«Тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене» Иегова юратать
«Лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара... тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрекене пӗлтерет» (ЛУКА 8:15).
1, 2. а) Ырӑ хыпара итлесех кайман вырӑнта Турӑшӑн шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑракан тӑвансен тӗслӗхӗ пире мӗншӗн хавхалантарать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Тӑван ҫӗршывра ырӑ хыпар сарни ҫинчен Иисус мӗн каланӑ? (Сноскӑна пӑхӑр.)
СЕРДЖО ТАТА ОЛИНДА — Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пионер пулса ӗҫлекен мӑшӑрсем. Вӗсем 80-ран иртнӗ ӗнтӗ. Юлашки вӑхӑтра ура ыратнӑран вӗсене утма та йывӑр. Ҫав-ҫавах вӗсем кашни ирех ҫичӗ сехет тӗлне хула тӳремне, халӑх нумай ҫӳрекен вырӑна, пырса тӑраҫҫӗ. Серджопа Олинда ҫапла вун-вун ҫул хушши ырӑ хыпар сараҫҫӗ. Вӗсем автобус чарӑнакан вырӑн ҫывӑхӗнче вырнаҫса тӑраҫҫӗ те иртсе ҫӳрекенсене Библие ӑнлантарса паракан публикацисене сӗнеҫҫӗ. Нумайӑшӗ вӗсен еннелле ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ, анчах та вӗсем унтан пӑрахса каймаҫҫӗ, хӑйсем ҫине пӑхса илекен ҫынсене ӑшшӑн йӑл кулаҫҫӗ. Кӑнтӑрла вӗсем майӗпен килелле утаҫҫӗ. Тепӗр ирхине вара каллех ҫичӗ сехет тӗлне хула тӳремне пырса тӑраҫҫӗ. Туррӑн ҫак шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем эрнере ултӑ кун, ҫулталӑкра вуникӗ уйӑх Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпара пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.
2 Серджопа Олинда пекех, пӗтӗм тӗнчипе тӑвансем нумайӑшӗ вуншар ҫул хушши ҫынсем итлесех кайман вырӑнта ырӑ хыпар пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Эсир пурӑнакан вырӑнта та ҫынсем ытларахӑшӗ ырӑ хыпара итлесшӗн мар пулсан, пирӗн сире тӳсӗмлӗ пулнишӗн мухтас килетa. Эсир малалла та Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑни нумайӑшне, опытлӑ тӑвансене те, хавхалантарать. Пӗр район надзирателӗ акӑ мӗн каланӑ: «Турра чунтан парӑннӑ тӑвансемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлени мана питӗ хавхалантарать». Тепри вара: «Вӗсем шанчӑклӑн ӗҫлесе тӑни мана малалла та Турӑшӑн тӳсӗмлӗн те хӑюллӑн ӗҫлеме хавхалантарса тӑрать»,— тенӗ. Тата тепӗр район надзирателӗ ҫапла каланӑ: «Вӗсен тӗслӗхӗ манӑн чуна ӑшӑтать».
3. Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн?
3 Иисус хушнӑ ӗҫе малалла та хастарлӑн туса тӑрас тесе айтӑр виҫӗ ыйтӑва пӑхса тухар: мӗншӗн хушӑран пирӗн ал усӑнма пултарать? Сӑваплӑ ӗҫре ҫимӗҫ кӳресси мӗне пӗлтерет? Тата тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳме пире мӗн пулӑшӗ?
МӖНШӖН ХӐШ-ПӖР ЧУХНЕ ПИРӖН АЛ УСӐНАТЬ?
4. а) Еврейсем нумайӑшӗ Павела итлесшӗн пулманни ун ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? ӑ) Мӗншӗн унӑн ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ?
4 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫынсем сире итлесшӗнех пулманнишӗн кулянатӑр пулсан, эсир Павел апостолӑн туйӑмӗсене ӑнланатӑр паллах. 30 ҫула яхӑн ырӑ хыпар сарнӑ Павел нумай ҫынна Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑ (Ап. ӗҫ. 14:21; 2 Кор. 3:2, 3). Анчах та еврейсенчен сахаллӑшӗ кӑна христиансем пулса тӑнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ӑна пӗртте итлесшӗн пулман, хӑш-пӗрисем вара ӑна хӗсӗрленӗ те (Ап. ӗҫ. 14:19; 17:1, 4, 5, 13). Ҫакӑ Павел ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Вӑл тӳррӗн каланӑ: «Христоса асӑнса чӑннине калатӑп... манӑн хуйхӑм питех те пысӑк, чӗрем пӗр чарӑнмасӑр... ҫунать» (Рим 9:1—3). Мӗншӗн Павелӑн ҫакӑн пек туйӑмсем пулнӑ? Мӗншӗн тесен вӑл пӗтӗм чунне парса ырӑ хыпар сарнӑ. Вӑл еврейсемшӗн питӗ хытӑ пӑшӑрханнӑ, ҫавӑнпа вӗсене ырӑ хыпар пӗлтерме тӑрӑшнӑ. Турӑ еврейсене хӗрхенсе ҫӑлӑнса юлма май парасшӑн пулнӑ, анчах та лешӗсем пачах итлесшӗн пулман. Ҫавна курса Павелӑн чунӗ ыратнӑ.
5. а) Ырӑ хыпар сарма пире мӗн хавхалантарса тӑрать? ӑ) Хӑш-пӗр чухне ал усӑнсан мӗншӗн тӗлӗнме кирлӗ мар?
5 Эпир те, Павел пекех, ҫынсемшӗн чун-чӗререн пӑшӑрханнӑран ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр (Матф. 22:39; 1 Кор. 11:1). Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытни мӗн тери нумай пиллӗх кӳнине эпир хамӑр та курса тӑратпӑр. Хамӑрӑн участокра пурӑнакан ҫынсем ҫинчен шухӑшласа эпир: «Вӗсене те хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатма май пуррине ӑнланса илме пулӑшасчӗ!» — тетпӗр. Ҫавӑнпа та эпир ҫине-ҫинех Иегова ҫинчен тата вӑл ҫынсем пирки мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен каласа пама тӑрӑшатпӑр. Сӑнарлӑ каласан, эпир ҫынсене: «Эпир сире валли чаплӑ парне илсе килтӗмӗр. Илӗр, тархасшӑн»,— тесе калатпӑр. Вӗсем ӑна илме килӗшмесен, ҫакӑ кулянтарать паллах. Ҫавнашкал туйӑмсем пирӗн ӗненӳ сахаллине мар, эпир пӗтӗм чуна парса ырӑ хыпар сарнине кӑтартаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне пирӗн ал усӑнать пулсан та, эпир тӳсӗмлӗ пулса малалла та хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса тӑратпӑр. 25 ҫул ытла пионер пулса ӗҫлекен Елена калать: «Ырӑ хыпар сарма мана ҫӑмӑл мар. Анчах та ҫак ӗҫе тума мана пуринчен ытла килӗшет». Пирӗнтен нумайӑшӗн ҫакнашкалах туйӑмсем пулӗ.
ҪИМӖҪ КӲРЕССИ МӖНЕ ПӖЛТЕРЕТ?
6. Эпир мӗнле ыйтӑва пӑхса тухӑпӑр?
6 Кирек мӗнле вырӑнта пурӑнсан та пирӗнтен кашниех ҫимӗҫ кӳме пултарать. Мӗншӗн ҫакӑн пирки иккӗленмелле мар? Хуравне пӗлмешкӗн айтӑр Иисус каласа панӑ икӗ ытарӑша пӑхса тухар, ҫав ытарӑшсенче вӑл ҫимӗҫ кӳмелли пирки каланӑ (Матф. 13:23). Пӗрремӗш ытарӑшӗ иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинчен.
7. а) «Иҫӗм пахчийӗн хуҫи», «чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ» тата «турачӗсем» кама-кама сӑнарлаҫҫӗ? ӑ) Пирӗн мӗнле ыйтӑвӑн хуравне пӗлмелле?
7 Иоанн 15:1—5, 8 вуласа пар. Иисус апостолсене мӗн каланине асӑрхӑр-ха: «Нумай ҫимӗҫ кӳнипе, Манӑн вӗренекенӗмсем пулнипе эсир Манӑн Аттеме мухтава кӑларатӑр». Иисус Иегова пирки «иҫӗм пахчийӗн хуҫи», хӑй пирки «чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ», хӑйӗн вӗренекенӗсем пирки вара «турачӗсем» тенӗb. Анчах та Христосӑн вӗренекенӗсен мӗнле ҫимӗҫ кӳмелле? Иисус ҫакӑн ҫинчен тӳррӗн каламан, анчах та вӑл ҫав ыйту ҫине хуравлама пулӑшакан пӗр питӗ кирлӗ япалана асӑннӑ.
8. а) Иисус каланӑ ытарӑшри ҫимӗҫсем мӗншӗн ҫӗнӗ вӗренекенсене пӗлтермеҫҫӗ? ӑ) Иегова пирӗнтен мӗн кӗтни ҫинчен мӗн калама пулать?
8 Иисус Иегова пирки «ҫырли пулман туратӑма Вӑл кирек хӑшне те касса пӑрахать» тесе каланӑ. Урӑхла каласан, эпир ҫимӗҫ кӳрсе тӑрсан ҫеҫ Иегова пирӗн пирки хӑйӗн ӗҫлекенӗсем тет (Матф. 13:23; 21:43). Апла пулсан ҫак ытарӑшра каланӑ ҫимӗҫе кӳресси ҫӗнӗ вӗренекенсене хатӗрленине пӗлтермест (Матф. 28:19). Урӑхла пулнӑ пулсан, Христосӑн вӗренекенӗ пулса тӑма никама та пулӑшайман шанчӑклӑ Свидетельсем ҫимӗҫ кӳмен хунавсем пек пулнӑ пулӗччӗҫ. Анчах та ҫапла танлаштарни пачах тӗрӗс мар! Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен эпир ҫынна вӑйпах Христос хыҫҫӑн пыртараймастпӑр. Иегова пире юратать, ҫавӑнпа нихӑҫан та эпир тума пултарайманнине тума ыйтмасть (Сак. аст. 30:11—14).
9. а) Мӗнле ӗҫе хутшӑнса эпир ҫимӗҫ кӳретпӗр? ӑ) Эпир мӗнле ытарӑша пӑхса тухӑпӑр тата мӗншӗн?
9 Ҫимӗҫ кӳресси мӗне пӗлтерет вара? Паллах, ҫакӑ пирӗнтен кашни тума пултаракан ӗҫе туса тӑмаллине пӗлтерет. Иегова хӑйӗн кашни ӗҫлекенне мӗнле ӗҫ тума хушнӑ? Ку вӑл — ырӑ хыпар сарас ӗҫ (Матф. 24:14)c. Иисус акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарӑш ҫавна уҫҫӑн кӑтартса парать. Айтӑр ҫак ытарӑша тӗплӗнрех пӑхса тухар.
10. а) Ытарӑшри вӑрлӑх тата ҫӗр мӗне пӗлтереҫҫӗ? ӑ) Тулӑ туни ҫинче мӗн ҫитӗнет?
10 Лука 8:5—8, 11—15 вуласа пар. Акаҫӑ ҫинчен калакан ытарӑшра «вӑрлӑх» вӑл — «Турӑ сӑмахӗ», е Патшалӑх ҫинчен калакан хыпар. Ҫӗр вара ҫын чӗрине пӗлтерет. Лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ вӑрлӑх шӑтса тухса ӳсме пуҫлать, вара туни, тӗслӗхрен, тулӑ туни, ҫитӗнет. Кайран туна ҫинче ҫӗнӗ тунасем мар, пучах тухать те пӗрчӗсемпе тулса ларать. Ҫав ҫӗнӗ пӗрчӗсем вӑхӑт иртсен хӑйсем те шӑтса тухса ӳсме пултараҫҫӗ. Иисус каланӑ ытарӑшра «пӗр пӗрчӗрен ҫӗр пӗрчӗ» пулать. Ҫакӑ эпир тӑвакан ӗҫе мӗнле пырса тивет?
«Тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ» кӳрес тесен мӗн тума пулать? (11-мӗш абзаца пӑхӑр.)
11. а) Акаҫӑ ҫинчен калакан ытарӑш эпир тӑвакан ӗҫпе мӗнле ҫыхӑннӑ? ӑ) Патшалӑхӑн ҫӗнӗ вӑрлӑхӗсене эпир мӗнле кӳретпӗр?
11 Свидетельсенчен пӗри е аҫупа аннӳ сире Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпар пӗлтернине лайӑх ҫӗре вӑрлӑх акнипе танлаштарма пулать. Эсир ырӑ хыпара йышӑннине курсан вӗсем питӗ савӑннӑ паллах. Иисус каласа панӑ ытарӑшри лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ вӑрлӑх пекех ырӑ хыпар пирӗн чӗрере, сӑнарлӑ каласан, тымар ярса ӳсме пуҫланӑ, вара тулӑ туни ҫинче пучах тухнӑ та тырӑ пӗрчисемпе тулса ларнӑ. Тулӑ туни ҫинче ҫӗнӗ тунасем мар, пучах ӳссе ларнӑ пекех, эпир кӳрекен ҫимӗҫсем вӗсем — ҫӗнӗ вӗренекенсем мар, Турӑ Патшалӑхӗн ҫӗнӗ вӑрлӑхӗсемd. Анчах та ҫак ҫимӗҫсене эпир мӗнле кӳме пултаратпӑр? Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпара пӗлтернӗ чухне кашнинчех эпир унччен хамӑр чӗрене лекнӗ вӑрра малалла акатпӑр (Лука 6:45; 8:1). Ҫак ытарӑш кӑтартса панӑ тӑрӑх, малалла та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпара сарса тӑнипе эпир «тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ» кӳретпӗр.
12. а) Иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинчен тата акаҫӑ ҫинчен калакан ытарӑшсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? ӑ) Ҫак пӗтӗмлетӳ сирӗн ҫине мӗнле витӗм кӳрет?
12 Иҫӗм ҫырли авӑрӗ ҫинчен тата акаҫӑ ҫинчен калакан ытарӑшсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн эпир мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр? Ҫынсем ырӑ хыпара итлесен те, итлемесен те, эпир ҫимӗҫ кӳме пултаратпӑр. Чи кирли вӑл — малалла та ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳресси. Ҫак шухӑша Павел та палӑртса каланӑ: «Вӗсем ӗҫне кура тивӗҫлине илӗҫ» (1 Кор. 3:8). Иегова пире эпир тӑвакан ӗҫ тухӑҫне кура мар, ӗҫленине кура награда парать. 20 ҫул хушши пионер пулса ӗҫлекен Матильда акӑ мӗн калать: «Иегова пире вӑй хунӑшӑн пиллет. Ҫакна пӗлни мӗн тери пысӑк телей!»
ТӲСӖМЛӖ ПУЛСА ҪИМӖҪ КӲРЕС ТЕСЕН МӖН ТУМА ПУЛАТЬ?
13, 14. Рим 10:1, 2 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, мӗншӗн Павел Патшалӑх ҫинчен хыпара йышӑнманнисем ҫине ал сулман?
13 Тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ кӳрсе тӑма пире мӗн пулӑшӗ? Унччен каланӑччӗ ӗнтӗ, еврейсем Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара йышӑнманни Павела питӗ кулянтарнӑ. Ҫав-ҫавах вӑл вӗсем ҫине ал сулман. Вӗсемшӗн пӑшӑрханса вӑл Римри христиансем патне мӗн ҫырнине асӑрхӑр-ха: «Эй тӑванӑмсем! Израиле чунтан-вартан ҫӑлӑнӑҫ сунса Турра кӗлтӑватӑп. Эпӗ вӗсем Турра ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшпе питӗ тӑрӑшуллӑ пулнине пӗлсе тӑратӑп, анчах ӑна вӗсем пӗлсе тумаҫҫӗ» (Рим 10:1, 2). Павелӑн ҫак сӑмахӗсем тӑрӑх, мӗншӗн вӑл ҫине тӑрсах ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ?
14 Пӗрремӗшӗнчен, Павел еврейсене «чунтан-вартан ҫӑлӑнӑҫ сунса» ырӑ хыпар каланӑ. Вӑл вӗсенчен хӑшӗ те пулин ҫӑлӑнса юласса питӗ шаннӑ (Рим 11:13, 14). Иккӗмӗшӗнчен, вӑл «Турра кӗлтӑватӑп» тенӗ. Павел еврейсемшӗн кӗлтуса Иеговӑна вӗсене ырӑ хыпара йышӑнма пулӑш тесе йӑлӑннӑ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, вӑл еврейсем пирки «вӗсем Турра ӗҫлесе тӑрас тӗлӗшпе питӗ тӑрӑшуллӑ» тесе каланӑ. Павел ҫынсенче лайӑххине курнӑ. Вӑл ҫакна пӗлнӗ: тӑрӑшуллӑ еврейсем Христосӑн хастар вӗренекенӗсем пулса тӑма пултарнӑ.
15. Павелран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Тӗслӗхсем илсе парӑр.
15 Павелран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑха шыракансене тупас тесе ҫунса тӑмалла. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн кӗлтуса Иеговӑна тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсен чӗрине хускатма пулӑш тесе йӑлӑнмалла (Ап. ӗҫ. 13:48; 16:14). Сильвана, 30 ҫула яхӑн пионер пулса ӗҫлекенскер, калать: «Участока каяс умӗн эпӗ Иеговӑна тӗрӗс шухӑш-кӑмӑллӑ пулма пулӑшсам тесе кӗлтӑватӑп». Унсӑр пуҫне, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене тупас тесе эпир Турӑран ангелсене яма ыйтатпӑр (Матф. 10:11—13; Ӳлӗм. 14:6). 30 ҫул ытла пионер пулса ӗҫлекен Роберт ятлӑ арҫын тӑван ҫапла калать: «Ангелсемпе ҫума-ҫумӑн ӗҫлеме мӗн тери лайӑх, вӗсем ҫынсен пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртнине веҫех пӗлсе тӑраҫҫӗ вӗт». Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн ҫынсенче лайӑххине курма тӑрӑшмалла тата вӗсем Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫласса шанма пӑрахмалла мар. Карл ятлӑ старейшина, 50 ҫул каялла шыва кӗнӗскер, акӑ мӗн калать: «Эпӗ ҫынсен интересне кӑтартакан пӗчӗк паллӑсене те, сӑмахран, йӑл кулнине, ыррӑн пӑхнине е чӑнласах пӗлес шутпа панӑ ыйтӑва, асӑрхама тӑрӑшатӑп». Ҫапла, Павел пекех, эпир те «тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ» кӳрсе тӑма пултаратпӑр.
«АЛЛУНА КАНӐҪЛӐХ АН ПАР»
16, 17. а) Екклесиаст 11:6-мӗшӗнчи сӑмахсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? ӑ) Эпир ырӑ хыпар сарни таврари ҫынсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине кӑтартакан тӗслӗхе илсе парӑр.
16 Никам та итлемест пек туйӑнсан та, ырӑ хыпар сарса ҫӳрени таврари ҫынсем ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳме пултарасси ҫинчен нихӑҫан та манмалла мар. (Екклесиаст 11:6 вуласа пар.) Нумайӑшӗ пире итлемеҫҫӗ пулсан та, вӗсем пирӗн тирпейлӗ ҫи-пуҫа, хамӑра лайӑх тытнине тата ӑшшӑн йӑл кулнине асӑрхамасӑр юлмаҫҫӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем пирӗн пирки тӗрӗс мар шутланине ӑнланса илме пултараҫҫӗ. Статья пуҫламӑшӗнче асӑннӑ Серджопа Олинда тӗслӗхӗ ҫавна ҫирӗплетсе парать.
17 Серджо аса илет: «Чирлесе ӳксен эпир пӗр вӑхӑт хушши хула тӳремне ҫӳреймерӗмӗр. Унта каллех пырсан вара иртсе ҫӳрекен ҫынсем: „Ним те пулман-и? Эпир сире ҫухатрӑмӑр“,— тесе калатчӗҫ». Йӑл кулса Олинда ҫапла хушса калать: «Автобуссен водителӗсем пире ал сулатчӗҫ, хӑш-пӗрисем вара: „Маттурсем!“ — тесе кабинӑран кӑшкӑрса хӑваратчӗҫ. Вӗсем пирӗнтен журналсем те ыйтрӗҫ». Пӗр арҫын вара вӗсене питӗ тӗлӗнтернӗ. Вӑл ырӑ хыпар сармалли стенд патне пынӑ та Серджопа Олиндӑна ӗҫӗшӗн тав туса чечек ҫыххи парнеленӗ.
18. Мӗншӗн эсир «тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ» кӳме ҫирӗп шут тытнӑ?
18 Эппин, хамӑр алла канӑҫлӑх памасӑр Патшалӑхӑн вӑрлӑхне акатпӑр пулсан, эпир «пур халӑха та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен» пӗлтерес ӗҫре пысӑк пулӑшу паратпӑр (Матф. 24:14). Анчах та чи кирли вӑл — Иегова пире ырланине пӗлсе эпир питӗ савӑнатпӑр. «Тӳсӗмлӗ пулса ҫимӗҫ» кӳрекенсене пурне те Иегова хытӑ юратать.
a Иисус та хӑйне «тӑван ҫӗршывӗнче» ырӑ хыпар сарма йывӑр пулни пирки каланӑ. Ҫавӑн ҫинчен тӑватӑ Евангелире те ҫырнӑ (Матф. 13:57; Марк 6:4; Лука 4:24; Иоанн 4:44).
b Ҫак ытарӑшри иҫӗм ҫырли «турачӗсем» пӗлӗтре пурӑнма шанакан христиансене сӑнарласа параҫҫӗ пулин те, Туррӑн ӗҫлекенӗсем пурте ҫак ытарӑшран нумай вӗренме пултараҫҫӗ.
c Ҫак ытарӑшра каланӑ ҫимӗҫ шутне святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ те кӗрет пулин те, ку тата тепӗр статьяра «мухтав парни» пирки, урӑхла каласан, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен хыпар сарасси пирки, каланӑ (Гал. 5:22, 23; Евр. 13:15).
d Вӗренекенсене хатӗрлесси ҫинчен каланӑ чухне Иисус тырӑ акнипе тата вырнипе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсемпе усӑ курнӑ (Матф. 9:37; Иоанн 4:35—38).