Октябрь уйӑхӗнче Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама тӑрӑшӑр
1. Октябрь уйӑхӗнче мӗнле публикацисене сӗнетпӗр?
1 Октябрь уйӑхӗнче ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир брошюрӑсемпе усӑ куратпӑр. Ҫын патне тепӗр хут килсен унӑн интересне малалла аталантарас тесе «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактата сӗнме юрать, вара унпа усӑ курса Библи вӗренӗвӗ пуҫлас тесе тӑрӑшма пулать. Ҫакна мӗнле тумалла?
2. Публикацисем илсе юлнӑ ҫын патне тепӗр хут пырсан Библи вӗренӗвӗ пуҫлас тесе «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактатпа мӗнле усӑ курма пулать?
2 Трактатпа мӗнле усӑ курмалла: Эпир калама пултаратпӑр: «Эпӗ сире парса хӑварнӑ публикацисем пур халӑхри ҫынсене те, тӗрлӗ тӗне тытса тӑракансене те Библие тӗпчеме хавхалантараҫҫӗ. [Пӗрле калаҫакана «Чӑнлӑха сирӗн пӗлес килет-и?» трактата пар та пӗрремӗш страницӑри ыйтусене кӑтарт.] Акӑ ҫынсене интереслентерекен ыйтусенчен хӑшӗ-пӗрисем, вӗсене Библире ӑнлантарса панӑ. Ҫак ыйтусенчен хӑшӗ те пулин сире шухӑшлаттарман-и?» Ҫын хӑйне мӗнле ыйту интереслентернине каланӑ хыҫҫӑн трактатра илсе панӑ хурава унпа пӗрле пӑхса тух, илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне вуласа пар. Унтан Библи ӑнлантарса паракан темӑсенчен ҫакӑ пӗри кӑна пулнине кала. Вӑл Библие вӗренмелли пособирен суйласа илнӗ сыпӑкӑн пӗрремӗш абзацне унпа сӳтсе явма юрать. Е трактатпа усӑ курса мӗн сӳтсе явни ҫинчен ытларах пӗлмешкӗн сӗнмелле. Аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫине хуравлакан материала эпир пособире тупма пултаратпӑр.
● Вӑрҫӑсемпе хӗн-асапсем хӑҫан та пулин пӗтӗҫ-ши?
● Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?
● Вилнӗ ҫынсен мӗнле те пулин шанчӑк пур-ши?
● Турӑ эпир кӗлтунине илттӗр тесен мӗнле кӗлтумалла?
● Пурнӑҫра телейлӗ пулмашкӑн мӗн тумалла?
3. Лару-тӑрӑва кура эпир мӗнле майсемпе усӑ курма пултаратпӑр?
3 Библие вӗренмелли пособипе усӑ курса вӗренӳ пуҫлама май ҫук пулсан е вӗренӳ мӗнле иртнине пӗрремӗш калаҫу вӑхӑтӗнче кӑтартма май пулмасан, ҫав ҫын патне тепӗр хут килсе ҫак трактата малалла сӳтсе явма пулать. Ҫын интересне кура, эпир пособипе усӑ курса Библи вӗренме пуҫличчен, унпа темиҫе хут тӗл пулса трактатри ытти ыйтусене пӑхса тухма пултаратпӑр. Айтӑр, ҫак трактатпа — питӗ лайӑх хатӗрпе — усӑ курса, октябрь уйӑхӗнче Библи вӗренӗвӗсем пуҫлар! Ҫакӑн пек эпир таса чӗреллӗ ҫынсене чӑнлӑха пӗлме пулӑшатпӑр (Иоан. 8:31, 32).