Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Октябрӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Пирӗн пурнӑҫ питӗ кӗске пулнипе эсир килӗшетӗр пулӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, хӑҫан та пулин чирсем пӗтӗҫ-ши тата эпир нумайрах пурӑнма пуҫлӑпӑр-ши? [Хурава итле.] Ҫакӑнта мӗн ҫырнине пӑхӑр-ха». Ҫынна «Придет ли конец коррупции?» брошюрӑна пар та 16-мӗш страницӑри пӗрремӗш подзаголовока тата Библири пӗр сӑвӑ йӗркине те пулин унпа пӗрле сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Придет ли конец коррупции?» брошюра. «Эпир асӑрханӑ тӑрӑх бизнесра тата правительствӑра ӗҫлекенсем хушшинче коррупци ӳссе пыни нумайӑшне пӑшӑрхантарать. Эсир мӗнле шутлатӑр, коррупци пӗтӗ-ши? [Хурава итле.] Коррупцие пула хӗн-хур курнӑ ҫынсене Иисус мӗнле пулӑшассине асӑрхаса пӑхӑр-ха. [Псалом 71:12—14 вуласа пар.] Ку брошюрӑра коррупцие мӗнле пӗтерессине кӑтартса панӑ».
«Чтобы школьные годы не прошли зря» брошюра. «Ашшӗ-амӑшӗсенчен чылайӑшӗ ачисене лайӑх пӗлӳ илтересшӗн. Сирӗн шутпа, пирӗн ачасем шкул пӗтерсен, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме хатӗрленсе ҫитнӗ-и? [Хурава итле.] Пӗлӳпе ӑслӑлӑх илни питӗ кирлине Библи мӗнле палӑртнине пӑхӑр-ха. [Екклесиаст 7:12 вуласа пар.] Ку брошюрӑра ачасене шкулта ӑнӑҫлӑ вӗренме пулӑшакан пилӗк канаш пур».