Брошюрӑсенчи ҫӗнӗ сыпӑк Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама пулӑшӗ
1. Брошюрӑсенче мӗнле ҫӗнӗ сыпӑк тата мӗнле тӗллевпе тухать?
1 Сӗнмелли брошюрӑсенче ҫитес уйӑхра «Изучайте Слово Бога» ятлӑ ҫӗнӗ сыпӑк тухать. Ӑна пире Библи вӗренӗвӗсем пуҫлама пулӑшас тесе хатӗрленӗ. Паллах, пирӗн участокра кам та пулин ҫак сыпӑкри статьясене хаваспах вулама пултарӗ, анчах та вӗсене сӳтсе явас тӗллевпе кӑларнӑ.
2. Ҫак статьясен мӗнле уйрӑмлӑхсем пур?
2 Уйрӑмлӑхӗсем. Заглависем тата подзаголовоксем ыйтусенчен тӑраҫҫӗ. Темӑна сӳтсе явнӑ чухне пӗрле калаҫакана ҫав ыйтусене пама пулать. Тӗп сӑвӑ йӗркисене ҫырса паман, Библирен хӑш вырӑнтан илнине кӑна кӑтартнӑ. Ҫакӑ пирӗнпе калаҫакана тӳрех Библипе паллашма май парать. Абзацсен калӑпӑшӗ пысӑк мар, ҫавна пула вӗсене алӑк умӗнчех сӳтсе явма пулать.
3. Ҫӗнӗ сыпӑкпа усӑ курса алӑк умӗнчех Библи вӗренӗвӗ мӗнле пуҫлама пулать?
3 Мӗнле усӑ курмалла? Брошюрӑсене сӗннӗ чухне статьян темипе ҫыхӑннӑ кӑсӑклантарса яракан ыйтӑва пама пулать. Тӗслӗхрен, «Эдемский сад. Просто легенда?» брошюрӑра Библи усӑллӑ кӗнеке пулни ҫинчен каланӑ. Ҫапла ыйтма пулать: «Эсир мӗнле шутлатӑр, Библи вӑл Турӑ Сӑмахӗ е лайӑх кӗнеке кӑна? [Хурава итле.] Сире ҫак темӑпа интереслӗ статья кӑтартас килет». Пӗрремӗш ыйтӑва кӑтарт, пӗрремӗш абзаца вуласа пар та Библие уҫса абзацра кӑтартнӑ сӑвӑ йӗрки ҫине тимлеттер. Унтан каллех ыйтӑва вуласа пар та пӗрле калаҫакана хӑйӗн шухӑшне калама сӗн. Номерлесе панӑ ыйтусемпе усӑ курса калаҫнӑ май материала мӗн чухлӗ сӳтсе явни вырӑнлӑ пулать, ҫавӑн чухлӗ пӑхса тух. Каяс умӗн тепӗр ыйтӑва кӑтарт та ӑна сӳтсе явма хӑҫан тӗл пуласси пирки калаҫса татӑл. Тепӗр брошюра ҫине куҫмалла пуличчен статьян малалли пайӗсене кашни эрнере сӳтсе явма тӑрӑш. Пӗрле калаҫакана ҫавӑн пекех Библи вӗренме тӳррӗн сӗнме, унтан вара статьяпа усӑ курса вӗренӳ мӗнле иртнине кӑтартма пулать.
4. Ҫынпа тепӗр хут тӗл пулсан ҫак статьясемпе мӗнле усӑ курма пулать?
4 Ҫавӑн пекех ҫынсене брошюрӑсем кайса панӑ чухне те, тепӗр хут тӗл пулса калаҫнӑ чухне те ҫак ҫӗнӗ сыпӑкри статьясемпе эффективлӑ усӑ курма пулать. Ҫапла калама пулать: «Брошюрӑра интереслӗ статья тухнӑ. Вӑл хӑш енчен усӑллине сире кӑтартма юрать-и?» Ҫак статьясем тата нумай ҫынна «чӑнлӑха» пӗлтерме пулӑшччӑр тесе эпир кӗлӗ тӑватпӑр (1 Тим. 2:4).