Калаҫӑва мӗнле пуҫламалла
Октябрьте, пӗрремӗш шӑмат кун, Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫламалла
«Паянхи ҫӑмӑл мар вӑхӑтра пур ҫемье те йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Сирӗн шутпа, ҫемьене телейлӗ тума пулӑшакан шанчӑклӑ канашсем ӑҫта тупма пулать?» Хурава итле. Ҫынна «Разоблачение пяти ложных утверждений о Боге» брошюрӑна пар. 16, 17 страницӑсенчи пӗр подзаголовока тата Библирен илсе панӑ пӗр сӑвӑ йӗркине пӑхса тух. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Разоблачение пяти ложных утверждений о Боге» брошюра. Брошюрӑн хуплашкине кӑтарт та ыйт: «Хӑвӑра Турӑ ҫинчен суйса каланине пӗлсессӗн эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? [Хурава итле.] Асӑрхӑр-ха, чӑннине суйнинчен мӗнле уйӑрса илмелли пирки Иисус мӗн каланӑ? [Иоанн 17:17 вуласа пар.] Турӑ ҫинчен чӑннине Библирен кӑна пӗлме пулать. Ҫак брошюрӑра Турӑ ҫинчен суйса каланисене, пиллӗкӗшне, сӳтсе явнӑ, Библи вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать».
«Как воспитать ребенка ответственным человеком» брошюра. «Сирӗн шутпа, ашшӗ-амӑшӗ ачисене вӗрентсе ӳстернӗ чухне тӗл пулакан йывӑрлӑхсенчен хӑшӗ чи пысӑкки? [Хурава итле.] Нумай ашшӗ-амӑшӗ Библире канашсем шырать. Сӑмахран, ачасене наказани панӑ чухне ҫак ӑслӑ канашпа усӑ курма пулать. [Эфес 4:31 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Библири ӑслӑлӑх ашшӗ-амӑшне, ачисене мӗн пӗчӗкрен пуҫласа ӳссе ҫитичченех пӑхса ӳстернӗ май, мӗнле пулӑшнине кӑтартнӑ».