«Библи мӗне вӗрентет» кӗнекепе усӑ курса Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫлама пулать?
Библи вӗренӗвне пуҫлама май пулнӑ пулсанах пирӗнтен нумайӑшӗ савӑнсах вӗрентнӗ пулӗччӗ. Библи вӗренӗвне пуҫлама пире «Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке пулӑшма пултарать. Кӗнекери 3—7-мӗш страницӑсенчи умсӑмаха ҫак кӗнекепе усӑ курса Библи темисене сӳтсе явма ҫынна хавхалантарас тесе хатӗрленӗ. Ҫак умсӑмахпа усӑ курсан, опыт сахаллисем те ҫӑмӑллӑнах Библи вӗренӗвне пуҫлама пултарӗҫ.
◼ Калаҫӑва 3-мӗш страницӑра ҫырса панӑ материалпа усӑ курса пуҫлама пулать:
Хӑвӑр таврари ҫынсене хумхантаракан ҫӗнӗ хыпар е йывӑрлӑх пирки кӗскен каланӑ хыҫҫӑн 3-мӗш страницӑра хулӑн шрифтпа ҫырнӑ ыйтусем ҫине ҫынна тимлеттер, вара ҫак ыйтусем пирки мӗн шухӑшланине каласа пама ыйт. Кайран 4—5-мӗш страницӑсене уҫ.
◼ Е тӳрех 4—5-мӗш страницӑсем ҫине тимлеттер те калаҫӑва пуҫла:
Ҫакӑн пек калама пулать: «Ҫакӑнта ӳкерсе панӑ улшӑнусем чӑнах та пурнӑҫлансан лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, ҫапла-и?» Е: «Ҫак шантарса каланӑ сӑмахсенчен хӑшӗ пурнӑҫланнине сирӗн курас килет?» Хуравне тимлӗн итле.
Библи сӑвӑ йӗркисенчен хӑшӗ те пулин ҫынна уйрӑмах интереслентерсен, ҫав сӑвӑ йӗркине кӗнекере хӑш абзацра сӳтсе явнӑ, ҫав абзаца пӑхса тух. (Ҫак страницӑри рамкӑна пӑх.) Материала Библи вӗрентнӗ чухне сӳтсе явнӑ пек сӳтсе яв. Ҫакӑн пек майпа пӗрремӗш хут килсе алӑк умӗнче калаҫнӑ чухне усӑ курма пулать, ҫакӑ 5—10 минутран ытла пулмалла мар.
◼ Ҫавӑн пекех 6-мӗш страницӑна уҫса ҫынсене хӑйсен шухӑшӗсене каласа памашкӑн хавхалантарма пулать:
Страницӑри аялти ыйтусене кӑтартса ыйт: «Эсир ҫак ыйтусенчен хӑшӗн ҫинчен те пулин шухӑшланӑ-и?» Ҫын пӗр-пӗр ыйтӑвӗпе интересленчӗ пулсан кӗнекере ҫак ыйту ҫине хуравлакан абзацсене туп. (Ҫак страницӑри рамкӑна пӑх.) Ыйтӑва ҫынпа кӗнеке тӑрӑх сӳтсе яватӑн пулсан, эсӗ Библи вӗренӗвне ирттеретӗн.
◼ Библи вӗренӗвӗ мӗнле иртнине кӑтартас тесен калаҫӑва 7-мӗш страницӑран пуҫлама пулать:
Ҫак страницӑра малтанхи виҫӗ предложение вуласа пар, унтан 3-мӗш сыпӑка уҫ та 1—3-мӗш абзацсемпе усӑ курса Библи вӗренӗвне мӗнле ирттернине кӑтарт. Унтан 3-мӗш абзацри ыйтусен хуравӗсене сӳтсе явмашкӑн тепӗр хут тӗл пулма калаҫса татӑл.
◼ Тепӗр хут тӗл пулма мӗнле калаҫса татӑлмалла:
Ҫынпа пӗрремӗш хут Библи вӗреннӗ чухне, калаҫӑва малалла тӑсмашкӑн тепӗр хут тӗл пулма калаҫса татӑл. Ҫапла калама пулать: «Темиҫе минут хушшинчех эпир ҫак питӗ кирлӗ ыйту пирки Библи мӗн каланине пӗлтӗмӗр. Тепре килсен эпир сирӗнпе ... [мӗнле ыйту сӳтсе явасси пирки кала] ыйтӑва сӳтсе явма пултаратпӑр. Тепӗр эрнере сирӗн пата ҫак вӑхӑтрах килме юрать-и?»
Иеговӑн палӑртса хунӑ вӑхӑчӗ ҫывхарса килет, ҫавӑнпа вӑл пире хушнӑ ӗҫе пурнӑҫлама мӗн кирлине пурне те парса тӑрать (Матф. 28:19, 20; 2 Тим. 3:17). Ҫӗнӗ кӗнекепе тӗрӗс усӑ курса айтӑр Библи вӗренӗвӗсем пуҫлар.
[3-мӗш страницӑри рамка]
4—5-мӗш страницӑсенче илсе панӑ Библи сӑвӑ йӗркисене сӳтсе явни
◻ Апокалипсис 21:4 (с. 27—28, абз. 1—3)
◻ Исаия 33:24; 35:5, 6 (с. 35—36, абз. 22)
◻ Иоанн 5:28, 29 (с. 72—73, абз. 17—19)
◻ Псалом 71:16 (с. 34, абз. 19)
6-мӗш страницӑри ыйтусен хуравӗсем
◻ Мӗншӗн эпир асапланса пурӑнатпӑр? (с. 108—109, абз. 6—8)
◻ Пурнӑҫри йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтерме пулать? (с. 184—185, абз. 1—3)
◻ Хамӑр ҫемьене телейлӗ мӗнле тума пултаратпӑр? (с. 142—143, абз. 20)
◻ Ҫын вилсен унпа мӗн пулать? (с. 58—59, абз. 5, 6)
◻ Вилнӗ ҫывӑх ҫынсене хӑҫан та пулин эпир каллех курма пултарӑпӑр-ши? (с. 72—73, абз. 17—19)
◻ Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панине пурнӑҫлассине эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр? (с. 24—25, абз. 17)