Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w15 11/15 14—15 с.
  • Иеговӑна уҫӑ кӑмӑллӑхӗшӗн пархатарлӑ пулӑр

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иеговӑна уҫӑ кӑмӑллӑхӗшӗн пархатарлӑ пулӑр
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • УҪӐ КӐМӐЛЛӐХӐН ЧИ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХӖ
  • «Ӗҫӗ ку вара аслӑ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • «Уҫӑ кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
w15 11/15 14—15 с.
Хӗрарӑм банк картине терминала кӗртсе лартать

Иеговӑна уҫӑ кӑмӑллӑхӗшӗн пархатарлӑ пулӑр

ИЕГОВА — уҫӑ кӑмӑллӑ Турӑ (Иак. 1:17). Вӑл тунӑ пур япала та — ҫӑлтӑрлӑ тӳперен пуҫласа ҫӗр ҫинчи ӳсентӑран таранах — Пултараканӑн уҫӑ кӑмӑллӑхне мухтаса юрлать (Пс. 64:13, 14; 146:7, 8; 148:3, 4).

Псалом юрлакан хӑйне Пултаракана питӗ пархатарлӑ пулнӑран унӑн ӗҫӗсене мухтакан юрӑ хывнӑ. 103-мӗш Псалома вуланӑ май хӑвӑрӑн туйӑмсем ҫав псалома ҫыраканӑн туйӑмӗсем пек пулнипе пулманнине тӗрӗслесе пӑхӑр. Вӑл юрланӑ: «Ӗмӗрӗм тӑршшӗпех Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлам, хам пурӑннӑ чухне Туррӑма кӗвӗ каласа мухтам» (Пс. 103:33). Сирӗн те кӑмӑл ҫавнашкал-и?

УҪӐ КӐМӐЛЛӐХӐН ЧИ ЧАПЛӐ ТӖСЛӖХӖ

Иегова пире хӑйӗн пек уҫӑ кӑмӑллӑ пулччӑр тет. Мӗншӗн ҫавӑн пек пулма кирлине те вӑл ӑнлантарса парать. Павел апостол Турӑ пӗлтернипе ҫырнӑ сӑмахсене тимлӗр-ха: «Ку ӗмӗрти пуянсене ӳкӗтле: вӗсем ан мӑнаҫланччӑр, пӗтекен пуянлӑха ан шанччӑр, Чӗрӗ Турра шанччӑр — савӑнса пурӑнмалӑх Вӑл пире пурне те ытлӑ-ҫитлӗ парать. Эсӗ вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрент, вӗсенӗн пуянлӑхӗ ырӑ ӗҫсем пулччӑр; уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, яланах ыттисене пулӑшма хатӗр пулччӑр, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗмешкӗн хӑйсем валли ҫавӑн пек мул пухчӑр, ҫапла малашнехи валли ырӑ никӗс хуччӑр» (1 Тим. 6:17—19).

Павел апостол Коринфри пухӑва янӑ иккӗмӗш ҫырӑвӗнче ыттисене мӗн те пулин панӑ чухне ҫавна мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа тумаллине палӑртса ҫапла ҫырнӑ: «Кашниех хӗрхенмесӗр, хӑйӗн ирӗкӗпе, чунтан-кӑмӑлтан патӑр, мӗншӗн тесен Турӑ савӑнса паракана юратать» (2 Кор. 9:7, ҪХ). Унтан Павел ырӑ кӑмӑлпа пани мӗнле усӑ кӳни пирки каланӑ: илекеннисене вӗсене мӗн ҫитменнипе тивӗҫтернӗ, параканнисем нумай пиллӗх илнӗ (2 Кор. 9:11—14).

Павел хӑйӗн ҫырӑвӗн ҫак пайне ҫакӑн пек сӑмахсемпе вӗҫленӗ: «Тавах Турра калама ҫук пысӑк ырӑлӑх панӑшӑн!» (2 Кор. 9:15.) Турӑ ҫынсене панӑ чи хаклӑ парне вӑл — Иисус Христос урлӑ кӑтартнӑ ырӑлӑх. Чӑнах та, ҫав парне питӗ паха пулнине сӑмахпа та каласа пама май ҫук.

Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пирӗншӗн мӗн тунӑ тата пуласлӑхра мӗн тӑвӗҫ, ҫавсемшӗн пархатарлӑ пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Ҫавна тумалли майсенчен пӗри — уҫӑ кӑмӑллӑ пуласси. Сӑмахран, Турра пуҫҫапнипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума пулӑшас тесе эпир хамӑр вӑхӑта, вӑя тата пурлӑха — мӗн чухлӗ пама пултарнине пӑхмасӑрах — шеллесе тӑмастпӑр (1 Ҫулс. 22:14; 29:3—5; Лука 21:1—4).

Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума пулӑшмалли майсем

Павел апостол вӑхӑтӗнчи пекех, хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хӑйсен бюджетӗнчен укҫа «уйӑрса хураҫҫӗ», ӑна вара пухура «Патшалӑх ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе туса тӑма панӑ укҫа (Матфей 24:14)» текен ещӗке яраҫҫӗ (1 Кор. 16:2). Ҫак укҫа-тенке пухусем кашни уйӑхра Иегова Свидетелӗсен ҫав вырӑнти филиалне ярса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эсир хӑвӑр ирӗкӳпе панӑ укҫана хӑвӑр ҫӗршыври филиала тӳррӗн ярса пама пултаратӑр. Сирӗн ҫӗршыври Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан тӗп юридически сӑпатӑн ятне пӗлес тесе филиалпа ҫыхӑнӑр. Адресне пирӗн сайтра тупма пулать. Эсир хӑвӑр ирӗкпе мӗн-мӗн пама пултарни ҫинчен аяларах каласа панӑ.

ХӐҪАН ФИЛИАЛПА СӲТСЕ ЯВМА КИРЛӖ МАР

  • Хӑвӑр ирӗкпе парас укҫа-тенке банк урлӑ дебет е кредит карттисемпе усӑ курса ярса пани. Хӑш-пӗр филиалсенче ҫакна пирӗн сайт е ҫавӑн пек тӗллевпе йӗркеленӗ сайт урлӑ та тума пулать.

  • Алӑри укҫа-тенке ярса пани. Ҫакӑ хӑвӑр ирӗкпе ярса панӑ укҫа-тенкӗ пулнине ҫирӗплетсе паракан кӗске ҫыру филиала ярса парӑр.

ХӐҪАН ФИЛИАЛПА СӲТСЕ ЯВМАЛЛА

Хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парса тӑнисӗр пуҫне Патшалӑх ӗҫне тума ытти майсемпе те пулӑшма пулать. Вӗсем ҫинчен ҫак рамкӑра каласа панӑ. Вӗсенчен пӗринпе те пулин усӑ курасшӑн пулсан, хӑш майпа усӑ курмаллине пӗлес тесе чи малтан хӑвӑр ҫӗршыври филиалпа ҫыхӑнӑр. Тӗрлӗ ҫӗрте законсем тӗрлӗрен пулнӑран хӑвӑршӑн чи лайӑх мая суйласа илес тесе опытлӑ юристпа тата налог тӗлӗшпе канаш параканпа калаҫса пӑхӑр.

Страхлав тӳлевӗсем. Пурнӑҫа е пенсие страхлани пирки тунӑ договорта укҫа-тенкӗ Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата тӑрса юлать тесе палӑртма пулать.

Банка хывнӑ укҫа-тенкӗ. Банк йышӑннӑ йӗрке тӑрӑх, унта хунӑ укҫа-тенке, перекет сертификачӗсене тата пенси илме хунӑ укҫана Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата халалласа хӑварма пулать.

Акцисемпе хаклӑ хутсем. Акцисемпе хаклӑ хутсене Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата парнелеме е халалласа хӑварма пулать.

Куҫман пурлӑх. Сутма юрӑхлӑ куҫман пурлӑха (ҫурт-йӗре е ҫӗр лаптӑкне) Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата парнелеме е халалласа хӑварма пулать.

Халал тата шану хучӗ. Пурлӑха е укҫа-тенке Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата халалласа хӑварма пулать. Ҫавӑн пекех договор тӑрӑх ҫав сӑпата пурлӑхпа усӑ куракан тума пулать. Ҫакӑн пек договор туни налог тӳлес енӗпе ҫӑмӑллӑхсем пама пултарать.

Укҫа-тенке хамӑр ирӗкпе парас тесен ҫак статьяра асӑннӑ майсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен маларах шухӑшласа хумалла. Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе тӑвакан ӗҫе укҫа-тенкӗпе пулӑшас текенсем валли «Патшалӑх ӗҫӗ валли укҫа-тенке хамӑр ирӗкпе пама планлани» ятлӑ брошюрӑна акӑлчан тата испан чӗлхипе кӑларнӑ (Charitable Planning to Benefit Kingdom Service Worldwide). Ҫак брошюрӑра хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ мӗнле майсемпе пама пултарни, ҫав шутрах халал хутне мӗнле ҫырмалли ҫинчен те каласа панӑ. Сирӗн ҫӗршыври налог законӗсене е ытти законсене пула эсир брошюрӑра каланӑ майсемпе пуринпе те усӑ курма пултараймӑр тен. Ҫавӑнпа та брошюрӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн юристпа тата налог тӗлӗшпе канаш параканпа калаҫса пӑхӑр. Ҫав брошюрӑра каланӑ майсене пула нумайӑшӗ налог тӳлес енчен чи лайӑх меслетсемпе усӑ курса пирӗн тӗн тата ыр кӑмӑллӑх ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе пулӑшса тӑрать. Сирӗн ҫӗршывра та ҫак брошюра пур пулсан, ӑна эсир хӑвӑр вырӑнти Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗнчи секретарьтен ыйтма пултаратӑр.

Ҫакӑн ҫинчен нумайрах пӗлес тесе эсир филиалпа ҫыхӑнма пултаратӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр