Лайӑх вӗрентекенӗн питӗ кирлӗ паха енӗ
1. Лайӑх вӗрентекенӗн тӗп паха енӗ мӗнле?
1 Турӑ Сӑмахне лайӑх вӗрентекен пулма ҫынна мӗн пулӑшать? Пӗлӳ? Опыт? Талант? Чӑннипе вара ҫак паха ен Закона пурнӑҫлани пулать, вӑл Христосӑн вӗренекенӗсене уйӑрса илме парать тата Иеговӑн паха енӗсем хушшинче чи малти вырӑнта тӑрать (Иоанн 13:35; Гал. 5:14; 1 Иоанн 4:8). Сӑмах юрату ҫинчен пырать. Лайӑх вӗрентекенсем юрату кӑтартаҫҫӗ.
2. Ҫынсене юрату кӑтартни мӗншӗн ҫав тери кирлӗ?
2 Ҫынсене юратни. Аслӑ вӗрентекен, Иисус, ҫынсене юратнине кӑтартнӑ, ҫакӑ ӑна вӗсене итлеме хавхалантарнӑ (Лука 5:12, 13; Иоанн 13:1; 15:13). Ҫынсен ырӑлӑхӗ пирӗншӗн хаклӑ пулсан эпир май пулнӑ чухне кашнинчех ырӑ хыпара пӗлтерӗпӗр. Ҫакӑн пек чӑрмавсем, хӗсӗрлени тата интересленменни, пире чараймӗҫ. Кама ырӑ хыпар пӗлтеретпӗр, ҫавсемпе чӗререн интересленӗпӗр тата вӗсене мӗн хумхантарнине шута илсе калаҫӑва тӑсӑпӑр. Библи вӗренекен кашни ҫын валли хаваспах вӑхӑт уйӑрӑпӑр тата кашни занятие хатӗрленме вӑхӑта шеллемӗпӗр.
3. Библири чӑнлӑха юратни пире ырӑ хыпар сарнӑ чухне мӗнле пулӑшӗ?
3 Библири чӑнлӑхсене юратни. Иисус ҫавӑн пекех Библири чӑнлӑхсене юратнӑ, вӗсем пирки мул тенӗ (Матф. 13:52). Эпир чӑнлӑха юрататпӑр пулсан хавхалануллӑн калӑпӑр, ҫакӑ пире итлекенсем ҫине те куҫӗ. Чӑнлӑха юратни пире хамӑр мӗн тума пултарайманни ҫинчен мар, эпир каласа паракан Библири хаклӑ пӗлӳсем ҫинчен шухӑшлама пулӑшӗ, ҫакна пула эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне сахалтарах хумханӑпӑр.
4. Юратӑва мӗнле ӳстерме пулать?
4 Юратӑва ҫирӗплетӗр. Ҫынсене юратассине хамӑрта мӗнле ӳстермелле? Иеговӑпа Иисус юратӑвӗ тата хамӑр участоксенче пурӑнакан ҫынсем Библие пӗлменни пирки шухӑшламалла (Марк 6:34; 1 Иоанн 4:10, 11). Тӑтӑшах хамӑр тӗллӗн вӗренсен тата шухӑшласан эпир Библири чӑнлӑха ытларах та ытларах юратӑпӑр. Юрату — сывлӑш ӗҫӗн пайӗ (Гал. 5:22). Ҫавӑнпа та Иеговӑран святой сывлӑш тата пире юратура ӳсме пулӑш тесе ыйтма пулать (Лука 11:13; 1 Иоанн 5:14). Юрату кӑтартатпӑр пулсан, хамӑр илнӗ пӗлӗве, чӑнлӑхри опыта е ҫуралнӑранпах пулнӑ пултарулӑхсене пӑхмасӑрах эпир Туррӑн Сӑмахне лайӑх вӗрентекенсем пулма пултаратпӑр.