Пирӗн официаллӑ сайта пире тата ыттисене пулӑшма йӗркеленӗ
Иисус пире Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара «пур халӑха та... пӗлтермешкӗн... пӗтӗм тӗнчипе» сарма хушнӑ (Матф. 24:14). Пире хамӑрӑн сӑваплӑ ӗҫе туллин туса тӑма пулӑшас тесе виҫӗ сайта (watchtower.org, jw-media.org тата jw.org) пӗрлештерсе пӗр сайт (jw.org) тунӑ тата ӑна ҫӗнетнӗ (2 Тим. 4:5).
«Пӗтӗм тӗнчипе». Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен виҫҫӗмӗш пайне яхӑн Интернетпа усӑ курать. Нумайӑшӗ, уйрӑмах яш-кӗрӗм, информацие ытларах Интернетран илет. Интернетпа усӑ куракансем пирӗн сайтра Библипе ҫыхӑннӑ ыйтусен тӗрӗс хуравӗсене тупма пултараҫҫӗ. Вӗсен Иеговӑн организацийӗпе паллашма тата Библие тӳлевсӗр майпа вӗренес килни ҫинчен пӗлтерме май пур. Сайт пулӑшнипе Турӑ Патшалӑхӗн ырӑ хыпарӗ ҫынсем ӑна сайра-хутра илтекен вырӑнсене ҫитет.
«Пур халӑха». «Пур халӑха» та пӗлтерес тесен Библири хыпарӑн тӗрлӗрен чӗлхепе янӑрамалла. jw.org сайта кӗрекенсем информацие ҫӑмӑллӑнах 400-е яхӑн чӗлхепе тупма пултараҫҫӗ — ҫакӑн пек нумай чӗлхеллӗ сайт урӑх ҫук.
Унпа усӑ курӑр. Ҫӗнетнӗ jw.org сайта Иеговӑна ӗненменнисене ырӑ хыпар пӗлтерес тӗллевпе кӑна йӗркелемен. Ӑна Иеговӑн Свидетелӗсем валли те хатӗрленӗ. Сирӗн Интернета кӗме май пур пулсан jw.org сайтпа паллашӑр. Унпа мӗнле усӑ курмалли пирки аяларах темиҫе канаш илсе панӑ.
[3-мӗш страницӑри ҫырса хуни]
(Текста мӗнле йӗркеленине пӗтӗмпех курас тесен публикацире пӑхӑр)
Кӗрсе пӑхӑр
1 Хӑвӑрӑн компьютерта браузерӑн адрес кӑтартмалли йӗркинче «www.pr2711.com» тесе ҫырӑр.
2 Сайтпа паллашмашкӑн темӑсен ячӗсем, меню тата ссылкӑсем ҫине пусӑр.
3 Интернета тухма паракан электронлӑ хатӗрпе усӑ курса jw.org сайта кӗрсе пӑхӑр. Пысӑках мар экран ҫине страница пӗчӗк форматпа тухӗ, анчах та унта ҫав информациех пулӗ.