Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w19 июль 25—29 с.
  • Иегова мана хам шутланинчен те нумайрах пиллерӗ

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Иегова мана хам шутланинчен те нумайрах пиллерӗ
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Подзаголовоксем
  • Ҫавнашкал материал
  • ВӐТАННИНЕ ҪӖНТЕРЕТӖП
  • ПИТӖ КИРЛӖ ЯПАЛАНА ВӖРЕНЕТӖП
  • МИССИОНЕРСЕМ ПУЛСА ӖҪЛЕСЕ НУМАЙ МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР
  • КЕНИРЕ ӖҪЛЕТӖП
  • ЭФИОПИРЕ ӖҪЛЕНӖ ЧУХНЕ ПИЛЛӖХСЕМ ИЛТӖМӖР
  • ИЕГОВА ӲСТЕРЧӖ
  • Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ май кӗтмен япаласем пулса тухрӗҫ тата эпир нумай япалана вӗрентӗмӗр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2023
  • Мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпе эпир Аслӑ Вӗрентекенрен вӗренсе пурӑнатпӑр
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2025
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
w19 июль 25—29 с.
Манфред тата Гейл Тонаксем мӑшӑрланнӑ кун

БИОГРАФИ

Иегова мана хам шутланинчен те нумайрах пиллерӗ

Каласа параканӗ Манфред Тонак

«МАНӐН пионер пулса тӑмалла. Анчах пионер пурнӑҫӗ интереслӗ пулма пултарать-ши?» Ҫакӑн пек шухӑшсем манӑн пуҫра явӑнатчӗҫ. Хамӑн ӗҫе эпӗ питӗ юрататтӑм: Германирен апат-ҫимӗҫе Африкӑри нумай хулана, сӑмахран, Дар-эс-Салама, Элизабетвиле тата Асмэрӑна, ярса тӑраттӑм. Каярахпа эпӗ ҫав вырӑнсенче миссионер пулса ӗҫлесси пирки шутлама та пултарайман.

Юлашкинчен иккӗленме пӑрахрӑм та пионер пулса ӗҫлеме тытӑнтӑм, вара хам шутланинчен те интереслӗрех пурнӑҫ пуҫланчӗ (Эф. 3:20, 21). Ҫак утӑма тума мана мӗн хавхалантарчӗ? Чи пуҫламӑшӗнченех мӗн пулнине каласа парам-ха сире.

Эпӗ Берлинра (Германи) 1939 ҫулта, Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ хыҫҫӑн темиҫе уйӑх иртсен ҫуралнӑ. 1945 ҫулта вӑрҫӑ вӗҫленсе пынӑ чухне Берлин ҫине пӗр вӗҫӗмех бомбӑсем пӑрахатчӗҫ. Пӗррехинче пирӗн урама бомбӑсем пӑрахма пуҫларӗҫ, эпӗ тата манӑн ҫемье хӳтлӗхе тарса пытанса ҫӑлӑнтӑмӑр. Каярахпа эпир Эрфурта, аннен тӑван хулине, куҫса кайрӑмӑр. Унта эпир хӑрамасӑр пурӑнтӑмӑр.

Манфред Тонак ашшӗпе, амӑшӗпе тата йӑмӑкӗпе пӗрле Германире. 1950 ҫул патнелле

Аттепе, аннепе тата йӑмӑкпа пӗрле Германире. 1950 ҫул патнелле

Анне чӑнлӑха питӗ пӗлесшӗн пулнӑ. Вӑл философи кӗнекисене вуланӑ, тӗрлӗ тӗнсем мӗне вӗрентнине тӗпченӗ, ҫав-ҫавах хӑйӗн ыйтӑвӗсен хуравӗсене тупайман. 1948 ҫулсенче пирӗн киле икӗ Иегова Свидетелӗ килчӗ. Анне вӗсене киле кӗртрӗ те ыйту хыҫҫӑн ыйту пама пуҫларӗ. Сехет те иртмерӗ, вӑл мана тата манӑн йӑмӑка: «Эпӗ чӑнлӑха тупрӑм!» — тесе каларӗ. Кӗҫех анне, йӑмӑк тата эпӗ Эрфуртри пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫларӑмӑр.

1950 ҫулта эпир Берлина таврӑнтӑмӑр та «Берлин, Кройцберг» пухӑва ҫӳреме пуҫларӑмӑр. Кайран эпир тепӗр вырӑна куҫса кайрӑмӑр, унта вара «Берлин, Темпельхоф» пухӑва ҫӳрерӗмӗр. Вӑхӑт иртсен анне шыва кӗчӗ, эпӗ вара ҫак утӑма тума васкамарӑм. Мӗншӗн?

ВӐТАННИНЕ ҪӖНТЕРЕТӖП

Иеговӑшӑн ӗҫлеме мана йывӑртарахчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ вӑтанчӑк пулнӑ. Эпӗ ырӑ хыпар сарма ҫӳренӗ пулсан та икӗ ҫул хушшинче пӗр ҫынпа та калаҫман. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ тата хӑюлӑх кӑтартнӑ тӑвансемпе хутшӑнма пуҫласан вара веҫех улшӑнчӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем нацистсен концлагерӗсенче тата Хӗвелтухӑҫ Германири тӗрмесенче ларнӑ пулнӑ. Теприсем вара хӑйсене арестлеме тата тӗрмене лартма пултарнине пӑхмасӑрах пирӗн литературӑна Хӗвелтухӑҫ Германие вӑрттӑн илсе ҫитерсе тӑнӑ. Ҫак христиансен тӗслӗхӗ манӑн чӗрене пырса тиврӗ. Вара эпӗ шухӑшлама пуҫларӑм: «Хӑйсене вӗлерме е тӗрмене лартма пултарнине пӗлсе тӑрсах вӗсем Иеговӑшӑн тата тӑвансемшӗн тӑрӑшнӑ, апла манӑн та вӑтаннине ҫӗтерме вӑй хумалла».

1955 ҫулта ырӑ хыпар сармалли ятарлӑ кампанире хутшӑнни мана хӑюллӑрах пулма пулӑшрӗ. «Информаторта»a Нейтан Норр тӑванӑн ҫыруне пичетленӗ пулнӑ, унта вара ҫак кампани историри чи пысӑк кампани пулмалли ҫинчен ҫырнӑччӗ. Пур хыпарҫӑ та ҫак кампание хутшӑнсан «ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен ҫак уйӑх асран кайми вӑхӑт пулӗ» тенӗ вӑл. Ҫавӑн пек пулса тухрӗ те! Нумай вӑхӑт та иртмерӗ эпӗ хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑм та 1956 ҫулта аттепе тата йӑмӑкпа пӗрле шыва кӗтӗм. Кӗҫех манӑн тепӗр пысӑк йышӑну тумалла пулчӗ.

Пионер пулса ӗҫлесси чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ пулнине эпӗ пӗлсе тӑнӑ, анчах нумай ҫул хушши пионер пулса тӑма васкаман. Малтанах эпӗ Берлинра ӗҫлеме тата ытти ҫӗршывсемпе суту-илӳ мӗнле тумалли ҫинчен пӗлӳ илме шут тытрӑм. Унтан опыт пухас тесе ҫак ӗҫпе ӗҫлесе пӑхас терӗм. Вара 1961 ҫулта Германири пысӑк портлӑ Гамбург хулинче ӗҫе вырнаҫрӑм. Ҫак ӗҫ мана питӗ килӗшнӗ, ҫавӑнпа пионер пулма эпӗ тӑхтаса тӑтӑм. Юлашкинчен улшӑнусем тума мана мӗн пулӑшрӗ?

Иегова мана юратакан тӑвансем урлӑ хамӑн тӗллевсене улӑштарма пулӑшнӑшӑн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ. Манӑн туссенчен хӑшӗ-пӗрисем пионерсем пулса ӗҫлеме пуҫланӑччӗ, вӗсем маншӑн тӗслӗх пулса тӑчӗҫ. Унсӑр пуҫне, концлагерьте ларса тухнӑ Эрих Мундт тӑван мана Иеговӑна шанма хавхалантарчӗ. Лагерьте ларнӑ тӑвансенчен кам хӑйӗн ҫине шаннӑ, ҫавсен ӗненӗвӗ вӑхӑт иртнӗҫемӗн хавшанӑ. Иеговӑна шаннӑ тӑвансем вара веҫех тӳссе ирттернӗ тата унӑн организацине пулӑшса тӑнӑ.

Манфред Тонак 1963 ҫулта

Пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ чухне. 1963 ҫул

Мартин Пётцингер, каярахпа Ертсе пыракан советра ӗҫленӗскер, тӑвансене яланах ҫапла калатчӗ: «Эпир хӑюллӑ пулсан, кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерӗпӗр!» Ҫак сӑмахсем ҫинчен шухӑшланӑ май эпӗ ӗҫе хӑварма шут тытрӑм, вара 1963 ҫулхи июньте пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Эпӗ тунӑ йышӑнусенчен ҫакӑ чи лайӑххи пулчӗ! Икӗ уйӑхран — эпӗ ҫӗнӗ ӗҫ шырама та ӗлкӗреймерӗм — мана ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме сӗнчӗҫ. Темиҫе ҫул иртсен вара мана Галаад шкулӗнче 44-мӗш класра вӗренме чӗнчӗҫ. Иегова мана ҫакӑн пек парне парасса эпӗ шутламан та.

ПИТӖ КИРЛӖ ЯПАЛАНА ВӖРЕНЕТӖП

Галаад шкулӗнче эпӗ питӗ кирлӗ япаласенчен пӗрне вӗрентӗм. «Хӑвӑртах ан парӑнӑр!» — ҫак сӑмахсене Нейтан Норр тата Лайман Суингл тӑвансем час-часах калатчӗҫ. Темле йывӑр пулсан та хамӑра шанса панӑ ӗҫе малалла туса тӑма хавхалантаратчӗҫ вӗсем. Нейтан Норр тӑван ҫапла калатчӗ: «Эсир ытларах мӗн асӑрханӑ пулӑттӑр? Пылчӑка-и, хурт-кӑпшанкӑна-и, чухӑнлӑха-и? Е йывӑҫсене, чечексене тата телейлӗ ҫынсене? Ҫынсене юратма вӗренӗр!» Пӗррехинче Лайман Суингл тӑван хӑш-пӗр тӑвансем хӑйсен ӗҫне мӗншӗн хӑвӑртах хӑварни ҫинчен каласа панӑ чухне пӑлханса кайрӗ, унӑн куҫӗсем те шывланчӗҫ. Лӑпланас тесе вӑл калаҫма та чарӑнчӗ. Ҫакӑ манӑн чӗрене пырса тиврӗ, ҫавӑнпа эпӗ хам ӑшра Христоса та, шанчӑклӑ тӑвансене те нихӑҫан та кӳрентермӗп терӗм (Матф. 25:40).

Манфред Тонак Линдсей Клодпа тата Денбостел Генрихпа Лубумбашире (Конго) миссионерсем пулса ӗҫленӗ чухне. 1967 ҫул

Клод тата Генрих тӑвансемпе Лубумбашире (Конго) миссионерсем пулса ӗҫленӗ чухне. 1967 ҫул

Хӑш-пӗр вефилецсем пире ӑҫта янипе питӗ интересленчӗҫ. Тӑвансем сӑваплӑ ӗҫе ӑҫта тӑвасси ҫинчен каланӑ чухне вӗсем савӑнчӗҫ. Анчах эпӗ: «Конго»,— тесе каласан вӗсем шӑпланчӗҫ те: «Аюй, Конго... Иегова пулӑштӑр сана!» — терӗҫ. Ҫав вӑхӑтра хыпарсенче Конгора (Киншаса) вӑрҫӑ пыни ҫинчен, ҫынсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫни тата пӗр-пӗрне вӗлерни ҫинчен калатчӗҫ. Анчах Галаадра хама мӗне вӗрентни ҫинчен эпӗ манман. 1967 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче, вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен, эпӗ Денбостел Генрихпа тата Линдсей Клодпа пӗрле Киншасӑна, Конгон тӗп хулине, кайрӑм.

МИССИОНЕРСЕМ ПУЛСА ӖҪЛЕСЕ НУМАЙ МӖНЕ ВӖРЕНЕТПӖР

Киншасӑна ҫитсен эпир виҫӗ уйӑх хушши француз чӗлхине вӗрентӗмӗр. Унтан Лубумбаши (унччен Элизабетвиль) хулине самолетпа вӗҫсе кайрӑмӑр. Ҫак хула Конгон кӑнтӑр енче, Замбирен инҫех мар вырнаҫнӑ. Пурӑнма вара эпир хула варринче вырнаҫнӑ миссионерсен ҫуртӗнче пурӑнтӑмӑр.

Лубумбаши хулара ырӑ хыпар сарман вырӑнсем питӗ нумай пулнӑ. Ҫавӑнпа та унти ҫынсене чӑнлӑха пӗлтерекенсенчен пӗрремӗшсем пулни пире питӗ савӑнтарчӗ. Кӗҫех эпир нумай ҫынпа Библи вӗренме пуҫларӑмӑр, анчах вӗренес текен кашни ҫын валли вӑхӑт пирӗн ҫитместчӗ. Унсӑр пуҫне, эпир чиновниксене те, полицире ӗҫлекенсене те ырӑ хыпар пӗлтертӗмӗр. Вӗсенчен нумайӑшӗ Туррӑн Сӑмахне тата эпир тӑвакан ӗҫе хисеплетчӗҫ. Ҫавӑн пекех хулара пурӑнакансенчен чылайӑшӗ суахили чӗлхипе калаҫатчӗҫ, ҫавӑнпа эпир Линдсей Клодпа ҫак чӗлхене вӗренме пуҫларӑмӑр. Кӗҫех пире ҫак чӗлхепе калаҫакан пухӑва пулӑшма ячӗҫ.

Пирӗн лайӑх самантсем нумай пулнӑ, анчах йывӑрлӑхсем те пурччӗ. Пире час-часах ӳсӗр те хӗҫ-пӑшаллӑ салтаксем чараччӗҫ тата эпир хаяр полицейскисемпе тӗл пулаттӑмӑрччӗ, вӗсем вара пире туман ӗҫсемшӗн айӑплатчӗҫ. Пӗррехинче, тӗлпулу вӑхӑтӗнче, хӗҫ-пӑшал тытнӑ темиҫе полицейски миссионерсен ҫуртне кӗрсе тӑчӗ. Вӗсем пире хӑйсен тӗп участокне илсе кайрӗҫ. Унта вара пирӗн каҫхи вунӑ сехетчен таса мар урайӗнче ларма тиврӗ. Кайран пире ячӗҫ.

1969 ҫулта эпӗ район надзирателӗн ӗҫне тума пуҫларӑм. Манӑн территорине Африкӑри ҫеҫенхир кӗретчӗ. Хӑш-пӗр чухне манӑн чылай вӑхӑт хушши пылчӑклӑ сукмаксемпе тата вӑрӑм курӑк хушшипе утма тиветчӗ. Пӗррехинче эпӗ пӗр ялта ҫӗр каҫрӑм, манӑн кровать айӗнче вара чӑх хӑйӗн чӗпписемпе ларнӑччӗ. Вӑл хытӑ кӑтиклетсе мана тул ҫутӑличченех вӑратнине эпӗ нихӑҫан та манмӑп. Каҫсерен тӑвансемпе пӗрле кӑвайт тавралла ларса Библири чӑнлӑхсене сӳтсе явнине аса илни халӗ те манӑн чуна ӑшӑтать.

Эпир тӗл пулнӑ чи пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӗри вӑл — пухура «Китавала»b юхӑмӗ майлӑ тӑнӑ суя тӑвансем. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем шыва кӗнӗ тата старейшинӑсем те пулса тӑнӑ. Анчах та Турра шанчӑклӑ тӑвансем ҫав «шыв айӗнчи чуллӑ вырӑнсене» уйӑрса илме пултарнӑ (Иуда 12, ҪТ). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иегова пухусене тасатнӑ, вара унӑн халӑхӗн шучӗ хӑвӑрт ӳсме пуҫланӑ.

1971 ҫулта мана Киншасӑри филиала ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Эпӗ унта тӗрлӗ ӗҫе туса тӑтӑм: филиала килекен ҫырусем ҫине хуравларӑм тата литература заказӗсемпе ӗҫлерӗм, ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӑхса тухрӑм. Вефильте эпӗ хамӑр ӗҫ-хӗле пысӑк ҫӗршывра — ҫулсем япӑх пулнӑ, транспорт япӑх ҫӳренӗ тата пур ҫӗртре те электричество пулман ҫӗршывра — мӗнле йӗркелемеллине вӗренсе ҫитрӗм. Хӑш-пӗр чухне самолетпа янӑ ҫырусем пухусене темиҫе уйӑхран ҫеҫ ҫитетчӗҫ. Почтӑна самолетран кимӗсем ҫине тиенӗ, анчах шывра ӳсекен гиацинтсем нумай пулнӑран ҫав кимӗсем темиҫе эрне хушши малалла каяйман. Ҫак тата ытти йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ӗҫ малалла пыратчӗ.

Тӑвансен укҫа-тенкӗ сахал пулнӑ пулсан та вӗсем пысӑк конгрессене мӗнле йӗркелени мана яланах тӗлӗнтеретчӗ. Сценӑна вӗсем термит йӑвисем ҫинче вырнаҫтаратчӗҫ, стенасемпе лармалли вырӑнсене слон курӑкӗнчен тӑватчӗҫ. Каркасне вӗсем бамбукран туса лартатчӗҫ, тӑррипе сӗтелсене вара тростникран тӑватчӗҫ. Пӑтасем пулман, ҫавӑнпа вӗсем йывӑҫ хуппипе усӑ курнӑ. Ҫав тӑвансем ал усманни, тавҫӑруллӑ пулни мана яланах тӗлӗнтеретчӗ. Эпӗ вӗсене питӗ хытӑ юратса пӑрахрӑм. Мана тепӗр ҫӗршыва ӗҫлеме ярсан вӗсемшӗн ҫав тери тунсӑхларӑм!

КЕНИРЕ ӖҪЛЕТӖП

1974 ҫулта мана Найробири (Кени) филиала ӗҫлеме куҫарчӗҫ. Кенири филиал юнашар вырнаҫнӑ вунӑ ҫӗршывра (вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисенче пирӗн ӗҫ-хӗле тума чарнӑ пулнӑ) ырӑ хыпар сарас ӗҫе пӑхса-йӗркелесе тӑнӑ, ҫавӑнпа пирӗн ӗҫ нумайччӗ. Эпӗ пӗрре анчах мар ҫав ҫӗршывсене кайса килтӗм, уйрӑмах Эфиопие, мӗншӗн тесен унта пирӗн тӑвансене питӗ хытӑ хӗсӗрленӗ. Вӗсенчен нумайӑшне асаплантарнӑ, тӗрмене лартнӑ тата хӑшӗ-пӗрисене вӗлернӗ те. Ҫав-ҫавах вӗсем веҫех чӑтса ирттернӗ, мӗншӗн тесен вӗсен Иеговӑпа та, пӗр-пӗринпе те хутшӑнусем лайӑх пулнӑ.

1980 ҫулта манӑн пурнӑҫра савӑнӑҫлӑ событи пулса иртрӗ — эпӗ Матесон Гейла качча илтӗм. Вӑл Канадӑра ҫуралса ӳснӗ. Эпир унпа пӗрле Галаад шкулӗнче пӗр класра вӗреннӗ. Кайран эпир пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫырса тӑтӑмӑр. Гейл Боливире миссионер пулса ӗҫленӗ. 12 ҫул иртсен эпир Нью-Йоркра каллех тӗл пултӑмӑр. Нумай вӑхӑт та иртмерӗ эпир Кенире мӑшӑрлантӑмӑр. Эпӗ ӑна питӗ хаклатӑп, мӗншӗн тесен вӑл яланах Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлать тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пӗлет. Паянхи кун та вӑл манӑн шанчӑклӑ пулӑшакан тата юратакан тус.

1986 ҫулта эпир Гейлпа район надзирателӗн ӗҫне тума тытӑнтӑмӑр. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ филиал комитетӗнче те ӗҫлеттӗмччӗ. Эпир филиал пӑхса тӑракан нумай ҫӗршыва кайса килтӗмӗр.

Манфред Тонак Асмэрӑра (Эритрея) конгресра доклад тӑвать. 1992 ҫул

Асмэрӑра конгресра доклад тӑватӑп. 1992 ҫул

1992 ҫулта Асмэра хулинче (Эритрея) конгресс ирттерме мӗнле хатӗрленнине эпӗ ӑшшӑн аса илетӗп. Ун чухне унта пирӗн ӗҫ-хӗле чарманччӗ. Шел те, пӗр кӗлетсӗр пуҫне эпир нимӗн те тупаймарӑмӑр, вӑл та тулашӗнчен хӑрушӑччӗ, шалтан вара тата хӑрушӑрахчӗ. Конгресс ирттермелли кун эпӗ шалт тӗлӗнтӗм: тӑвансем ҫав кӗлетрен Турра пуҫҫапма тивӗҫлӗ вырӑн туса хунӑ. Нумай-нумай ҫемье илемлӗ ҫивиттисем илсе килсе ҫак илемсӗр ҫурта хитрелетнӗ. Ҫав савӑнӑҫлӑ та хавхалантаракан конгресра 1 279 ҫын пулнӑ.

Район надзирателӗн ӗҫне тунӑ чухне эпир ӑҫта чарӑнасса нихӑҫан та пӗлмен. Пӗррехинче пире океан хӗрринчи чаплӑ ҫуртра вырнаҫтарчӗҫ, тепрехинче вара эпир тимӗр листисенчен тунӑ начар ҫуртра пурӑнтӑмӑр, туалет вара ҫуртран 100 метр аякра пулнӑччӗ. Анчах пирӗншӗн эпир мӗнле вырӑнта пурӑнни мар, хастар пионерсемпе тата хыпарҫӑсемпе пӗрле ырӑ хыпар сарни пӗлтерӗшлӗрех пулнӑ. Каярахпа пире урӑх ӗҫ шанса парсан нумай туспа уйрӑлма тиврӗ, вӗсемшӗн эпир питӗ тунсӑхлаттӑмӑрччӗ.

ЭФИОПИРЕ ӖҪЛЕНӖ ЧУХНЕ ПИЛЛӖХСЕМ ИЛТӖМӖР

1980 ҫулсем вӗҫӗнчен пуҫласа 1990 ҫулсен пуҫламӑшӗччен Кенири филиал пӑхса тӑракан нумай ҫӗршывра тӑвансем Турӑшӑн ирӗклӗн ӗҫлеме пултарнӑ. Ҫавна пула унта ҫӗнӗ филиалсене тата офиссене туса лартнӑ. 1993 ҫулта пире Аддис-Абеба хулинчи (Эфиопи) офиса куҫарчӗҫ. Вун-вун ҫул хушши пирӗн ӗҫ-хӗле вӑрттӑн туса тӑнӑ хыҫҫӑн унти тӑвансем Турра ирӗклӗн пуҫҫапма пуҫларӗҫ.

Манфред тата Гейл Тонаксем Эфиопире. 1996 ҫул

Эфиопире район надзирателӗ пулса ӗҫлетӗп. 1996 ҫул

Эфиопире ырӑ хыпар сарнине Иегова пилленӗ. Тӑвансенчен нумайӑшӗ пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 2012 ҫултан пуҫласа кашни ҫул 20 процент ытла хыпарҫӑ пионер пулса ӗҫлет. Унта теократи шкулӗсене ирттерме пуҫланӑ тата 120 ытла Патшалӑх залне туса лартнӑ. 2004 ҫулта Вефиль ҫемйи ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ, ҫав территоринчех Конгресс залне туса лартнӑ.

Эфиопире эпир Гейлпа питӗ нумай тӑванпа туслашса кайрӑмӑр. Вӗсем юратни тата ырӑ кӑмӑллӑ пулни пирӗн чӗрене пырса тиврӗ. Сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене пула пире Вӑтаҫӗр Европӑри филиала куҫарчӗҫ. Кунта пирӗншӗн питӗ лайӑх тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавах эпир Эфиопири хамӑрӑн хаклӑ туссемшӗн питӗ тунсӑхлатпӑр.

ИЕГОВА ӲСТЕРЧӖ

Чӑнлӑх вӑрлӑхӗсене Иегова ӳстернине эпир хамӑр куҫпа курса тӑтӑмӑр (1 Кор. 3:6, 9). Сӑмахран, Конгора шахтӑсенче ӗҫлекенсене, Руандӑран килнисене, ырӑ хыпар пӗлтерме пуҫланӑ чухне Руандӑра пӗр хыпарҫӑ та пулман. Халӗ вара унта 30 000 ытла тӑван. 1967 ҫулта Конгора (Киншаса) 6 000-е яхӑн хыпарҫӑ пулнӑ. Халӗ ҫав ҫӗршывра 230 000-е яхӑн тӑван, 2018 ҫулта вара Каҫхи апат уявне миллион ытла ҫын килнӗ. Кенири филиал унччен пӑхса тӑнӑ ҫӗршывсенче хальхи вӑхӑтра 100 000 ытла хыпарҫӑ ӗҫлесе тӑрать.

Манфред тата Гейл Тонаксем хальхи вӑхӑтра

50 ҫул каялла Иегова тӗрлӗ тӑвансем урлӑ хавхалантарнине пула эпӗ уншӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме пуҫларӑм. Эпӗ халӗ те вӑтанчӑк, анчах эпӗ Иеговӑна пур тӗлӗшрен те шанма вӗрентӗм. Африкӑра ӗҫлени мана тӳсӗмлӗрех пулса тӑма тата мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнма пулӑшрӗ. Хамӑра хапӑл туса кӗтсе илнӗ, йывӑрлӑхсенче чӑтӑмлӑ пулнӑ тата Иеговӑна шаннӑ хаклӑ тӑвансене эпир Гейлпа ӑшшӑн аса илетпӗр. Турӑ пысӑк ырӑлӑх кӑтартнӑшӑн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ! Иегова мана хам шутланинчен те нумайрах пиллерӗ (Пс. 36:4).

a Каярахпа «Информатор» «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» ятпа тухма пуҫланӑ, халӗ вара ӑна «Христиансен пурнӑҫӗпе сӑваплӑ ӗҫӗ» ӗҫ тетрачӗпе улӑштарнӑ.

b «Китавала» сӑмах суахили чӗлхинче «хуҫаланать, ертсе пырать, тытса тӑрать» тенине пӗлтерет. Ҫак юхӑмӑн тӗллевӗ политикӑпа ҫыхӑннӑ пулнӑ: вӗсем Бельгирен уйрӑласшӑн пулнӑ. Ҫав юхӑмри ҫынсем Иегова Свидетелӗсен публикацисене туяннӑ, вуланӑ тата ыттисене панӑ. Вӗсем политикӑна хутшӑннине, тӗшмӗшсемпе ҫыхӑннӑ йӑласене тытса тӑнине тата аскӑнланса пурӑннине тӳрре кӑларас тесе Библири чӑнлӑхсене пӑснӑ.

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр