Ырӑ хыпар сарнӑ чухне калаҫӑва пуҫламалли меслетсем
«Почему люди совершают зло?» брошюра. «Хӑш-пӗр чухне ҫынсем Турра юрӑхлӑ пулас тесех япӑх ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Сирӗн шутпа, мӗнле сӑлтава пула-ши вӗсем тӗрӗс мар ӗҫсем тӑваҫҫӗ? [Хурава итле.] Пӑхӑр-ха, Библи мӗн тума хавхалантарать. [1 Иоанн 4:1 вуласа пар.] Хамӑр мӗне ӗненнине Турӑ Сӑмахӗнче мӗн каланипе тӗрӗслесе пӑхни мӗншӗн питӗ кирлине ҫак статьяра ӑнлантарса панӑ». 10-мӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
«Как избавиться от одиночества?» брошюра. Матфей 5:39 вуласа пар та унтан ыйт: «Иисус мӗн каласшӑн пулнӑ-ши? Ҫынсем пирӗнпе япӑх тытнине ним чӗнмесӗр чӑтмалла тесшӗн пулнӑ-ши? [Хурава итле.] Хамӑра тата хамӑрӑн законлӑ тивӗҫлӗхсене хӳтӗлесси ҫинчен Библире мӗн каланине ҫак статьяна вуласа пӗлме пултаратӑр». Вуннӑмӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
«Ответы на семь вопросов о молитве» брошюра. «Тӗрлӗ тӗне тытса тӑракан ҫынсем пӗтӗм тӗнчипех Турра кӗлӗ тӑваҫҫӗ. Эсир мӗнле шухӑшлатӑр, Турӑ пирӗн кӗлӗсене илтет-ши тата вӗсем ҫине хуравлать-ши? [Хурава итле.] Библи пире Турра кӗлӗ тума хавхалантарать. [Филиппы 4:6, 7 вуласа пар.] Кӗлӗ пирки ытларах паракан ҫичӗ ыйту ҫине Библи мӗнле хуравланине эсир ҫак брошюрӑран пӗлме пултаратӑр».
«Кому можно доверять?» брошюра. «Эпир час-часах ҫынсене мӑшӑрӗ, е политиксем, е урӑх кам та пулин улталани ҫинчен илтетпӗр. Шанчӑка тивӗҫлӗ ҫынсем сахаллансах пыраҫҫӗ тесе эсир шухӑшлатӑр-и? [Хурава итле.] Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫак сӑмахсем пурнӑҫланса пынипе килӗшет. [2 Тимофей 3:1—5 вуласа пар.] Шанчӑка тивӗҫлӗ, тӳрӗ ҫынсене ӑҫта тупма пулни ҫинчен ҫак брошюрӑра ӑнлантарнӑ».