавӑрӑр е хаяр ан сунӑр тет (Рим 12:19). Эпир Туррӑн саккунӗсемпе принципӗсене шута илместпӗр пулсан, Шуйттана савӑнтаратпӑр, Иеговӑна вара чыссӑрлататпӑр. Кам та пулин кӳрентерчӗ пулсан та, айтӑр кӳренӳпе тулнӑ «савӑтсем» пулар мар. Мул хунӑ «тӑм савӑт» пулма парса, е сӑваплӑ ӗҫ шанса парса, Турӑ пире чыс тунӑ (2 Кор. 4:1, 7). Савӑта ҫисе шӑтаракан йӳҫек евӗрлӗ кӳренӳ туйӑмӗсен ҫавнашкал савӑтсенче пулмалла мар!

5. Ывӑлӗсем вилсен Аарона мӗн хушнинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

5 Эпир Левит 10:1—11-мӗшӗсенче Аарон ҫемйине питӗ йывӑр килни ҫинчен вулатпӑр. Пӗлӗтрен вут-ҫулӑм тухса Аарон ывӑлӗсене, Надавпа Авиуда, сӑваплӑ чатӑрта ҫунтарса ярсан, вӗсен чӗри ҫурӑлса тухасла ыратнӑ пулӗ. Вилнӗ тӑванӗсемшӗн йӗме хушманни Ааронпа унӑн ҫемйин ӗненӗвне мӗн тери вӑйлӑ тӗрӗсленӗ! Пухуран кӑларса янӑ хурӑнташпа е Иеговӑна пуҫҫапма пӑрахнисемпе хутшӑнмасӑр тӑрса эсир тасалӑха упратӑр-и? (1 Коринф 5:11 вуласа пар.)

6, 7. а) Пире чиркӗве венчете тӑнине курма чӗнчӗҫ пулсан мӗне шута илмелле? (Сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Иеговӑна ӗненмен тӑвана эпир венчет пирки мӗн шухӑшланине мӗнле калама пулать?

6 Ааронпа унӑн ҫемйи тӗл пулнӑ йывӑрлӑх пирӗн пурнӑҫра пулмӗ те, тен. Анчах та Иеговӑна ӗненмен тӑвансенчен хӑшӗ те пулин пире чиркӗве венчет тунине курма чӗнчӗ е унта хутшӑнма ыйтрӗ пулсан вара? Сӑваплӑ Ҫырура унта кайма юрамасть тесе тӳррӗн каламан, анчах та Библире тӗрӗс йышӑну тума пулӑшакан принципсем пурa.

7 Иеговӑна ӗненмен тӑвансем ҫакнашкал лару-тӑрура эпир Иегова умӗнче мӗншӗн сӑваплӑ тӑрса юласшӑн пулнине ӑнланмасан та пултараҫҫӗ (1 Петр 4:3, 4). Паллах, эпир хамӑрӑн хурӑнташсене кӳрентересшӗн мар. Ҫавӑнпа вӗсемпе ыррӑн, ҫав хушӑрах тӳррӗн калаҫни лайӑхрах. Вӗсем туя чӗнни пире савӑнтарни ҫинчен калама тата чӗннӗшӗн тав тума пултаратпӑр. Ун хыҫҫӑн эпир хамӑр мӗне ӗненнине пула тӗн йӑли-йӗркисене хутшӑнмастпӑр теме, ҫакӑ вара уява килнисен савӑнӑҫлӑ кӑмӑлне пӑсӗ тата вӗсене аванмарлатӗ теме пултаратпӑр. Ку вӑл — хамӑр мӗне ӗненнинчен чакмасӑр тӑма пулӑшакан майсенчен пӗри.

ИЕГОВӐН АСЛӐ ВЛАҪӖ МАЙЛӐ ТӐРӐР

8. Левит кӗнеке Иеговӑн влаҫӗ ҫине уйрӑмах мӗнле тимлеттерет?

8 Левит кӗнеке Иеговӑн аслӑ влаҫӗ ҫине уйрӑмах тимлеттерет. Ҫак кӗнекере ҫырса панӑ саккунсем Иеговӑран тухни ҫинчен унта 30 хут ытла каланӑ. Моисей ҫакна пӗлнӗ, вӑл пӗтӗмпех Иегова хӑйне хушнӑ пек тунӑ (Лев. 8:4, 5). Пирӗн те яланах Чи Аслӑ Патша, Иегова, пирӗнтен мӗн кӗтнине тумалла. Анчах та пирӗн ӗненӳ, Иисуспа пушхирте пулнӑ пек, эпир пӗччен чухне тӗрӗсленме пултарать (Лука 4:1—13). Эпир Туррӑн влаҫӗ майлӑ тӑма тӑрӑшатпӑр тата вӑл пулӑшасса шанатпӑр пулсан, хӑрассине хамӑра ҫавӑрса илме памӑпӑр тата хамӑр мӗне ӗненнинчен чакма пире никам та ӳкӗте кӗртеймӗ (Ытар. 29:25).

9. Туррӑн ӗҫлекенӗсене мӗншӗн пур халӑх та кураймасть?

9 Эпир Христос хыҫҫӑн пыракансем тата Иеговӑн Свидетелӗсем пулнӑран пире тӗнчипех хӗсӗрлеҫҫӗ. Ҫакна кӗтмелле те, мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Сире асаплантарма тытса парӗҫ, сире вӗлерӗҫ, Ман ятӑмшӑн сире пӗтӗм тӗнче курайми пулӗ» (Матф. 24:9). Ҫакӑн пек тӑшманла тӑнине пӑхмасӑр, эпир тӳсӗмлӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр тата Иегова умӗнче таса юлатпӑр. Мӗншӗн пире, тӳрӗ, йӗркеллӗ тата саккуна пӑхӑнакан ҫынсене, ҫакнашкал кураймаҫҫӗ? (Рим 13:1—7.) Мӗншӗн тесен эпир Иеговӑна хамӑрӑн Чи Аслӑ Патша пулма суйласа илнӗ. Эпир «пӗр Ӑна анчах» ӗҫлесе тӑратпӑр, совеҫе хирӗҫ нихӑҫан та каймӑпӑр тата унӑн саккунӗсемпе принципӗсене пӑсмӑпӑр (Матф. 4:10).

10. Нейтралитет тытса тӑма пӑрахнӑ пӗр тӑван ҫинчен каласа парӑр.

10 Унсӑр пуҫне, эпир «тӗнченӗн мар». Ҫавӑнпа эпир вӑрҫӑсене хутшӑнмастпӑр, политика ӗҫӗсенче нейтралитет тытса тӑратпӑр. (Иоанн 15:18—21; Исаия 2:4 вуласа пар.) Апла пулин те, пурнӑҫне Турра халалланӑ христиансенчен хӑшӗ-пӗрисем нейтралитет тытса тӑма пӑрахнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ӳкӗннӗ те пӗлӗтри хӗрхенекен Аттепе ҫӗнӗрен хутшӑнусем аталантарнӑ (Пс. 50:19). Анчах та ӳкӗнменнисем те пур. Сӑмахран, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче влаҫсем Венгрири тӗрлӗ тӗрмесенчи 45 ҫултан иртмен 160 тӑвана, айӑплӑ мар ҫӗртенех хупнӑскерсене, пӗр хулана пухнӑ та ҫар ҫынни пулма хушнӑ. Шанчӑклӑ тӑвансем ҫакӑнпа килӗшмен, вӗсем малалла та нейтралитет тытса тӑнӑ, анчах та ҫав ушкӑнри тӑхӑр ҫын присяга панӑ тата ҫар тумтирне тӑхӑннӑ. Хӑйӗн ӗненӗвне сутнисенчен пӗри, икӗ ҫул иртсен, шанчӑклӑ Свидетельсене персе пӑрахма приказ илнӗ отряда лекнӗ. Ҫав Свидетельсем хушшинче унӑн тӑван пиччӗшӗ пулнӑ! Анчах та лару-тӑру улшӑннӑран ҫав приказа пурнӑҫа кӗртмен.

ИЕГОВӐНА ЧИ ЛАЙӐХХИНЕ ПАРӐР

11, 12. Иегова ӗлӗк-авал израильтянсене парнесем пирки панӑ хушусем паянхи христиансене мӗне вӗрентеҫҫӗ?

11 Моисей саккунӗ тӑрӑх израильтянсен парнесем кӳмелле пулнӑ (Лев. 9:1—4, 15—21). Парнисем пӗр кӑлтӑксӑр пулмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем Иисусӑн пирӗншӗн панӑ пӗр ҫитменлӗхсӗр пурнӑҫне сӑнарланӑ. Унсӑр пуҫне, парне кӳнӗ чухне кашни тӗрлӗ парне пирки палӑртнӑ йӗркене тытса тӑмалла пулнӑ. Сӑмахран, нумаях пулмасть ача ҫуратнӑ хӗрарӑмӑн мӗн тумалла пулнине пӑхса тухар. Левит 12:6-мӗшӗнче каланӑ: «Ывӑл ачишӗн е хӗрачишӗн тасалма хунӑ кунӗсем иртсессӗн, унӑн пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре, священник патне, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи путек илсе пымалла, ҫылӑх парни кӳме ҫамрӑк кӑвакарчӑн е улатӑпа илсе пымалла». Турӑ ятарлӑ хушусем панӑ пулин те, пӗтӗм саккун унӑн юратӑвӗпе ырӑ ӑс-тӑнне кӑтартать. Хӗрарӑм путек парайман пулсан, вӑл икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн е икӗ улатӑпа илсе пыма пултарнӑ (Лев. 12:8). Хаклӑ парнесем паракана юратнӑ тата хакланӑ пекех, Турӑ ҫав хӗрарӑма, вӑл чухӑн пулнӑ пулсан та, юратнӑ тата хакланӑ. Ҫак тӗслӗх пире мӗне вӗрентет?

12 Павел апостол пӗрле ӗненекенсене Турра «мухтав парни» кӳрсе тӑма хавхалантарнӑ (Евр. 13:15). Пирӗн чӗлхе-ҫӑварӑн Иеговӑн сӑваплӑ ячӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑмалла. Илтмен тӑвансем Турра илтмен ҫынсен чӗлхипе мухтав кӳреҫҫӗ. Килрен тухма пултарайман христиансем ҫырусем урлӑ, телефонпа, ҫавӑн пекех хӑйсем патне килсе ҫӳрекенсене тата хӑйсене пӑхакансене ырӑ хыпар пӗлтернипе Турра мухтавлаҫҫӗ. Эпир хамӑрӑн сывлӑх тата пултарулӑхсем май панӑ таран ырӑ хыпар сарнипе тата Туррӑн ячӗ ҫинчен пӗлтернипе Ӑна мухтав парни кӳретпӗр, анчах та ҫакӑ чи лайӑххи пулмалла (Рим 12:1; 2 Тим. 2:15).

13. Мӗншӗн пирӗн ырӑ хыпар сарни ҫинчен отчет памалла?

13 Пирӗнтен кашниех Турра хӑйӗн ирӗкӗпе парне парать, мӗншӗн тесен эпир ӑна юрататпӑр (Матф. 22:37, 38). Апла пулин те пирӗнтен ырӑ хыпар сарни ҫинчен отчет пама ыйтаҫҫӗ. Пирӗн ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхмалла? Кашни уйӑхра панӑ отчетсем эпир Турра чунтан парӑннине кӑтартса параҫҫӗ (2 Петр 1:5—7). Паллах, отчетра ытларах сехет ҫырас тесе ҫеҫ ырӑ хыпар сарма нумайрах вӑхӑт уйӑрмалла тесе шутламалла мар. Ҫавӑнпа ваттисен ҫурчӗсенчи е майӗсем сахал хыпарҫӑсем отчетра сехетсем мар, минутсем кӑтартма пултараҫҫӗ (минутсен 15 ҫине пайланмалла). Иегова кашни минутнех хаклать, хыпарҫӑ чи лайӑххине панине, ҫавна Хӑйӗн Свидетелӗ пулма парса пысӑк чыс тунӑшӑн пархатарлӑ пулнӑран тата Хӑйне юратнӑран тунине пӗлет. Хаклӑ парнесем кӳме пултарайман израильтянсене хакланӑ пекех, Иегова вӗсене хаклать. Вӗсем лару-тӑрӑвне пула сахал тӑваяҫҫӗ пулсан та, отчет пама пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, эпир панӑ отчет пӗтӗм тӗнчери отчетӑн пайӗ пулса тӑрать, вӑл организацие Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерес ӗҫе малалла йӗркелесе пыма пулӑшать. Ҫакна пурне те шута илсен, ырӑ хыпар сарни ҫинчен отчет пама ыйтнӑ чухне пирӗнтен ытла нумай ыйтаҫҫӗ тесе калама пулать-ши вара?

БИБЛИЕ ТӐРӐШСА ВӖРЕННИ ТАТА МУХТАВ ПАРНИ

14. Библие мӗн таран тӑрӑшса вӗренни пирки мӗншӗн шухӑшламаллине ӑнлантарса парӑр.

14 Левит кӗнекери хӑш-пӗр хаклӑ чӑнлӑхсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эсир, тен, ҫапла шухӑшлатӑр: «Ҫак кӗнекене Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ Сӑмаха мӗншӗн кӗртнине халӗ эпӗ лайӑхрах ӑнланатӑп» (2 Тим. 3:16). Халӗ эсир тата ытларах таса пулас тетӗр пулӗ, анчах та Иегова ыйтнӑран ҫеҫ мар, вӑл эпир ӑна савӑнтарма тӑрӑшнине тивӗҫлӗ пулнӑран та. Левит кӗнеке пирки ҫак икӗ статьяран мӗн пӗлни сире, паллах, пӗтӗм Ҫырӑва тарӑнрах тӗпчеме хавхалантарчӗ. (Ытарӑшсем 2:1—5 вуласа пар.) Эсир Библие тӑрӑшса вӗренетӗр-и? Ҫакӑн ҫинчен кӗлтуса шухӑшламалла. Паллах ӗнтӗ, сирӗн хӑвӑрӑн мухтав парнине Иеговӑна юрӑхлӑ тӑвас килет. Эсир телепередачӑсене, видеовӑйӑсене, спорта е хоббие хӑвӑра чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума чӑрмантарма е аяккинелле пӑрса яма паратӑр-и? Ҫапла пулсан, Павел апостол еврейсем патне янӑ Ҫырури хӑш-пӗр шухӑшсем ҫинчен шухӑшлани сирӗншӗн усӑллӑ пулма пултарать.

15, 16. Еврей халӑхӗнчи христиансем патне Павел мӗншӗн тӳррӗн ҫырнӑ?

15 Павел еврей халӑхӗнчи христиансене хӑйӗн шухӑшӗсене уҫҫӑн ҫырса пӗлтернӗ. (Еврейсем 5:7, 11—14 вуласа пар.) Вӑл тӳррӗн тата вӑлтмасӑр каланӑ. Вӑл эсир «итлейми пултӑр» тесе ҫырнӑ. Мӗншӗн Павел ҫапла каланӑ? Ҫапла тунипе вӑл пире сӗт те ҫитет тесе шутлакан христиансене Иегова юратнине, вӑл вӗсемшӗн пӑшӑрханнине кӑтартнӑ. Библири тӗп вӗрентӳсене пӗлни питӗ кирлӗ. Анчах та чӑнлӑхра ӳсӗмсем тума тата опытлӑ христиансем пулма «хытӑ ҫимӗҫ» кирлӗ.

16 Еврей халӑхӗнчи христиансен чӑнлӑхра ӳсӗмсем тумалла тата ыттисене вӗрентме тӑрӑшмалла пулнӑ, анчах та вӗсене хӑйсене камӑн та пулин вӗрентмелле пулнӑ. Мӗншӗн? Вӗсем «хытӑ ҫимӗҫ» ҫимен. Хӑвӑртан ыйтӑр: «Эпӗ хытӑ ҫимӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхатӑп-и? Эпӗ ӑна ҫиетӗп-и? Манӑн кӗлтӑвас тата Библие тарӑн вӗренес йӑла пур-и? Ҫук пулсан, ҫавӑн пӗр сӑлтавӗ эпӗ Библие мӗнле вӗренни мар-и?» Пирӗн ырӑ хыпар сармалла ҫеҫ мар, ҫынсене вӗрентмелле тата вӗренекенсене хатӗрлемелле (Матф. 28:19, 20).

17, 18. а) Мӗншӗн пирӗн кулленех хытӑ ҫимӗҫ ҫимелле? ӑ) Христиансен тӗлпулӑвӗ умӗн эрех-сӑра ӗҫесси ҫине эпир мӗнле пӑхатпӑр?

17 Пирӗнтен нумайӑшне Библи вӗренме ҫӑмӑл мар пулӗ. Паллах, хамӑра айӑплӑ туйнӑран эпир Библи вӗренни Иеговӑна килӗшмест. Анчах та эпир хамӑра темиҫе ҫул каяллах е нумаях пулмасть Турра халалланӑ пулсан та, пирӗн хытӑ ҫимӗҫе пӗрмаях ҫимелле. Сӑваплӑх ҫулӗпе пырас тесен ҫакна тумаллах.

18 Таса пулас тесен пирӗн Сӑваплӑ Ҫырӑва тарӑннӑн тӗпчемелле те Турӑ мӗн ыйтнине туса тӑмалла. Айтӑр Аарон ывӑлӗсене, Надавпа Авиуда, аса илер. Вӗсене Турӑ умне вӑл «хушман ют вут» илсе пынӑшӑн ҫунтарса янӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ӳсӗр пулнӑ пулас (Лев. 10:1, 2). Ҫавӑн хыҫҫӑн Турӑ Аарона мӗн каланине асӑрхаса пӑхӑр-ха. (Левит 10:8—11 вуласа пар.) Ҫак сӑвӑ йӗркисем христиансен тӗлпулӑвӗсем умӗн эрех-сӑра ӗҫме юраманнине кӑтартаҫҫӗ-и? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхар: пирӗн Моисей Саккунне тытса тӑмалла мар (Рим 10:4). Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче пирӗн тӑвансем пуху тӗлпулӑвӗ умӗн апатланнӑ вӑхӑтра виҫине пӗлсе эрех-сӑра ӗҫеҫҫӗ. Пасха вӑхӑтӗнче хӗрлӗ эрехе тӑватӑ куркапа панӑ. Иисус Каҫхи апат уявне кӗртнӗ чухне хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйӗн юнне сӑнарланӑ хӗрлӗ эрех панӑ (Матф. 26:27). Библи эрех-сӑрапа иртӗхнине тата ӗҫке ернине сивлет (1 Кор. 6:10; 1 Тим. 3:8). Нумай христианина совеҫӗ Туррӑн кирек епле ӗҫне тӑвас умӗн те эрех-сӑра ӗҫме чарать. Анчах кашни ҫӗршыврах хӑйсен йӑли-йӗрки, ҫавӑнпа христиансен хӑйсене мӗнле тыткалани таса пултӑр тата Турра савӑнтартӑр тесен «тасатнӑ япалана тасатманнинчен» уйӑрса илме пӗлмелле.

19. а) Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне тата хамӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне пирӗн мӗн ҫинчен асра тытмалла? ӑ) Сӑваплӑ пулас тесе эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытрӑр?

19 Турӑ Сӑмахӗнче хаклӑ чӑнлӑхсем тата та чылай тупма пулать. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапмалли каҫа тата хӑвӑр тӗллӗн вӗренессине пуянлатас тесе хӑвӑрӑн тӗпчемелли хатӗрсемпе усӑ курӑр. Иегова тата вӑл мӗн тума шухӑшласа хуни ҫинчен ытларах пӗлсе пырӑр. Унпа тата та ҫывӑхланӑр (Иак. 4:8). Псалом юрлакан пекех, Иеговӑна ҫакӑн пек кӗлтӑвӑр: «Куҫӑма уҫсамччӗ, вара Санӑн саккунун кӗтречӗсене курӑп» (Пс. 118:18). Сӑмах Библи саккунӗсемпе принципӗсем ҫинчен пынӑ чухне совеҫе хирӗҫле ӗҫсем нихӑҫан та ан тӑвӑр. Хатӗр пулсах «Таса» Туррӑн, Иеговӑн, чи аслӑ саккунӗсене тытса тӑрӑр тата «Туррӑн Ырӑ Хыпарне сарма» хастарлӑн хутшӑнӑр (1 Петр 1:15; Рим 15:16). Ҫак лӑпкӑ мар юлашки кунсенче сӑваплӑ пулӑр. Эпир хамӑра мӗнле тыткалани те сӑваплӑ пултӑр, мӗншӗн тесен ҫапла эпир сӑваплӑ Туррӑн, Иеговӑн, влаҫӗ майлӑ тӑратпӑр.

a 2002 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинчи» «Вопросы читателей» статьяна пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр