Журналсене сӗнмелли меслетсем
Июлӗн 1-мӗшӗ
«Ҫывӑх тус йывӑр чирпе е вилмеллех чирлет пулсан, эпир час-часах мӗн каламаллине пӗлместпӗр. Ҫак канаш пирки эсир мӗн калама пултаратӑр? [Иаков 1:19 вуласа пар. Ун хыҫҫӑн хурава итле.] Ҫак статьяра Библи ҫинче никӗсленнӗ, усӑллӑ темиҫе канаш илсе панӑ». 10-мӗш страницӑран пуҫланакан статьяна кӑтарт.
Июль
«Экономика кризисне пула нумай ҫын ӗҫсӗр тӑрса юлаҫҫӗ те алла усаҫҫӗ. Асӑрхаса пӑхӑр-ха, Иисус мӗнле усӑллӑ канаш панӑ. [Лука 14:28—30 вуласа пар.] Тӗплӗн шухӑшлама пӗлни тата укҫа-тенкӗне мӗнле тӑкакласси пирки план туса хуни, тупӑш пӗчӗк пулсан та, ҫак йывӑр вӑхӑта чӑтса ирттерме пулӑшать, ҫавӑн ҫинчен ҫак журналта ҫырса панӑ».
Августӑн 1-мӗшӗ
«Ҫынсенчен нумайӑшӗ ядерлӑ вӑрҫӑна пула е климат улшӑннине пула Ҫӗр пурӑнма юрӑхсӑра тухасран е пӗтесрен хӑраҫҫӗ. Сирӗн шутпа ҫакӑ хӑҫан та пулин пулӗ-ши? [Хурава итле.] Асӑрхаса пӑхӑр-ха, Библире мӗн каланӑ. [Апокалипсис 11:18 вуласа пар.] Ҫынсене хумхантаракан тӑватӑ ыйтӑва, тӗнче пӗтессипе ҫыхӑннисене, ҫак журналта пӑхса тухнӑ».
Август
«Эсир Иегова Свидетелӗсене пӗрре кӑна мар тӗл пулнӑ пулӗ. Эсир шухӑшласа пӑхман-и, эпир калакан хыпара нумай ҫын итлесшӗн мар пулин те, мӗншӗн эпир килрен киле ҫӳретпӗр? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн Матфей 24:14 вуласа пар.] Нумайӑшӗ пирӗн ҫинчен тӗрӗссине пӗлмест. Иегова Свидетелӗсем — камсем вӗсем, ҫавӑн пирки ҫак журналта ӑнлантарса панӑ».