Вӗсене ӑшшӑн кӗтсе илӗр!
1. Мӗнле событи пире чӑнлӑх ҫинчен пӗлтерме питӗ лайӑх май парӗ тата мӗншӗн?
1 Ҫулсеренхи Каҫхи апат уявӗ — чӑнлӑх ҫинчен пӗлтермешкӗн чи лайӑх вӑхӑт. Шутласа пӑхӑр: тӳлесе илнипе ҫыхӑннӑ пысӑк юратӑвӑн икӗ тӗслӗхӗ ҫинчен итлемешкӗн кӑҫал ҫак уява пирӗнсӗр пуҫне 10 миллион ытла ҫын килессе кӗтетпӗр (Иоанн 3:16; 15:13). Вӗсем Иеговӑн парни уҫса паракан пиллӗхсем ҫинчен пӗлӗҫ (Ис. 65:21—23). Анчах Каҫхи апат уявӗнче чӑнлӑх ҫинчен докладчик кӑна пӗлтермест. Уява килнӗ пур тӑван хӑнасене ӑшшӑн кӗтсе илсе чӑнлӑх ҫинчен питӗ лайӑх пӗлтерме пултарать (Рим 15:7).
2. Уява килнисене ӑшшӑн мӗнле кӗтсе илме пулать?
2 Вырӑн йышӑнса, программа пуҫланасса ним чӗнмесӗр кӗтсе ларас вырӑнне пуҫаруллӑ пулса ҫумра ларакансемпе паллашма пулать. Пӗрремӗш хут килнисем ют вырӑнта пулнӑран тата мӗн кӗтмеллине пӗлменрен хумханма пултараҫҫӗ. Эпир ӑшшӑн йӑл кулса кӑмӑллӑн кӗтсе илни вӗсене лӑпланма пулӑшӗ. Ҫын чӗнӳ хутне илнӗрен килнине пӗлес тесе ӑна ыйтусем пама пулать: вӑл пирӗн пата пӗрремӗш хут килнӗ-и е вӑл пухура кама та пулин пӗлет. Эсӗ ӑна хӑвӑнпа юнашар ларма тата Библипе юрӑ кӗнекине пӗрле пӑхма сӗнме пултаратӑн. Тӗлпулу Патшалӑх залӗнче иртет пулсан, кӗске экскурси ирттерме пулать. Унӑн ыйтусем пур-и, ҫавна эсӗ доклад хыҫҫӑн ыйтма пултаратӑн. Ҫак залпа е вырӑнпа тепӗр пуху усӑ курма пултартӑр тесе сирӗн хӑвӑрт тухса каймалла пулсан, ҫапла калама пулать: «Манӑн эсир программа ҫинчен мӗн шухӑшланине пӗлес килет. Сирӗнпе мӗнле ҫыхӑнма пулать-ши?» Унтан интересне аталантарас тесе тӗл пулма калаҫса татӑл. Старейшинӑсем ырӑ хыпар сарма пӑрахнӑ хыпарҫӑсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрма тӑрӑшӗҫ.
3. Мӗншӗн пуҫаруллӑ пулса уява килекенсене ӑшшӑн кӗтсе илмелле?
3 Уява килнисенчен нумайӑшӗ пӗрремӗш хут эпир Иеговӑн халӑхӗ пулнӑран туякан савӑнӑҫа, мире, ҫавӑн пекех Турӑпа пирӗн тата пухури тӑвансем хушшинчи пӗрлӗхе хӑй ҫинче туйӗ (Пс. 28:11; Ис. 11:6—9; 65:13, 14). Вӗсем мӗн астуса юлӗҫ? Эпир мӗнле кӗтсе илнинчен нумай килет.