Питӗ лайӑх свидетельство парӑпӑр
1. Докладсӑр пуҫне Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявне килнисем ҫине тата мӗн витӗм кӳрет? Ӑнлантарса пар.
1 Хӑҫан? Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче. Хӑнасене чӗнмешкӗн эпир нумай вӑй хуратпӑр. Вӗсем ҫине мӗн илтни кӑна мар, мӗн курни те витӗм кӳрет. Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче пулнӑ хыҫҫӑн пӗр хӗрарӑм унта пухӑннисем ырӑ кӑмӑллӑ пулнине, ҫавӑн пекех доброволецсем лартнӑ тата вӗсем пӑхса-юсаса тӑракан ҫурт тирпейлӗ те таса пулнине уйрӑмах палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та ҫулталӑкри ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ событи вӑхӑтӗнче докладчик кӑна мар, пирӗнтен кашни свидетельство парать (Эф. 4:16).
2. Пирӗнтен кашни хӑнасене мӗнле майпа свидетельство пама пултарать?
2 Хӑнасене ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе ил. Ӑшшӑн йӑл кулнипе тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе эпир хӑнасене лайӑх свидетельство паратпӑр (Иоанн 13:35). Вӗсенчен кашнинпех калаҫма пултараймастӑн пулин те, эсӗ хӑвпа юнашаррисемпе паллашма пултаратӑн (Евр. 13:1, 2). Кам никама та пӗлмен пек туйӑнать, ҫав хӑнасене асӑрхама тӑрӑш. Вӗсене чӗнӳ хутне, тен, кампани вӑхӑтӗнче панӑ. Вӗсенчен ыйтма пулать: «Эсир кунта пӗрремӗш хут-и?» Вӗсене хӑвпа юнашар ларма сӗн те хӑйсене интереслентерекен пур ыйтӑва та вӗсем сана пама пултарни ҫинчен кала. Ҫак залпа е вырӑнпа тепӗр пуху усӑ курма пултартӑр тесе сирӗн пухӑвӑн тӳрех саланма тивет пулсан, ҫапла калама пулать: «Манӑн ҫак тӗлпулу ҫинчен эсир мӗн шухӑшланине пӗлес килет. Сирӗнпе мӗнле ҫыхӑнма пулать-ши?»
3. Ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хыпарҫӑсене мӗнле кӗтсе илмелле?
3 Ырӑ хыпар сарма пӑрахнисене ӑшшӑн кӗтсе ил. Пухӑннисем хушшинче, паллах, ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хыпарҫӑсем те, ҫав шутра Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗнче кӑна пухури тӑвансемпе хутшӑнакансем те пулӗҫ. Эсӗ вӗсене курма питӗ хавас пулнине вӗсем туйса илччӗр тесе вӗсене ӑшшӑн сывлӑх сун (Рим 15:7). Каярахпа, Ҫӳлхуҫан Каҫхи апат уявӗ хыҫҫӑн, старейшинӑсем вӗсем патне килне кайса вӗсене пухури тӑвансемпе ҫывӑх хутшӑнма хавхалантарма тӑрӑшӗҫ. Килнисенчен нумайӑшне мӗн илтни кӑна мар, «сирӗн ырӑ ӗҫӗрсене курни» те Турра мухтавлама хавхалантарччӑр тесе эпир кӗлӗ тӑватпӑр (1 Петр 2:12).