Калаҫӑва пӗр-пӗр шухӑшпа пуҫласа пӑхӑр
Иисус пусӑ патӗнче хӗрарӑмпа калаҫу ансат пуҫланӑ: «Мана шыв ӗҫтерсемччӗ» (Иоанн 4:7). Ҫак хӗрарӑм Иисусӑн вӗренекенӗ пулса тӑнӑ. Ареопагра Павел апостол Афинӑри ҫынсене хулара хӑй мӗн курни-асӑрхани ҫинчен калама пуҫланӑ, ҫакӑ итлекенсене интереслентерсе янӑ. Ҫавӑн пекех пирӗн те калаҫӑва кашнинчех ыйтупа пуҫлама кирлӗ мар. Хӑш-пӗр чухне ыйту пани ҫынна аванмарлатать е вӑл хӳтӗленме тытӑнать. Нумайӑшӗ пӗр-пӗр интереслӗ шухӑш е хӑй мӗн асӑрханине каласа калаҫӑва ҫӑмӑллӑн пуҫлама пулнине асӑрханӑ. Лайӑх тӗслӗхсем «Рассуждение» кӗнекере (9—15 с.) тупма пулать. Эсир калаҫу пуҫламӑшӗнче пӗр-пӗр шухӑш каласа пӑхма, кайран вара ыйту парас вырӑнне тӳрех Библири сӑвӑ йӗрки ҫине тата хамӑр публикацири шухӑш ҫине тимлеттерсе пӑхма пултарнӑ пулӑттӑр-и? Акӑ пӗр-пӗр шухӑшпа е ҫирӗплетӳпе пуҫланакан хӑш-пӗр тӗслӗхсем.
«Ҫемье ҫавӑрма ӑна упраса хӑварассинчен ҫӑмӑлтарах пулас. Сӑмахран, пирӗн ҫӗршывра кашни иккӗмӗш ҫемье тенӗ пекех арканать. Мӗншӗн ҫапла пулса иртнине, пӗр сӑлтавне, пӑхӑр-ха. [1 Коринф 13:5ӑ вуласа пар.] Библи кӑтартнӑ тӑрӑх, каҫарма пӗлменнине пула та ҫемье арканма пултарать».
«Ҫынсем хӑйсене улталанине юратмаҫҫӗ, ҫапах та тӳрӗ ҫынсем сахаллансах пыраҫҫӗ пулас. Эпир ҫак ыйтӑвӑн хуравне, ҫынсем мӗншӗн суйма хӑраманнине, тупрӑмӑр. [Екклесиаст 8:11 вуласа пар.] Библире каланӑ тӑрӑх, хушӑран ултавҫӑ хӑй ӗҫӗшӗн тӳрех явап тытмасть, ҫавӑнпа та хӑш-пӗрин улталасси йӑлана кӗрет».
Калаҫӑва ҫапла тӑсма пулать: «Библире тата ытти интереслӗ темӑсене те сӳтсе явнӑ». Унтан сӗнмелли ҫӗнӗ брошюрӑри «Изучайте Слово Бога» рубрикӑна уҫса ҫын суйласа илнӗ подзаголовокри пӗр е ик абзаца сӳтсе явма пулать.