jw.org сайтпа сӑваплӑ ӗҫре усӑ кур. «Стань другом Иеговы»
Пирӗн jw.org сайтра, «Библейские учения» разделра, ачасем валли «Стань другом Иеговы» ятлӑ вкладка пур. Унта юрӑсене, видеороликсене тата заданисене тупма пулать. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эсӗ ҫак вкладкӑпа усӑ курнӑ-и? Ачаллӑ ҫынпа эсӗ Библи вӗренетӗн пулсан ӑна ҫак вкладкӑна кӑтарт. Тен, вӑл пирӗн сайтри ытти материалпа паллашас тейӗ.
«Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар» ятлӑ 38 №-лӗ буклета салатнӑ чухне арҫын тӑван ӑна пӗр хӗрарӑма панӑ. Ҫав хӗрарӑм ӑна тӳрех вулама пуҫланӑ. Хӗрарӑмӑн пӗчӗк ачасем пулнӑ, вӗсем те буклетпа интересленнӗ. Арҫын тӑван буклетӑн содержанине сӳтсе явнӑ та буклетӑн юлашки страницӑра кӑтартнӑ сайтӑн адресӗ ҫине тимлеттернӗ. Хӗрарӑм интересленнӗрен арҫын тӑван ӑна тата унӑн ачисене хӑйӗн мобильлӗ хатӗрӗпе Коля ҫинчен пӗр мультфильмне кӑтартас тенӗ.
Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекен ачаллӑ хӗрарӑма пирӗн сайт ҫинчен тата унта ҫемье валли мӗн усӑлли пурри ҫинчен каласа панӑ. Ҫак хӗрарӑм хӑйӗн ачисемпе пӗрле сайта кӗнӗ. Каярах вӑл пирӗн тӑвана унӑн ачисем «Стань другом Иеговы» вкладкӑри «Проповедуй слово» юрра килӗнче юрласа ҫӳрерӗҫ тесе каласа панӑ.
jw.org сайтри ҫак вкладкӑпа паллаш та хӑвӑн мобильлӗ хатӗр ҫине видеоролик, юрӑ е задани уҫласа ил. Ҫапла эсӗ ҫак владкӑри материалпа сӑваплӑ ӗҫре усӑ курма пултарӑн. Ҫак паха хатӗр пире Ҫӳлхуҫашӑн чура пек ӗҫлесе тӑма пулӑшӗ (Ап. ӗҫ. 20:19).