Хӑвӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе питӗ хаклӑр
1. Эпир ырӑ хыпар сарни ҫине нумайӑшӗ мӗнле пӑхать?
1 Сатана тӗнчинче нумайӑшӗ эпир ырӑ хыпар сарса ҫӳренине «ӑссӑрлӑх» тесе шутлать (1 Кор. 1:18—21). Эпир асӑрхануллӑ пулмасан, ҫакӑн пек тӗрӗс мар пӑхни пире аптратса ӳкерме тата пирӗн хастарлӑха хавшатма пултарать (Ытар. 24:10; Ис. 5:20). Иегова Свидетелӗсем пулса ӗҫлеме панӑ мая эпир мӗншӗн хаклатпӑр? (Ис. 43:10.)
2. Ырӑ хыпар сарнине мӗншӗн «сӑваплӑ ӗҫ» теме пулать?
2 «Сӑваплӑ ӗҫ». Павел апостол ырӑ хыпар сарнине «сӑваплӑ ӗҫ» тенӗ (Рим 15:15, 16, ҪТ). Мӗне пула? Ырӑ хыпар каланӑ чухне эпир «Туррӑн ӗҫлекенӗсем» пулса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен таса Турӑпа, Иеговӑпа, пӗрле ӗҫлетпӗр, унӑн ятне сӑваплӑ тӑвакан ӗҫе хутшӑнатпӑр (1 Кор. 3:9; 1 Петр 1:15). Иегова эпир ырӑ хыпар сарни ҫине «мухтав парни» ҫине пӑхнӑ пек пӑхать, ҫавӑнпа та ҫак ӗҫ — Турра пуҫҫапни (Евр. 13:15).
3. Ырӑ хыпар каласа ҫӳресси мӗншӗн пысӑк чыс шутланать?
3 Ырӑ хыпар каласа ҫӳресси — пысӑк чыс, ӑна хӑшӗ-пӗри кӑна тивӗҫнӗ. Ангелсем, паллах, ҫак ӗҫе савӑнсах пуҫӑннӑ пулӗччӗҫ тата питӗ чаплӑн пурнӑҫласа тӑнӑ пулӗччӗҫ (1 Петр 1:12). Анчах та Иегова ҫак тӗлӗнмелле мая «тӑм савӑтсене», пире, ҫитменлӗхлӗ ҫынсене шанса панӑ! (2 Кор. 4:7.)
4. Сӑваплӑ ӗҫе питӗ хакланине эпир мӗнле кӑтартатпӑр?
4 Чи малтан тумалли ӗҫ. Ырӑ хыпар сарма май пулнине питӗ хакланӑран эпир ҫак ӗҫе хамӑр пурнӑҫри «аван», е чи кирлӗ, ӗҫсен шутне кӗртетпӗр (Флп. 1:10). Ҫавӑнпа та эпир кашни эрнерех ырӑ хыпар сарма вӑхӑт уйӑратпӑр. Пӗтӗм тӗнчипе паллӑ оркестрта выляма чыс тунине хаклакан музыкант сцена ҫине тухас умӗн кашнинчех хатӗрленет тата хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерсе пырать. Ҫавӑн пекех эпир те, чӑнлӑх сӑмахне тӗрӗс вӗрентес тесе, ырӑ хыпар сарма каяс умӗн хатӗрленетпӗр тата вӗрентес тӗлӗшрен лайӑхланма тӑрӑшатпӑр (2 Тим. 2:15; 4:2).
5. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫе кам хаклать?
5 Нумайӑшӗн шухӑшне пула хӑвӑра аптратса ӳкерме ан парӑр. Асра тытӑр: пирӗн территорире эпир хӑйсем патне килнине хаклакан ҫынсем нумай-ха. Унсӑр пуҫне эпир ҫынсем ырланине шырамастпӑр. Иегова пирӗн ҫине мӗнле пӑхни кирлӗрех, вӑл вара эпир тӑрӑшнине питӗ хаклать (Ис. 52:7).