Ырӑ хыпар сарма — вуникӗ сӑлтав
Эпир мӗншӗн ырӑ хыпар саратпӑр тата ҫынсене вӗрентетпӗр? Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсене пурнӑҫ паракан ҫул ҫине тӑма пулӑшас тесе кӑна-и? (Матф. 7:14.) Ку вӑл ҫакӑнта илсе панӑ сӑлтавсенчен пӗрремӗшӗ, анчах тӗп сӑлтавӗ мар. Сан шутпа, ырӑ хыпар сармашкӑн, ҫак 12 сӑлтавран хӑшӗ чи пӗлтерӗшли?
1. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлать (Иоанн 17:3).
2. Вӑл йӗркесӗррисене асӑрхаттарать (Иез. 3:18, 19).
3. Вӑл Библири пророкла каланине пурнӑҫа кӗртме пулӑшать (Матф. 24:14).
4. Вӑл Туррӑн тӳрӗлӗхне кӑтартать. Йӗркесӗр ҫынсене ӳкӗнме май памасӑр тӗп тунӑ тесе никам та Иеговӑна айӑплама пултараймасть (Ап. ӗҫ. 17:30, 31; 1 Тим. 2:3, 4).
5. Ӑна пула эпир Иисус юнӗпе тӳлесе илнӗ ҫынсене Библири чӑнлӑха пӗлме пулӑшса, сӑнарлӑ каласан, хамӑрӑн парӑма тӳлесе тататпӑр (Рим 1:14, 15).
6. Ӑна пула эпир хӑшӗ-пӗри ҫӑлӑнайманнишӗн айӑплӑ пулмӑпӑр (Ап. ӗҫ. 20:26, 27).
7. Вӑл пире ҫӑлӑнӑҫ илме кирлӗ (Иез. 3:19; Рим 10:9—10).
8. Вӑл эпир ҫывӑх ҫынсене юратнине кӑтартать (Матф. 22:39).
9. Вӑл эпир Иеговӑна тата унӑн Ывӑлне итленине кӑтартать (Матф. 28:19, 20).
10. Вӑл — Турра пуҫҫапнин пайӗ (Евр. 13:15).
11. Вӑл эпир Турра юратнине кӑтартать (1 Иоанн 5:3).
12. Ҫакӑ Иеговӑн ятне сӑваплӑ тӑвать (Ис. 43:10—12; Матф. 6:9).
Паллах, пире ырӑ хыпар сарма хавхалантаракан сӑлтавсем татах та пур. Сӑмахран, ырӑ хыпар сарни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет тата Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулма май парать (1 Кор. 3:9). Анчах ырӑ хыпар сармашкӑн тӗп сӑлтавӗ — вуниккӗмӗшӗ. Ҫынсем итленипе-итлеменнине пӑхмасӑрах эпир ырӑ хыпар сарни Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвать тата Иеговӑна хӑйне кӳрентерекене хурав пама май парать (Ытар. 27:11). Чӑн та, пӗр чарӑнмасӑр вӗрентме тата ырӑ хыпара пӗлтерме пирӗн пур сӑлтав та пур (Ап. ӗҫ. 5:42).