Калаҫӑва пуҫламалли майсем
Каҫхи апат уявне чӗнмелли кампани валли.
«Эпир питӗ пысӑк уява пыма чӗнӳ хучӗсем салататпӑр. Апрелӗн 3-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын Иисус вилӗмне аса илме пуҫтарӑнӗ. Ҫавӑн пекех унта Иисусӑн вилӗмӗ пире мӗнле усӑ пани пирки Библи тӑрӑх доклад туса парӗҫ. Эпир пурӑнакан вырӑнта ҫак тӗлпулу ӑҫта тата хӑҫан пулассине чӗнӳ хутӗнче кӑтартнӑ».
«Эсир Турӑ патне ҫывхарма пултаратӑр» брошюра.
«Эпир ҫынсемпе кӗскен Турӑ ҫинчен калаҫатпӑр. Кашни ҫын Турра хӑйне майлӑ ӗненнине эпир ӑнланатпӑр. Эсир мӗнле шутлатӑр, нумай ҫыншӑн вӑл пӗр-пӗр вӑй кӑна е хӑйсемпе чунтан интересленекен тус? [Хурава итле.] Библири ҫак сӑвӑ йӗркинче Турӑ хӑйӗнпе мӗнле хутшӑнусем аталантарасшӑн пулни курӑнать. [Иаков 4:8а вуласа пар.] Ҫак брошюрӑра Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан виҫӗ канаш пур».