Эсӗ малтан тулли пионер пулса ӗҫленӗ-и?
1. Нумайӑшӗ мӗнле савӑнӑҫлӑ ӗҫе хутшӑннӑ, анчах вӗсен мӗн тума тивнӗ?
1 Нумай ҫул хушши пин-пин хыпарҫӑ, тулли вӑхӑтпа ӗҫлесе, савӑнсах «Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ» (Ап. ӗҫ. 5:42). Анчах та хӑшӗ-пӗрисен тӗрлӗрен сӑлтавсене пула пионер ӗҫне хӑварма тивнӗ. Эсӗ малтан пионер пулса ӗҫленӗ пулсан, каллех пионерсен ретне тӑрас тесе лару-тӑрӑвна тепӗр хут пӑхса тухаймӑн-ши?
2. Кам малтан пионер пулса ӗҫленӗ, ҫавсен хальхи лару-тӑрӑвӗ пирки мӗншӗн шухӑшласа пӑхмаллах?
2 Лару-тӑру улшӑнать. Хӑй вӑхӑтӗнче пӗр-пӗр лару-тӑрӑва пула пионер ӗҫне хӑварма тиврӗ пулсан, тен, ҫав лару-тӑру халӗ улшӑннӑ. Сӑмахран, эсӗ уйӑх нормине тумашкӑн 90 сехет уйӑрма пултарайман пулсан, халӗ ҫӗнӗрен пионер пулма пултараймӑн-ши? Вӗт норма 70 сехете ҫити чакнӑ. Тен, санӑн халӗ нумай ӗҫлемелле мар е ҫемьери тивӗҫлӗхсем сахаланнӑ? Сывлӑха пула пионер ӗҫне хӑварнӑ пӗр хӗрарӑм тӑван 89 ҫулта ҫӗнӗрен пионер ӗҫне пуҫланӑ. Вӑл ҫулталӑк ытла пульницӑра выртман, вара сывлӑхӗ хӑйне пионер пулса ӗҫлеме май парать тесе шутланӑ.
3. Ҫемьере пӗри пионер пулса ӗҫлетӗр тесе ҫемьерисем мӗн-мӗн тума пултараҫҫӗ?
3 Эсӗ, тен, пионер пулса ӗҫлемен, анчах та санӑн ҫемьере кам та пулин пӗр-пӗр хурӑнташ-тӑвана, сӑмахран, ватӑлнӑ ашшӗне е амӑшне, пӑхас тесе пионер ӗҫне хӑварнӑ (1 Тим. 5:4, 8). Ҫапла пулсан, хӑш-пӗр ӗҫсене эсӗ е ыттисем тума пултараймаҫҫӗ-ши? Ҫак ыйтӑва пӗрле мӗншӗн-ха сӳтсе явас мар? (Ытар. 15:22.) Ҫемьере пӗри пионер пулса ӗҫлетӗр тесе ҫемьерисем килти е ытти ӗҫсене пӗрле канашласа тӑваҫҫӗ пулсан, кашнийӗнех хӑй пирки пионер пулса ӗҫлетӗп тесе шутлама тивӗҫ пур.
4. Эсӗ хальхи вӑхӑтра пионерсен ретне ҫӗнӗрен тӑма пултараймастӑн пулсан, вара мӗн тумалла?
4 Лару-тӑрӑву сана ҫӗнӗрен пионер пулса ӗҫлеме памасть пулсан, ан кулян. Иегова эсӗ хатӗр пулнине хаклать (2 Кор. 8:12). Пионер пулса ӗҫленӗ чухне илнӗ ӑсталӑхпа малалла та усӑ кур. Хӑвӑн шухӑш-кӑмӑлу ҫинчен кӗлӗре кала тата паянхи лару-тӑрӑвна улӑштарма паракан майсене ан вӗҫерт (1 Иоанн 5:14). Пионер пулса ӗҫленӗ чухнехи савӑнӑҫа тепӗр хут туйма пултартӑр тесе, тен, Иегова вӑхӑт иртнӗҫемӗн сан умра «пысӑк алӑк, сарлака алӑк уҫӗ»! (1 Кор. 16:9.)