Иегова Свидетелӗсем: ырӑ хыпара пӗлтермешкӗн йӗркеленнӗ
Ҫӗр ҫул ытла Иегова Свидетелӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе йӗркеллӗ туса тӑраҫҫӗ. Ырӑ хыпара сармалли чи пысӑк кампание хутшӑнса эпир ҫӗр-ҫӗр чӗлхепе 230 ытла ҫӗршывпа территоринче ҫак хыпара пӗлтеретпӗр (Матф. 24:14). Пӗтӗм тӗнчипе ҫак ӗҫ мӗнле тата мӗншӗн пырать? «Свидетели Иеговы: организованы, чтобы нести благую весть» фильмра ҫак ыйтусем ҫине хуравсем параҫҫӗ. Унта пирӗн пӗтӗм тӗнчери ӗҫ-хӗлӗн чылай енне питӗ тӗплӗн кӑтартса панӑ. Фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн аяларах илсе панӑ ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.
Ҫак фильма пӑхнине пула санӑн пархатарлӑх мӗнле ӳсрӗ: 1) Иегова организацийӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫре вӑй хунӑшӑн (2 Тим. 4:2); 2) пӗтӗм тӗнчери Вефиль ҫемйисемшӗн; 3) миссионерсемпе надзирательсем валли йӗркеленӗ вӗрентӳшӗн (2 Тим. 2:2); 4) Библири сӑвӑ йӗркине сӳтсе явнипе кун пуҫлама, пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене кашни эрнере хатӗрленме канаш панӑшӑн (Ап. ӗҫ. 17:11); 5) христиансен тӗлпулӑвӗсемшӗн (Евр. 10:24, 25); 6) ҫӗр ҫинче ҫӗнӗрен Рай пулсан, хамӑра кӗтекен пиллӗхсемшӗн (Ис. 11:9); 7) вырма ӗҫне хутшӑнма май пулнӑшӑн (Иоанн 4:35)?
Ҫак фильм — питӗ лайӑх пособи, унпа усӑ курса чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсене Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчипе пыракан ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма пулать. 8) Библи вӗренекенсене, хурӑнташсене тата ытти ҫынсене ҫак фильма хӑҫан кӑтартма пулать? 9) Эсӗ фильма кама кӑтартнӑ, ҫавсем ҫине вӑл мӗнле витӗм кӳнӗ?
Иеговӑн ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир псалом юрлакан пекех калама хавхаланатпӑр: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Эсӗ темӗн чухлех тунӑ... Санпа кам танлашайӗ?» (Пс. 39:6.) Ыттисене Иеговӑна пархатарлӑ пулма тата унӑн организацине хаклама пулӑшас тесе ҫак фильмпа айтӑр усӑ курар!