Пӗр-пӗрне «ӗҫпе, чӑнлӑхпа юратар»
«Сӑмахпа е чӗлхепе анчах юратас мар, ӗҫпе, чӑнлӑхпа юратар» (1 ИОАНН 3:18).
ЮРӐСЕМ: 106, 100
1. Хӑш юрату ытти пур юратуран та ирттерет тата мӗншӗн ҫапла калама пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)
ТӲРӖЛӖХ принципӗсем ҫинче тытӑнса тӑракан юрату (ага́пе) вӑл — Турӑ панӑ парне. Иегова — юрату Ҫӑлкуҫӗ (1 Иоанн 4:7). Ага́пе юрату ытти пур юратуран та ирттерет. Ҫак юрату ыттисем патне чун туртӑннипе те, ӑшӑ туйӑмсемпе те палӑрса тӑма пултарать, анчах та пуринчен ытла вӑл ыттисене ырӑ кӑмӑлпа пулӑшнинчен, вӗсемшӗн тӑрӑшнинчен курӑнать. Пӗр справочникра каланӑ тӑрӑх, ага́пе юратӑва «ӗҫсенчен кӑна курма пулать» тата ҫак юратӑвах ыттисене ырӑ тума хавхалантарса тӑрать. Ҫак юратупа юратни нумай савӑнӑҫ кӳрет тата пурнӑҫа тӗллевлӗ тӑвать.
2, 3. Иегова ҫынсене чун-чӗререн юратнине мӗнле кӑтартнӑ?
2 Адампа Евӑна пултариччен чылай маларах Иегова ҫынсене юратнине кӑтартнӑ. Вӑл ҫынсене валли чаплӑ кил — Ҫӗр — туса панӑ. Вӗсен ҫак килте ҫити-ҫитми пурнӑҫпа мар, киленсе пурӑнмалла пулнӑ. Ҫакна Иегова хӑйӗншӗн мар, пире лайӑх пултӑр тесе тунӑ. Унсӑр пуҫне, вӑл ҫынсене райра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнма май панӑ.
3 Адампа Ева пӑлхав ҫӗкленӗ хыҫҫӑн Иегова ҫынсене чун-чӗререн юратнине тӗлӗнмелле майпа кӑтартнӑ. Ҫавӑншӑн хӑш-пӗр ҫынсем пархатарлӑ пуласси пирки вӑл иккӗленмен. Ҫавӑнпа вӗсене ҫылӑхпа вилӗм чуралӑхӗнчен тӳлесе илме шутласа хунӑ (Пулт. 3:15; 1 Иоанн 4:10). Ҫӑлакан килет тесе сӑмах парсанах Иеговӑшӑн тӳлесе илмелли парне тӳленӗ пекех шутланӑ. Тӑватӑ пине яхӑн ҫул иртсен Иегова ҫынсемшӗн пысӑк хак тӳленӗ — хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне панӑ (Иоанн 3:16). Иегова пире чун-чӗререн юратнӑшӑн эпир ҫав тери пархатарлӑ!
4. Ҫитменлӗхлӗ ҫынсем ыттисене чун-чӗререн юратма пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?
4 Иегова пире хӑй евӗрлӗ тунӑ, ҫавӑнпа эпир те ыттисене чун-чӗререн юратнине кӑтартма пултаратпӑр. Адампа Евӑран ҫылӑх куҫнӑ пирки ҫакна тума пире йывӑртарах, ҫав-ҫавах эпир ҫак пултарулӑха ҫухатман. Хӑйӗн мӗн пурринчен чи лайӑххине парнене парса Авель Турра чун-чӗререн юратнине кӑтартнӑ (Пулт. 4:3, 4). Ҫавнашкал юрату хавхалантарнипе Ной таврара пурӑнакан ҫынсене, вӗсем ӑна итлемен пулсан та, вун-вун ҫул хушши Туррӑн хыпарне пӗлтерме тӑрӑшнӑ (2 Петр 2:5). Авраам Иеговӑна пуринчен ытла юратнӑ: Турӑ унӑн ывӑлне, Исаака, парнене пама ыйтсан, вӑл ҫавна пурнӑҫлама хатӗр пулнӑ (Иак. 2:21). Эпир Турра шанчӑклӑ ҫав арҫынсенчен тӗслӗх илесшӗн тата йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ыттисене юратнине кӑтартасшӑн.
ЧӐН-ЧӐН ЮРАТУ ТАТА ЯЧӖШӖН ҪЕҪ ЮРАТНИ
5. Чӑн-чӑн юратӑва мӗнле кӑтартмалла?
5 Мӗн вӑл чӑн-чӑн юрату? Библире «сӑмахпа е чӗлхепе анчах юратас мар, ӗҫпе, чӑнлӑхпа юратар» тенӗ (1 Иоанн 3:18). Апла ыттисене юратнине сӑмахпа кӑтартмасан та юрать тесе калама пулать-и? Паллах, ҫук (1 Фес. 4:18). Анчах та «эпӗ сана юрататӑп» тени ҫеҫ ҫителӗксӗр, уйрӑмах пӗр-пӗр ӗҫпе пулӑшма пулать пулсан. Тӗслӗхрен, пухури тӑвансенчен хӑшӗ те пулин нуша курнӑ чухне ӑна ырӑ сӑмахсем каланипе ҫеҫ пулӑшаймӑн (Иак. 2:15, 16). Ҫавӑн пекех Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынсене юратни пире Турӑран вырмана ӗҫлекенсем ярсамччӗ тесе ыйтма ҫеҫ мар, хамӑра та ырӑ хыпар сарас ӗҫре пӗтӗм вӑя хума хавхалантарать (Матф. 9:38).
6, 7. а) Мӗн вӑл чӑн-чӑн юрату? ӑ) Ыттисене юратнӑ пек кӑтартнисен тӗслӗхӗсене илсе парӑр.
6 Иоанн апостол пирӗн пӗр-пӗрне «ӗҫпе, чӑнлӑхпа» юратмалла тесе ҫырнӑ. Апла пулсан пирӗн ыттисене юратанҫи кӑна пулмалла мар, мӗншӗн тесен ҫапла тусан пирӗн юрату пирки чӑн-чӑн юрату теме ҫук (Рим 12:9; 2 Кор. 6:6). Нивушлӗ вара юрату икӗпитлӗ пулма пултарать? Ҫук паллах. Ун пек юрату — юрату та мар, ниме тӑман япала ҫеҫ.
7 Юратанҫи тунисен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар. Эдем пахчинче Сатана Евӑшӑн тӑрӑшнӑ пек кӑтартнӑ, чӑннипе вара вӑл хӑйне икӗпитлӗн тытнӑ, хӑй пирки ҫеҫ шутланӑ (Пулт. 3:4, 5). Давид патшара ларнӑ чухне Ахитофел хӑйне унӑн ҫывӑх тусӗ пек тытнӑ, анчах та хӑйне валли усӑ илме май пуррине курсан вӑл патшана сутнӑ (2 Патш. 15:31). Чӑнлӑхран пӑрӑнса кайнӑ ҫынсем тата пухӑва уйӑрса яма тӑрӑшакан ытти ҫынсем те хӑйсене ҫавнашкалах тытаҫҫӗ. Вӗсем ыттисене юратнӑ пек кӑтартаҫҫӗ, чӑннипе вара «йӑпӑлтатса, ӑста калаҫса» хӑйсен каварлӑ шухӑшӗсене пытараҫҫӗ (Рим 16:17, 18).
8. Пирӗн хамӑра мӗнле ыйту памалла?
8 Ыттисене юратнӑ пек ҫеҫ туса кӑтартни вӑл киревсӗр япала, мӗншӗн тесен улталас шутпа ҫапла хӑтланаҫҫӗ. Ҫакӑн пек «юратупа» ҫынсене кӑна улталама пулать, Иеговӑна вара улталаймӑн. Иисус икӗпитлисене «хаяррӑн айӑплӗ» тенӗ Библире (Матф. 24:51). Паллах ӗнтӗ, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем нихӑҫан та юратанҫи туса хӑйсене икӗпитлӗ тытасшӑн мар. Ҫавӑнпа хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Эпӗ ыттисене чӑн-чӑн юратупа юрататӑп-и е юратанҫи ҫеҫ тӑватӑп?» Айтӑр чӑн-чӑн юратӑва эпир мӗнле тӑхӑр майпа кӑтартма пултарнине пӑхса тухар.
«ӖҪПЕ, ЧӐНЛӐХПА» ЮРАТНИНЕ МӖНЛЕ МАЙПА КӐТАРТМАЛЛА
9. Чӑн-чӑн юрату пире мӗн тума хавхалантарать?
9 Ыттисене ырӑ тӑвӑр, ҫавна никам та асӑрхамасть пулсан та. Пӗр-пӗр тӑвана пулӑшу кирлӗ пулсан эпир ӑна «вӑрттӑн», никама пӗлтермесӗр пулӑшма тӑрӑшатпӑр. (Матфей 6:1—4 вуласа пар.) Ананияпа Сапфира вара урӑхла тунӑ. Вӗсен хӑйсем парне панине ыттисене кӑтартас килнӗ тата парни ҫинчен ӳстерсе каланӑ. Икӗпитлӗн хӑтланнӑшӑн вӗсем хӑйсен пурнӑҫне ҫухатнӑ (Ап. ӗҫ. 5:1—10). Чӑн-чӑн юрату пире тӑвансемшӗн хатӗр пулсах, хамӑра чыс-хисеп тӑвасса кӗтмесӗр тӑрӑшма хавхалантарать. Сӑмахран, Ертсе пыракан совета публикацисене хатӗрлеме пулӑшакан тӑвансем хӑйсен ячӗсене пӗлтермеҫҫӗ, вӗсем чапшӑн ҫунмаҫҫӗ тата ыттисене хӑйсем мӗнле ӗҫ туни ҫинчен каламаҫҫӗ.
10. Ыттисене асла хурса хисепленине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?
10 Ыттисене асла хурса хисеплӗр. (Рим 12:10 вуласа пар.) Ыттисене асла хурса хисеплес тӗлӗшрен Иисус питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл тарҫӑ тӑвакан ӗҫе те тунӑ (Иоанн 13:3—5, 12—15). Иисус пек хамӑра кӗҫӗне хума вӗренес тесен пирӗн, тен, нумай вӑй хума тивӗ. Апостолсем те Иисус хӑш-пӗр ӗҫсене мӗншӗн тунине хӑйсем святой сывлӑш илнӗ хыҫҫӑн кӑна ӑнланнӑ (Иоанн 13:7). Ыттисене хисеплетпӗр пулсан, эпир хамӑр пирки аслӑ пӗлӳ илнӗрен, ытлӑ-ҫитлӗ пурӑннӑран е Иеговӑн организацийӗнче чыслӑ ӗҫсем туса тӑнӑран вӗсенчен лайӑхрах тесе шутламӑпӑр (Рим 12:3). Кам пирки те пулин ырласа калаҫҫӗ пулсан, эпир ҫав ҫыншӑн савӑнатпӑр, ҫапла мухтанине хамӑр та тивӗҫлӗ пек туятпӑр пулсан та, ӑна кӗвӗҫмӗпӗр.
11. Мӗншӗн ыттисене чун-чӗререн мухтамалла?
11 Тӑвансене чун-чӗререн мухтӑр. Пӗр-пӗрне мухтама пирӗн кашни майпа усӑ курмалла, мӗншӗн тесен Библире ҫакӑ тӗреклетет тенӗ (Эф. 4:29). Анчах та мухтасса пирӗн чӗререн мухтамалла. Ыттисемпе йӑпӑлтатса калаҫмалла мар тата кирлӗ чухне канаш пама хатӗр пулмалла (Ытар. 29:5). Ҫынна мухтанӑ хыҫҫӑн куҫ хыҫӗнче ун ҫинчен хурласа калаҫатпӑр пулсан, ҫакӑ икӗпитлӗн хӑтланни пулать. Павел апостол ун пек нихӑҫан та туман. Вӑл ыттисене мӗнле мухтанинчен вӗсене чӑннипе юратни курӑннӑ. Тӗслӗхрен, Павел Коринфри христиансем патне ҫырнӑ ҫырура вӗсене чун-чӗререн мухтанӑ (1 Кор. 11:2). Анчах та Коринфри христиансем тӗрӗс маррине те тунӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсене тӳррӗн, ҫав вӑхӑтрах ырӑ кӑмӑлпа тӳрлетнӗ (1 Кор. 11:20—22).
Ҫук пурнӑҫпа нушаланакан тӑвансене пулӑшса эпир вӗсене юратнине тата хамӑр уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартатпӑр (12 абзаца пӑхӑр.)
12. Чӑн-чӑн юрату ыттисене хапӑл тунипе мӗнле ҫыхӑнса тӑрать?
12 Ыттисене хапӑл туса йышӑнӑр. Иегова пире пухури тӑвансемпе тараватлӑ пулма хушать. (1 Иоанн 3:17 вуласа пар.) Анчах та ҫак лайӑх ене таса кӑмӑлтан кӑтартмалла, пирӗн пӗр эгоизмла шухӑш та пулмалла мар. Хамӑртан ҫапла ыйтма пулать: «Эпӗ ытларах кама хӑналатӑп: ҫывӑх туссемпе пухури хисеплӗ тӑвансене-и е хам пӗлсех кайман тата хама ырӑ туса тавӑрма пултарайман тӑвансене-и?» (Лука 14:12—14.) Е, калӑпӑр, пӗр-пӗр тӑван ӑссӑрла йышӑну туса йывӑрлӑха кӗрсе ӳксен эсир пулӑшма тӑхтаса тӑратӑр-и? Е сирӗн пата хӑнана килнӗ тӑван тав тумасӑрах тухса кайсан эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Ун пек чухне пирӗн Библири ҫак канаша асра тытмалла: «Пӗр ӳпкелемесӗр хапӑл пулӑр» (1 Петр 4:9). Ҫапла тусан эсир хӑвӑра телейлӗ туйма пултаратӑр, мӗншӗн тесен чӑн-чӑн телей ыттисене тӗрӗс шухӑш-кӑмӑлпа пулӑшнинчен килет (Ап. ӗҫ. 20:35).
13. а) Хӑҫан пирӗн уйрӑмах тӳсӗмлӗ пулмалла? ӑ) Вӑйсӑррисене мӗнле пулӑшма пулать?
13 Вӑйсӑррисене пулӑшӑр. Библире «вӑйсӑррисене пулӑшӑр, пур ҫыншӑн та вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр» тенӗ. Ҫак хушӑва тытса тӑнипе тӑманнинчен пирӗн юрату чӑн-чӑн юрату пулнипе пулманни курӑнать (1 Фес. 5:14). Ӗненӗвӗ хавшанӑ тӑвансенчен нумайӑшӗ вӑхӑт иртнӗҫемӗн каллех ҫирӗп ӗненме пуҫлаҫҫӗ, анчах та хӑш-пӗрисене малалла та тӳсӗмлӗн пулӑшса тӑмалла. Вӗсене Библири хавхалантаракан шухӑшсене каласа пама, ырӑ хыпар сарма чӗнме е вӗсемпе калаҫма вӑхӑт уйӑрса тимлӗн итлеме пулать. Унсӑр пуҫне, пирӗн тӑвансене «халсӑррисемпе» «хӑватлисем» ҫине пайламалла мар, мӗншӗн тесен кашниннех вӑйлӑ енсем те, хавшак енсем те пур. Павел апостол та хӑйӗн халсӑрлӑхсем пурри пирки каланӑ (2 Кор. 12:9, 10). Ҫавӑнпа пире пурсӑмӑра та тӑвансем тӗреклетни питӗ кирлӗ.
14. Тӑвансемпе хамӑр хушӑра мир пултӑр тесе мӗн тумалла?
14 Мир пултӑр тесе тӑрӑшӑр. Ыттисем пире тӗрӗс мар ӑнланнӑ пек туйӑнсан та е пире кӳрентерсен те эпир тӑвансемпе хамӑр хушӑра мир пултӑр тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшатпӑр. (Рим 12:17, 18 вуласа пар.) Эпир хамӑр кама та пулин кӳрентертӗмӗр пулсан пирӗн унран каҫару ыйтмалла, анчах та ҫакна ячӗшӗн ҫеҫ тумалла мар. Тӗслӗхрен, «ҫапла пулса тухнӑшӑн питӗ шел» теес вырӑнне хӑвӑрӑн айӑпа та йышӑнса «каҫарсам, кӳрентерес теменччӗ» тесе каласан лайӑхрах пулӗ. Килӗштерсе пурӑнмашкӑн уйрӑмах мӑшӑрсен тӑрӑшмалла. Упӑшкипе арӑмӗн ҫынсем умӗнче хӑйсене телейлӗ ҫемье пек кӑтартма, килте вара ним чӗнмесӗр ҫӳреме, пӗр-пӗрне хӗнеме е сӑмахпа хӑртма юрамасть.
15. Ыттисене чун-чӗререн каҫарнине мӗнле кӑтартма пулать?
15 Чун-чӗререн каҫарӑр. Пире кам та пулин кӳрентерсен эпир ӑна каҫаратпӑр, ӑшра тарӑхса ҫӳреместпӗр. «Пӗр-пӗрне юратса, килӗштерсе, пӗрлӗхе упраса пурӑнма» тӑрӑшатпӑр пулсан, пире кӳрентернине асӑрхаман тӑвансене те чун-чӗререн каҫарӑпӑр (Эф. 4:2, 3). Юрату «хӑйне усал тунине асра тытмасть», ҫавӑнпа чун-чӗререн каҫарас тесен пирӗн ыттисем пире мӗнле кӳрентерни ҫинчен шухӑшлама пӑрахмалла (1 Кор. 13:4, 5). Кӳренсе е ҫилленсе ҫӳресен эпир хамӑрпа тӑвансем хушшинчи хутшӑнусене те, Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене те ҫухатма пултаратпӑр (Матф. 6:14, 15). Ҫавӑн пекех пире кӳрентернӗ тӑваншӑн кӗлтӑватпӑр пулсан, ӑна чун-чӗререн каҫарнине кӑтартатпӑр (Лука 6:27, 28).
16. Сӑваплӑ ӗҫре пире тивӗҫлӗхсем парсан ҫакӑн ҫине мӗнле пӑхмалла?
16 Ытларах хӑвӑршӑн мар ыттисемшӗн тӑрӑшма хатӗр пулӑр. Сӑваплӑ ӗҫре пире тивӗҫлӗхсем парсан эпир ҫавӑн ҫине пухури тӑвансене усӑ тумалли тата вӗсене юратнине кӑтартмалли май ҫине пӑхнӑ пек пӑхатпӑр (1 Кор. 10:24). Сӑмахран, конгрессенче йӗрке пӑхса тӑракан тӑвансем зала ыттисенчен чылай малтан кӗреҫҫӗ. Анчах та ҫак тӑвансем ҫак майпа усӑ курса хӑйсене валли е хӑйсен ҫемйисем валли чи лайӑх вырӑнсене йышӑнса хумаҫҫӗ. Пачах урӑхла, вӗсем ҫав вырӑнсене час-часах ыттисем валли хӑвараҫҫӗ. Йӗрке пӑхса тӑракан тӑвансем хӑйсемшӗн тӑрӑшас вырӑнне ыттисемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем тӑвансене чун-чӗререн юратаҫҫӗ. Эпир вӗсенчен тӗслӗх илме пултаратпӑр-и?
17. Чӑн-чӑн юрату йывӑр ҫылӑх тунӑ тӑвана мӗн тума хавхалантарӗ?
17 Ҫылӑх тусан ӑна пытарса ан пурӑнӑр тата ҫылӑх тӑвасран пӑрӑнӑр. Хушӑран ҫылӑха кӗнӗ христиансем намӑс пулнипе е ыттисене кӳрентересрен хӑранипе ҫылӑхне пытарма хӑтланаҫҫӗ (Ытар. 28:13). Анчах та ҫавна юрату тесех калаймӑн, мӗншӗн тесен ҫакӑ ҫылӑха кӗнӗ тӑвана хӑйне те, ыттисене те сиен кӳрет. Ҫавна пула пуху Туррӑн святой сывлӑшӗсӗр тӑрса юлма тата тӑвансем хушшинчи мир арканма пултарать (Эф. 4:30). Чӑн-чӑн юрату йывӑр ҫылӑх тунӑ тӑвана старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма хавхалантарӗ (Иак. 5:14, 15).
18. Мӗншӗн чӑн-чӑн юрату ҫав тери кирлӗ?
18 Юрату мӗнпур лайӑх енрен те аслӑрах (1 Кор. 13:13). Ыттисене юратнине кӑтартатпӑр пулсан, эпир Христос хыҫҫӑн пынине тата Иегова пек, юрату Турри пек, пулма тӑрӑшнине кӑтартатпӑр (Эф. 5:1, 2). Павел ҫырнӑ: «Хамра юрату ҫук пулсассӑн, эпӗ — нимӗн те мар» (1 Кор. 13:2). Айтӑр ыттисене малалла та чӗлхепе кӑна мар, «ӗҫпе, чӑнлӑхпа» юратар!