Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w14 12/15 9—14 с.
  • Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнланатӑр-и эсир?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнланатӑр-и эсир?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ҪЫВӐРАКАН АКАҪӐ
  • СӖРЕКЕ
  • АСКӐН ЫВӐЛ
  • Итлӗр те ӑнланса илӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
  • Патшалӑх ҫинчен калакан тӗслӗхсем
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • «Тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене» Иегова юратать
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
  • Ҫухалнӑ ывӑл таврӑнать
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2014)
w14 12/15 9—14 с.

Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнланатӑр-и эсир?

«Вӑл Ҫырӑва ӑнланмашкӑн вӗсене ӑстӑн панӑ» (ЛУКА 24:45).

ЭПИР МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР...

  • ...ҫывӑракан акаҫӑ ҫинчен калакан тӗслӗхрен?

  • ...сӗреке ҫинчен калакан тӗслӗхрен?

  • ...аскӑн ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхрен?

1, 2. Иисус хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ кун вӗренекенӗсене мӗнле тӗреклетнӗ?

ИИСУС вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ кун унӑн икӗ вӗренекенӗ Иерусалимран пӗр 11 ҫухрӑмра ларакан яла кайма тухнӑ. Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнине вӗсем пӗлмен пулнӑ-ха, ҫавӑнпа та вӗсем нумаях пулмасть пулса иртнӗ ӗҫсемшӗн куляннӑ. Кӗтмен ҫӗртен вӗсен умне Иисус тухса тӑнӑ та вӗсемпе пӗрле кайнӑ. Вӑл ҫав вӗренекенсене хавхалантарнӑ. Мӗнле? «Вӑл Моисейрен пуҫласа пур пророк та Хӑй ҫинчен Ҫырура мӗн каланине пӗтӗмпех вӗсене ӑнлантара-ӑнлантара панӑ» (Лука 24:13—15, 27). Ҫавӑн чухне вӗсен чӗри темӗн пекех савӑннӑ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене «Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ» (Лука 24:32).

2 Ҫав каҫах ҫак икӗ вӗренекен Иерусалима таврӑннӑ. Апостолсене тупсан вӗсем мӗн пулса иртнине каласа панӑ. Вӗсем калаҫнӑ чухне Иисус тухса тӑнӑ. Анчах та апостолсем хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ. Вӗсем ку чӑнах та Иисус-и тесе иккӗленме пуҫланӑ. Иисус вӗсене мӗнле тӗреклетнӗ? Библире каланӑ: «Вӑл Ҫырӑва ӑнланмашкӑн вӗсене ӑстӑн панӑ» (Лука 24:45).

3. Иеговӑшӑн ӗҫленӗ чухне пире мӗн хурлантарма пултарать, анчах та пире савӑнӑҫлӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшӗ?

3 Ҫав вӗренекенсем пекех, эпир те хӑш-пӗр чухне кулянма пултаратпӑр. Тен, эпир Ҫӳлхуҫан ӗҫне тӑрӑшса тусан та, ҫынсем эпир калакан ырӑ хыпара итлеменни пире хурлантарма пултарать (1 Кор. 15:58). Е пирӗнпе Библи вӗренекен ҫынсем ҫитӗнӳсем пачах тумаҫҫӗ пек туйӑнма пултарать пире. Тен, эпир пулӑшнӑ ҫынсем Иеговӑран пӑрӑнса кайнӑ. Хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе малашне савӑнӑҫлӑ туса тӑма пире мӗн пулӑшӗ? Пире пулӑшма пултаракан пӗр май вӑл — Сӑваплӑ Ҫырура ҫырса хунӑ Иисусӑн тӗслӗхӗсен пӗлтерӗшне ӑнланни. Айтӑр ҫав тӗслӗхсенчен виҫҫӗшне пӑхса тухар та вӗсенчен мӗне вӗренме пултарнине курма тӑрӑшар.

ҪЫВӐРАКАН АКАҪӐ

4. Иисусӑн ҫывӑракан акаҫӑ ҫинчен калакан тӗслӗхӗ мӗне пӗлтерет?

4 (Марк 4:26—29 вуласа пар.) Иисусӑн ҫывӑракан акаҫӑ ҫинчен калакан тӗслӗхӗ мӗне пӗлтерет? Ҫак тӗслӗхри ҫын Патшалӑх хыпарҫисене пӗлтерет. Вӑрлӑх вӑл — тӳркӑмӑллӑ ҫынсене каласа панӑ Патшалӑх хыпарӗ. Акаҫӑ «ҫӗрле ҫывӑрать, кӑнтӑрла тӑрать» тенипе кулленхи пурнӑҫ йӗркине сӑнласа панӑ. Ӳсесси пӗр вӑхӑт хушши пырать: вӑрлӑха акнинчен пуҫласа тырпул пухса иличчен. Ҫав хушӑра «вӑрлӑх... шӑтса» ӳсет. Ҫавӑн пек ӳсесси хӑйне хӑех, майӗпен тата хӑй йӗркипе пулса пырать. Ҫавӑн пекех ҫын та Иеговӑпа майӗпен тата хӑй йӗркипе ҫывӑхланса пырать. Ҫын ӳсӗмсем тунӑ май Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнма шут тытать, вара вӑл ҫимӗҫ кӳрет теме пулать, урӑхла каласан, хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халаллать те шыва кӗрет.

5. Мӗншӗн Иисус ҫывӑракан акаҫӑ ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе панӑ?

5 Мӗншӗн Иисус ҫак тӗслӗхе илсе панӑ? Иисус пире ҫакна ӑнланма пулӑшасшӑн: ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан ҫулпа пырас текен ҫынсен чӗринче чӑнлӑха ӳсме параканни вӑл — Иегова (Ап. ӗҫ. 13:48; 1 Кор. 3:7). Эпир лартатпӑр та шӑваратпӑр, анчах мӗнле ӳсесси пирӗнтен килмест. Эпир вӑрлӑха вӑйпа е хӑвӑртрах ӳстерейместпӗр. Тӗслӗхри акаҫӑ пекех, эпир те ӳсӗм мӗнле пулса пынине пӗлместпӗр. Кулленхи ӗҫсем тунӑ вӑхӑтра эпир ҫавна час-часах асӑрхамастпӑр та. Анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн Патшалӑх вӑрлӑхӗ, тен, ҫимӗҫ парӗ, вара ҫӗнӗ вӗренекен пирӗнпе пӗрле вырмана хутшӑнӗ (Иоанн 4:36—38).

6. Библи вӗренекен тӑвакан ӳсӗм пирки пирӗн мӗне шута илмелле?

6 Ҫак тӗслӗхрен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн ҫакна шута илмелле: Библи вӗренекен ҫын чӑнлӑхра мӗнле хӑвӑртлӑхпа ӳсӗм тӑвасси пирӗнтен килмест. Ӑна пулӑшас тесе эпир мӗн тума пултарнине пурне те тӑватпӑр пулсан та, эпир ӑна нихӑҫан та шыва кӗме хистемӗпӗр. Ун вырӑнне эпир хамӑра кӗҫӗне хурса ҫапла шутлӑпӑр: ҫын хӑйӗн пурнӑҫне Турра халаллас тет пулсан, вӑл хӑй кӑна ҫак йышӑнӑва тума пултарать. Ҫакна тума ҫынна Иеговӑна юратакан чӗри хавхалантармалла. Иегова кунтан сахаллипе ҫырлахса тӑмӗ (Пс. 51:12, ҪТ; 53:8; 109:3).

7, 8. а) Иисусӑн ҫывӑракан акаҫӑ ҫинчен калакан тӗслӗхӗнчен эпир тата мӗне вӗренетпӗр? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Ҫакӑ пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?

7 Иккӗмӗшӗнчен, ҫак тӗслӗх мӗне вӗрентнине ӑнланни пире, хамӑр ӗҫӗн уссине тӳрех курмасан та, хуйха ӳкме памӗ. Пирӗн тӳсӗмлӗ пулмалла (Иак. 5:7, 8). Эпир Библи вӗренекене пулӑшас тесе мӗн кирлине пурне те тунӑ хыҫҫӑн та унӑн чӗринче чӑнлӑх ӳсмест пулсан, ҫакӑ эпир япӑх вӗрентекенсем пулнине пӗлтермест. Хӑйне кӗҫӗне хуракан, улшӑнусем тума хатӗр ҫыннӑн чӗринче кӑна Иегова чӑнлӑхӑн вӑрлӑхне ӳсме парать (Матф. 13:23). Ҫавӑнпа та хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулнипе пулманнине пирӗн миҫе ҫынна шыва кӗме пулӑшни тӑрӑх виҫмелле мар. Иегова пирӗн сӑваплӑ ӗҫе хакласса та эпир вӗрентни ҫине ҫынсем мӗнле пӑхни тӑрӑх хакламасть. Ун вырӑнне вӑл эпир чуна парса вӑй хунине хаклать. (Лука 10:17—20; 1 Коринф 3:8 вуласа пар.)

8 Виҫҫӗмӗшӗнчен, ҫын чӗринче пулса иртекен улшӑнусене эпир яланах асӑрхама пултараймастпӑр. Сӑмахран, пӗррехинче упӑшкипе арӑмӗ хӑйсене Библи вӗрентекен миссионера шыва кӗмен хыпарҫӑсем пулас килет тесе каланӑ. Вӑл вӗсене чи малтан чӗлӗм туртма пӑрахмалла тесе аса илтернӗ. Вӗсем темиҫе уйӑх хушши ӗнтӗ чӗлӗм туртмастпӑр тенӗ, ҫакӑ вара миссионершӑн пач кӗтмен япала пулнӑ. Мӗншӗн вӗсем ҫак йӑлана пӑрахнӑ? Вӑрттӑн чӗлӗм туртсан та Иегова пурпӗр ҫавна курма пултарнине тата вӑл икӗпитлӗхе курайманнине вӗсем ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа та чӗри вӗсене йышӑну тума хавхалантарнӑ: е вӗсем миссионер умӗнче чӗлӗм туртӗҫ, е пачах туртма пӑрахӗҫ. Ҫав мӑшӑр тунӑ пысӑк улшӑнусем пирки миссионер нимӗн те пӗлмен пулин те, вӗсен чӗринче Иегова патне ӳссе пыракан юрату вӗсене тӗрӗс йышӑну тума пулӑшнӑ.

СӖРЕКЕ

9. Сӗреке ҫинчен калакан тӗслӗх мӗне пӗлтерет?

9 (Матфей 13:47—50 вуласа пар.) Иисусӑн сӗреке ҫинчен калакан тӗслӗхӗ мӗне пӗлтерет? Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара сарса ҫӳренине тинӗсе пысӑк сӗреке ывӑтнипе танлаштарнӑ Иисус. Ҫав сӗрекене «тӗрлӗ йышши пулӑ» кӗнӗ пекех, эпир ырӑ хыпара сарни тӗрлӗ йышши миллион-миллион ҫыннӑн кӑмӑлне ҫавӑрать (Ис. 60:5). Ҫавна кашни ҫул пирӗн конгрессене тата Ҫӳлхуҫан Каҫхи апачӗн уявне килекен ҫынсен шучӗ кӑтартса парать. Ҫав ҫынсенчен хӑш-пӗрисем «лайӑх» пулӑ евӗрлӗ, ҫавӑнпа вӗсене христиансен пухӑвне пуҫтараҫҫӗ. Теприсем — «начар» пулӑ евӗрлӗ тата Иегова вӗсене йышӑнмасть.

10. Мӗншӗн Иисус сӗреке ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе панӑ?

10 Мӗншӗн Иисус ҫак тӗслӗхе илсе панӑ? Ҫак тӗслӗхре пулла уйӑрса илни ҫинчен калани хӑрушла асап вӑхӑтӗнче пулакан юлашки судпа ҫыхӑнман. Ун вырӑнне ҫак тӗслӗх ҫак тӗнчен юлашки кунӗсенче мӗн пулса иртнине ӑнлантарса парать. Чӑнлӑха килӗштерекенсем пурте Иегова майлӑ тӑрасшӑн пулмӗҫ тесе кӑтартса панӑ Иисус. Пирӗн пухусене ҫӳрекенсенчен е пирӗнпе Библи вӗренекенсенчен нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама хатӗр мар (3 Патш. 18:21). Теприсем тӗлпулусене те ҫӳреме пӑрахнӑ. Хӑш-пӗр ҫамрӑксене христианла ашшӗ-амӑшӗ пӑхса ӳстернӗ, анчах та вӗсем пурпӗр Иеговӑна юратма вӗренсе ҫитеймен. Кирек мӗнле пулсан та, Иисус палӑртнӑ тӑрӑх, кашнин хӑй тӗллӗн йышӑну тумалла. Эпир тӗрӗс йышӑну тусан, Иегова пирӗн ҫине «кӑмӑла каякан», е хаклӑ мул ҫине пӑхнӑ пек пӑхӗ (Аггей 2:7).

11, 12. а) Сӗреке ҫинчен калакан тӗслӗхрен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? ӑ) Ҫакӑ пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?

11 Сӗреке ҫинчен калакан тӗслӗхрен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Ҫак тӗслӗх мӗне вӗрентнине эпир ӑнланатпӑр пулсан, хамӑрпа Библи вӗренекен е пирӗн ачасенчен пӗри те пулин чӑнлӑх майлӑ тӑманшӑн эпир хамӑра ытлашши ятламӑпӑр е ытлашши кулянмӑпӑр. Эпир тем пек тӑрӑшсан та ун пекки хӑш-пӗр чухне пулкалать. Ҫын Библи вӗренме килӗшсен те е чӑнлӑхра ӳссе ҫитӗннӗ пулсан та, вӑл хӑйне хӑех Иеговӑн тусӗ пулса тӑраймӗ. Унӑн Иеговӑна пӑхӑнса пурӑнас кӑмӑл ҫук пулсан, вӑл Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен пӗри пулса тӑма пултараймӗ.

12 Ҫакӑ вӑл чӑнлӑха хӑварнисем нихӑҫан та пухӑва каялла таврӑнма пултараймаҫҫӗ тенине пӗлтерет-и? Е кам та пулин хӑйӗн пурнӑҫне Иеговӑна халӗ те халалламан пулсан, ҫакӑ унӑн нимӗнле шанчӑк та тӑрса юлман темелле-ши? Ҫук, хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланиччен ҫак ҫынсен Иеговӑн тусӗсем пулса тӑма май пур-ха. Иегова вӗсене ҫапла чӗнсе калать теме пулать: «Ман енне ҫаврӑнӑр, Эпӗ те сирӗн енне ҫаврӑнӑп» (Мал. 3:7). Ҫак шухӑша Иисусӑн аскӑн ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхӗ палӑртать. (Лука 15:11—32 вуласа пар.)

АСКӐН ЫВӐЛ

13. Иисусӑн аскӑн ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхӗ мӗне пӗлтерет?

13 Иисусӑн аскӑн ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхӗ мӗне пӗлтерет? Ҫак тӗслӗхри хӗрхенекен ашшӗ пирӗн юратакан ҫӳлти Аттемӗре, Иеговӑна, пӗлтерет. Пурлӑхӑн пӗр пайне ыйтса илнӗ, унтан вара ӑна салатса пӗтернӗ ывӑл христиансен пухӑвне хӑварнӑ ҫынсене сӑнласа парать. Пӑрахса кайнипе вӗсем «инҫетри ҫӗр-шыва» (ҪХ), Иеговӑран ютшӑнса тӑракан Сатанан тӗнчине, тухса каяҫҫӗ теме пулать (Эф. 4:18; Кол. 1:21). Каярахпа хӑш-пӗрисем тӑна кӗреҫҫӗ те Иеговӑн организацине таврӑнаҫҫӗ, ҫакна тумашкӑн вара вӗсен сахал мар вӑй хума тивет. Пирӗн хӗрхенекен Аттемӗр ҫак хӑйсене кӗҫӗне хуракан, хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынсене каялла хапӑл туса йышӑнать (Ис. 44:22; 1 Петр 2:25).

14. Мӗншӗн Иисус аскӑн ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхе илсе панӑ?

14 Мӗншӗн Иисус ҫак тӗслӗхе илсе панӑ? Иисус ҫак чуна пырса тивекен калава каласа панипе Иегова хӑйӗнчен пӑрӑнса кайнисене каялла хӑйӗн патне тавӑрасшӑн пулнине кӑтартнӑ. Ҫак тӗслӗхре ашшӗ ывӑлӗ таврӑнасса нихӑҫан та шанма пӑрахман. Ывӑлӗ таврӑннине вӑл аякранах курнӑ та тӳрех ӑна хирӗҫ чупса тухнӑ. Ҫакӑ чӑнлӑха хӑварнӑскерсене ним тӑхтаса тӑмасӑрах Иегова патне таврӑнма хавхалантармалла! Тен, вӗсен хӑйсемпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем питӗ начар, ҫавӑнпа та вӗсене каялла таврӑнма йывӑр та, намӑс та пулма пултарать. Анчах та вӑй хума кирлех. Вӗт вӗсем таврӑнсан Иегова та, Иисус та, ангелсем те савӑнӗҫ (Лука 15:7).

15, 16. а) Иисусӑн аскӑн ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Ҫакӑ пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшать?

15 Иисусӑн аскӑн ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхӗнчен эпир мӗнле усӑ илме пултаратпӑр? Пирӗн Иегова пек пулма тӑрӑшмалла. Хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекен ҫынна каялла йышӑнас килменни ан пултӑр тесен пирӗн нихӑҫан та «ытлашши тӳрӗ» пулмалла мар. Атту эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха аркатнӑ пулӑттӑмӑр (Еккл. 7:16). Ҫакӑнтан эпир тепӗр енчен те ӑса вӗренме пултаратпӑр. Пухӑва хӑваракан ҫинчен пирӗн пӗтнӗ ҫын тесе шутламалла мар, ун ҫине «ҫухалнӑ сурӑх» ҫине пӑхнӑ пек пӑхмалла (Пс. 118:176). Эпир пухӑва хӑварнӑ ҫынна тӗл пултӑмӑр пулсан, ӑна каялла таврӑнма пулӑшас тесе мӗн тума пултаратпӑр? Ӑна пулӑшу пама пултарччӑр тесе эпир ун пирки старейшинӑсене тӳрех каласа парӑпӑр-ши? Енчен те эпир Иисусӑн аскӑн ывӑл ҫинчен калакан тӗслӗхӗнчен ӑса вӗрентӗмӗр пулсан, ҫавна эпир тӑватпӑрах.

16 Аскӑн ывӑл таврӑннӑ пекех, пухӑва таврӑннӑ хӑш-пӗр тӑвансем Иеговӑна хӗрхенӳ кӑтартнӑшӑн, пухӑва юрату кӑтартнӑшӑн тата пулӑшу панӑшӑн мӗнле пархатарлӑ пулнине асӑрхӑр-ха. Пӗр арҫын тӑван, ӑна пухуран кӑларса янӑранпа 25 ҫул иртнӗ пулнӑ, каланӑ: «Мана каялла йышӑннӑ хыҫҫӑн эпӗ ытларах та ытларах савӑнатӑп, мӗншӗн тесен маншӑн Иеговӑран „савӑнмалли вӑхӑт“ ҫитрӗ (Ап. ӗҫ. 3:20). Пухура пурте мана питӗ пулӑшаҫҫӗ, питӗ юратаҫҫӗ! Халӗ манӑн питӗ чаплӑ сӑнарлӑ ҫемье пур». Пилӗк ҫул хыҫҫӑн пухӑва таврӑннӑ пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван каласа парать: «Иисус каланӑ юратӑва хӑвӑн ҫинче туйма мӗнлерех иккенне сӑмахпа та каласа параймӑн. Иеговӑн организацийӗнче пуласси мӗн тери паха!»

17, 18. а) Ҫак пӑхса тухнӑ виҫӗ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗрентӗмӗр? ӑ) Пирӗн хамӑр ума мӗнле тӗллевсем лартмалла?

17 Ҫак виҫӗ тӗслӗхрен эпир мӗне вӗрентӗмӗр? Пӗрремӗшӗнчен, пирӗнпе Библи вӗренекен чӑнлӑхра мӗнле ӳсӗмсем тӑвасси хамӑртан килменнине пирӗн ӑнланмалла. Ҫакӑ Иеговӑн ӗҫӗ. Иккӗмӗшӗнчен, пухупа хутшӑнакансем тата пирӗнпе Библи вӗренекенсем пурте чӑнлӑх майлӑ тӑрасса кӗтмелле мар пирӗн. Виҫҫӗмӗшӗнчен, хӑш-пӗрисем чӑнлӑха хӑварсан та, Иеговӑран ютшӑнсан та вӗсем таврӑнасса шанма пӑрахар мар. Вӗсем каялла таврӑнсан, Иегова пекех вӗсене хапӑл туса йышӑнар.

18 Айтӑр малашне те пӗлӳ, ӑнлану тата ӑслӑлӑх шырар. Иисусӑн тӗслӗхӗсене вуланӑ май хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем парар: ҫак тӗслӗхсем мӗне пӗлтереҫҫӗ? Мӗншӗн вӗсене Библире ҫырса хунӑ? Вӗсене эпир хамӑр пурнӑҫра мӗнле тытса пыма пултаратпӑр? Вӗсем пире Иеговӑпа Иисус ҫинчен мӗн пӗлме пулӑшаҫҫӗ? Ҫапла тунипе эпир Иисус каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне пӗтӗмпех ӑнланӑпӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр