«Иегова Свидетелӗсем — ӗненӳ ӗҫсемпе палӑрни. 2-мӗш пайӗ. Ҫутӑ ҫуталса тухтӑр»
1919 ҫулта Рутерфорда тата ытти хӑш-пӗр тӑвансене тӗрмерен кӑларсан Библие Тӗпчекенсене питӗ пысӑк ӗҫ кӗтнӗ. «Свидетели Иеговы — вера в действии. Часть 2. Да воссияет свет» фильмра кӑтартнӑ пек, Библие Тӗпчекенсен вӑйлӑ хӗсӗрленипе тӗл пулмалла пулнӑ, анчах Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнланасси ӳссе пымалла пулнӑ, ӗненӗвӗ вара тасалмалла пулнӑ (Ытар. 4:18; Мал. 3:1—3; Иоанн 15:20). Фильма пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултаратӑр-и эсир?
1) Библие Тӗпчекенсем ырӑ хыпар сарма мӗнле меслетсемпе усӑ курнӑ? 2) 1931-мӗш тата 1935-мӗш ҫулсенчи конгрессем мӗншӗн историе кӗрсе юлнӑ? 3) 1939-мӗш ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башни» мӗнпе палӑрса тӑнӑ? 4) Рутерфорд «Владычество и мир» доклада тунӑ чухне «Мэдисон-Сквер-Гардента» мӗн пулса иртнине каласа парӑр. 5) Норӑн «Мир. Долго ли он продлится?» доклачӗ мӗнпе питӗ паллӑ пулнӑ? 6) 1942-мӗш ҫулта Иегова Свидетелӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе анлӑлатас тесе мӗн тунӑ? 7) Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Канадӑра тата Грецире судра пӑхса тухнӑ хӑш-пӗр ӗҫсем пирки каласа парӑр. 8) Галаад шкулне йӗркелени ырӑ хыпар сарас ӗҫе анлӑлатма мӗнле пулӑшнӑ? 9) 1946-мӗш ҫулта мӗнле питӗ кирлӗ ӗҫ пуҫланнӑ тата мӗншӗн? 10) Иегова Свидетелӗсем хӑйсене епле тыткалани Библи нормисемпе килӗшӳллӗ пулнине пӗлес тесе мӗн-мӗн тунӑ? 11) Организаци Библире каланине тата та лайӑхрах тытса тӑтӑр тесе 1970-мӗш ҫулсенче тунӑ улшӑнусем пирки каласа парӑр. 12) Иегова пурне те курса-асӑрхаса тӑнине тата ҫакӑ унӑн организацийӗ пулнине лайӑхрах ӑнланма ҫак фильм сана мӗнле пулӑшрӗ? 13) Чӑрмавсене пӑхмасӑр малалла та хастаррӑн ырӑ хыпар сарма ҫирӗп шухӑшлӑ пулма сире ҫак фильм мӗнле пулӑшрӗ? 14) Хурӑнташсене, Библи вӗренекенсене тата ыттисене пулӑшас тесе ҫак фильмпа эпир мӗнле усӑ курма пултаратпӑр?
Иегова Свидетелӗсен историйӗнче ҫӗнӗ страницӑсем кунсерен уҫӑлаҫҫӗ. Сӑваплӑ ӗҫе тума эпир тӑрӑшни ҫинчен вӗсем ҫине мӗн ҫырӗҫ-ши? Иртнӗ ӗмӗрсенчи Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пекех айтӑр малалла та ҫак сӑмахсемпе килӗшӳллӗн сӑваплӑ ӗҫе хастаррӑн туса тӑрар: «Ҫутӑ сӗмлӗхрен ҫутӑлса тух[тӑр]»! (2 Кор. 4:6.)