Чӑн-чӑн мул пухма тӑрӑшӑр
«Ку тӗнчери таса мар мулӑрпа усӑ курса та хӑвӑр валли тус-тӑвансем тупӑр» (ЛУКА 16:9, ҪХ).
ЮРӐСЕМ: 122, 129
1, 2. Мӗншӗн ку тӗнчере чухӑн ҫынсем яланах пулӗҫ?
ХАЛЬХИ вӑхӑтри экономика системи питӗ ултавлӑ тата никама та хӗрхенмест. Ҫамрӑксем час-часах ӗҫ тупаймаҫҫӗ. Нумайӑшӗ аталаннӑ ҫӗршывсене куҫса каяс тесе хӑйсен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ. Пур ҫӗрте те, пуян ҫӗршывсенче те, чухӑн ҫынсем нумай. Пуяннисем пуйса пыраҫҫӗ, чухӑннисем вара чухӑнлансах пыраҫҫӗ. Нумаях пулмасть хӑш-пӗрисем шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, пӗтӗм тӗнчери ҫынсен 1 проценчӗн пурлӑхӗ — чи пуяннисен пурлӑхӗ — ытти 99 процент ҫыннӑн пурлӑхӗпе пӗр танах. Ҫак цифрӑсене тӗрӗслеме питӗ йывӑр пулсан та, ҫакӑнпа пурте килӗшӗҫ: миллиардшар ҫын чухӑнлӑхра нушаланнӑ вӑхӑтра хӑш-пӗрисен укҫи-тенки хӑйсен темиҫе ӑрӑвне пурӑнмалӑх та ҫитет. Ҫакӑн пек хурлантаракан лару-тӑру ҫинчен Иисус та каланӑ. «Кӗлмӗҫсем сирӗн яланах пулӗҫ»,— тенӗ вӑл (Марк 14:7). Ҫакнашкал тӗрӗсмарлӑх мӗншӗн пулса иртет?
2 Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр те хальхи экономика системи улшӑнас ҫуккине Иисус ӑнланнӑ. Ӳлӗмхине 18:3-мӗшӗнчи «купсасемпе» сӑнласа панӑ ҫӑткӑн коммерци системи Сатанан тӗнчин пӗр пайӗ шутланать, тепӗр икӗ пайӗ вара — политика системи тата суя тӗн империйӗ. Туррӑн халӑхӗ политикӑпа суя тӗнрен уйрӑм тӑрать пулин те, Сатанан тӗнчинчи коммерци системипе пӗр хутшӑнмасӑр уйрӑм тӑма пултараймасть.
3. Эпир мӗнле ыйтусене сӳтсе явӑпӑр?
3 Христиансем коммерци ҫине хӑйсем мӗнле пӑхнине тӗрӗслесе пӑхас тесе ҫакӑн пек ыйтусем пама пултараҫҫӗ: Турра чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартас тесе эпӗ хамӑн пурлӑхпа мӗнле усӑ курма пултаратӑп? Коммерци системинчен май килнӗ таран аяккарах тӑрас тесен мӗн тума пулать? Туррӑн ӗҫлекенӗсем йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра та Турра шанса пурӑннине мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?
УЛТАВҪӐ УПРАВЛЯЮЩИ ҪИНЧЕН КАЛАКАН ЫТАРӐШ
4, 5. а) Иисус каласа панӑ ытарӑшри управляющи мӗнле лару-тӑрӑва лекнӗ? ӑ) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тума чӗнсе каланӑ?
4 Лука 16:1—9 вуласа пар. Кил-ҫурта пӑхса тӑнӑ ултавҫӑ ҫын ҫинчен калакан ытарӑшран эпир нумай вӗренме пултаратпӑр. Пурлӑха салатса пӗтеретӗн тесе хуҫа айӑпланӑ хыҫҫӑн управляющи хӑйне валли туссем тупса хунӑ, мӗншӗн тесен ӗҫрен кӑларса ярсан вӗсем ӑна пулӑшма пултарнӑ, ҫапла вӑл «тавҫӑруллӑ» пулнине кӑтартнӑa. Паллах, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене йывӑрлӑхсене татса парас тесе улталама вӗрентмен. Унашкаллисем пирки вӑл «ку ӗмӗрӗн ачисем» тенӗ. Ҫак ытарӑша каласа панипе вӑл питӗ кирлӗ шухӑша палӑртасшӑн пулнӑ.
5 Кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ управляющи пекех, христиансене те нумайӑшне ку тӗнчери ултавлӑ коммерци системипе ҫыхланмасӑр пурӑнмалӑх ӗҫлесе илме питӗ йывӑр пуласса Иисус пӗлнӗ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла чӗнсе каланӑ: «Ултавпа пухнӑ [«ку тӗнчери таса мар», ҪХ] мулӑрпа хӑвӑр валли туссем тупса хурӑр; хӑвӑр ҫука юлсан, сире вӗсем [Иегова тата Иисус] ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илччӗр». Эпир ҫак канашпа мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?
6. Коммерци системи Туррӑн шухӑшра та пулман тесе мӗншӗн калама пулать?
6 Иисус мул пирки «таса мар» тесе мӗншӗн каланине ӑнлантарса паман, анчах та Библирен ҫакна курма пулать: коммерци системи Туррӑн шухӑшӗнче те пулман. Эдем пахчинче Иегова Адампа Евӑна пурӑнма мӗн кирлине ытлашшипех панӑ (Пулт. 2:15, 16). Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем ҫине святой сывлӑш витӗм кӳме пуҫланӑ хыҫҫӑн вара «никам та хӑйӗн пӗр япалине те хамӑн темен: вӗсен мӗн пурри пӗрле пулнӑ» (Ап. ӗҫ. 4:32). Исаия пророк чаплӑ вӑхӑт ҫитесси пирки каласа хунӑ, ун чухне ҫынсем ҫӗр ӳстерсе панӑ апат-ҫимӗҫпе киленсе пурӑнӗҫ тенӗ (Ис. 25:6—9; 65:21, 22). Хальхи вӑхӑтра вара Иисусӑн вӗренекенӗсен «ку тӗнчери таса мар мулпа» усӑ курса хӑйсене пурӑнмалӑх ӗҫлесе илес тесен, ҫав вӑхӑтрах Турра юраса пурӑнас тесен «тавҫӑруллӑ» пулас пулать.
КУ ТӖНЧЕРИ ТАСА МАР МУЛПА ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ УСӐ КУРӐР
7. Лука 16:10—13 сӑвӑ йӗркисенче мӗнле канаш пур?
7 Лука 16:10—13 вуласа пар. Иисус каласа панӑ ытарӑшри управляющи хӑйне лайӑх пултӑр тесе туссем тупса хунӑ. Анчах та Иисус пӗлӗтри туссене тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа шырама хавхалантарнӑ. Ытарӑша каласа парсан вӑл ку тӗнчери таса мар мулпа усӑ курасси Турра шанчӑклӑ пулассипе мӗнле ҫыхӑнса тӑнине кӑтартнӑ. Иисус эпир ҫав мулпа тӗрӗс усӑ курма пултарни пирки палӑртса каласшӑн пулнӑ. Эпир ҫавна мӗнле тума пултаратпӑр?
8, 9. Турра чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартас тесе хӑш-пӗр христиансем ку тӗнчери таса мар мулпа мӗнле усӑ кураҫҫӗ?
8 Хамӑр пурлӑхпа усӑ курса Турра шанчӑклӑ пулнине кӑтартмалли пӗр май вӑл — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпар пӗлтерес ӗҫе, Матфей 24:14-мӗшӗнче Иисус каласа хунӑ ӗҫе, туса тӑма пулӑшас тесе укҫа-тенкӗ пани. Индире пурӑнакан пӗр хӗрачан пӗчӗк копилка пулнӑ, вӑл унта вак укҫасем ярсах тӑнӑ. Укҫа пухас тесе вӑл хӑйне валли теттесем те илтермен. Копилка тулса ҫитсен ҫав хӗрача укҫине ырӑ хыпар сарас ӗҫ валли панӑ. Индирех пурӑнакан пӗр арҫын тӑван вара кокос ӳстерет. Сахал мар кокосне вӑл малаялам чӗлхи ҫине куҫаракансен аякри офисне парнелет. Вӑл ҫапла шухӑшлать: офисра ӗҫлекенсем валли кокос ҫав-ҫавах илеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене кокос пани укҫа панинчен лайӑхрах. Ҫапла майпа пирӗн тӑван «тавҫӑруллӑ» пулнине кӑтартать. Грецири тӑвансем те Вефильте ӗҫлекенсем валли пӗрмаях олива ҫӑвне, сыр тата ытти апат-ҫимӗҫе парнелеҫҫӗ.
9 Шри-Ланкӑран урӑх ҫӗршыва куҫса кайнӑ арҫын тӑван хӑйӗн ҫуртне пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене тата конгрессене ирттерме парса хӑварнӑ, ҫавӑн пекех вӑл Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен тӑвансене унта пурӑнма ирӗк панӑ. Ҫакӑ пирӗн тӑвана тупӑш памасть пулин те, ҫапла майпа вӑл ҫав вырӑнти ҫити-ҫитми пурӑнакан хыпарҫӑсене питӗ пысӑк пулӑшу парать. Ырӑ хыпар сарма чарнӑ пӗр ҫӗршывра тӑвансем хӑйсен килӗсемпе Патшалӑх залӗсем пек усӑ курма ирӗк параҫҫӗ. Вара пионерсем тата сахал укҫаллӑ ытти хыпарҫӑсем пысӑк тӑкак курмасӑрах пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ирттерме пултараҫҫӗ.
10. Уҫӑ кӑмӑллӑ пулнипе эпир мӗнле пиллӗхсем илетпӗр?
10 Ҫак тӗслӗхсенчен Туррӑн ӗҫлекенӗсем «сахалли тӗлӗшӗнчен» те шанчӑклӑ пулни курӑнать: вӗсем хӑйсен пурлӑхӗпе ыттисене пулӑшас тесе усӑ кураҫҫӗ (Лука 16:10). Ҫапла тунӑ чухне Иеговӑн тусӗсем мӗн туяҫҫӗ? Вӗсем уҫӑ кӑмӑллӑ пулни чӑн-чӑн пуянлӑх пухма май панине ӑнланаҫҫӗ (Лука 16:11). Пӗр хӗрарӑм тӑван, Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑраканскер, хӑй мӗнле пиллӗхсем илни ҫинчен акӑ мӗн калать: «Нумай ҫул хушши эпӗ укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен уҫӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшатӑп. Эпӗ интереслӗ япалана асӑрхарӑм: Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫӗ валли мӗн чухлӗ нумайрах укҫа хураттӑм, ыттисемпе ҫавӑн чухлӗ тараватлӑрах пулса пыраттӑм. Халӗ мана ыттисене каҫарма, тӳсӗмлӗ пулма, ыттисен ҫитменлӗхӗсене асӑрхамасӑр хӑварма тата канашсене йышӑнма чылай ҫӑмӑлтарах». Уҫӑ кӑмӑллӑ пулни хӑйсене те усӑ панине нумайӑшӗсем хӑйсем ҫинчех туйса курнӑ (Пс. 111:5; Ытар. 22:9).
11. а) «Тавҫӑруллӑ» пулнине эпир тата мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Харпӑр хӑй ирӗкӗпе панӑ укҫа-тенкӗпе пурин те «пӗр тикӗс пултӑр» тесе мӗнле усӑ кураҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
11 Хамӑрӑн пурлӑхпа Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне тума ыттисене пулӑшас тесе усӑ курнипе те эпир «тавҫӑруллӑ» пулнине кӑтартатпӑр. Укҫа-тенкӗллӗ тӑвансем хӑйсен лару-тӑрӑвне пула Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме е хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗре куҫса кайма пултараймаҫҫӗ пулсан та, вӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума укҫа-тенкӗпе хаваспах пулӑшса тӑраҫҫӗ (Ытар. 19:17). Хамӑр кӑмӑлпа панӑ укҫапа эпир чухӑн ҫӗршывсенче ырӑ хыпар сарас ӗҫе тума пулӑшатпӑр, ҫав ҫӗршывсенче вара питӗ нумай ҫын чӑнлӑхпа интересленет. Унсӑр пуҫне, эпир укҫа-тенкӗпе пулӑшса тӑнипе ҫав ҫӗршывсенчи тӑвансем литература илсе тӑма пултараҫҫӗ. Унччен Конго, Мадагаскар, Руанда тата ытти ҫакӑн пек ҫӗршывсенче пурӑнакан тӑвансене Библи илме питӗ йывӑр пулнӑ, мӗншӗн тесен унӑн хакӗ пӗр эрне е уйӑх хушшинче ӗҫлесе илнӗ укҫапа танлашнӑ. Ҫав тӑвансем умӗнче ыйту тӑнӑ: ҫемьене тӑрантармалла-и е Библи илмелле? Халӗ вара ыттисем уҫӑ кӑмӑлпа укҫа-тенкӗ панине пула тата ҫав укҫа-тенкӗпе пурин те «пӗр тикӗс пултӑр» тесе усӑ курнине пула Иеговӑн организацийӗ Библие тӗрлӗ чӗлхе ҫине куҫарать, ҫавӑн пекех ҫемьере кашнин тата вӗренекенсен пурин те Библи пултӑр тесе тӑрӑшать. (2 Коринф 8:13—15 вуласа пар.) Ҫавна пула параканнисем те, илекеннисем те Иеговӑн тусӗсем пулса тӑма пултараҫҫӗ.
КУ ТӖНЧЕРИ КОММЕРЦИ СИСТЕМИНЧЕН МАЙ КИЛНӖ ТАРАН АЯККАРАХ ТӐМА ТӐРӐШӐР
12. Авраам Иеговӑна шаннине мӗнле кӑтартнӑ?
12 Эпир Туррӑн тусӗсем пуласшӑн пулсан, пирӗн ку тӗнчери коммерци системинчен май килнӗ таран аяккарах тӑма тӑрӑшмалла тата чӑн-чӑн мул пухма пӗтӗм вӑя хумалла. Ӗлӗк-авал Турра хытӑ ӗненнӗ Авраам Иегова мӗн каланине итленӗ те Ур ятлӑ пуян хуларан тухса кайса чатӑрсенче пурӑннӑ, ҫапла майпа вӑл Турӑпа хӑй хушшинчи туслӑха ҫирӗплетнӗ (Евр. 11:8—10). Авраам чӑн-чӑн мула Турӑ ҫеҫ пама пултарнине яланах асра тытнӑ, ҫавӑнпа пурлӑх пухас тесе тӑрӑшман, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӑл Иеговӑна шанма пӑрахнине пӗлтернӗ пулӗччӗ (Пулт. 14:22, 23). Иисус пӗр ҫамрӑк пуян ҫынна ҫакнашкал ӗненӗве аталантарма хавхалантарнӑ. «Пур тӗлӗшпе те сӑваплӑ пулассу килет пулсан, кай та пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар; вара санӑн пурлӑху тӳпере пулӗ; унтан кил те Ман хыҫҫӑн пыр»,— тенӗ вӑл ӑна (Матф. 19:21). Ҫав ҫамрӑк ҫын Авраам хытӑ ӗненнӗ пек ӗненмен, анчах та Иеговӑна пӗтӗмпех шанса пурӑнакансем те пулнӑ.
13. а) Тимофей патне Павел мӗн ҫырса янӑ? ӑ) Павелӑн сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнас тесен мӗн тумалла?
13 Тимофей та Турра хытӑ ӗненекен ҫын пулнӑ. Павел ун пирки «Иисус Христосӑн шанчӑклӑ ҫар ҫынни» тенӗ тата вӑл ун патне ҫапла ҫырнӑ: «Ҫар ҫынни, хӑйне ҫара чӗнсе илнӗскерне юрас тесессӗн, кулленхи ӗҫ-хӗлпе ҫыхланмасть» (2 Тим. 2:3, 4). Хальхи вӑхӑтра Иисусӑн вӗренекенӗсем, ҫав шутра Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен миллион-миллион ҫын, Павелӑн ҫав сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗн пурӑнас тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем ҫине реклама витӗм ан кӳтӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ тата ҫак тӗнче хӗснине хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Ҫав тӗлӗшрен вӗсене Библири пӗр принцип пулӑшать: «Парӑмлӑ ҫын кивҫен параканӑн чури пулса тӑрать» (Ытар. 22:7). Сатанан тӗллевӗ — пире ку тӗнчери коммерци системин чурисем туса хурасси. Вӑл пире пӗтӗм вӑя та, вӑхӑта та коммерци ҫине яртарасшӑн. Хӑшӗ-пӗрисем капӑр ҫурт е хаклӑ машина туянма, аслӑ пӗлӳ илме тата чаплӑ туй тума пысӑк кредит илеҫҫӗ. Эпир «тавҫӑруллӑ» пулса хамӑр пурнӑҫа ансатлатас тесе тата кивҫене каяс мар тесе тӑрӑшатпӑр (1 Тим. 6:10).
14. Пирӗн хӑш енчен ҫирӗп шутлӑ пулмалла? Тӗслӗх илсе парӑр.
14 Ансат пурнӑҫпа пурӑнас тесен, пурнӑҫра чи кирлине уйӑрса илме пӗлмелле. Пӗр упӑшкипе арӑмӗн пысӑк тупӑш паракан бизнес пулнӑ. Анчах та вӗсен каллех Турӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫлас килнӗ, ҫавӑнпа вӗсем бизнесне, яхтине тата ытти пурлӑхне сутса янӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫав мӑшӑр Уорвикри (Нью-Йорк штачӗ) тӗп управленин ҫурт-йӗрне тунӑ ҫӗре доброволецсем пулса ӗҫлеме кайнӑ. Вефильте хӑйсен хӗрӗпе тата кӗрӳшӗпе пӗрле, ҫавӑн пекех темиҫе эрне хушши упӑшкин ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Уорвикра ӗҫлеме май килни те вӗсемшӗн пысӑк пиллӗх пулнӑ. Акӑ тата пӗр тӗслӗх. Колорадӑра (АПШ) пионер пулса ӗҫлекен хӗрарӑм тӑван банкра тулли мар кун ӗҫлет. Вӑл мӗнле ӗҫлени начальниксене питӗ килӗшнӗ, вара вӗсем тӑвана кунӗпех ӗҫлеме килӗшсессӗн ӗҫ укҫине виҫ хут ытларах ӳстерсе паратпӑр тенӗ. Хӗрарӑм тӑван ҫав илӗртӳллӗ сӗнӗве йышӑнман, мӗншӗн тесен ун пек тусан вӑл Турӑ ӗҫне малти вырӑна лартма пултарайман пулӗччӗ. Ҫакӑ Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне пӗрремӗш вырӑна хурас тесе тем тума та хатӗррине кӑтартакан икӗ тӗслӗх кӑна.
«КУ ТӖНЧЕРИ ТАСА МАР МУЛ» ПӖТСЕ ҪИТСЕН
15. Мӗнле мула пухни пире чӑннипе телейлӗ тӑвать?
15 Ҫын ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнни Турӑ ӑна ырланине пӗлтермесен те пултарать. Иегова «ырӑ ӗҫсемпе» пуйса пыма тӑрӑшакансене пиллет. (1 Тимофей 6:17—19 вуласа пар.) Акӑ пӗр тӗслӗх. Албанире хыпарҫӑсем ҫитсех кайманнине пӗлсен Италире пурӑнакан Лючияb унта 1993 ҫулта куҫса кайнӑ. Унӑн перекетлесе хӑварнӑ укҫи те пулман, вӑл пӗтӗмпех Иеговӑна шанса тӑнӑ. Лючия албан чӗлхине вӗреннӗ, вара вӑл 60 ытла ҫынна хӑйсен пурнӑҫне Иеговӑна халаллама пулӑшнӑ. Паллах, христиансем нумайӑшӗ ырӑ хыпар сарнӑ вырӑнта ҫынсем чӑнлӑхпа интересленсех каймаҫҫӗ. Анчах та эпир ыттисене чӑнлӑх ҫулне тупма тата унпа пыма пулӑшас тесе мӗн туни пӗтӗмпех питӗ хаклӑ. Ҫапла майпа эпир нихӑҫан пӗтми чӑн-чӑн мула пухатпӑр (Матф. 6:20).
16. а) Хальхи коммерци системине мӗн кӗтет? ӑ) Пуласлӑхра мӗн пулассине пӗлни пурлӑхпа мӗнле усӑ курма хавхалантарать?
16 «Хӑвӑр ҫука юлсан» тенипе Иисус ку тӗнчери мул пӗтетех тесе каласшӑн пулнӑ (Лука 16:9). Экономика тата банксен кризисӗсем, ҫак юлашки кунсенче кулленхи япала пулса тӑнӑ. Вӗсене пуласлӑхра мӗн пулассипе танлаштарсан вӗсем ниме тӑман япала ҫеҫ. Сатанан системи пӗтӗмпех — политикӑпа коммерци системисем те, суя тӗн империйӗ те — тӗп пулӗҫ. Иезекиильпе Софония пророксем каланӑ тӑрӑх, коммерцире ӗмӗрсем хушши пысӑк вырӑн йышӑннӑ ылтӑн-кӗмӗлтен ним усси те пулмӗ (Иез. 7:19; Соф. 1:18). Хӑвӑрӑн пурнӑҫ вӗҫӗнче эсир чӑн-чӑн мула мар, «ку тӗнчери таса мар мула» нумай пухнине ӑнланса илсен хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Ӗмӗр тӑршшӗпе ҫине тӑрсах укҫа пуҫтарма тӑрӑшнӑ ҫын хӑй пухнӑ укҫи суя укҫа пулнине пурнӑҫ вӗҫӗнче пӗлсен хӑйне мӗнле туйӗччӗ-ши? Сирӗн туйӑмсем те ҫавнашкалах пулӗҫ, тен (Ытар. 18:11). Ҫапла, «ку тӗнчери таса мар мул» пӗтсе ҫитӗ, ҫавӑнпа ҫак мулпа усӑ курса пӗлӗтре туссем тупса хума тӑрӑшмалла. Иеговӑшӑн тата унӑн Патшалӑхӗшӗн эпир мӗн тӑватпӑр, ҫавӑ пӗтӗмпех пире чӑн-чӑн телей кӳрсе тӑрать.
17, 18. Туррӑн тусӗсене мӗн-мӗн кӗтет?
17 Турӑ Патшалӑхӗ килсен тара илнӗ килшӗн е ипотекӑшӑн тӳлемелле пулмӗ, пурин те апат-ҫимӗҫ тулӑх пулӗ тата тухтӑрсем патне те каймалла пулмасть. Туррӑн тусӗсем ҫӗр ӳстерсе панӑ чи лайӑх апат-ҫимӗҫпе киленсе пурӑнӗҫ. Ылтӑн, кӗмӗл тата хаклӑ йышши чулсем пуйма усӑ курмалли япаласем пулмӗҫ, вӗсемпе илемшӗн ҫеҫ усӑ курӗҫ. Хитре ҫуртсем туса лартмашкӑн пурне валли те йывӑҫран, чулран тата металран тунӑ чи паха материалсем пулӗҫ. Туссем пире пулӑшасса та мӗн те пулин илессишӗн мар, чун-чӗререн пулӑшӗҫ. Ҫӗр мӗн пани вара веҫех пурин те пӗр тан пулӗ.
18 Ҫак пиллӗхсем пӗлӗтре туссем тупса хума тӑрӑшакансене валли хатӗрлесе хунӑ пиллӗхсенчен пӗчӗк пайӗ кӑна-ха. Иисус ҫӗр ҫинчи Туррӑн ӗҫлекенӗсене ҫапла калӗ: «Эй Аттем пилленисем, килӗр, тӗнчене пултарнӑ чухнех сирӗн валли хатӗрлесе хунӑ Патшалӑха кӗрӗр» (Матф. 25:34). Ҫак сӑмахсене илтсе вӗсем мӗн тери савӑнӗҫ!
a Ҫав айӑпласа калани тӗрӗс-и е тӗрӗс мар пулнӑ-и, Иисус ун пирки ним те каламан. Лука 16:1-мӗшӗнчи «хыпар ҫитернӗ» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ управляющи пирки элеклесе каланӑ тенине те пӗлтерме пултарать. Иисус ҫав ҫынна ӗҫрен мӗншӗн кӑларса янине мар, вӑл кайран мӗн-мӗн тунине палӑртса калас тенӗ.
b Лючия Муссанетт биографине 2003 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» журналта пичетлесе кӑларнӑ, 18—22 страницӑсем.