Журналсене сӗнмелли меслетсем
Сторожевая башня Январӗн 1-мӗшӗ
«Библири ҫак принцип тӑрӑх кашни ҫын пурӑннӑ пулсан ҫӗр ҫинче пурнӑҫ лайӑхланнӑ пулӗччӗ-и? [Рим 12:18 вуласа пар, ун хыҫҫӑн хурава итле.] Анчах та Турӑ авалхи вӑхӑтра хӑш-пӗр чухне хӑйӗн халӑхне мӗншӗн вӑрҫӑпа тухма хушнӑ-ши? Эсир шухӑшласа пӑхман-и? Ҫакӑн пирки Библире мӗн каланине эсир ҫак статьяран пӗлме пултаратӑр». Вунвиҫҫӗмӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Пробудитесь! Январь
«Библире ҫапла каланӑ». [Апостолсен ӗҫӗсем 17:31ӑ вуласа пар.] Ун хыҫҫӑн ҫапла кала: Суд кунӗ ҫинчен шухӑшлани нумайӑшне хӑратать. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? [Хурава итле.] Библи каланӑ тӑрӑх Суд кунӗ ҫӗр ҫине нумай пиллӗхсем илсе килет. Ҫакӑн пирки эсир ҫак статьяран пӗлме пултаратӑр». Вуннӑмӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Сторожевая башня Февралӗн 1-мӗшӗ
«Ҫын вилсен пӗлӗте каять тесе нумайӑшӗсем шутлаҫҫӗ. Эсир ҫакна ӗненетӗр-и? [Хурава итле.] Пӑхӑр-ха, тархасшӑн, лайӑх ҫынсенчен нумайӑшӗ мӗнле пиллӗхсем илӗҫ тесе каланӑ Библире. [Псалом 36:29 вуласа пар.] Пӗлӗт ҫине кам тата вӗсем унта мӗн тума кайни пирки Библире мӗн каланине ҫак журналтан пӗлме пултаратӑр».
Пробудитесь! Февраль
«Мӑшӑрсем уйрӑласси паян анлӑ сарӑлнӑ. Эсир мӗнле шутлатӑр, мӑшӑрсем уйрӑлма шут тытиччен пур енчен те лайӑх шухӑшласа пӑхаҫҫӗ-ши? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн Ытарлӑх 14:15 вуласа пар.] Уйрӑлма шут тытнӑ мӑшӑрсен, ҫак утӑма тӑвиччен, мӗнле тӑватӑ япалана шута илмелли ҫинчен ҫак журналта сӳтсе явнӑ».