Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Июлӗн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвне ҫапла пуҫлама пулать:
«Эсир мӗнле шутлатӑр, Турӑ ҫынсем кӗлтунине хаваспах итлет-и?» Хурава итле. «Почему с хорошими людьми случаются несчастья?» брошюрӑн юлашки страницӑри пӗрремӗш ыйтӑва кӑтарт. Ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Почему с хорошими людьми случаются несчастья?» брошюра.
«Турӑ Пурне те Тума Пултаракан пулсан, тӗнчере пулса иртекен пур усалшӑн вӑл яваплӑ-и? [Хурава итле. Ун хыҫҫӑн Иаков 1:13 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра усаллӑх мӗншӗн пулса иртнине тата Турӑ усаллӑхпа хӗн-асапа хӑҫан пӗтерессине ӑнлантарса панӑ».
«Когда приходит беда: как выстоять?» брошюра.
«Пирӗнтен кашнийӗ хӑҫан та пулин мӗнле те пулин инкекпе тӗл пулать, сӑмахран, ҫутҫанталӑк инкекӗпе, йывӑр чирпе е ҫывӑх ҫын вилнипе. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫакӑн пек лару-тӑрӑва мӗнле чӑтса ирттермелле? [Хурава итле.] Ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫавнашкал инкексене чӑтса ирттерме Библи пулӑшнине асӑрханӑ. [Рим 15:4 вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра йывӑр самантсенче Библи мӗнле пулӑшнине ӑнлантарса панӑ».