Журналсене сӗнмелли меслетсем
Апрель 1
«Библире Иисус пирки вилнӗ тесе каланӑ пулин те хӑш-пӗр литературӑсенче ун пирки вилмен, вӑл авланнӑ тата унӑн ачасем те пулнӑ тесе ҫыраҫҫӗ. Эсир хӑҫан та пулин ҫакӑн ҫинчен илтнӗ-и? [Хурава итле.] Тӗрӗссине пӗлни питӗ кирлӗ. [Иоанн 17:3 вуласа пар.] Ҫак статьяра Библире Иисус пирки каланине шанма пулӑшакан ҫирӗплетӳсене илсе панӑ». 26-мӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Апрель
«Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫак сӑмахсем пурнӑҫлансассӑн, пурнӑҫ еплерех пулать-ши? [Псалом 36:9—11 вуласа пар та хурава итле.] Ҫакӑнти статьяра ҫак пророкла каланӑ сӑмахсем ҫине тимлеттернӗ тата ҫӗр ҫинче мӗншӗн усал ӗҫсем нумай пулнине ӑнлантарса панӑ». 20-мӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Май 1
«Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапсене пулма ирӗк пани ҫинчен эсир шухӑшламан-и? [Хурава итле.] Ҫынсенчен нумайӑшӗ Турра ҫакӑн пек ыйту парать. Библие ҫыракансенчен пӗри вӗсен ыйтӑвне мӗнле сӑмахсемпе кӑтартнине асӑрхӑр-ха. [Псалом 9:22 вуласа пар.] Мӗншӗн Турӑ хӗн-асапсене пулма пани ҫинчен тата ҫынсене вӗсенчен хӑтарас тесе мӗн туса тӑни ҫинчен Библире мӗн каланине ҫак журналта ӑнлантарса панӑ».
Май
«Нумайӑшӗ чӗлӗм туртма пӑрахасшӑн, анчах та ниепле те пӑрахма пултараймаҫҫӗ. Эсир ҫавӑн пек йӑлана пӑрахас текен ҫынсенчен кама та пулин пӗлетӗр-и? [Хурава итле.] Хӑшӗ-пӗрисем ҫемье тата туссем пулӑшни усӑллӑ пулнине асӑрхаҫҫӗ. [Екклесиаст 4:12а вуласа пар.] Ҫак журналта ҫынна чӗлӗм туртма пӑрахма мӗнле пулӑшмаллине кӑтартакан усӑллӑ канашсем илсе панӑ».