«Санран лайӑх пионер пулнӑ пулӗччӗ!»
1. Пӗр хӗрарӑм-тӑван пионер пулса ӗҫлесси ҫинчен мӗн каланӑ?
1 «Урӑх пӗр ӗҫ те ҫакӑн пек кӑмӑла ҫырлахтарма тата Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшма пултарайман пулӗччӗ». Ҫак сӑмахсене Кете Пальм каланӑ. Хӑйне шеллемесӗр ӗҫлекен ҫак хӗрарӑм-пионер вуншар ҫул хушши Чилин (кӑнтӑр Америка) пӗр вӗҫӗнчен пуҫласа тепӗр вӗҫне ҫитиех ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ. Тулли вӑхӑтпа ӗҫлекен хыпарҫӑсем тулли пурнӑҫпа пурӑннине пӗлнӗрен кам та пулин сана, тен, каланӑ: «Санран лайӑх пионер пулнӑ пулӗччӗ!»
2. Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем мӗншӗн кӑмӑла тултараҫҫӗ? Ӑнлантарса пар.
2 Кӑмӑла тултаракан пурнӑҫ. Иисуса — пирӗншӗн вӑл тӗслӗх — Ашшӗ ирӗкне туса тӑни чӑннипех вӑй парса тӑнӑ (Иоан. 4:34). Ҫавӑнпа та, Иеговӑна пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем чӑннипех кӑмӑла тултараҫҫӗ тесе хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус калама пултарнӑ. Пирӗн пурнӑҫра Иеговӑна савӑнтаракан ӗҫсем нумай пулсан пирӗн кӑмӑл тулать. Унсӑр пуҫне, ыттисене пулӑшма нумайрах вӑхӑт, вӑй тата укҫа-тенкӗ уйӑрса пынӑ май эпир тата телейлӗрех пулатпӑр (Апост. ӗҫ. 20:31, 35).
3. Сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма нумайрах вӑхӑт уйӑрни мӗнле савӑнӑҫ парать?
3 Ырӑ хыпар сарма мӗн чухлӗ нумайрах вӑхӑт уйӑратпӑр, ҫавӑн чухлӗ нумайрах пирӗн Библи вӗренӗвӗ пуҫлама тата ирттерме май пулать, ҫакӑ вара пысӑк савӑнӑҫ парать. Пирӗн вырӑнта пурӑнакан ҫынсем чӑнлӑхпа интересленмен пек туйӑнаҫҫӗ пулин те, эпир опытлӑрах тата ӑстарах хыпарҫӑсем пулса пынӑ май ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр. Пӗр ҫулталӑка яхӑн пионер пулса ӗҫленӗ хыпарҫӑсем Пионерсен сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗнче питӗ усӑллӑ пӗлӳ илеҫҫӗ. Ҫак пӗлӳ пионерсене ырӑ хыпар сарма пулӑшать (2 Тим. 2:15). Ҫакӑн пек тӑрӑшса ӗҫлесе эпир чӑнлӑх вӑрлӑхне акатпӑр, вӗсем вара каярахпа ҫимӗҫ пама пултараҫҫӗ (Еккл. 11:6).
4. Аслӑ классенче вӗренекенсен мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла?
4 Ҫамрӑксем валли тӗллев. Эсӗ кӗҫех шкул вӗренсе пӗтеретӗн пулсан малашне мӗн тӑвасси пирки шухӑшлатӑн-и? Халлӗхе санӑн кун йӗрки мӗнле пуласси шкул расписанийӗнчен килет. Паянхи кунччен шкула ҫӳресе ирттернӗ вӑхӑтпа пуласлӑхра мӗнле усӑ курас тетӗн? Ҫак тӗнчере карьера тума шут тытас вырӑнне мӗншӗн тулли пионер пулса ӗҫлесси ҫинчен кӗлӗ туса шухӑшласа пӑхас мар? Тӗрлӗ ҫынсене ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрени, хӑвӑн йывӑрлӑхусене ҫӗнтерсе пыни, чаруллӑ пулассине аталантарни тата вӗрентес тӗлӗшӗнчен пултарулӑха ӳстерсе пыни сана пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех усӑ парса тӑрӗ.
5. Ашшӗ-амӑшӗсем тата пухури тӑвансем ҫамрӑксене пионер пулса ӗҫлеме мӗнле хавхалантарма пултараҫҫӗ?
5 Ашшӗ-амӑшӗсем, хӑвӑрӑн ачӑрсене сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма хавхалантаратӑр-и? Хӑвӑр мӗн каланипе тата лайӑх тӗслӗх кӑтартнипе эсир вӗсене Патшалӑх интересӗсене пӗрремӗш вырӑна хума пулӑшатӑр (Матф. 6:33). Рей, шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн тӳрех пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ арҫын-тӑван, аса илет: «Пионерсем кӑмӑла тултаракан чи лайӑх пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ тесе манӑн анне яланах калаччӗ». Пухури тӑвансем кашниех ҫамрӑксене пионер пулса ӗҫлеме сӑмахсемпе тата пулӑшса тӑнипе хавхалантарма пултараҫҫӗ. Хосе, Испанире пурӑннӑ арҫын-тӑван, калать: «Ман пухура пурте пионер пулса ӗҫлессине ҫамрӑксемшӗн чи лайӑх пурнӑҫ ҫулӗ тесе шутлаччӗҫ. Вӗсем пионер пулса ӗҫлессине ҫакӑн пек хакланӑран, ҫак ӗҫ ҫинчен ырласа каланӑран тата пулӑшса тӑнӑран мана пионер пулма ҫӑмӑл пулчӗ».
6. Халлӗхе санӑн пионер пулма кӑмӑл ҫук пулсан мӗн тумалла?
6 Чӑрмавсене сирсе яратпӑр. Санӑн пионер пулса ӗҫлес килмест пулсан вара? Ҫапла пулсан, хӑвӑн шухӑш-туйӑмна Иеговӑна кӗлӗре каласа пар. Сӑмахран, ҫакӑн пек калама пулать: «Пионер пуласси ман валли пулни пирки эпӗ иккӗленетӗп, анчах та манӑн сана савӑнтарас килет» (Пс. 61:9; Ытар. 23:26). Унтан Иегова мӗнле хурав панине пӗлме тӑрӑш, Вӑл Библи тата хӑйӗн организацийӗ урлӑ ертсе пырать. Тулли пионерсенчен нумайӑшӗ малтан пулӑшакан пионер пулса ӗҫлесе «астивсе», е тутанса, пӑхнӑ та ҫав вӑхӑтра илнӗ савӑнӑҫ вӗсене тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме хавхалантарнӑ (Пс. 33:9).
7. Кашни уйӑхра 70 сехет таран ырӑ хыпар сарма вӑхӑт уйӑрма пултарасси пирки иккӗленетӗн пулсан мӗн тума пулать?
7 Кашни уйӑхра ырӑ хыпар сарма 70 сехет таран вӑхӑт уйӑрма пултарасси пирки иккӗленетӗн пулсан? Камӑн лару-тӑру сан евӗрлӗрех, ҫав пионерпа калаҫса пӑх (Ытар. 15:22). Унтан темиҫе график ту. Ҫапла эсӗ, тен, сӑваплӑ ӗҫе ытти ӗҫсенчен мала хурса ӑна валли вӑхӑт уйӑрма йывӑр маррине асӑрхӑн (Еф. 5:15, 16).
8. Мӗншӗн вӑхӑтран вӑхӑта хамӑрӑн лару-тӑрӑва тӗрӗслесе пӑхмалла?
8 Хӑвӑн лару-тӑрӑва тепӗр хут тӗрӗслесе пӑх. Лару-тӑру час-часах улшӑнать. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӑна тӗрӗслесе пӑхни лайӑх. Сӑмахран, эсӗ, тен, кӗҫех пенси ҫине тухатӑн. Ранди, пенси ҫине ирех тухнӑскер, калать: «Эпӗ, арӑм пекех, пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм та вара эпир хыпарҫӑсем кирлӗрех вырӑна куҫса кайрӑмӑр. Ҫакӑн пек тума шут тытни мана калама ҫук нумай пиллӗх пачӗ, вӗсенчен чи хакли — таса совесть».
9. Мӑшӑрсене мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхни лайӑх?
9 Хӑш-пӗр мӑшӑрсем хӑйсен лару-тӑрӑвне тӗплӗн пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн иккӗшӗн те кунӗпех ӗҫре ӗҫлеме кирлӗ маррине ӑнланнӑ. Паллах, ҫакӑ ҫемьере пурин те пурнӑҫа ансатрах тума тивнине пӗлтерме пултарать, анчах та ҫакӑн пек йышӑну тунӑшӑн эсӗ нихӑҫан та шеллемӗн. Джон, ун арӑмӗ ырӑ хыпар сарма ытларах вӑхӑт пултӑр тесе кунӗпех ӗҫлемелли ӗҫе пӑрахнӑ, каласа парать: «Ман арӑм кунӗпех Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса тӑни мана ҫав тери савӑнтарать!»
10. Пионер пулса ӗҫлесси пирки шухӑшласа пӑхма христиансене мӗн хавхалантарать?
10 Юрату тата ӗненӳ кӑтартни. Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳресси — Иегова пире тума хушнӑ чи кирлӗ ӗҫ. Ҫак кивӗ тӗнче йӗрки кӗҫех пӗтет, Иегова Турра ятран чӗнекенсем кӑна ҫӑлӑнӗҫ (Рим. 10:13, ҪТ). Турра чӗререн юратни тата Вӑл пирӗншӗн тунӑ ӗҫсемшӗн пархатарлӑ пулни пире Иисус ырӑ хыпар пӗлтерме хушнине хастаррӑн туса тӑма хавхалантарать (Матф. 28:19, 20; 1 Иоан. 5:3). Унсӑр пуҫне эпир чӑнах та юлашки кунсенче пурӑннине ӗненни, ҫак тӗнчепе туллин усӑ курма тӑрӑшас вырӑнне, сӑваплӑ ӗҫе, халлӗхе май пур чухне, пултарнӑ таран тӑрӑшса тума пире хавхалантарать (1 Кор. 7:29—31).
11. Санран лайӑх пионер пулнӑ пулӗччӗ тесе кам та пулин каласан мӗн тумалла?
11 Тулли пионер пулса ӗҫлесси вӑл — ырӑ хыпар сарма вӑхӑт ытларах уйӑрни кӑна мар. Ҫакӑ эпир Турра чунтан-вартан парӑннине кӑтартать. Ҫавӑнпа та кам та пулин сана лайӑх пионер пулнӑ пулӑттӑн тет пулсан, ҫак сӑмахсене ырласа калани пек йышӑн та тулли пионер пулса ҫак савӑнӑҫ паракан ӗҫе хутшӑнакансен ретне тӑрасси пирки кӗлӗ туса шухӑшласа пӑх.
[4-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ашшӗ-амӑшӗ- сем, хӑвӑрӑн ачӑрсене сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма хавхаланта- ратӑр-и?
[5-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
Ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳресси — Иегова пире тума хушнӑ чи кирлӗ ӗҫ.