Тырӑ пусси шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ
1. Пирӗн вӑхӑтра мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ вӗресе тӑрать?
1 Самари хӗрарӑмне пусӑ патӗнче ырӑ хыпар пӗлтернӗ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Куҫӑра уҫса тырӑ пуссинелле пӑхӑр-ха, тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ» (Иоан. 4:35, 36). Туррӑн хыпарне итлекенсене пухмалли вӑхӑт ҫавӑн чухнех пуҫланнӑ, тата ҫак ӗҫ пӗтӗм тӗнчипе сарӑласса Иисус малтанах курса тӑнӑ. Иисус пӗлӗтре пулин те, ҫак ӗҫе малтанхи пекех активлӑ хутшӑнать (Матф. 28:19, 20). Вырма вӑхӑчӗн юлашки кунӗсенче ҫак ӗҫ хӗрсех пынине мӗн кӑтартса парать?
2. Пӗтӗм тӗнчери вырма ӗҫӗ хӑвӑртланса пынине мӗн-мӗн кӑтартса парать?
2 Пӗтӗм тӗнчери вырма. Сӑваплӑ ӗҫӗн 2009 ҫулӗнче хыпарҫӑсен шучӗ 3,2 процент ӳснӗ. Ырӑ хыпара ирӗклӗн сарма ҫук ҫӗршывсенче те 14 процент ӳсни курӑнать. Кашни уйӑхра 7 619 000 Библи вӗренӗвӗ ирттернӗ. Ҫакӑ хыпарҫӑсен хисепӗнчен те нумайрах. Библи вӗренӗвӗсен шучӗ, иртнӗ ҫулхипе танлаштарсан, ҫур миллиона яхӑн ытларах. Ҫак ӗҫ нумай вырӑнсене сарӑлса пынӑран Галаад шкулӗнче вӗреннӗ миссионерсем тата ытларах кирлӗ. Нумай ҫӗршывра, ют чӗлхепе калаҫакансен территорийӗсенче, тыр-пул чылай пуҫтараҫҫӗ. Туррӑн хыпарне итлекенсене пухас ӗҫ вӗҫленсе пынӑ май Иегова ҫак ӗҫе хӑвӑртлатни пур енчен те курӑнать (Ис. 60:22). Хӑвӑрӑн «тырӑ пусси» ҫине эсир тӗрӗс пӑхатӑр-и?
3. Хӑшӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑнти вырма ҫинчен мӗн шутлама пултараҫҫӗ?
3 Хӑвӑр вырӑнти вырма. «Манӑн тырӑ пусси тухӑҫлах мар» — теҫҫӗ хӑшӗсем. Чӑнах та, хӑш-пӗр территорисенче малтанхи пекех е ытти территорисенчи пекех итлесех каймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та, ҫавӑн пек вырӑнсенче ырӑ хыпара йышӑнас текенсенчен нумайӑшӗ йышӑннӑ ӗнтӗ, халӗ вара унта тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем питӗ сахал юлнӑ тесе Свидетельсенчен хӑш-пӗрисем шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та ҫакӑ тӗрӗс-ши?
4. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине пирӗн мӗнле пӑхма вӗренмелле тата мӗншӗн?
4 Вырма вӑхӑчӗ вӑл — вӑй хурса ӗҫлемелли вӑхӑт. Ҫак ӗҫе вӑраха ямасӑр тумаллине Иисус ҫапла палӑртнӑ: «Вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Вӑл Хӑйӗн вырма ани ҫине ӗҫлекенсем ятӑрччӗ» (Матф. 9:37, 38). Иегова, вырма Хуҫи, тыр-пул ӑҫта тата хӑҫан пулассине пӗлет (Иоан. 6:44; 1 Кор. 3:6—8). Пирӗн вара мӗн тумалла? Библире каланӑ: «Ирхине вӑрлӑхна ак, каҫхине те аллуна канӑҫлӑх ан пар» (Еккл. 11:4—6). Ҫапла, вырма хӗрсе пынӑ вӑхӑт вӑл — канмалли вӑхӑт мар!
5. Ҫынсем итлесшӗнех мар пек туйӑнакан ҫӗрте те ырӑ хыпара пирӗн мӗншӗн хастарлӑхпа сармалла?
5 Малалла та вырмара ӗҫле. Пирӗн территоринче пурӑнакан ҫынсене ырӑ хыпара час-часах каласа ҫӳреҫҫӗ пулин те тата ҫынсем итлесшӗнех мар пек туйӑнать пулин те, хастарлӑн тата вӑраха ямасӑр ӗҫлеме пур сӑлтав та пур (2 Тим. 4:2). Тӗнчере улшӑнусем хӑвӑрт пулса иртнӗрен хӑш-пӗрисем хӑйсен шухӑшӗсене улӑштарма тата пуласлӑх ҫинчен тӗплӗнрех шухӑшлама пуҫлама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫамрӑксем, ҫитӗннӗҫемӗн, хӑрушсӑрлӑх тата чунра лӑпкӑлӑх ҫуккине асӑрхаса ҫавсем кирлине туйма пуҫлаҫҫӗ. Эпир ырӑ хыпар пӗрмаях каласа ҫӳрени те ҫынсем ҫине лайӑх витӗм кӳме пултарать. Унччен пире итлемен ҫынсем халӗ чӑнлӑха йышӑнма пултараҫҫӗ. Эпир калакан хыпара кашнинчех сирсе яракан ҫынсене те асӑрхаттарса тӑмалла (Иез. 2:4, 5; 3:19).
6. Эпир пурӑнакан вырӑнта ырӑ хыпар сарма йывӑр пулсан, хастар пулма пире мӗн пулӑшать?
6 Эпир пурӑнакан вырӑнта ырӑ хыпар сарма йывӑр пулсан, хастар пулма пире мӗн пулӑшать? Эпир ырӑ хыпара тӗрлӗрен майпа сарма пултаратпӑр, сӑмахран, ӗҫлӗ территорисенче е телефонпа. Ҫавӑн пекех калаҫӑва тӗрлӗрен пуҫлама пултаратпӑр. Хамӑрӑн графика улӑштарса эпир ҫынсем патне вӗсем килте пулма пултарнӑ вӑхӑтра, сӑмахран, каҫхине, каятпӑр. Май килнӗ таран нумай ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерес тесе, тен, урӑх чӗлхе вӗренмелле е тулли пионер пулса ӗҫлемелле. Тата тепӗр май вӑл — вырмара «ӗҫлекенсем» ӑҫта сахал, ҫавӑнта куҫса каясси. Ҫак ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхатпӑр пулсан, эпир пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлӗпӗр.
7. Ҫак вырмара эпир хӑҫанччен ӗҫлӗпӗр?
7 Выракансем тыр-пула хӑй вӑхӑтӗнче пуҫтарса кӗртмеллине пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫак ӗҫе пӗтеричченех ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Иисусӑн вӗренекенӗсене пухас ӗҫе те вӑраха ямасӑр тумалла. Ҫак вырмара эпир хӑҫанччен ӗҫлӗпӗр? «Тӗнче пӗтичченхи» тапхӑр тӑршшӗпе, «пӗтес вӑхӑт ҫитичченех» (Матф. 24:14; 28:20). Иеговӑн чи чаплӑ Ӗҫлекенӗ пекех, эпир хамӑра шанса панӑ ӗҫе туса ҫитересшӗн (Иоан. 4:34; 17:14). Ҫавӑнпа та ырӑ хыпар сарас ӗҫе хастарлӑхпа, тӗрӗс кӑмӑлпа тата савӑнса, пӗтес вӑхӑт ҫитичченех, айтӑр туса тӑрар (Матф. 24:13). Вырма вӗҫленмен-ха!
[2-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Вырма вӑхӑчӗ вӑл — вӑй хурса ӗҫлемелли вӑхӑт