24-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан шухӑшсене пӗтерӗр!
«Турӑ хӑвачӗпе эпир суя шухӑшсене пӗтеретпӗр, Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан кирек мӗнле мӑнаҫлӑха та ҫӗнтеретпӗр» (2 КОР. 10:4, 5).
124-МӖШ ЮРӐ Чунтан парӑнса пурӑнатпӑр
ҪАК СТАТЬЯРАa
1. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Павел апостол мӗн пирки асӑрхаттарнӑ?
ПӖРРЕМӖШ ӗмӗрти христиансене Павел апостол: «Ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр»,— тесе ҫырнӑ (Рим 12:2). Мӗншӗн хӑйсен пурнӑҫне Турра халалланӑ христиансене, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑвансене, вӑл ҫапла асӑрхаттарнӑ?
2, 3. Мӗнле майпа Сатана пире Иеговӑран пӑрса яма тӑрӑшать тата ӑс-тӑнра тарӑн тымар янӑ шухӑшсенчен эпир мӗнле хӑтӑлма пултаратпӑр?
2 Павел апостол тӑвансемшӗн пӑшӑрханнӑ, мӗншӗн тесен хӑш-пӗр христиансем ҫине Сатанан тӗнчинче анлӑ сарӑлнӑ шухӑшсемпе вӗрентӳсем витӗм кӳнӗ (Эф. 4:17—19). Ҫавӑн пекки пирӗнпе те пулса тухма пултарать. Ҫак тӗнченӗн пуҫлӑхӗ, Сатана, пире тӗрлӗ меслетпе Иеговӑран пӑрса яма тӑрӑшать. Сӑмахран, вӑл хамӑра хамӑр ытлашши юратнипе тата ыттисене хамӑр ҫине пӑхтарас килнипе усӑ курма пултарать. Хӑй енне ҫавӑрас тесе вӑл эпир мӗнле халӑхран пулнипе те, пире мӗнле пӑхса ӳстернипе те, эпир мӗнле пӗлӳ илнипе те усӑ курма пултарать.
3 Ӑс-тӑнра тарӑн тымар янӑ шухӑшсенчен хӑтӑлма пулать-и? Ҫакӑн пирки Павел мӗн ҫырнине асӑрхӑр-ха: «Турӑ хӑвачӗпе эпир суя шухӑшсене пӗтеретпӗр, Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан кирек мӗнле мӑнаҫлӑха та ҫӗнтеретпӗр, кирек мӗнле ӑслӑ ҫынна та [«шухӑша та», ҪТ] парӑнтарса Христоса итлекен тӑватпӑр» (2 Кор. 10:4, 5). Ҫапла, Иегова пулӑшнипе эпир кирек мӗнле тӗрӗс мар шухӑшран та хӑтӑлма пултаратпӑр. Эмел наркӑмӑша сиенсӗрлетме пултарнӑ пекех, Турӑ Сӑмахӗ те пире Сатанан тӗнчи витӗм кӳнине пула тарӑн тымар янӑ шухӑшсене пӗтерме пулӑшать.
«ХӐВӐР ӐСӐРА ҪӖНЕТСЕ УЛӐШӐНӐР»
4. Чӑнлӑха пӗлсен пирӗнтен нумайӑшӗ мӗнле улшӑнусем тунӑ?
4 Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха пӗлсен тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме шут тытсан хӑвӑр мӗнле улшӑнусем тунине аса илӗр-ха. Пирӗнтен нумайӑшӗ тӗрӗс мар ӗҫсене тума пӑрахнӑ (1 Кор. 6:9—11). Ҫакна тума пулӑшнӑшӑн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ.
5. Рим 12:2-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗнле икӗ япалана тумалла?
5 Анчах улшӑнусем тума пирӗн чарӑнмалла мар. Христианин пулса тӑрсан эпир пысӑк ҫылӑхсене тума пӑрахрӑмӑр, анчах пирӗн халӗ те ҫав ҫылӑхсем патне илсе пыма пултаракан кирек мӗнле ӗҫрен те пӑрӑнмалла. Ҫавна тума пире мӗн пулӑшӗ? Павел христиансене: «Ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр... хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр»,— тесе каланӑ (Рим 12:2). Апла пирӗн икӗ япалана тумалла. Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн «ку ӗмӗре кура» пурӑнмалла мар, урӑхла каласан, ку тӗнчене хамӑр ҫине витӗм кӳме памалла мар. Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн хамӑр ӑса ҫӗнетсе улшӑнмалла, урӑхла каласан, хамӑрӑн шухӑшсене улӑштармалла.
6. Матфей 12:43—45 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса хунӑ Иисусӑн сӑмахӗсенче мӗнле питӗ усӑллӑ шухӑш пур?
6 Улшӑнӑр тенӗ чухне Павел тулаш енчен ҫеҫ мар, пур тӗлӗшрен те улшӑнмалли пирки каланӑ. («Улшӑнӑр, улшӑннӑ пек курӑнса ан ҫӳрӗр» рамкӑна пӑхӑр.) Пирӗн хамӑрӑн ӑса ҫӗнетмелле — хамӑрӑн шухӑшсене, туйӑмсене тата кӑмӑл-туртӑма улӑштармалла. Ҫавӑнпа хамӑртан ҫапла ыйтмалла: «Эпӗ христианин пек курӑнма тӑрӑшатӑп ҫеҫ-и е чӑннипех хамӑн ӑс-тӑнра тата чӗрере улшӑнусем тӑватӑп-и?» Ҫак ыйту ҫине хуравлани питӗ кирлӗ. Пирӗн мӗн тумалли пирки Иисус Матфей 12:43—45 сӑвӑ йӗркисенче ӑнлантарса панӑ. (Вуласа парӑр.) Унӑн сӑмахӗсенче питӗ усӑллӑ шухӑш пур: тӗрӗс мар шухӑшсенчен хӑтӑлни кӑна ҫителӗксӗр, пушӑ тӑрса юлнӑ «ҫурта» Турра савӑнтаракан шухӑшсемпе тултармалла.
ҪӖНӖЛЛЕ ШУХӐШЛАМА ВӖРЕНӖР
7. Чӗрепе ӑс-тӑнра улшӑнусем мӗнле тума пулать?
7 Чӗрепе ӑс-тӑнра улшӑнусем тума пулать-и? Тума пулать. Турӑ Сӑмахӗнче: «Сирӗн чунӑрпа, ӑстӑнӑрпа ҫӗнелмеллеччӗ [«ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренсе пымаллаччӗ», ҪТ], сирӗн тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ ҫӗнӗ этем пулмаллаччӗ»,— тесе каланӑ (Эф. 4:23, 24). Паллах, ҫакӑн пек улшӑнусене тума ҫӑмӑлах мар. Тӗрӗс мар туйӑмсене тытса чарни тата япӑх ӗҫсене туманни ҫителӗксӗр. Пирӗн ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренмелле. Ҫавна тӑвас тесен пирӗн хамӑра мӗнле тытнине тата хамӑрӑн шухӑш-кӑмӑла улӑштармалла. Ҫакна вара пӗр вӗҫӗмех туса тӑмалла.
8, 9. Ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренмеллине пӗр арҫын тӑванпа мӗн пулса иртни мӗнле кӑтартса парать?
8 Пӗр арҫын тӑванпа мӗн пулса тухнине пӑхса тухар. Малтан вӑл хаяр ҫын пулнӑ. Эрех ӗҫме тата ҫапӑҫса ҫӳреме пӑрахнипе вӑл хӑй пурӑнакан ялта Иеговӑна мухтава кӑларнӑ. Анчах пӗррехинче каҫхине, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, пачах кӗтмен япала пулса иртнӗ. Унӑн ҫурчӗ патне пӗр ӳсӗр арҫын пынӑ, ҫав ҫын пирӗн тӑванпа ҫапӑҫасшӑн пулнӑ. Малтанах тӑван хӑйне алра тытнӑ. Анчах ҫав ӳсӗр ҫын Иеговӑн ятне хурлама пуҫласан, тӑван хӑйӗн ҫиллине тытса чарайман. Вӑл урама тухнӑ та ӑна хӗнесе тӑкнӑ. Мӗншӗн ҫапла пулса иртнӗ? Библи вӗренни пирӗн арҫын тӑвана ҫилле тытса чарма пулӑшнӑ пулсан та, вӑл ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренмен.
9 Ҫапах та пирӗн тӑван ал усман (Ытар. 24:16). Старейшинӑсем пулӑшнине пула вӑл тӗппипех улшӑннӑ, вӑхӑт иртсен хӑй те старейшина пулса тӑнӑ. Ҫав пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен каллех ҫавӑн евӗрлӗ лару-тӑру сиксе тухнӑ. Пӗр каҫ Патшалӑх залӗ умӗнче пӗр ӳсӗр арҫын тепӗр старейшинӑна хӗнесшӗн пулнӑ. Пирӗн арҫын тӑван мӗн тунӑ? Вӑл арҫынпа лӑпкӑн та йӑвашшӑн калаҫнӑ, ӑна лӑплантарса килне ӑсатса янӑ. Мӗншӗн ку хутӗнче пирӗн тӑван хӑйне урӑхла тытнӑ? Вӑл ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗреннӗ. Иегова пулӑшнипе вӑл ыттисемпе килӗштерсе пурӑнакан тата йӑваш ҫын пулса тӑнӑ.
10. Чӗрепе ӑс-тӑнра улшӑнусем тӑвас тесен мӗн тумалла?
10 Ҫакӑн пек улшӑнусем пӗр самантрах пулса иртмеҫҫӗ. Тен, вӗсене тума темиҫе ҫул кайӗ тата нумай вӑй хума тивӗ (2 Петр 1:5—7). Ҫакӑн пек улшӑнусем пулса иртчӗр тесе Иеговӑшӑн нумай ҫул хушши ӗҫлесе тӑни те ҫителӗксӗр. Пирӗн чӗрепе ӑс-тӑнра улшӑнусем тума тӑрӑшмалла. Ҫакна тума пире мӗн пулӑшма пултарнине айтӑр пӑхса тухар.
ҪӖНӖЛЛЕ ШУХӐШЛАМА МӖН ПУЛӐШӖ?
11. Кӗлтуни ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренме мӗнле пулӑшать?
11 Пӗрремӗшӗнчен, пирӗн кӗлтумалла. Ҫак тӗлӗшрен псалом юрлакан лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, вӑл: «Эй Турӑҫӑм, ман ӑшӑма таса чӗре туса хур, ӑшӑмри сывлӑша ҫӗнетсе ҫирӗп ту»,— тесе ҫырнӑ (Пс. 50:12). Пирӗн ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренме кирлине ӑнланмалла тата Иеговӑран пулӑшу ыйтмалла. Иегова пире улшӑнусем тума пулӑшассине эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр? Вӑл Иезекииль вӑхӑтӗнче пурӑннӑ кутӑн израильтянсене мӗн каланине аса илер: «Вӗсене пӗр пӗтӗм чӗре парӑп, вӗсен ӑшне ҫӗнӗ сывлӑш кӳртӗп... вӗсене чӗрӗ чӗре [урӑхла каласан, Турӑ мӗн каланине итлекен чӗре] парӑп» (Иез. 11:19). Иегова израильтянсене улшӑнма пулӑшасшӑн пулнӑ, вӑл пире те пулӑшасшӑн.
12, 13. а) Псалом 118:59-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн мӗн ҫинчен шухӑшламалла? ӑ) Пирӗн хамӑра мӗнле ыйтусем памалла?
12 Иккӗмӗшӗнчен, пирӗн шухӑшламалла. Кашни кун Библие тимлӗ вуланӑ чухне мӗнле шухӑшсемпе туйӑмсенчен хӑтӑлмалли ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт уйӑрмалла. (Псалом 118:59 вуласа парӑр; Евр. 4:12; Иак. 1:25.) Пирӗн ҫак тӗнчен витӗмне пула мӗнле те пулин кӑмӑл-туртӑм ҫуралман-и тесе хамӑра тӗрӗслесе пӑхмалла. Хамӑрӑн ҫитменлӗхсем пуррине пирӗн йышӑнмалла, унтан пӗтӗм вӑйран вӗсемпе кӗрешмелле.
13 Сӑмахран, эпир хамӑртан ыйтма пултаратпӑр: «Манӑн чӗрере кӑшт та пулин ӑмсанасси е мӑнкӑмӑллӑ пуласси пур-и? (1 Петр 2:1.) Эпӗ хам мӗнле халӑхран пулнипе, мӗнле пӗлӳ илнипе тата хамӑн пурлӑхпа мухтанмастӑп-и? (Ытар. 16:5.) Манӑн мӗн пурри ыттисен ҫук чухне эпӗ хам пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутламастӑп-и? Ҫынсене камне кура уйӑрмастӑп-и? (Иак. 2:2—4.) Сатанан тӗнчи сӗнекен япаласем мана илӗртмеҫҫӗ-и? (1 Иоанн 2:15—17.) Пусмӑрла ӗҫсемпе тата аскӑн ӗҫпе ҫыхӑннӑ вӑйӑ-кулӑсем мана килӗшеҫҫӗ-и? (Пс. 96:10; 100:3; Ам. 5:15)». Ҫак ыйтусен хуравӗсем сире хӑш енчен улшӑнусем тумаллине курма пулӑшӗҫ. Чӗрере тарӑн тымар янӑ шухӑшсене пӗтерсе пынипе эпир ҫӳлти Аттене савӑнтарӑпӑр (Пс. 18:15).
14. Мӗншӗн туссене тӗрӗс суйласа илмелле?
14 Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн туссене тӗрӗс суйласа илмелле. Ӑнланатпӑр-и е ҫук, эпир кампа хутшӑнатпӑр, ҫавсем пирӗн ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳреҫҫӗ (Ытар. 13:21). Ӗҫре е шкулта кампа хутшӑнатпӑр, ҫавсем пире хамӑр ӑс-тӑна Турра савӑнтаракан шухӑшсемпе тултарма пулӑшмаҫҫӗ пулӗ. Анчах христиансен тӗлпулӑвӗсенче эпир лайӑх туссене тупма пултаратпӑр. Унта пире «пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума» хавхалантараҫҫӗ (Евр. 10:24, 25).
«ҪИРӖП ӖНЕНӖР»
15, 16. Эпир мӗнле шухӑшлани ҫине Сатана епле витӗм кӳме тӑрӑшать?
15 Асра тытӑр: Сатана эпир мӗнле шухӑшлани ҫине витӗм кӳме тӑрӑшать. Турӑ Сӑмахӗ эпир мӗнле шухӑшлани ҫине витӗм ан кӳтӗр тесе Сатана тӗрлӗ вӗрентӳсемпе тата шухӑшсемпе усӑ курать.
16 Сатана Эдем садӗнче Евӑна панӑ ыйтӑва пире те парать теме пулать: «Турӑ чӑнах та... [ҫапла] тесе каларӗ-и?» (Пулт. 3:1.) Сатана тытса тӑракан тӗнчере эпир час-часах иккӗлентерсе яма пултаракан ыйтусене илтетпӗр, сӑмахран: «Турӑ чӑнах та арҫынпа арҫын тата хӗрарӑмпа хӗрарӑм мӑшӑрланнине ырламасть-и? Вӑл чӑнах та эсир Раштава тата ҫуралнӑ куна ан уявлаччӑр тет-и? Вӑл чӑнах та эсир юн ан яччӑр тет-и? Юратакан Турӑ чӑнах та сирӗнтен пухуран кӑларса янӑ хурӑнташсемпе тата туссемпе хутшӑнма пӑрахасса кӗтет-и?»
17. Кам та пулин хамӑр мӗне ӗненни пирки иккӗлентерекен ыйтусем парсан пирӗн мӗн тумалла тата, Колоссӑ 2:6, 7 сӑвӑ йӗркисем тӑрӑх, ҫакӑ мӗнле усӑ парать?
17 Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулмалла. Пӗлтерӗшлӗ ыйтусем ҫине хуравламастпӑр пулсан эпир хамӑр мӗне ӗненни тӗрӗс пулнипе пулманни пирки иккӗленме пуҫлатпӑр. Ҫак иккӗленӳсем вара пирӗн шухӑшсене пӑсма тата пирӗн ӗненӗве пӗтерме пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пекки ан пултӑр тесен пирӗн мӗн тумалла? Турӑ Сӑмахӗ пире «Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн» хамӑрӑн ӑса ҫӗнетсе улӑштарма хавхалантарать (Рим 12:2). Библие тата ӑна ӑнлантарса паракан публикацисене тӑтӑшах тӗпченине пула эпир унта мӗн ҫырни тӗрӗс пулнине пӗлсе пыратпӑр. Иеговӑн нормисем тӗрӗс пулни пирки те иккӗленмӗпӗр. Эпир тарӑн тымар янӑ йывӑҫ ҫирӗп тӑнӑ пекех ӗненӳре ҫирӗп те тӗреклӗ тӑрӑпӑр. (Колоссӑ 2:6, 7 вуласа парӑр.)
18. Сатанан тӗнчи витӗм кӳнине пула тарӑн тымар янӑ шухӑшсене пӗтерме мӗн пулӑшӗ?
18 Сирӗнсӗр пуҫне сирӗн ӗненӗве никам та ҫирӗп тума пултараймасть. Ҫавӑнпа малалла та ҫӗнӗлле шухӑшлама вӗренӗр. Тӑтӑшах кӗлтӑвӑр, Иеговӑран святой сывлӑш ыйтӑр. Тарӑн шухӑшлӑр, хӑвӑрӑн мӗнле шухӑш-кӑмӑл пулнине ӑнланма тӑрӑшӑр. Туссене тӗрӗс суйласа илӗр: кам сире хӑвӑрӑн шухӑшсене лайӑх енне улӑштарма пулӑшать, ҫавсемпе хутшӑнӑр. Вара эсир Сатанан тӗнчи витӗм кӳнине пула тарӑн тымар янӑ «суя шухӑшсене» пӗтерме тата «Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан кирек мӗнле мӑнаҫлӑха та» ҫӗнтерме пултаратӑр (2 Кор. 10:4, 5).
50-МӖШ ЮРӐ Хама Турра халалласа кӗлтуни
a Пире килӗшет-и, килӗшмест-и — пирӗн ҫине унччен мӗнле пурнӑҫпа пурӑнни, культура тата илнӗ пӗлӳсем витӗм кӳреҫҫӗ. Тен, пирӗн ӑс-тӑнра тӗрӗс мар шухӑшсем тарӑн тымар янӑ. Ҫак статьяра эпир вӗсенчен мӗнле хӑтӑлмаллине курӑпӑр.