87-МӖШ СЫПӐК
Пуласлӑх ҫинчен шухӑшлӑр — тавҫӑруллӑ пулӑр
КИЛ-ҪУРТ ПӐХАКАН ТӲРӖ МАР ҪЫН ҪИНЧЕН КАЛАКАН ТӖСЛӖХ
ПУЯНЛӐХУПА ХӐВӐР ВАЛЛИ ТУССЕМ ТУПӐР
Иисус ҫухалнӑ ывӑл ҫинчен каласа панӑ тӗслӗхе налук пухакансем, кӗнекеҫӗсем тата фарисейсем тин кӑна итлесе пӗтерчӗҫ. Вӗсен ҫавӑнтан ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнекенсене Турӑ каҫарма хатӗр пулнине ӑнланса илмелле пулнӑ (Лука 15:1—7, 11). Халӗ вара Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе калаҫма пуҫлать. Вӑл тепӗр тӗслӗх илсе парать. Унта пуян ҫын хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракан йӗркесӗр хӑтланнине пӗлни ҫинчен каланӑ.
Иисус каласа панӑ тӑрӑх, кил-ҫурт пӑхса тӑракана хуҫин пурлӑхӗпе тӗрӗс мар усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ. Ҫавӑнпа хуҫи ӑна кӑларса яратӑп тесе калать. «Мӗн тӑвас-ши? — шухӑшлать вӑл.— Хуҫа мана кил-ҫурт пӑхаканран кӑларать; ҫӗр ӗҫлеме пултараймастӑп, ыйткаласа ҫӳреме вӑтанатӑп». Малашне мӗн тумалли ҫинчен шутланӑ май вӑл ҫакӑн пек шухӑш патне ҫитет: «Кунтан кил-ҫурт пӑхаканран кӑларсан, мана ҫынсем хӑйсем патне илччӗр тесен, мӗн тумаллине пӗлетӗп эпӗ». Вӑл тӳрех парӑма кӗнӗ ҫынсене чӗнет те пӗринчен ыйтать: «Ман хуҫана санӑн мӗн чухлӗ памаллаччӗ-ха?» (Лука 16:3—5.)
Лешӗ ӑна: «Ҫӗр виҫе ҫу»,— тесе хуравлать. Ҫакӑ вӑл 2 200 литра яхӑн. Тен, вӑл ҫу йывӑҫӗ ӳсекен вӑрманӑн хуҫи е ҫу йывӑҫӗн ҫӑвне сутакан. Кил-ҫурт пӑхакан ӑна калать: «Парӑм хутне ил те, халех лар та „аллӑ“ [1 100 литр] тесе ҫырса хур» (Лука 16:6).
Кил-ҫурт пӑхакан тепринчен ыйтать: «Санӑн мӗн чухлӗ памалла?» Лешӗ хуравлать: «Ҫӗр виҫе тулӑ». Ҫакӑ 22 000 литра яхӑн. Кил-ҫурт пӑхакан ҫав парӑмлӑ ҫынна калать: «Парӑм хутне ил те „сакӑрвуннӑ“ тесе ҫырса хур». Урӑхла каласан, вӑл парӑма 20 процент таран чакарать (Лука 16:7).
Кил-ҫурт пӑхакан халӗ те хуҫин укҫи-тенкипе усӑ курать пулмалла, апла пулсан, вӑл хӑйӗн хуҫи кама кивҫен панӑ, ҫавсен парӑмӗсене чакарма пултарать. Ҫапла майпа кил-ҫурт пӑхакан хӑйне валли туссем тупать. Хӑйӗн ӗҫне ҫухатсан, вӑл ҫав ҫынсем пулӑшасса шанма пултарать.
Хуҫи мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлсен, ӑна кил-ҫурт пӑхакан ыйтӑва мӗнле татса пани тӗлӗнтерет. Хуҫин тӑкаксем тӳсме тивнӗ пулин те, вӑл кил-ҫурт пӑхакана — «ултавҫӑ ҫынна» — «тавҫӑруллӑ пулнӑшӑн» мухтаса илет. Унтан Иисус калать: «Ку ӗмӗрӗн ачисем хӑйсенӗн хушшинче ҫутӑ ачисенчен тавҫӑруллӑрах» (Лука 16:8).
Иисус кил-ҫурт пӑхакан ҫын усӑ курнӑ меслетсене ырлать тесе каласшӑн мар. Ҫавӑн пекех вӑл ӗҫ тӑвас тесе ултавлӑ тата чее майсемпе усӑ курма ӳкӗтлемест. Апла пулсан, мӗншӗн-ха вӑл ҫак тӗслӗхе каласа панӑ? Вӑл вӗренекенӗсене чӗнсе калать: «Ултавпа пухнӑ [«тӳрӗ мар», ҪТ] мулӑрпа хӑвӑр валли туссем тупса хурӑр; хӑвӑр ҫука юлсан [«вӑл пӗтсен», ҪТ], сире вӗсем ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта илччӗр» (Лука 16:9). Урӑхла каласан, малашне мӗн пулассине пӗлме тӑрӑшмалла тата тавҫӑруллӑ пулмалла. Туррӑн ӗҫлекенӗсен, «ҫутӑ ачисен», хӑйсен укҫи-тенкипе тӗрӗс, ӗмӗрлӗх пуласлӑха шута илсе, усӑ курмалла.
Иегова Турӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫеҫ кама та пулин ҫӳлти Патшалӑха йышӑнма е ҫав Патшалӑх тытса тӑракан ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма ирӗк пама пултараҫҫӗ. Пирӗн вӗсемпе хамӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетсех тӑмалла. Ҫак туслӑха эпир Турӑ хӑйӗн халӑхне шанса панӑ тивӗҫсене тунӑ чухне хамӑр пурлӑхпа усӑ курнипе ҫирӗплетме пултаратпӑр. Ылтӑн, кӗмӗл тата ытти пуянлӑх «пӗтсен», е хӑйӗн хакне ҫухатсан, пирӗн ӗмӗрлӗх пуласлӑх ҫав туслӑхран килӗ.
Ҫавӑн пекех Иисус кам хӑйӗн пуянлӑхӗпе е пурлӑхӗпе усӑ курас тӗлӗшрен шанчӑклӑ, ҫавӑ кирлӗреххипе усӑ курас тӗлӗшрен те шанчӑклӑ пулӗ тесе калать. Иисус ыйту парать: «Эсир ӗнтӗ ултавпа пухнӑ пуянлӑх тӗлӗшӗнчен те шанчӑклӑ пулмасан, чӑннине [сӑмахран, Турӑ хӑйӗн халӑхне паракан тивӗҫсене] сире кам шанса парӗ?» (Лука 16:11.)
Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫакна ӑнлантарса парасшӑн: вӗсене «ӗмӗр пурӑнмалли ҫурта» илччӗр тесен, вӗсенчен тата нумайрах ыйтӗҫ. Харӑсах Туррӑн чӑн ӗҫлекенӗ те, тӳрӗ мар мулӑн чури те пулса тӑма май ҫук. Иисус ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туса вӗҫлет: «Нимӗнле тарҫӑ та харӑсах икӗ хуҫана юраймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр» (Лука 16:9, 13, ҪХ).