Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Июлӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать: «Эпир тӗл пулакан ҫынсем пурте тенӗ пекех нумай тата телейлӗ пурӑнасшӑн. Ҫавӑнпа та эпир сиртен ыйтасшӑнччӗ: „Наукӑпа медицина ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама пултараҫҫӗ-и?“ [Хурава итле.] Ҫакӑнта мӗн каланине асӑрхаса пӑхӑр-ха». «Заслуживает ли религия доверия» брошюрӑри юлашки страницӑна кӑтарт та пӗрремӗш ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библири пӗр сӑвӑ йӗркине те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
Асӑрхаттару: ҫак сӗнӳпе мӗнле усӑ курмаллине июлӗн 6-мӗшӗнче ырӑ хыпар сармалли тӗлпулура кӑтартмалла.
«Заслуживает ли религия доверия?» брошюра. Ҫынсемпе калаҫнӑ чухне нумайӑшӗ манӑн хамӑн ӗненӳ теҫҫӗ. Теприсем вара тӗнсене пачах шанма пӑрахнӑ теҫҫӗ. Эсир тӗн ҫине мӗнле пӑхатӑр? [Хурава итле.] Иисус тӗн ҫине тӗрӗс мӗнле пӑхмаллине кӑтартнӑ. [Лука 6:44а вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра тӗнсем тӑвакан хӑш-пӗр лайӑх мар ӗҫсем ҫинчен каланӑ. Унта ҫавӑн пекех ҫак ыйту ҫине хурав пур: „Эпир шанма пултаракан тӗн пур-и?“».
«Протесты: путь к решению проблем?» брошюра. «Эпир паян ҫынсемпе пысӑк проблема ҫинчен, тӗрӗсмарлӑх ҫинчен, калаҫатпӑр. Ҫынсем тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешсе хирӗҫлев демонстрацийӗсем, митингсем тӑваҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫакӑ проблемӑна татса пама пулӑшать-и? [Хурава итле.] Асӑрхаса пӑхӑр-ха, Библире кӑтартнӑ тӑрӑх, мӗне пула ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ лайӑхланать. [Матфей 6:9, 10 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра ҫакӑн пек ыйту ҫине хурав пур: „Хирӗҫлевсем тӗнчери проблемӑсене татса параҫҫӗ-и?“».
«Добрая весть от Бога» брошюра. «Эпир сирӗн урамра пурӑнакан ҫынсене Библири хавхалантаракан шухӑшсене каласа паратпӑр. Пирӗнпе калаҫнӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ мӗншӗн юратакан Турӑ ҫӗр ҫинче ҫакӑн чухлӗ хӗн-асапа пулма парать тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ ҫынсене малтанах ҫакӑн пек асапланса пурӑнмалла пултарнӑ-и?» [Хурава итле.] Унтан 5-мӗш урока уҫса пӗрремӗш икӗ абзацне вула та сӳтсе яв, ҫавӑн пекех курсивпа палӑртнӑ сӑввисене те. Брошюрӑна сӗн те хура шрифтпа палӑртнӑ тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.