Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Мартӑн пӗрремӗш шӑматкунӗнче Библи вӗренӗвӗ ҫапла пуҫлама пулать:
«Эпир сире пысӑк уява чӗнесшӗн, вӑл апрелӗн 14-мӗшӗнче пулать. Ҫак кун Иисус вилнӗ куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫынсем ҫак уява хутшӑнӗҫ, мӗншӗн тесен Иисус вилни питӗ пӗлтерӗшлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Теприсем вара ун пек шутламаҫҫӗ. Сирӗн шутпа, Иисус вилни пире тата сире усӑ парать-и?» Хурава итле. «Что для вас сделал Бог» брошюрӑри юлашки страницӑна кӑтарт та пӗрремӗш ыйту хыҫҫӑнхи материала тата Библирен илсе панӑ сӑвӑ йӗркисенчен пӗрне те пулин сӳтсе яв. Брошюрӑсене сӗн те тепӗр ыйтӑва сӳтсе явмашкӑн тӗл пулма калаҫса татӑл.
«Что для вас сделал Бог» брошюра.
«Нумайӑшӗ Турӑ тӗнчери тӗрӗсмарлӑхпа хӗн-асапа мӗншӗн пӗтермест-ши тесе тӗлӗнет. Эсир мӗнле шутлатӑр, ҫакӑ Турӑ пирӗнпе интересленменнине кӑтартса парать-ши е вӑл пире хӗн-асап урлӑ мӗне те пулин вӗрентесшӗн-ши? [Хурава итле. Унтан Иоанн 3:16 вуласа пар.] Нумайӑшӗ ҫак сӑвӑ йӗрки Турӑ пире юратнине кӑтартса парать тесе калать пулсан та Туррӑн Ывӑлӗ мӗншӗн вилнине пурте ӑнлансах каймаҫҫӗ. Ҫак брошюрӑра Иисус вилӗмне пула ҫӗр ҫинчи тӗрӗсмарлӑхпа хӗн-асапа мӗнле пӗтерессине ӑнлантарса панӑ».
«Сотворение мира: вымыслы и факты» брошюра.
«Паян эпир ҫынсем час-часах тӗрӗс мар ӑнланакан Библири сӑвӑ йӗрки ҫинчен кӗскен калаҫатпӑр. [Пултарни 1:1 вуласа пар.] Хӑшӗ-пӗрисем Ҫут тӗнчене пултарнӑ тесе ӗненеҫҫӗ. Тепӗрисем ҫакна ӗненмеҫҫӗ. Эсир ҫакӑн пирки мӗнле шутлатӑр? [Хурава илте.] Нумайӑшне Ҫут тӗнчене пултарнине ӗненме йывӑр, мӗншӗн тесен тӗн пуҫлӑхӗсем Библи тӑрӑх вӗрентмеҫҫӗ. Ҫак брошюрӑра Ҫут тӗнче епле пулса кайни ҫинчен Библире тӗплӗн, йӗркипе ӑнлантарса панине пӗлме пултаратӑр».