Хӑвӑрӑн ырӑ ӗҫӗрсемпе савӑнӑр
1. Сӑваплӑ ӗҫри хастарлӑх мӗне пула чакма пултарать?
1 Турӑ этеме хӑйӗн ӗҫӗпе савӑнтӑр тесе пултарнӑ (Еккл. 2:24). Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулман пек туйӑнать пулсан эпир хуйха ӳкме пултаратпӑр тата пирӗн хастарлӑх чакӗ. Хамӑрӑн ӗҫ ҫине тӗрӗс пӑхма пире мӗн пулӑшӗ?
2. Ҫынсем ырӑ хыпара йышӑннипе йышӑнманни ҫине пирӗн мӗншӗн тӗрӗс пӑхмалла?
2 Тӗрӗс пӑхӑр. Иисус Христос вӗрентнине сахалӑшӗ кӑна йышӑннӑ пулсан та, унӑн сӑваплӑ ӗҫӗ, паллах, ӑнӑҫлӑ пулнӑ (Иоанн 17:4). Акаҫӑ пирки каласа панӑ тӗслӗхӗнче вӑрлӑхсемпе танлаштарнӑ Турӑ Патшалӑхӗн хыпарне ҫынсенчен ытларахӗшӗн чӗрисем йышӑнмӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ Иисус (Матф. 13:3—8, 18—22). Ҫапах та вӑй хурсан нумай тума пулать.
3. Ырӑ хыпара сахалӑшӗ кӑна йышӑнать пулсан та, эпир мӗнле майпа ҫимӗҫ кӳретпӗр?
3 Мӗн чухлӗ ҫимӗҫ эпир кӳретпӗр. Иисус тӗслӗхӗ тӑрӑх, ырӑ хыпара йышӑнакан ҫын «ҫимӗҫлӗ пулать» (Матф. 13:23). Тулӑ пулса ҫитсен ҫимӗҫ парать, ҫимӗҫӗсем хунавсем мар, вӑрлӑхсем пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех христиансем кӳрекен лайӑх ҫимӗҫсем — яланах ҫӗнӗ вӗренекенсем мар. Вӗсем Турӑ Патшалӑхӗн питӗ нумай ҫӗнӗ вӑрлӑхӗ пулма пултараҫҫӗ — ку эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен мӗн пӗлтерни. Ҫынсем Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарне йышӑнаҫҫӗ-и е йышӑнмаҫҫӗ, ҫак «ырӑ» ҫимӗҫсем пирӗн кӑмӑла ҫырлахтараҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир Иеговӑн ятне сӑваплӑ тума пулӑшатпӑр (Ис. 43:10—12; Матф. 6:9). Унсӑр пуҫне, пире Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулма чыс тунӑ (1 Кор. 3:9). Тата ҫак «мухтав парни» Иеговӑна савӑнтарать (Евр. 13:15, 16).
4. Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ куҫа курӑнман мӗнле ҫимӗҫсем кӳме пултарать?
4 Унсӑр пуҫне, эпир пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлени куҫа курӑнман ҫимӗҫсем пама пултарать. Иисус вӗрентнисене илтнӗ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем вӑл хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне ҫӗр ҫинче туса пӗтернӗ хыҫҫӑн кӑна унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ пулас. Ҫавӑн евӗрлех эпир акакан Турӑ Патшалӑхӗн вӑрлӑхӗ ҫыннӑн чӗринче каярахпа шӑтса тухма пултарать, эпир вара ҫак ҫын чӑнлӑха йышӑнни ҫинчен пӗлмесен те пултаратпӑр. Паллах ӗнтӗ, пирӗн сӑваплӑ ӗҫ ырӑ ҫимӗҫсем парать. Ҫавӑнпа малалла та «нумай ҫимӗҫ» кӳрсе тӑрӑпӑр, ҫапла вара эпир Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнине ҫирӗплетсе парӑпӑр (Иоанн 15:8).