Хурал башнин ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Хурал башнин
ОНЛАЙН БИБЛИОТЕКИ
Чӑвашла
Ӑ
  • Ӑ
  • ӑ
  • Ӗ
  • ӗ
  • Ҫ
  • ҫ
  • Ӳ
  • ӳ
  • БИБЛИ
  • ПУБЛИКАЦИСЕМ
  • ТӖЛПУЛУСЕМ
  • w19 ноябрь 31 с.
  • Эсир пӗлетӗр-и?

Ҫак пайӗ валли видео ҫук.

Каҫарӑр, видео уҫнӑ чухне йӑнӑш сиксе тухрӗ.

  • Эсир пӗлетӗр-и?
  • Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
  • Ҫавнашкал материал
  • Пуласлӑх ҫинчен шухӑшлӑр — тавҫӑруллӑ пулӑр
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
  • Эсир, Турӑ шанакан управляющийсем!
    Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (2012)
  • Шанчӑклӑ тарҫӑн хатӗр пулмалла!
    Иисус — ҫул, чӑнлӑх тата пурнӑҫ
Хурал башни Иеговӑн Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать (вӗренмелли кӑларӑм) — 2019
w19 ноябрь 31 с.
Авалхи Египетра кил-ҫурт пӑхса тӑракан ҫын тарҫӑсен ӗҫне пӑхса-йӗркелесе тӑрать

Эсир пӗлетӗр-и?

Авалхи вӑхӑтра кил-ҫурт пӑхса тӑраканӑн тивӗҫӗсем шутне мӗн-мӗн кӗнӗ?

АВАЛХИ вӑхӑтра кил-ҫурт пӑхса тӑракан хӑйӗн хуҫин хуҫалӑхне е пурлӑхне тытса пынӑ. «Кил-ҫурт пӑхса тӑракан» тесе куҫарнӑ еврей тата грек сӑмахӗсемпе надзиратель е кил-ҫурт пуҫлӑхӗ пирки сӑмах пынӑ чухне те усӑ курнӑ.

Иосиф, Иаков патриархӑн ывӑлӗ, Египетра чуралӑхра пулнӑ чухне Потифар ӑна хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑракан тунӑ. Потифар «хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех... Иосиф аллине панӑ» (Пулт. 39:2—6). Каярахпа, Египетра хӑватлӑ пуҫлӑх пулса тӑрсан, Иосиф хӑй те тарҫисенчен пӗрне ҫурт пуҫлӑхӗ, урӑхла каласан, хӑйӗн кил-ҫуртне пӑхса тӑраканӗ, тунӑ (Пулт. 44:4).

Иисус Христос пурӑннӑ вӑхӑтра ҫӗр хуҫисем час-часах хулара — хӑйсен хуҫалӑхӗнчен аякра пурӑннӑ. Ҫавӑнпа вӗсен хуҫалӑха пӑхса тӑракан тарҫӑсем пулнӑ. Ҫав тарҫӑсем куллен-кун ҫӗр ӗҫлекенсен ӗҫне пӑхса-йӗркелесе тӑнӑ.

Кил-ҫурт пӑхса тӑракан кам пулма пултарнӑ? Пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑннӑ Колумелла ятлӑ Рим ҫыравҫи надзирателӗн, е кил-ҫурт пӑхса тӑраканӑн, тивӗҫне «ӗҫре тӗрӗсленӗ» тарҫӑна шанса пама сӗннӗ. Ҫав тарҫӑн «влаҫпа усӑ курнӑ чухне тимсӗр те, хаяр та пулмалла мар» тенӗ Колумелла. Вӑл ҫакна та палӑртнӑ: «Чи кирли вара, унӑн пурне те пӗлетӗп тесе шутламалла мар тата унӑн ҫӗннине вӗренес кӑмӑл пулмалла».

Турӑ Сӑмахӗнче христиансен пухӑвӗ мӗнле ӗҫленине кӑтартас тесе кил-ҫурт пӑхса тӑраканӑн сӑнарӗпе усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, Петр апостол Турӑ панӑ пултарулӑхпа ҫапла усӑ курма хавхалантарнӑ: «Пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшса, Туррӑн тӗрлӗ ырӑлӑхӗпе лайӑх хуҫа [«кил-ҫурта лайӑх пӑхса тӑракан», ҪТ] пек усӑ курӑр» (1 Петр 4:10, ҪХ).

Иисус та Лука 16:1—8 сӑвӑ йӗркисенче ҫырса панӑ ытарӑшра кил-ҫурт пӑхакан ҫинчен тӗслӗх илсе панӑ. Унсӑр пуҫне, хӑй патшара ларнине кӑтартакан паллӑ ҫинчен пророкла каланинче Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана», е «кил-ҫурта пӑхса тӑракан шанчӑклӑ та ӑслӑ тарҫӑна», лартасси пирки шантарса каланӑ. Ҫак тарҫӑн тӗп ӗҫӗ вӑл — юлашки кунсенче Христос хыҫҫӑн пыракансене сӑнарлӑ апата вӑхӑтра парса тӑрасси (Матф. 24:45—47; Лука 12:42). Шанчӑклӑ тарҫӑ хатӗрлекен тата пӗтӗм тӗнчипе парса тӑракан публикацисемпе усӑ курса эпир хамӑрӑн ӗненӗве ҫирӗплетме пултаратпӑр. Эпир ҫавӑншӑн питӗ хавас!

    Чӑвашла публикацисем (2000—2025)
    Тухӑр
    Кӗрӗр
    • Чӑвашла
    • Ыттисене пӗлтерӗр
    • Настройкӑсем
    • Copyright © 2025 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania
    • Усӑ курмалли йӗрке
    • Конфиденциальность йӗрки
    • Настройки конфиденциальности
    • JW.ORG
    • Кӗрӗр
    Ыттисене пӗлтерӗр