Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w13 9/15 15—20 с.
  • Улшӑнса пыратӑр-и эсир?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Улшӑнса пыратӑр-и эсир?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • МӖНШӖН ПИРӖН УЛШӐНМАЛЛА?
  • ПИРӖН МӖНЛЕ УЛШӐНУСЕМ ТУМАЛЛА?
  • УЛШӐНУСЕМ МӖНЛЕ ПУЛСА ПЫРАҪҪӖ
  • Турӑ ҫинчен тӗрӗс вӗрентнине хирӗҫ пыракан шухӑшсене пӗтерӗр!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Иеговӑна Аслӑ Чӳлмекҫӗ вырӑнне хуратӑр-и эсир?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2016
  • «Хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр»
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Эсир мӗнле шухӑшлани ҫине кам витӗм кӳрет?
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2018
Ытларах пӗлӗр
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2013)
w13 9/15 15—20 с.

Улшӑнса пыратӑр-и эсир?

«Хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр» (РИМ 12:2).

ЭСИР ӐНЛАНТАРСА ПАМА ПУЛТАРАТӐР-И?

  • Мӗншӗн христиансен пурин те хӑйсен ӑшӗнче улшӑнусем пулса пынипе пыманнине тӗрӗслесех тӑмалла?

  • Кашни христианин ӑшӗнче мӗнле улшӑнусем пулса пымалла?

  • Кирлӗ улшӑнусем тӑвас тӗлӗшрен эпир мӗнле ӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр?

1, 2. Хамӑра мӗнле пӑхса ӳстерни тата эпир ӑҫта, камсем хушшинче пурӑнни пирӗн ҫине епле витӗм кӳрет?

ПИРЕ мӗнле пӑхса ӳстерни тата эпир ӑҫта, камсем хушшинче пурӑнни — урӑхла каласан, туссем, культура тата хамӑр таврари ҫынсем — пирӗн ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳреҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн эпир ӑна е кӑна ҫиме юрататпӑр, акӑ мӗншӗн пире кун пек е ун пек тӑхӑнма тата хамӑра апла е капла тытма килӗшет.

2 Анчах та мӗн ҫиессипе мӗн тӑхӑнса ҫӳрессинчен чылай кирлӗрех япаласем пур. Сӑмахран, пире мӗн ачаранах пӗр-пӗр япалана тӗрӗс те вырӑнлӑ тесе йышӑнма, теприне вара тӗрӗс мар та вырӑнсӑр тесе сирсе яма вӗрентнӗ. Анчах та мӗн тӗрӗссипе мӗн тӗрӗс марри тӗлӗшӗнчен ҫынсем тӗрлӗрен шухӑшлаҫҫӗ. Эпир мӗн суйласа илесси ҫине пирӗн совесть те витӗм кӳрет. Библи каланӑ тӑрӑх, час-часах «суя тӗнлӗ ҫынсем, чунӗ систернипех йӗркеллӗ ӗҫ [«саккун хушнӑ пек», ҪХ] тӑваҫҫӗ» (Рим 2:14). Анчах та пӗр-пӗр ыйту пирки Туррӑн саккунӗнче уҫҫӑн нимӗн те каламан пулсан, ҫакӑ пирӗн хамӑр ҫемьере тата хамӑр пурӑнакан вырӑнта йышӑннӑ йӗркесем тӑрӑх кӑна пурӑнмалла тенине пӗлтерет-и?

3. Мӗнле икӗ сӑлтава пула христиансем ҫак тӗнчере йышӑннӑ йӗркесем тӑрӑх кӑна пурӑнни ҫителӗклӗ мар тесе шутлаҫҫӗ?

3 Сахалтан та икӗ витӗмлӗ сӑлтава пула христиансем ҫавӑн пек шухӑшламаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, Библи пире ҫапла астутарать: «Ҫынна тӳрӗ пек туйӑнакан ҫулсем пур, анчах та вӗсенӗн вӗҫӗ — вилӗм ҫулӗ» (Ытар. 16:25). Ҫылӑхлӑ пулнӑран эпир хамӑр урасене тӗп-тӗрӗс ярса пусма пултараймастпӑр (Ытар. 28:26; Иер. 10:23). Иккӗмӗшӗнчен, Библи каланӑ тӑрӑх, Сатана — «ҫак тӗнченӗн турри». Вӑл вара ҫак тӗнчери нормӑсене тата йӑласене хӑйне кирлӗ пек йӗркелесе тӑрать (2 Кор. 4:4; 1 Иоанн 5:19). Ҫавӑнпа та эпир хамӑра Иегова пиллесе, ырласа тӑтӑр тетпӗр пулсан, пирӗн Рим 12:2-мӗшӗнче мӗн тума чӗнсе каланине тимлемелле. (Вуласа пар.)

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Рим 12:2-мӗшӗнче палӑртнӑ темиҫе кирлӗ шухӑша пирӗн уйрӑмах тимлемелле. Вӗсем ак ҫаксем: 1) Мӗншӗн пирӗн улшӑнмалла? 2) Пирӗн мӗнле улшӑнусем тумалла? тата 3) Мӗнле эпир улшӑнма пултаратпӑр? Ҫак ыйтусене айтӑр пӑхса тухар.

МӖНШӖН ПИРӖН УЛШӐНМАЛЛА?

5. Рим 12:2-мӗшӗнчи канаша Павел камсем патне ҫырнӑ?

5 Павел апостол Рим ҫыннисем патне янӑ ҫырӑва Турра ӗненменнисем е Римра пурӑнакан пур ҫын патне те мар, хӑйӗн пекех святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем патне ҫырнӑ (Рим 1:7). Вӑл вӗсене улшӑнма тата «[«урӑх», ҪТ] ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр» тесе ӳкӗтленӗ. Римри христиансемшӗн вӑл вӑхӑтра, пирӗн эрӑри 56-мӗш ҫулта пулас, «ку ӗмӗр» шутне Рим империйӗнче анлӑ сарӑлнӑ йӗркесем, йӑласем, ҫынсем хӑйсене мӗнле тытни тата вӗсем мӗн тӑхӑнса ҫӳрени кӗнӗ. Павел усӑ курнӑ «урӑх» сӑмах хӑш-пӗр христиансем хӑйсене Рим ҫыннисем пек тытма тата шухӑшлама пӑрахманнине кӑтартса парать. Ҫакӑ вӑл мӗнле йышши витӗм пулнӑ?

6, 7. Павел пурӑннӑ вӑхӑтра мӗншӗн Римра христианин пулма йывӑр пулнӑ?

6 Хальхи вӑхӑтра Рима килекен туристсем ҫав храмсен, тупӑклӑхсен, палӑксен, аренӑсен, театрсен тата ҫавнашкал ытти ҫуртсен ишӗлчӗкӗсене кураҫҫӗ. Ҫав хӑш-пӗр ҫурт-йӗре пӗрремӗш ӗмӗрте туса лартнӑ пулнӑ. Ҫав ҫурт-йӗрсем пире авалхи Римра ҫынсем мӗнле пурӑннипе мӗне пуҫҫапнине нумайрах пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне истори кӗнекисенче эпир гладиаторсен ҫапӑҫӑвӗсем, лаша кӳлнӗ урапасемпе ӑмӑртни тата тӗрлӗ темӑна, ҫав шутрах ирсӗр темӑсене те уҫса паракан театрпа музыка представленисем ҫинчен вулама пултаратпӑр. Ҫавӑн пекех Рим пуян хула пулнӑ, ҫавӑнпа та унта укҫа тума нумай май пулнӑ (Рим 6:21; 1 Петр 4:3, 4).

7 Римлянсен нумай храм пулнӑ, вӗсенче вӗсем нумай турра пуҫҫапнӑ, анчах та вӗсен хӑйсем пуҫҫапакан турӑсемпе чӑн-чӑн тата ҫывӑх хутшӑнусем аталантарас йӑла пулман. Тӗн вӗсемшӗн, тӗпрен илсен, ача ҫуралнипе, мӑшӑрланнипе тата вилене пытарнипе ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркесене тытса тӑрасси пулнӑ. Ҫав йӑла-йӗркесем вара кулленхи пурнӑҫӑн пайӗ пулнӑ. Ҫаксем пурте Римри христиансем умне нумай йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ пулас. Вӗсенчен нумайӑшӗ суя турӑсене пуҫҫапса ӳснӗ, ҫавӑнпа чӑн христиансем пулса тӑрас тесен вӗсен улшӑнусем тумалла пулнӑ. Ҫавнашкал улшӑнусем тӑвасси вара шыва кӗнӗ кунпа вӗҫленмен.

8. Мӗншӗн хальхи тӗнче христиансемшӗн хӑрушӑ вырӑн?

8 Рим империйӗ пекех, хальхи тӗнче те хӑйсене Турра халалланӑ христиансемшӗн хӑрушӑ вырӑн. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен тӗнче сывлӑшӗ пур ҫӗрте те. (Эфес 2:2, 3; 1 Иоанн 2:16 вуласа пар.) Ҫак тӗнче хӑйӗн илӗртмӗшӗсемпе, шухӑшӗсемпе, йӑли-йӗркисемпе тата хӑйӗншӗн хаклӑ шутланакан япаласемпе усӑ курса пирӗн ҫине витӗм кӳресшӗн, ҫавӑнпа та пирӗн ҫак тӗнчен пайӗ пулса тӑрас хӑрушлӑх яланах пур. Эппин, Турӑ хавхалантарнипе «ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр... улӑшӑнӑр» тесе чӗнсе каланине тимлеме пирӗн витӗмлӗ сӑлтав пур. Пирӗн мӗн тумалла?

ПИРӖН МӖНЛЕ УЛШӐНУСЕМ ТУМАЛЛА?

9. Шыва кӗме юрӑхлӑ пулас тесе нумайӑшӗ мӗнле улшӑнусем тунӑ?

9 Ҫын Библи вӗреннӗ тата мӗн вӗреннине пурнӑҫра тытса тӑнӑ май Иеговӑпа ҫывӑхланса пыма пуҫлать. Вӑл суя тӗне хӑварать те пурнӑҫӗнче улшӑнусем тӑвать. Вӑл ҫӗнӗ этем пулас тата Христосӑнни пек лайӑх енсене аталантарас тесе вӑй хурать (Эф. 4:22—24). Кашни ҫул ҫӗршер пин ҫын ҫавӑн пек ҫитӗнӳсем тунине, вара вӗсем хӑйсене Иегова Турра халалласа шыва кӗнине курса эпир питӗ савӑнатпӑр. Ҫакӑ, паллах, Иеговӑн чӗрине те савӑнтарать (Ытар. 27:11). Анчах та ҫакӑн пек улшӑнусем туни ҫителӗклӗ-и?

10. Улшӑнусем тӑвасси лайӑхланса пырассинчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑрать?

10 Тӗрӗссипе каласан, улшӑнусем тӑвасси вӑл лайӑхланса пырасси кӑна мар. Сӑмахран, пӗр-пӗр тавар ҫине «лайӑхлатнӑ» тесе ҫырса хума пултараҫҫӗ, анчах та чӑннипе вӑл ҫав таварах. Тен, ун ӑшне пӗр ингредиент ҫеҫ хушнӑ тата упаковкине кӑшт хитререх тунӑ. Библие ӑнлантарса паракан словарь каланӑ тӑрӑх, Рим 12:2-мӗшӗнчи «улӑшӑнӑр» сӑмах святой сывлӑш хӑвачӗ урлӑ хамӑр шухӑша ҫӗнетмелле е улӑштармалла тенине пӗлтерет. Апла пулсан, христианинӑн тума кирлӗ улшӑнусем вӗсем — сиенлӗ йӑласенчен хӑтӑласси, ирсӗр сӑмахсем калама тата аскӑн ӗҫ тума пӑрахасси ҫеҫ мар. Хӑш-пӗр ҫынсем Библирен пӗлӳ илмесӗрех ҫав ӗҫсене тумасӑр пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Эппин, христиансен мӗнле улшӑнусем тумалла?

11. Павел калашле улшӑнусем мӗнле пулса пыраҫҫӗ?

11 «Хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр»,— тесе ҫырнӑ Павел. «Ӑс» тени вӑл шухӑшлама пултарнипе ҫыхӑннӑ. Анчах та Библире «ӑс» тени вӑл пире мӗн ҫинчен шухӑшлама килӗшнине те, эпир мӗнле шухӑшланине те, пӗр-пӗр ыйтӑва мӗнле сӳтсе явма пултарнине те пӗлтерет. Рим христианӗсем патне янӑ ҫырӑвӗнче кӑшт маларах Павел «пӑсӑк ӑслӑ» ҫынсем пирки каланӑ. Ҫавнашкал ҫынсен «тӗрлӗ тӗрӗсмарлӑх туллиех: вӗсем аскӑн, чее, мула юратаҫҫӗ, ҫынна кураймаҫҫӗ, ӑмсанаҫҫӗ, вӗлереҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, вӗсем ултавҫӑ» тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти ӗҫсене те тӑваҫҫӗ (Рим 1:28—31). Акӑ мӗншӗн Павел ҫавнашкал ҫынсем хушшинче пурӑнакан христиансене ӑсне ҫӗнетсе улшӑнма ӳкӗтленӗ.

12. Тӗпрен илсен, хальхи ҫынсем мӗн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ тата мӗншӗн христиансемшӗн ҫавӑн пек шухӑшсем хӑрушӑ?

12 Шел пулин те, пирӗн тавра нумай ҫын хӑйне Павел каланӑ пек тытать. Тен, вӗсем пӗр-пӗр йӗркене тата принципа тытса тӑрасси пирки кивӗлле пурӑнни теҫҫӗ, никамӑн та ыттисене вӗсем тӑрӑх пурӑнма хистемелле мар тесе шутлаҫҫӗ. Учительсемпе ашшӗ-амӑшӗсенчен нумайӑшӗ ачасене мӗн тӑвас килнине тума ирӗк парать. Вӗсем мӗн ыррипе мӗн усаллине кашни хӑй пӗлнӗ пек уйӑрма пултарать тесе те вӗрентеҫҫӗ. Ҫавнашкал ҫынсем мӗн тӗрӗссипе мӗн тӗрӗс маррине пӗлме май ҫук тесе ӗненеҫҫӗ. Ҫитменнине тата Турра ӗненетӗп текенсем нумайӑшӗ хӑйсем пӗлнӗ пек тума вӗсен ирӗк пур теҫҫӗ, Турра тата унӑн ӳкӗчӗсене пӑхӑнса тӑмасан та пултаратпӑр тесе шутлаҫҫӗ (Пс. 13:1). Ҫакӑн пек шухӑшсем христиансемшӗн чӑн-чӑн хӑрушлӑх пулса тӑма пултараҫҫӗ. Асӑрхануллӑ пулмасан ҫын теократи йӗрки ҫине ҫавнашкалах пӑхма пуҫлама пултарать. Вӑл, тен, пухура хунӑ йӗркене тытса тӑрасшӑнах пулмӗ, ҫитменнине тата хӑйне мӗн килӗшменни пирки ӳпкелешме те пуҫлӗ. Е вӑл вӑйӑ-кулӑ, Интернет тата аслӑ пӗлӳ илесси пирки Библи тӑрӑх панӑ канашпа пӗтӗмпех килӗшесшӗн пулмӗ.

13. Эпир чӑннипе шалтан мӗнлерех пулни ҫинчен пирӗн мӗншӗн хамӑра хамӑр улталамасӑр тӗрӗслемелле?

13 Ҫавӑнпа та урӑх «ку тӗнчене кура» пурӑнас мар тесен, урӑхла каласан, ҫак тӗнчене хамӑра йӗркелеме парас мар тесен, пирӗн хамӑр ӑшри тарӑн шухӑшсемпе туйӑмсене, тӗллевсене тата хамӑр мӗн хакланине хамӑра хамӑр улталамасӑр тӗрӗслесе пӑхмалла. Эпир шалтан мӗнлерех ҫынсем пулнине ыттисем пӗлмесен те пултараҫҫӗ тата вӗсем, тен, пирӗн пурте йӗркеллӗ тесе те калӗҫ. Библирен мӗн пӗлни пире шалтан улӑштарнипе улӑштарманнине тата ҫавнашкал улшӑнусем халӗ пулса пынипе пыманнине эпир кӑна пӗлетпӗр. (Иаков 1:23—25 вуласа пар.)

УЛШӐНУСЕМ МӖНЛЕ ПУЛСА ПЫРАҪҪӖ

14. Улшӑнусем тума кирлине курма пире мӗн пулӑшать?

14 Улшӑнусем тӑвас тесен пирӗн хамӑр чӗрере мӗн пуррине улӑштармалла, урӑхла каласан, пирӗн шалтан улшӑнса пымалла. Ҫав тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшма пултарать? Библи вӗренсе пынӑ май эпир Иеговӑна кӑмӑла каякан ҫын пулас тесен мӗн тумаллине пӗлсе пыратпӑр. Библире мӗн вулани ҫине эпир мӗнле пӑхни пире хамӑр чӗрере чӑннипе мӗн пуррине уҫса парать. Ҫакӑ вара пире «Туррӑн... пур тӗлӗшпе те паха... ирӗкне» туса тӑмашкӑн мӗнле улшӑнусем тума кирлине курма пулӑшать (Рим 12:2; Евр. 4:12).

15. Иегова пире калӑпланӑ чухне пирӗнпе мӗнле улшӑнусем пулса пыраҫҫӗ?

15 Исаия 64:8 вуласа пар. Исаия пророк усӑ курнӑ тӗслӗх пире питӗ кирлӗ япаласем ҫинчен вӗрентет. Иегова, Чӳлмекҫӗ, пире — тӑма — мӗнле калӑплать? Паллах ӗнтӗ, пире хитререх курӑнмалла тӑвас тесе вӑл пире тулашӗнчен улӑштармасть. Ун вырӑнне вӑл пире шалтан улӑштарать. Эпир ӑна хамӑра калӑплама ирӗк панӑ чухне хамӑра шалтан улӑштарма ирӗк паратпӑр, урӑхла каласан, вӑл пире хамӑр туйӑмсемпе шухӑшсене улӑштарма пулӑшать. Шӑпах ҫакӑ пире ҫак тӗнче витӗм кӳрсе тӑнипе кӗрешме кирлӗ те. Иегова пире мӗнле калӑплать?

16, 17. а) Чӳлмекҫӗ хитре савӑт тӑвас тесе тӑмпа мӗн туни ҫинчен каласа парӑр. ӑ) Турӑ Сӑмахӗ пире улшӑнма тата Иеговӑшӑн хаклӑ савӑт пулса тӑма мӗнле пулӑшать?

16 Пысӑк пахалӑхлӑ савӑт тӑвас тесен чӳлмекҫе паха сортлӑ тӑм кирлӗ. Унсӑр пуҫне унӑн тата икӗ япала тумалла. Малтан ҫӳп-ҫапран тасатас тесе тӑма ҫумалла. Унтан тӑма ҫителӗклӗ шывпа хутӑштармалла та ӑна формине тытса тӑракан пуличчен ҫӑрмалла.

17 Асӑрхӑр-ха, шывпа чӳлмекҫӗ тӑма ҫӳп-ҫапран кӑна мар тасатать, ҫавӑн пекех ӗҫлеме ҫӑмӑл пултӑр тесе тӑма кирлӗ чухлӗ ҫӑралатать. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑйне килӗшекен тӗрлӗ савӑт, чи черченкӗ савӑт та, тума пултарать. Шыв тӑма улӑштарнӑ пекех, Турӑ Сӑмахӗ те пире улӑштарать. Эпир Турӑ ҫинчен пӗлсе пынӑ май Библи пире ҫак тӗнче шухӑшланӑ пек шухӑшлама пӑрахма тата Турӑ пек шухӑшлама пуҫлама пулӑшать. Унтан Турӑ пире хӑй усӑ курма пултаракан хаклӑ савӑт туса хума пултарать (Эф. 5:25, 26). Пире кашни кун Библи вулама тата христиансен тӗлпулӑвӗсене, Турӑ Сӑмахне сӳтсе явакан вырӑнсене, пӗр сиктермесӗр ҫӳреме час-часах ӳкӗтлени ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха. Мӗншӗн пире ҫавна тума хавхалантараҫҫӗ? Мӗншӗн тесен ҫавна тунипе эпир Иеговӑна хамӑра калӑплама паратпӑр (Пс. 1:2; Ап. ӗҫ. 17:11; Евр. 10:24, 25).

18. а) Турӑ Сӑмахӗ пирӗн ҫине витӗм кӳтӗр тата пире улӑштартӑр тесен мӗншӗн шухӑшламалла? ӑ) Ҫавна тума пире мӗнле ыйтусем пулӑшӗҫ?

18 Турӑ Сӑмахӗ пирӗн ӑшра кирлӗ улшӑнусем тутӑр тесен Библие вуласа тӗпчени ҫителӗклӗ мар. Ҫынсем нумайӑшӗ вӑхӑтран вӑхӑта Библие вулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта мӗн каланине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Тен, сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне эпир ҫавӑн пек ҫынсене тӗл пулнӑ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем Библири вырӑнсене пӑхмасӑр каласа пама пултараҫҫӗa. Анчах та ҫакӑ вӗсен шухӑшӗсемпе пурнӑҫӗ ҫине витӗм кӳрсех каймасть. Мӗн ҫитмест-ха вӗсене? Турӑ Сӑмахӗ ҫын ҫине витӗм кӳтӗр тата ӑна улӑштартӑр тесен, унӑн ҫав Сӑмаха чӗре варрине кӗме ирӗк памалла. Ҫавӑнпа та пирӗн мӗн вӗренни ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт тупмалла. Хамӑра ҫакнашкал ыйтусем пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Ҫакӑ тӗн вӗрентӗвӗ кӑна пулманнине эпӗ ӗненетӗп-и? Ҫакӑ чӑнлӑх пулнине эпӗ хамӑн пурнӑҫра куртӑм-и? Хам мӗн пӗлнине хамӑн пурнӑҫра мӗнле тытса тӑмалли ҫинчен шухӑшлатӑп-и эпӗ е ҫавӑн ҫине ыттисене вӗрентмелли пӗлӳ ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхатӑп-и? Хама Иегова куҫа-куҫӑн калаҫса вӗрентнӗ пек туйӑнать-и мана? Ҫакӑн пек ыйтусем ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, эпир Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланӑпӑр. Эпир мӗн вӗренни пирӗн чӗрене хускатсан, ҫакӑ пире хамӑр пурнӑҫра Турра савӑнтаракан улшӑнусем тума хавхалантарӗ (Ытар. 4:23; Лука 6:45).

19, 20. Библири мӗнле канаша тытса тӑни пире пиллӗх кӳрӗ?

19 Куллен-кун Турӑ Сӑмахне вулани, ун ҫинчен шухӑшлани пире Павел мӗн тума хушнине малалла тума пулӑшӗ. Вӑл каланӑ: «Эсир ӗнтӗ, кивӗ этемлӗхе ӗҫӗ-мӗнӗпех пӑрахса, ҫӗнӗ этем пулнӑ... вӑл [«тӗрӗс пӗлӗве пула», ҪТ] ҫӗнелсе пырать» (Кол. 3:9, 10). Ҫапла, Турӑ Сӑмахӗн чӑн-чӑн пӗлтерӗшне ӑнланса пынипе тата ӑна хамӑр ҫине витӗм кӳме панипе эпир ӑнӑҫлӑ пулма пултаратпӑр. Ҫавна пула эпир ҫӗнӗ этем пулса тӑрӑпӑр, ҫакӑ вара пире Сатанан чее меслечӗсенчен сыхланма пулӑшӗ.

20 Петр апостол пире ҫапла астутарать: «Итлекен ачасем пек пулӑр... малтанхи ҫылӑхлӑ кӑмӑла хӑвӑрпа хуҫаланма ан парӑр. Пачах та урӑхла... пур тӗлӗшӗнчен те сӑваплӑ пулӑр» (1 Петр 1:14, 15, ҪХ). Унччен хӑнӑхнӑ пек шухӑшлама, пӑхма пӑрахас тата улшӑнусем тӑвас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тунипе эпир пиллӗхсем илӗпӗр. Ҫавӑн ҫинчен тепӗр статьяра каланӑ.

a 1994 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журналта, 10-мӗш страницӑри 7-мӗш абзацра илсе панӑ тӗслӗхе пӑхӑр.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр