Ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтерӗр
1. Ырӑ хыпар сарас ӗҫре Павел апостол мӗнле питӗ лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?
1 «Хӑвӑн ӗҫне туллин тусах пыр» (2 Тим. 4:5). Совеҫӗ таса пулнӑран Павел апостол Тимофее ҫапла ӳкӗтлесе калама пултарнӑ. Пирӗн эрӑри 47—56-мӗш ҫулсем хушшинче Павел виҫӗ миссионерла ҫулҫӳреве кайса килнӗ. Павел ырӑ хыпара тӗплӗн «пӗлтерни» ҫинчен Апостолсен ӗҫӗсем кӗнекере час-часах каланӑ (Ап. ӗҫ. 23:11; 28:23). Эпир паян унран тӗслӗх илме мӗнле пултаратпӑр?
2. Килтен киле ырӑ хыпара тӗплӗн мӗнле пӗлтермелле?
2 Килтен киле. Ырӑ хыпара нихӑҫан та илтмен ҫынсене килте тытас тесе вӗсем патне урӑх вӑхӑтра килсе пӑхӑр. Тен, кил хуҫи каҫхине е канмалли кунсенче килте пулӗ. Пирӗн кашни алӑк умӗнче кампа та пулин калаҫма тӑрӑшмалла, килте никам та пулмасан унта таврӑнмалла. Эпир тӑрӑшни ӑнӑҫлӑ пулмарӗ пулсан? Ҫыру ҫырма е телефонпа шӑнкӑравлама пулать.
3. Обществӑлла вырӑнсенче е май килнӗ чухне ырӑ хыпар пӗлтерме сирӗн мӗнле майсем пуррине каласа парӑр.
3 Обществӑлла вырӑнсенче е май килнӗ чухне. Иеговӑн ӗҫлекенӗсем чӑн-чӑн «ӑслӑлӑха» итлеме хатӗррисене пурне те пӗлтереҫҫӗ. Хӑш чухне вӗсем «урамра», хӑш чухне «хулари уҫӑ вырӑнсенче» калаҫҫӗ (Ытар. 1:20, 21). Кулленхи ӗҫсене тунӑ чухне эпир ырӑ хыпар пӗлтерме май шыратпӑр-и? Вӗрентес ӗҫе пуҫӗпех парӑннӑ теме пулать-и пирӗн пирки? (Ап. ӗҫ. 18:5.) Ҫапла пулсан, ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтерме хушнине эпир туса тӑратпӑр (Ап. ӗҫ. 10:42; 17:17; 20:20, 21, 24).
4. Кӗлӗ туни тата шухӑшлани ырӑ хыпара тӗплӗн пӗлтерме мӗнле пулӑшать?
4 Хӑш-пӗр чухне пире пӗр-пӗр ҫитменлӗх е вӑтанни ырӑ хыпара пӗлтерме чӑрмантарать. Паллах ӗнтӗ, Иегова эпир мӗн тума пултарнипе пултарайманнине шута илет (Пс. 102:14). Апла пулин те, май килнӗ чухне калама хӑюлӑх пар тесе ӑна кӗлӗ тума пултаратпӑр (Ап. ӗҫ. 4:29, 31). Унсӑр пуҫне, хамӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне тата Турӑ сӑмахӗ ҫинчен шухӑшланӑ чухне эпир ырӑ хыпар пысӑк усӑ панишӗн тата та пархатарлӑрах пулас тесе тӑрӑшма пултаратпӑр (Флп. 3:8). Ҫакӑ пире ырӑ хыпара ыттисене хастаррӑн калама хавхалантарӗ.
5. Иоиль пророкла калани пурнӑҫланса пынинче эпир мӗнле хутшӑнма пултаратпӑр?
5 Иоиль пророкла калани тӑрӑх, Иеговӑн аслӑ та хӑрушӑ кунӗ ҫитес умӗн Туррӑн ӗҫлекенӗсем ырӑ хыпара сарма никама та чӑрмантарма памасӑр хӑйсен ҫулӗпе пырӗҫ (Иоиль 2:2, 7—9). Урӑх нихӑҫан та пулас ҫук ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑннӑ май айтӑр хамӑр пултарнине пурне те тӑвар!