Ырӑ хыпар сарма пулӑшакан рубрика
1. «Разговор на библейскую тему» рубрикӑн мӗнле икӗ тӗллев пур?
1 Сӗнмелли брошюрӑсенче «Разговор на библейскую тему» ятлӑ рубрикӑра вӑхӑтран вӑхӑта статьясем тухаҫҫӗ. Ҫак рубрикӑн икӗ тӗллев: Библи вӗрентӗвӗсене интереслӗ сӳтсе явасси тата пӗр-пӗр темӑна сӑпайлӑн мӗнле сӳтсе явмаллине кӑтартасси (1 Петр 3:15). Ҫак рубрикӑри статьясем пире мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ?
2. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫак рубрикӑпа мӗнле усӑ курма пулать?
2 Ырӑ хыпар сарнӑ чухне усӑ курӑр. Эсир сӗнмелли брошюрӑн темиҫе кӑларӑмне, ҫак рубрика пуррисене, хӑварса пыма пултаратӑр. Хваттер хуҫи, интересленекен ҫын е вӗренекен ҫав рубрикӑра сӳтсе явнӑ ыйтӑва парсан е хирӗҫлесе мӗн те пулин каласан, ӑна ҫав темӑна сӳтсе явнӑ брошюрӑна хӑварӑр та статьяна сӳтсе явма сӗнӗр. Сирӗн ҫав кӑларӑм ҫук пулсан ӑна jw.org сайтран уҫласа илме пулать.
3. Ҫак рубрикӑри статьяна ҫынпа мӗнле сӳтсе явма пулать?
3 Ҫынпа ҫак рубрикӑри статьяна мӗнле сӳтсе явмалла? Хӑшӗ-пӗрисем статьяна пӗрле сасӑпа вуласа тухма сӗнеҫҫӗ: пӗрле калаҫакан ҫын хваттер хуҫин сӑмахӗсене вулама пултарать, хыпарҫӑ вара — Свидетелӗн сӑмахӗсене. Ҫапла туни час-часах питӗ ӑнӑҫлӑ, мӗншӗн тесен пичетлесе панӑ диалогпа усӑ курса сӳтсе явни ҫынна пирӗн вӗрентӳсене лӑпкӑн пӑхса тухма пулӑшать (Сак. аст. 32:2).
4. Хамӑра вӗрентмешкӗн ҫак статьясемпе мӗнле усӑ курма пулать?
4 Хӑвӑра та, ыттисене те вӗрентӗр. Ҫак статьясене вуланӑ чухне Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене, тӗслӗхсене тата шухӑшсене пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнтарнине, ҫавӑн пекех материала мӗнле уҫса панине тимлӗр. Унтан ырӑ хыпар сарнӑ чухне ҫавӑн евӗрлех туса пӑхӑр (Ытар. 1:5; 9:9). Пӗр хӗрарӑм тӑван калать: «Ҫак статьясене вуланӑ май, эпӗ хама „пӗр ҫитменлӗхсӗр“ пионертан вӗреннӗ пек туятӑп, вӗт вӑл мӗн тата хӑҫан каламаллине яланах пӗлет!»
5. Библи вӗренекенсене ырӑ хыпар сарма хатӗрленмешкӗн мӗнле пулӑшмалла?
5 Унсӑр пуҫне, ҫак статьясемпе усӑ курса Библи вӗренекенсене ырӑ хыпар сарма кайма хатӗрленме пулӑшма пулать. Вӗренекене хыпарҫӑн сӑмахӗсене вулама ыйтса статьяна пӗрле вуласа тухӑр. Ҫакӑн пек тусан вӑл хӑй мӗне ӗненни ҫинчен сӑпайлӑн каласа пама вӗренет (Кол. 4:6). Ҫак рубрика — Иегова пире сӑваплӑ ӗҫе «туллин» туса тӑма пулӑшас тесе парса тӑракан хатӗрсенчен пӗри (2 Тим. 4:5).