Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w16 ноябрь 19—20 с.
  • «Ӗҫӗ ку вара аслӑ»

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • «Ӗҫӗ ку вара аслӑ»
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • Ҫавнашкал материал
  • Иеговӑна уҫӑ кӑмӑллӑхӗшӗн пархатарлӑ пулӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2015)
  • «Уҫӑ кӑмӑлли пиллӗхлӗ пулӗ»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2017
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
w16 ноябрь 19—20 с.
Давид патша арҫынна чертежсем кӑтартать, арҫын тӑван чертеж ҫине пӑхса тӑрать

«Ӗҫӗ ку вара аслӑ»

ДАВИД патша пуҫлӑхсене, хӑй таврашӗнчи ҫынсене тата паттӑр арҫынсене пухать. Вӗсем пурте патша темӗнле питӗ кирлӗ пӗлтерӳ тӑвасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑраҫҫӗ. Иегова Давидӑн ывӑлне, Соломона, чӑн Турра пуҫҫапмашкӑн питӗ чаплӑ храм туса лартма хушнӑ. Израилӗн ватӑлнӑ патшине, Давида, Турӑ чертежсем панӑ, лешӗ вара вӗсене Соломона тыттарнӑ. «Ӗҫӗ ку вара аслӑ: Ҫурчӗ этем валли мар-ҫке, Ҫӳлхуҫа Турӑ валли»,— тет Давид (1 Ҫулс. 28:1, 2, 6, 11, 12; 29:1).

Ун хыҫҫӑн Давид ыйтать: «Камӑн та пулсан Ҫӳлхуҫана парне кӳме кӑмӑл пур-и?» (1 Ҫулс. 29:5.) Эсир ҫак сӑмахсене илтсен мӗн тунӑ пулӑттӑр? Ҫак пысӑк проекта пурнӑҫлама пулӑшӑттӑрччӗ-и? Израиль ҫыннисем тӳрех парнесем пама пуҫланӑ. «Халӑх ҫав тери савӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн... Ҫӳлхуҫана пӗтӗм чӗререн парне кӳнӗ» (1 Ҫулс. 29:9).

Ҫӗршер ҫул иртсен Иегова Соломон туса лартнӑ храмран чылай ирттерекен храм туса лартнӑ. Ҫав питӗ чаплӑ сӑнарлӑ храм — Иегова хунӑ йӗрке, ҫак йӗрке ҫынсене Иисус Христосӑн каҫарттаракан парнине пула Турӑ патне ҫывхарма пулӑшать (Евр. 9:11, 12). Иегова ҫынсене хӑйпе мирлешме мӗнле пулӑшать? Вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ урлӑ (Матф. 28:19, 20). Ҫак ӗҫе пула кашни ҫул миллионшар ҫын Библи вӗренет, пин-пин вӗренекен шыва кӗрет тата ҫӗр-ҫӗр пуху йӗркеленет.

Туррӑн ӗҫлекенӗсен шучӗ ӳссе пынине пула Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисене ытларах пичетлемелле, Патшалӑх залӗсем туса юсаса тӑмалла, ҫавӑн пекех конгрессем ирттерме ҫуртсем туянмалла е тара илмелле. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ — питӗ пысӑк та пиллӗх паракан ӗҫ пулнипе эсир килӗшетӗр пулӗ (Матф. 24:14).

Турра тата ҫывӑх ҫынна юратни, ҫавӑн пекех Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпар сарас ӗҫе вӑраха ямасӑр тума кирлине ӑнланни Туррӑн халӑхне харпӑр хӑй ирӗкӗпе укҫа-тенкӗ пама хавхалантарать. Эпир Иеговӑна хамӑр пурлӑхран парне парса хисеплеме питӗ хавас. Ҫавӑн пекех харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе чи пысӑк ӗҫе тума пирӗн организаци ӑслӑ-тӑнлӑ та перекетлӗ усӑ курни пире питӗ савӑнтарать! (Ытар. 3:9.)

ТУРӐ ПАТШАЛӐХӖН ӖҪНЕ ТУМА ПУЛӐШМАЛЛИ МАЙСЕМ

Хальхи вӑхӑтра нумайӑшӗ хӑйсен бюджетӗнчен укҫа «уйӑрса хураҫҫӗ», ӑна вара пухура «Патшалӑх ӗҫне пӗтӗм тӗнчипе туса тӑма панӑ укҫа» текен ещӗке яраҫҫӗ (1 Кор. 16:2). Ҫак укҫа-тенке пухусем кашни уйӑхра Иегова Свидетелӗсен ҫав вырӑнти филиалне ярса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех эсир хӑвӑр ирӗкӳпе панӑ укҫана хӑвӑр ҫӗршыври филиала тӳррӗн ярса пама пултаратӑр. Сирӗн ҫӗршыври Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан тӗп юридически сӑпатӑн ятне пӗлес тесе филиалпа ҫыхӑнӑр. Адресне пирӗн сайтра тупма пулать. Эсир хӑвӑр ирӗкпе мӗн-мӗн пама пултарни ҫинчен аяларах каласа панӑ.

ХӐҪАН ФИЛИАЛПА СӲТСЕ ЯВМАЛЛА МАР

  • Хӑвӑр ирӗкпе парас укҫа-тенке банк урлӑ дебет е кредит карттисемпе усӑ курса ярса пани. Хӑш-пӗр филиалсенче ҫакна пирӗн сайт е ҫавӑн пек тӗллевпе йӗркеленӗ сайт урлӑ та тума пулать.

  • Алӑри укҫа-тенке ярса пани. Ҫак укҫана хӑвӑр ирӗкпе ярса панине ҫирӗплетсе паракан кӗске ҫырӑва филиала ярса парӑр.

ХӐҪАН ФИЛИАЛПА СӲТСЕ ЯВМАЛЛА

Хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ парса тӑнисӗр пуҫне Патшалӑх ӗҫне тума ытти майсемпе те пулӑшма пулать. Вӗсем ҫинчен ҫак рамкӑра каласа панӑ. Ҫак майсенчен пӗринпе усӑ курасшӑн пулсан, хӑш майпа усӑ курмаллине пӗлес тесе чи малтан хӑвӑр ҫӗршыври филиалпа ҫыхӑнӑр. Тӗрлӗ ҫӗрте законсем тӗрлӗрен пулнӑран хӑвӑршӑн чи лайӑх мая суйласа илес тесе опытлӑ юристпа тата налог тӗлӗшпе канаш параканпа калаҫса пӑхӑр.

Страхлав тӳлевӗсем. Пурнӑҫа е пенсие страхлани пирки тунӑ договорта укҫа-тенкӗ Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата тӑрса юлать тесе палӑртма пулать.

Банка хывнӑ укҫа-тенкӗ. Банк йышӑннӑ йӗрке тӑрӑх, унта хунӑ укҫа-тенке, перекет сертификачӗсене тата пенси илме хунӑ укҫана Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата халалласа хӑварма пулать.

Акцисемпе хаклӑ хутсем. Акцисемпе хаклӑ хутсене Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата парнелеме е халалласа хӑварма пулать.

Куҫман пурлӑх. Сутма юрӑхлӑ куҫман пурлӑха (ҫурт-йӗре е ҫӗр лаптӑкне) Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата парнелеме е халалласа хӑварма пулать.

Халал тата шану хучӗ. Пурлӑха е укҫа-тенке Иегова Свидетелӗсем усӑ куракан юридически сӑпата халалласа хӑварма пулать. Ҫавӑн пекех договор тӑрӑх ҫав сӑпата пурлӑхпа усӑ куракан тума пулать. Ҫакӑн пек договор туни налог тӳлес енӗпе ҫӑмӑллӑхсем пама пултарать.

Укҫа-тенке хамӑр ирӗкпе парас тесен ҫак статьяра асӑннӑ майсемпе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен маларах шухӑшласа хумалла. Иегова Свидетелӗсем пӗтӗм тӗнчипе тӑвакан ӗҫе укҫа-тенкӗпе пулӑшас текенсем валли «Патшалӑх ӗҫӗ валли укҫа-тенке хамӑр ирӗкпе пама планлани» ятлӑ брошюрӑна акӑлчан тата испан чӗлхипе кӑларнӑ (Charitable Planning to Benefit Kingdom Service Worldwide). Ҫак брошюрӑра хамӑр ирӗкпе укҫа-тенкӗ мӗнле майсемпе пама пултарни, ҫав шутрах халал хутне мӗнле ҫырмалли ҫинчен те каласа панӑ. Сирӗн ҫӗршыври налог законӗсене е ытти законсене пула эсир брошюрӑра каланӑ майсемпе пуринпе те усӑ курма пултараймӑр тен. Ҫав брошюрӑра каланӑ майсене пула нумайӑшӗ налог тӳлес енчен чи лайӑх меслетсемпе усӑ курса пирӗн организацин ӗҫӗсене пӗтӗм тӗнчипе туса тӑма пулӑшма пултарать. Сирӗн ҫӗршывра та ҫак брошюра пур пулсан, ӑна эсир хӑвӑр вырӑнти Иегова Свидетелӗсен пухӑвӗнчи секретарьтен ыйтма пултаратӑр.

Ҫакӑн ҫинчен нумайрах пӗлес тесе эсир филиалпа ҫыхӑнма пултаратӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр